Рим 4:1—25

  • Ӗненнӗшӗн Авраам пирки тӳрӗ ҫын тенӗ (1—12)

    • Авраам мӗнпур ӗненекенӗн ашшӗ (11)

  • Ӗненнӗшӗн Авраама сӑмах панӑ (13—25)

4  Апла пулсан, эпир хамӑрӑн мӑн асатте Авраа́м пирки мӗн калама пултаратпӑр?  Авраа́м пирки ӗҫӗсене пула тӳрӗ тенӗ пулсан, унӑн мухтанма сӑлтав пулнӑ пулӗччӗ, анчах Турӑ умӗнче мар.  Ҫырура вара мӗн каланӑ? «Авраа́м Иеговӑна* ӗненнӗ, ҫавӑншӑн вӑл Авраа́м пирки тӳрӗ ҫын тенӗ».  Ӗҫлекене тӳлени — парне пани мар*, ӑна тивӗҫлине пани пулать.  Тепӗр енчен, ҫын хӑйӗн ӗҫӗсем ҫине шанмасть пулсан, Турра ӗненет пулсан, ҫылӑхлӑ ҫынна тӳрре кӑларакан Турӑ ҫав ҫын пирки, вӑл ӗненнӗшӗн, тӳрӗ ҫын тет.  Кам пирки ӗҫӗсене пӑхмасӑрах Турӑ тӳрӗ тет, ҫав ҫын пирки Давид та телейлӗ тет:  «Камӑн йӗркесӗр ӗҫӗсене каҫарнӑ, камӑн ҫылӑхӗсене манӑҫа хӑварнӑ*, ҫавӑ телейлӗ.  Камӑн ҫылӑхне Иегова* асра тытмасть, ҫав ҫын телейлӗ».  Апла, ӳт кастарнисем кӑна телейлӗ-и е ӳт кастарманнисем те? Эпир ҫапла калатпӑр: «Ӗненнӗшӗн Авраа́м пирки тӳрӗ ҫын тенӗ». 10  Анчах Авраа́м пирки хӑҫан тӳрӗ ҫын тенӗ? Ӳтне кастарнӑ хыҫҫӑн-и е кастариччен-и? Ӳтне кастарнӑ хыҫҫӑн мар, ӳтне кастаричченех. 11  Турӑ ӑна ӳтне кастарма каланӑ. Ҫак паллӑ вара Авраа́м ӳтне кастаричченех ӗненнӗшӗн ун пирки тӳрӗ ҫын тенине ҫирӗплетсе панӑ*. Ҫавӑнпа вӑл ӳт кастарман мӗнпур ӗненекенӗн ашшӗ пулса тӑма пултарнӑ, Турӑ вара вӗсем пирки тӳрӗ ҫынсем теме пултарнӑ. 12  Авраа́м ӳт кастарнисен те ашшӗ пулса тӑнӑ — ӳт кастарассине тытса тӑракансен ҫеҫ мар, вӑл хӑй ӳтне кастаричченех ӗненнӗ пек ӗненекенсенӗн те ашшӗ пулса тӑнӑ. 13  Авраама тата унӑн тӑхӑмне вӑл тӗнчене еткерлӗхе илет тесе сӑмах парасса та закон урлӑ сӑмах паман, Авраа́м ӗненнӗрен тата Турӑ ун пирки тӳрӗ ҫын тенӗрен ӑна ҫавӑн пек сӑмах панӑ. 14  Енчен те еткерҫӗсем — закона тытса тӑракансем пулсан, вара ӗненни усӑсӑр пулса тӑрать, Авраама сӑмах пани те ниме тӑмасть. 15  Закона пӑсни Турра ҫиллентерет, закон ҫук ҫӗрте вара закона пӑсасси те ҫук. 16  Акӑ мӗншӗн Турӑ, хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартса, Авраама вӑл ӗненнӗшӗн ҫавӑн пек сӑмах панӑ. Ҫапла вара Авраама сӑмах пани унӑн пӗтӗм тӑхӑмӗ ҫинче — закона пурнӑҫласа тӑракансем ҫинче кӑна мар, Авраа́м пекех ӗненекенсем ҫинче те — пурнӑҫланатех. Чӑнах, Авраа́м пирӗншӗн пуриншӗн те атте. 17  (Мӗншӗн тесен ҫапла ҫырнӑ: «Эпӗ сана нумай халӑхӑн ашшӗ турӑм».) Авраа́м вилнисене чӗртекен тата хальлӗхе ҫукки пирки пур тесе калакан* Турра ӗненнӗ. 18  Авраа́мӑн ача-пӑчаллӑ пулма нимӗнле шанчӑк та пулман пулин те, вӑл пурпӗр шаннӑ тата хӑй нумай халӑхӑн ашшӗ пуласса ӗненнӗ, мӗншӗн тесен Турӑ каланӑ: «Санӑн тӑхӑму ҫавӑн чухлӗ пулӗ». 19  Унӑн ӗненӗвӗ хавшаман пулин те, вӑл хӑйӗн кӗлетки пирки вилӗпе пӗрех тесе шутланӑ, мӗншӗн тесен вӑл 100 ҫулалла ҫитнӗ пулнӑ. Сарра ачаллӑ пулмашкӑн питӗ ватӑ пулнине те вӑл пӗлнӗ. 20  Анчах та Турӑ сӑмах панӑран вӑл ӗненнӗ, пӗртте иккӗленмен. Ӗненни ӑна вӑйлӑ тунӑ, вара вӑл Турра мухтанӑ. 21  Вӑл Турӑ хӑй мӗн тума сӑмах панине пурнӑҫласса пӗтӗмпех шаннӑ. 22  Ҫавӑнпа ӗненнӗшӗн «ун пирки тӳрӗ ҫын тенӗ». 23  Анчах та «ун пирки тӳрӗ ҫын тенӗ» тенине ун валли ҫеҫ ҫырман, 24  вӗсене пирӗн валли те ҫырнӑ. Пирӗн пирки те тӳрӗ ҫынсем тейӗҫ, мӗншӗн тесен эпир кам Иисус Ҫӳлхуҫамӑра вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, ҫавна ӗненетпӗр. 25  Ӑна пирӗн ҫылӑхсемшӗн вилме панӑ тата Турӑ пирӗн пирки тӳрӗ ҫынсем теме пултартӑр тесе ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ.

Сноскӑсем

Е «виҫесӗр ырӑлӑх кӑтартни мар».
Е «каҫарнӑ». Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хупласа хунӑ».
Е «кӑтартакан пичет пулнӑ».
Е, тен, «ҫуккине пур тӑвакан».