Рим 11:1—36
11 Ҫавӑнпа эпӗ ыйтатӑп: Турӑ хӑйӗн халӑхне сирсе янӑ-им? Паллах, ҫук! Эпӗ хам та Израиль ҫынни, Авраа́мӑн тӑхӑмӗ, Вениамин йӑхӗнчен.
2 Турӑ хӑй малтанах суйласа илнӗ халӑха сирсе яман. Эсир Ҫырура Илия́ ҫинчен мӗн каланине пӗлместӗр-им? Вӑл Израиль халӑхне ӳпкелесе Турра ҫапла каланӑ:
3 «Иегова*, вӗсем санӑн пророкусене вӗлерчӗҫ, парнӳ вырӑнӗсене аркатрӗҫ. Пӗр эпӗ кӑна тӑрса юлтӑм, халӗ вӗсем мана та вӗлересшӗн».
4 Турӑ ӑна мӗн хуравланӑ? «Эпӗ хам валли Ваала пуҫҫапман 7 000 ҫынна хӑвартӑм».
5 Хальхи вӑхӑтра та Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗпе суйласа илнисен пӗчӗк ушкӑнӗ* пур.
6 Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗпе пулсан, апла вӗсене ӗҫӗсене кура суйласа илмен. Унсӑрӑн унӑн ырӑлӑхӗ виҫесӗр ырӑлӑх пулман пулӗччӗ.
7 Апла мӗн калӑпӑр? Израиль хӑй тӑрӑшса шыранине илеймерӗ, суйласа илнисем кӑна илчӗҫ. Ыттисен чӗрисем вара хытса ларчӗҫ,
8 Ҫырура ҫырнӑ пекех: «Турӑ вӗсене тарӑн ыйха путарнӑ, ҫавӑнпа вӗсен куҫӗ те курмасть, хӑлхи те илтмест, паянхи кунчченех вӗсем ҫапла».
9 Давид та калать: «Вӗсен ӗҫки-ҫики* вӗсемшӗн таната, капкӑн, такӑнтаракан чул, хӑйсене наказани памалли сӑлтав пултӑр.
10 Вӗсен куҫӗсем тӗттӗмленсе курми пулччӑр, вӗсем йывӑр ҫӗклемпе пӗкӗрӗлсе ларччӑр».
11 Ҫавӑнпа эпӗ ыйтатӑп: вӗсем тӑраймиех такӑнса ӳкрӗҫ-ши? Паллах, ҫук! Анчах вӗсем йӑнӑш утӑм туни урӑх халӑх ҫыннисене ҫӑлӑнма май пачӗ, ҫакӑ еврейсене кӗвӗҫтерчӗ.
12 Енчен те вӗсем йӑнӑш утӑм туни тӗнчене пиллӗх парать пулсан тата вӗсен шучӗ чакни урӑх халӑх ҫыннисене пиллӗх парать пулсан, вӗсен шучӗ тулли пулни тата ытларах пиллӗх парӗ!
13 Халӗ вара эпӗ сире, урӑх халӑх ҫыннисене, калатӑп. Урӑх халӑх ҫыннисем патне янӑ апостол пулнӑ май эпӗ хамӑн сӑваплӑ ӗҫе питӗ хаклатӑп.
14 Эпӗ хамӑн тӑван халӑх ҫыннисене кӗвӗҫтерсе яма, ҫапла вара вӗсенчен хӑшне те пулин ҫӑласса шанатӑп.
15 Турӑ вӗсене пӑрахнине пула тӗнчен унпа мирлешме май уҫӑлчӗ. Турӑ вӗсене каялла йышӑнсан вара мӗн пулӗ? Ҫакӑ вӗсемшӗн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑниех пулӗ.
16 Малтанхи ҫимӗҫ пек илнӗ чустан пайӗ сӑваплӑ пулсан, пӗтӗм чусти те сӑваплӑ. Тымарӗ сӑваплӑ пулсан, турачӗсем те сӑваплӑ.
17 Анчах та туратсенчен хӑшӗ-пӗрисене хуҫса пӑрахнӑ пулнӑ, сана вара, эсӗ вӑрманти олива йывӑҫӗ пулин те, вӗсем вырӑнне сыпнӑ, вара эсӗ садри олива йывӑҫӗн тымарӗнчен тӑранса пурӑнма пуҫланӑ.
18 Ҫапах та хӑвӑн пирки хуҫса пӑрахнӑ туратсенчен лайӑхрах тесе ан шутла. Лайӑхрах тесе шутлатӑн пулсан, ҫакна асра тыт: тымарне эсӗ тытса тӑмастӑн, тымарӗ сана тытса тӑрать.
19 Эсӗ вара: «Туратсене мана сыпмашкӑн хуҫса пӑрахнӑ», — тейӗн.
20 Ку тӗрӗс. Вӗсене ӗненменрен хуҫса пӑрахнӑ, эсӗ вара ӗненнипе тытӑнса тӑратӑн. Ҫавӑнпа хӑвна мӑнна ан хур, хӑраса тӑр.
21 Турӑ йывӑҫ ҫинчи туратсене хӗрхенсе тӑман пулсан, сана та хӗрхенсе тӑмӗ.
22 Ҫапла эсӗ Турӑ ырӑ та, хытӑ ыйтакан та пулнине курма пултаратӑн. Уйрӑлса кайнисемшӗн вӑл — хытӑ ыйтакан, саншӑн вара, эсӗ малалла та унӑн ырӑлӑхне тивӗҫлӗ пулсан, вӑл ырӑ. Унсӑрӑн сана та касса пӑрахӗҫ.
23 Лешсене те, вӗсем ӗненме пуҫласан, сыпӗҫ, мӗншӗн тесен Турӑ вӗсене каялла сыпма пултарать.
24 Сана, вӑрманти олива йывӑҫӗнчен касса илсе, ҫутҫанталӑк йӗркине хирӗҫ кайса садри олива йывӑҫӗ ҫумне сыпнӑ пулсан, олива йывӑҫӗ ҫумне хӑйӗн турачӗсене сыпма чылай ҫӑмӑлтарах пулӗ.
25 Тӑвансем, эсир хӑвӑр пирки ӑслӑ тесе шухӑшласран эпӗ сире ҫак сӑваплӑ вӑрттӑнлӑх ҫинчен пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар: урӑх халӑх ҫыннисен шучӗ тулли пуличчен Израиль халӑхӗнчи хӑш-пӗр ҫынсен чӗрисем хытса ларнӑ,
26 ҫапла вара пӗтӗм Израиль ҫӑлӑнӗ. Ҫырура та ҫапла каланӑ: «Сионран хӑтаракан килӗ те Иаков тӑхӑмӗнчен пур йӗркесӗрлӗхе те сирсе ярӗ.
27 Эпӗ вӗсен ҫылӑхӗсене каҫарсан, вӗсемпе килӗшӳ тӑвӑп».
28 Чӑнах та, ырӑ хыпара йышӑнманнипе вӗсем Туррӑн тӑшманӗсем пулса тӑчӗҫ, ҫакӑ вара сире усӑ пачӗ. Анчах та мӑн аслашшӗсене сӑмах панӑран Турӑ вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисене суйласа илнӗ, вӑл вӗсене юратать.
29 Турӑ хӑй панӑ парнесемшӗн те, хӑй камсене чӗнсе илнӗ, ҫавсене чӗнсе илнӗшӗн те ӳкӗнмӗ.
30 Эсир унччен Турра итлеместӗрччӗ, халӗ вара вӗсем итлемен пирки вӑл сире хӗрхенчӗ.
31 Халӗ вӗсем итлемеҫҫӗ, сире вара Турӑ хӗрхенет. Анчах сире хӗрхеннӗ пекех, Турӑ вӗсене те хӗрхенме пултарать.
32 Пурне те хӗрхенес тесе Турӑ пурне те итлемен ҫынсем пулма панӑ*.
33 Турӑ пиллӗхӗн вӗҫӗ-хӗрри ҫук! Унӑн ӑслӑлӑхӗпе пӗлӗвӗн чикки ҫук! Унӑн йышӑнӑвӗсене ӑнланса илме ҫук, унӑн ҫулӗсене пӗлсе ҫитме ҫук!
34 «Иеговӑн* ӑсне кам пӗлсе ҫитнӗ е кам ӑна канаш пама пултарать?»
35 Е «Туррӑн каялла тавӑрса памашкӑн ӑна кам та пулин мӗн те пулин панӑ-и?»
36 Мӗншӗн тесен пурте — унран, ун урлӑ тата ун валли. Ӑна ӗмӗрех мухтав пултӑр. Аминь.
Сноскӑсем
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.
^ Е «суйласа илнисенчен тӑрса юлнисем».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сӗтелӗ».
^ Е «итлеменлӗх тыткӑнне панӑ».
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.