Тит 2:1—15

  • Ҫамрӑккисене тата ваттисене панӑ канашсем (1—15)

    • Туррӑн ирӗкне мӗн хирӗҫлет, ҫавна сирсе ямалла (12)

    • Ырӑ ӗҫсене хастаррӑн тӑвакан халӑх (14)

2  Эсӗ вара тӗрӗс* вӗрентӳпе мӗн килӗшсе тӑрать, ҫавна кала.  Ватӑ арҫынсен пур тӗлӗшрен те виҫине пӗлмелле, хӑйсене тивӗҫлӗ тытмалла, чипер ӑс-тӑнлӑ пулмалла, ҫирӗп ӗненмелле, ыттисене юратмалла, чӑтӑмлӑ пулмалла.  Ҫавӑн пекех ватӑ хӗрарӑмсен те хӑйсене тивӗҫлӗ тытмалла, элекҫӗ пулмалла мар, эрехпе иртӗхмелле мар, ырра вӗрентмелле.  Вӗсем ҫамрӑк хӗрарӑмсене упӑшкисене юратма, ачисене юратма вӗрентчӗр,  ҫавӑн пекех чипер ӑс-тӑнлӑ пулма, шухӑшӗсемпе тата ӗҫӗсемпе таса пулма, килӗ-ҫурчӗшӗн тӑрӑшма, ырӑ пулма, упӑшкисене пӑхӑнса тӑма вӗрентчӗр. Ҫапла тусан, никам та Турӑ сӑмахӗ ҫинчен хурласа калаҫмӗ.  Ҫамрӑк арҫынсене те чипер ӑс-тӑнлӑ ҫынсем пулма ӳкӗтле,  ырӑ ӗҫсем тӑвас тӗлӗшрен ялан тӗслӗх кӑтарт. Мӗн таса, ҫавна тӑрӑшса вӗрент.*  Санӑн сӑмахусем усӑ кӳччӗр, вара ытти ҫынсем сан пирки тиркесе калаҫаймӗҫ. Ҫапла вара пире хирӗҫ тӑракансем намӑса юлӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсен пирӗн пирки япӑххине каламалли нимӗн те пулмӗ.  Чурасем хӑйсен хуҫисене пур тӗлӗшрен те пӑхӑнса тӑччӑр, вӗсене юраса пурӑнччӑр, хирӗҫ ан чӗнччӗр, 10  ан вӑрлаччӑр, хӑйсем шанӑҫа тивӗҫлӗ пулнине кӑтартчӑр. Ҫапла вара кирек мӗн тусан та вӗсем хамӑра Ҫӑлакан Туррӑмӑр вӗрентӗвне тата ытларах илем кӳрӗҫ. 11  Турӑ пур тӗрлӗ ҫынна ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пынипе хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартнӑ. 12  Ҫав ырӑлӑх пире тӗнчери ҫынсен кӑмӑл-туртӑмне тата Туррӑн ирӗкне мӗн хирӗҫлет, ҫавна сирсе яма вӗрентет. Ҫавӑн пекех вӑл пире ҫак тӗнчере* чипер ӑс-тӑнлӑ та тӳрӗ пулса тата Турра парӑнса пурӑнма вӗрентет. 13  Ҫакна эпир хамӑрӑн чаплӑ шанчӑк пурнӑҫланиччен, аслӑ Турӑ тата хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос мухтавлӑн киличчен тӑвӑпӑр. 14  Пире пур тӗрлӗ усал ӗҫрен* хӑтарас тесе* тата, пире тасатса, ырӑ ӗҫсене хастаррӑн тӑвакан хӑйӗн халӑхӗ — хӑйӗн ятарлӑ харпӑрлӑхӗ — тӑвас тесе Христос пирӗншӗн хӑйӗн пурнӑҫне панӑ. 15  Хӑвна панӑ пӗтӗм влаҫпа усӑ курса ҫакӑн ҫинчен кала, ӳкӗтле* тата питле. Никама та хӑвӑн ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхма ан пар.

Сноскӑсем

Е «усӑ кӳрекен».
Е, тен, «Таса шухӑш-кӑмӑлпа тӑрӑшса вӗрент».
Словаре пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «законсӑрлӑхран».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӳлесе илес тесе».
Е «хавхалантар».