Матфей 7:1—29
7 Суд тума пӑрахӑр, вара хӑвӑра та суд тумӗҫ*,
2 мӗншӗн тесен эсир мӗнле суд тӑватӑр, хӑвӑра та ҫаплах суд тӑвӗҫ тата эсир хӑвӑра ыттисемпе мӗнле тытатӑр, вӗсем те хӑйсене сирӗнпе ҫаплах тытӗҫ*.
3 Мӗншӗн эсӗ тӑвану куҫӗнчи улӑм пӗрчине* куратӑн, хӑвӑн куҫунти пӗренене вара асӑрхамастӑн?
4 Хӑвӑн куҫунта пӗрене пур ҫӗртенех мӗнле-ха эсӗ тӑванна: «Сан куҫунти улӑм пӗрчине кӑларам-ха», — тесе калама пултаратӑн?
5 Икӗпитлӗскер! Малтан хӑвӑн куҫунти пӗренене кӑлар, вара тӑванун куҫӗнчи улӑм пӗрчине мӗнле кӑлармаллине курӑн.
6 Сӑваплӑ япалана йытӑсене ан парӑр, хӑвӑрӑн ӗнчӗне сыснасем умне ан пӑрахӑр. Вӗсем ӑна таптаса пӗтерӗҫ, каялла ҫаврӑнса хӑвӑра та туртса ҫурӗҫ.
7 Ыйтӑр — вара сире парӗҫ, шырӑр — вара тупатӑр, шаккӑр — вара уҫӗҫ,
8 мӗншӗн тесен ыйтакан — илет, шыракан — тупать, шаккакана — уҫаҫҫӗ.
9 Сирӗнтен хӑшӗ ывӑлӗ ҫӑкӑр ыйтсан ӑна чул парӗ
10 е пулӑ ыйтсан ӑна ҫӗлен парӗ?
11 Енчен те эсир, хӑвӑр ҫылӑхлӑ пулин те, ачӑрсене лайӑх парнесем пама пӗлетӗр пулсан, ҫӳлти Аҫӑр та хӑйӗнчен ыйтакансене ыррине паратех!
12 Ҫапла вара, хӑвӑршӑн ҫынсене мӗн тутарасшӑн, хӑвӑр та вӗсемшӗн ҫавна пурне те тӑвӑр. Закон та, пророксем те ҫапла вӗрентеҫҫӗ.
13 Тӑвӑр хапхаран кӗрӗр, мӗншӗн тесен аслӑ хапха тата сарлака ҫул пӗтме илсе каяҫҫӗ, нумайӑшӗ ҫав хапхаран кӗрет.
14 Тӑвӑр хапхапа ансӑр ҫул вара пурнӑҫ патне илсе каяҫҫӗ, вӗсене сахалӑшӗ кӑна тупать.
15 Суя пророксенчен асӑрханӑр, вӗсем сирӗн пата сурӑх тирӗ тӑхӑнса пыраҫҫӗ, анчах ӑшӗнче хӑйсем — тӑрана пӗлмен кашкӑрсем.
16 Вӗсене эсир ӗҫӗсенчен* пӗлӗр. Йӗплӗ ӳсентӑран ҫинчен виноград е инжир татаҫҫӗ-и?
17 Лайӑх йывӑҫ лайӑх ҫимӗҫ парать, начар йывӑҫ вара япӑх ҫимӗҫ парать.
18 Лайӑх йывӑҫ япӑх ҫимӗҫ пама пултараймасть, начар йывӑҫ та лайӑх ҫимӗҫ пама пултараймасть.
19 Лайӑх ҫимӗҫ паман йывӑҫа касса вута пӑрахаҫҫӗ.
20 Ҫапла эсир суя пророксене ӗҫӗсенчен* пӗлӗр.
21 Мана: «Ҫӳлхуҫа, Ҫӳлхуҫа», — тесе калакан кашни ҫынах ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗ. Унта манӑн ҫӳлти Аттен ирӗкне пурнӑҫлакансем кӑна кӗрӗҫ.
22 Ҫав кун мана нумайӑшӗ ҫапла калӗ: «Ҫӳлхуҫа, Ҫӳлхуҫа, эпир сан ятупа пророкла калаҫмарӑмӑр-и? Демонсене сан ятупа хӑваласа кӑлармарӑмӑр-и? Сан ятупа нумай тӗлӗнмелле ӗҫ тумарӑмӑр-и?»
23 Вара эпӗ вӗсене калӑп: «Эпӗ сире нихӑҫан та пӗлмен! Усал ӗҫ тӑвакансем, кайӑр ман патӑмран!»
24 Ҫапла вара, кам ҫак сӑмахсене илтсе вӗсене пурнӑҫласа тӑрать, ҫавӑ хӑйӗн ҫуртне чул хысакӗ ҫине лартнӑ ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын евӗрлӗ.
25 Ҫумӑр ҫунӑ, юханшывсем ҫырантан тухнӑ, ҫил-тӑвӑл пуҫланнӑ, вара ҫав ҫурта пырса ҫапнӑ. Анчах вӑл ишӗлсе анман, мӗншӗн тесен ӑна чул хысакӗ ҫине лартнӑ.
26 Кам ҫак сӑмахсене илтсе вӗсене пурнӑҫламасть, ҫавӑ хӑйӗн ҫуртне хӑйӑр ҫине лартнӑ ӑссӑр ҫын евӗрлӗ.
27 Ҫумӑр ҫунӑ, юханшывсем ҫырантан тухнӑ, ҫил-тӑвӑл пуҫланнӑ, вара ҫав ҫурта пырса ҫапнӑ, ҫурт ишӗлсе аннӑ, вӑл тӗппипех арканнӑ.
28 Иисус ҫак сӑмахсене каласа пӗтерсен, ҫынсем вӑл мӗнле вӗрентнинчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ,
29 мӗншӗн тесен вӑл закон вӗрентӳҫисем пек мар, Турӑран власть илнӗ ҫын пек вӗрентнӗ.
Сноскӑсем
^ Е «айӑплама пӑрахӑр, вара хӑвӑра та айӑпламӗҫ».
^ Е «мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫсе парӗҫ».
^ Е «ҫӳппе».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫимӗҫӗсенчен».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ҫимӗҫӗсенчен».