Марк 8:1—38
8 Ҫав кунсенче халӑх каллех питӗ нумай пухӑннӑ, вӗсен ҫимелли нимӗн те пулман. Ҫавӑнпа Иисус вӗренекенӗсене чӗнсе илнӗ те вӗсене каланӑ:
2 «Шел халӑха, вӗсем ӗнтӗ виҫӗ кун хушши манпа пӗрле, вӗсен ҫимелли нимӗн те ҫук.
3 Килӗсене выҫах ярсан, вӗсем ҫул ҫинче халран кайӗҫ, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем аякран килнӗ вӗт».
4 Анчах вӗренекенӗсем ӑна каланӑ: «Кунта, ҫын пурӑнман вырӑнта, ҫак халӑха тӑрантармалӑх ҫӑкӑр ӑҫтан тупмалла-ха?»
5 Вӑл вӗсенчен ыйтнӑ: «Сирӗн миҫе ҫӑкӑр пур?» Вӗсем: «Ҫиччӗ», — тенӗ.
6 Вара вӑл халӑха ҫӗр ҫине ларса тухма хушнӑ. Унтан вӑл ҫичӗ ҫӑкӑр илсе Турра тав тунӑ та вӗсене хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене пама пуҫланӑ, вӗренекенӗсем вара халӑха валеҫсе панӑ.
7 Вӗсен тата темиҫе пӗчӗк пулӑ пулнӑ. Турра тав тунӑ хыҫҫӑн вӑл пуллисене те халӑха валеҫсе пама хушнӑ.
8 Пурте ҫисе тӑраннӑ. Юлнӑ татӑкӗсене ҫичӗ пысӑк карҫинкка туллиех пуҫтарнӑ.
9 Ҫавӑнта 4 000-е яхӑн арҫын пулнӑ. Унтан вӑл вӗсене янӑ.
10 Ҫавӑн хыҫҫӑнах вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсемпе кимӗ ҫине ларса Далману́фа ҫӗрне ишсе кайнӑ.
11 Унта фарисейсем пынӑ та унпа тавлашма пуҫланӑ. Вӗсем ӑна тӗрӗслес тесе тӳперен паллӑ кӑтартма ҫине тӑрсах ыйтнӑ.
12 Вӑл ассӑн сывласа илнӗ те каланӑ: «Мӗншӗн-ха ҫак ӑру паллӑ кӑтартма ыйтать? Чӑн калатӑп сире: ҫак ӑрӑва нимӗнле паллӑ та кӑтартмӗҫ».
13 Вара вӑл вӗсене хӑварнӑ та каллех кимӗ ҫине ларса тинӗсӗн тепӗр енне ишсе кайнӑ.
14 Вӗренекенӗсем хӑйсемпе пӗрле ҫӑкӑр илме манса кайнӑ, кимӗ ҫинче пӗр ҫӑкӑрсӑр пуҫне вӗсен ҫимелли нимӗн те пулман.
15 Иисус вӗсене асӑрхаттарса ҫапла каланӑ: «Асӑрханӑр, фарисейсен кӑвас чустинчен тата И́родӑн кӑвас чустинчен сыхланӑр».
16 Вара вӗсем ҫӑкӑр ҫуккишӗн пӗр-пӗринпе тавлашма пуҫланӑ.
17 Ҫакна асӑрхасан вӑл вӗсене каланӑ: «Мӗншӗн эсир ҫӑкӑр ҫуккишӗн тавлашатӑр? Эсир халӗ те эпӗ мӗн каланине тавҫӑрса илейместӗр-и? Эсир халӗ те ӑнланаймастӑр-и? Сирӗн чӗресем халӗ те ӑнланма пултараймаҫҫӗ-и?
18 „Куҫ пур пулсан та курмастӑр-и? Хӑлха пур пулсан та илтместӗр-и?“ Эсир астумастӑр-им:
19 эпӗ пилӗк ҫӑкӑрпа 5 000 арҫынна тӑрантарнӑ чухне эсир юлнӑ татӑксене миҫе карҫинкка туллиех пуҫтартӑр?» Вӗсем ӑна: «Вуниккӗ», — тенӗ.
20 «Эпӗ ҫичӗ ҫӑкӑрпа 4 000 арҫынна тӑрантарнӑ чухне те эсир юлнӑ татӑксене миҫе пысӑк карҫинкка туллиех пуҫтартӑр?» Вӗсем ӑна: «Ҫиччӗ», — тенӗ.
21 Вара вӑл вӗсене каланӑ: «Эсир халӗ те ӑнланмастӑр-и?»
22 Вӗсем Вифсаидӑна ҫитнӗ. Унта ҫынсем Иисус патне пӗр суккӑр ҫынна илсе пынӑ та ӑна сыватма йӑлӑннӑ.
23 Вара вӑл ҫак суккӑр ҫынна алран тытса ялтан ҫавӑтса тухнӑ. Иисус унӑн куҫӗ ҫине сурнӑ та ун ҫине хӑйӗн аллисене хунӑ, вара унран ыйтнӑ: «Эсӗ мӗн те пулин куратӑн-и?»
24 Лешӗ тавралла пӑхса илнӗ те каланӑ: «Эпӗ ҫынсене куратӑп, анчах вӗсем утса ҫӳрекен йывӑҫсем пек курӑнаҫҫӗ».
25 Иисус каллех унӑн куҫӗсем ҫине хӑйӗн аллисене хунӑ, вара вӑл сывалнӑ та веҫех лайӑх курма пуҫланӑ.
26 Иисус ӑна: «Яла ан кӗр», — тесе килне янӑ.
27 Унтан Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем Филипп Кесарийӗ ҫывӑхӗнчи ялсене кайнӑ. Ҫулпа пынӑ чухне вӑл вӗренекенӗсенчен ыйтса пӗлме пуҫланӑ: «Эпӗ кам пулни пирки ҫынсем мӗн калаҫҫӗ?»
28 Вӗсем ӑна каланӑ: «Пӗрисем Шыва кӗртекен Иоанн теҫҫӗ, теприсем Илия́ теҫҫӗ, тата теприсем пророксенчен пӗри теҫҫӗ».
29 Вара вӑл вӗсенчен ыйтнӑ: «Эсир хӑвӑр ман пирки мӗн шутлатӑр?» Пётр ӑна: «Эсӗ — Христос», — тесе хуравланӑ.
30 Анчах Иисус вӗсене хӑйӗн ҫинчен никама та калама хушман.
31 Унтан вӑл вӗсене Этем Ывӑлӗ нумай асап курасси ҫинчен, ӑна старейшинӑсем, аслӑ священниксем тата закон вӗрентӳҫисем йышӑнас ҫукки ҫинчен, ӑна вӗлересси ҫинчен тата виҫӗ кунран вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен калама* пуҫланӑ.
32 Вӑл ҫакӑн ҫинчен уҫҫӑн каланӑ. Анчах Пётр Иисуса айккинелле илсе кайнӑ та ӑна хирӗҫлеме* пуҫланӑ.
33 Вара Иисус вӗренекенӗсем енне ҫаврӑнса пӑхнӑ та Пётра сивлесе каланӑ: «Кай ман патран*, Шуйттан! Мӗншӗн тесен эсӗ Турра юрӑхли ҫинчен мар, ҫынсене юрӑхли ҫинчен шухӑшлатӑн».
34 Унтан Иисус хӑйӗн патне халӑха тата хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илнӗ те каланӑ: «Кам ман хыҫҫӑн пырасшӑн, ҫавӑ хӑйӗншӗн пурӑнма* пӑрахтӑр та хӑйӗн асап юпине* илсе ман хыҫҫӑн пытӑр.
35 Мӗншӗн тесен кам хӑйӗн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварас тет, ҫавӑ ӑна ҫухатӗ. Кам вара хӑйӗн пурнӑҫне маншӑн тата ырӑ хыпаршӑн ҫухатать, ҫавӑ ӑна ҫӑлса хӑварӗ.
36 Чӑнах та, ҫын пӗтӗм тӗнчене туянсан, анчах хӑйӗн пурнӑҫне ҫухатсан, ӑна мӗн усси пулӗ?
37 Ҫын хӑйӗн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварас тесе мӗн пама пултараять?
38 Кам ҫак ҫылӑхлӑ та Турра шанчӑксӑр* ӑру умӗнче манран тата манӑн сӑмахсенчен вӑтанать, Этем Ывӑлӗ те сӑваплӑ ангелсемпе пӗрле Ашшӗн мухтавӗпе килнӗ чухне унран вӑтанӗ».
Сноскӑсем
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «вӗрентме».
^ Е «ӳпкелеме».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ман хыҫа кайса тӑр».
^ Е «хӑйӗн ирӗкне».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «аскӑн».