Филимон 1:1—25

  • Салам сӑмахӗсем (1—3)

  • Филимонӑн юратӑвӗ тата ӗненӗвӗ (4—7)

  • Павел Онисимшӑн тархасласа ыйтать (8—22)

  • Юлашкинчен каланӑ сӑмахсем (23—25)

 Иисус Христоса ӗненнишӗн тӗрмере ларакан Павел тата пирӗн тӑван Тимофей — хамӑрпа пӗр ӗҫ тӑвакан юратнӑ Филимона,  ҫавӑн пекех пирӗн хӗрарӑм тӑвана Апфийӑна, хамӑр пек Христос салтакне Архипа тата санӑн килӳнте пуҫтарӑнакан пухӑва.  Пирӗн Атте Турӑран тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран сире виҫесӗр ырӑлӑх тата мир* пултӑр.  Хамӑн кӗлӗсенче сана аса илнӗ чухне эпӗ хамӑн Турра яланах тав тӑватӑп,  мӗншӗн тесен эсӗ Иисус Ҫӳлхуҫана ӗненнине, юратнине тата мӗнпур сӑваплӑ ҫынна та юратнине илтсех тӑратӑп.  Христоса пула пирӗн мӗн чухлӗ ырӑлӑх пуррине ӑнланса илмешкӗн сана пирӗнпе пӗр пек ӗненни пулӑштӑр тесе эпӗ кӗлтӑватӑп.  Эсӗ тӑвансене юратни ҫинчен илтсен эпӗ питӗ савӑнтӑм тата хавхалантӑм, мӗншӗн тесен сана пула, тӑванӑм, сӑваплӑ ҫынсен чӗрисем* ҫирӗпленчӗҫ.  Христос апостолӗ пулнӑ май манӑн сана мӗн тумаллине хушма ирӗк пур.  Апла пулин те, эсӗ ыттисене юратнине пӗлсе, эпӗ, Павел, ватӑ ҫын тата Христос Иисуса ӗненнине пула халӗ тӗрмере лараканскер, сана тархасласа ыйтас тетӗп. 10  Эпӗ сана хамӑн Они́сим ывӑлӑмшӑн ыйтатӑп, эпӗ тӗрмере ларнӑ чухне* уншӑн ашшӗ пулса тӑтӑм. 11  Унччен сана унран ним усси те пулман, халӗ вӑл саншӑн та, маншӑн та усӑллӑ. 12  Эпӗ ӑна, хам хытӑ юратаканскере, сан пата каялла яратӑп. 13  Эпӗ ырӑ хыпаршӑн тӗрмере ларнӑ чухне вӑл мана сан вырӑнна пулӑшса тӑтӑр тесе ӑна хам патра хӑварнӑ пулӑттӑм. 14  Анчах та эсӗ ирӗк памасӑр эпӗ нимӗн те тӑвасшӑн мар. Ырӑ ӗҫе санӑн эпӗ хистенипе мар, хӑвӑн ирӗкӳпе тумалла пултӑрччӗ тетӗп. 15  Тен, санӑн ӑна яланлӑха каялла йышӑнмалла пултӑр тесе, вӑл сана вӑхӑтлӑха пӑрахса кайнӑ та. 16  Халӗ ӗнтӗ вӑл саншӑн чура ҫеҫ мар, унтан та хаклӑрах — юратнӑ тӑван. Вӑл маншӑн уйрӑмах хаклӑ, саншӑн вара тата хаклӑрах пулать — чура пек те, Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑракан тӑван пек те. 17  Ҫавӑнпа та эсӗ мана тус тесе шутлатӑн пулсан, ӑна мана йышӑннӑ пекех хапӑл туса йышӑн. 18  Вӑл хӑйне санпа тӗрӗс мар тытнӑ пулсан е унӑн сан умӑнта парӑм пур пулсан, ҫакӑ манран тухӗ. 19  Эпӗ, Павел, хам алӑпа ҫыратӑп: эпӗ пӗтӗмпех тӳлесе татӑп. Эсӗ ман умра хӑвӑн пурнӑҫушӑн парӑмлӑ пулни пирки эпӗ каламастӑп та ӗнтӗ. 20  Ҫавӑнпа та, тӑванӑм, эпир иксӗмӗр те Ҫӳлхуҫана ӗненнӗрен пулӑшсам мана. Христос вӗренекенӗ пулнӑран манӑн чӗрене хавхалантар*. 21  Хам мӗн ыйтнине эсӗ тӑвасси пирки пӗртте иккӗленместӗп, эсӗ ытларах тӑвассине те пӗлетӗп, ҫавӑнпа сан пата ҫыратӑп та. 22  Тата ман валли пӳлӗм хатӗрлесе хур, мӗншӗн тесен эсир кӗлтунине пула эпӗ сирӗн пата каялла таврӑнасса шанатӑп*. 23  Сана Эпафра́с салам ярать. Христос Иисуса ӗненнишӗн вӑл ман пекех тӗрмере ларать. 24  Ҫавӑн пекех манпа пӗр ӗҫ тӑвакансем: Марк, Ариста́рх, Дима́с тата Лука — салам яраҫҫӗ. 25  Сирӗн тӗрӗс шухӑш-кӑмӑл пулнӑран Иисус Христос Ҫӳлхуҫан виҫесӗр ырӑлӑхӗ сирӗнпе пӗрле пултӑр.

Сноскӑсем

Е «канӑҫлӑх».
Е «ҫепӗҫ туйӑмӗсем».
Е «мана сӑнчӑрласа лартнӑ чухне».
Е «ҫепӗҫ туйӑмсене уҫӑлтарса яр».
Е «мана сире валли ирӗке кӑларасса шанатӑп».