Филиппӑ 3:1—21

  • Ҫынсем мӗне хаклаҫҫӗ, ҫавӑн ҫине шанмалла мар (1—11)

    • Павел Христосшӑн веҫех хӑварнӑ (7—9)

  • Павел тӗллев патне ыткӑнать (12—21)

    • Тӳпери гражданлӑх (20)

3  Эппин, тӑванӑмсем, Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе савӑнӑр. Пӗрре ҫырнӑ япаласем ҫинчен тепре ҫырма мана йывӑр мар, сире вара ҫакӑ хӳтӗлӗ.  Йытӑсенчен* асӑрханӑр. Ыттисене сиен кӳрекенсенчен асӑрханӑр. Кӗлеткене амантакансенчен* асӑрханӑр.  Чӑн-чӑн ӳт кастарнисем — эпир, мӗншӗн тесен эпир сӑваплӑ ӗҫе Турӑ сывлӑшӗ пулӑшнипе тӑватпӑр, Христос Иисуспа мухтанатпӑр тата ҫынсем мӗне хаклаҫҫӗ, ҫавӑн ҫине* шанмастпӑр.  Эпӗ ыттисенчен ытларах ҫавӑн ҫине шанма пултаратӑп пулин те, ҫавна тумастӑп. Кам та пулин ҫынсем мӗне хаклаҫҫӗ, ҫавӑн ҫине шанма пултаратӑп тесе шутлать пулсан, манӑн ҫавна тума тата ытларах сӑлтав пур:  манӑн ӳте саккӑрмӗш кунне кастарнӑ, эпӗ Израиль ҫынни, Вениамин йӑхӗнчен, эпӗ еврей, аттепе анне те еврейсем, закон тӗлӗшӗнчен — фарисейччӗ,  эпӗ пухӑва хастаррӑн хӗсӗрленӗ, законра мӗн каланине тӗп-тӗрӗс тытса тӑнӑ.  Ҫапах та Христосшӑн эпӗ хамшӑн мӗн хаклӑ пулнине ниме тӑман япаласем тесе шутлама пуҫларӑм*.  Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑма пӗлни пуринчен те хаклӑ пулнине кура эпӗ ыттине пурне те ниме тӑман япала вырӑнне хуратӑп. Уншӑн эпӗ веҫех хӑвартӑм, ҫавна пурне те ҫӳп-ҫап вырӑнне хуратӑп. Ҫакна эпӗ Христоса юрас тесе,  унпа пӗрлӗхре пулас тесе тӑватӑп. Манӑн тӳрӗлӗх эпӗ закона тытса тӑнинчен мар, Христоса ӗненнинчен килет. Ҫак тӳрӗлӗх Турӑран, вӑл ӗненӳ ҫинче никӗсленсе тӑрать. 10  Эпӗ Христоса тата ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ хӑвата пӗлесшӗн, вӑл тӳснӗ асапсене тӳссе ун евӗрлӗ вилесшӗн, 11  вара эпӗ, май пулсан, вилӗмрен малтан чӗрӗлсе тӑракансем хушшинче пулма пултарӑп. 12  Эпӗ награда илмен-ха, ҫитменлӗхсӗр те пулса тӑман. Анчах Христос Иисус мана мӗншӗн суйласа илнӗ, ҫавна илме эпӗ пӗтӗм вӑя хуратӑп. 13  Тӑвансем, эпӗ хам пирки награда илтӗм тесе шутламастӑп, анчах ҫакна калатӑп: эпӗ хыҫрине манса умри патне ыткӑнатӑп. 14  Эпӗ пӗтӗм вӑя хурса хамӑн тӗллев патне ҫитме — Турӑ Христос Иисус урлӑ чӗнсе илнисене паракан наградӑна, тӳпери пурнӑҫа, илме — тӑрӑшатӑп. 15  Пирӗнтен кам ӗненӳре ҫирӗп тӑрать, ҫавсен пурин те ҫакӑн пек шухӑш-кӑмӑл пулмалла. Эсир урӑхла шухӑшлатӑр пулсан, Турӑ сире хӑвӑрӑн мӗнле шухӑш-кӑмӑл пулмаллине кӑтартӗ. 16  Эпир кирек мӗнле ҫитӗнӳ тусан та, айтӑр малалла та ҫав ҫулпах утар. 17  Тӑвансем, ман пек пулма тӑрӑшӑр тата эпир сире кӑтартнӑ тӗслӗхпе килӗшӳллӗн пурӑнакансем ҫине пӑхӑр. 18  Мӗншӗн тесен нумайӑшӗ — эпӗ вӗсем ҫинчен час-часах калаттӑмччӗ, халӗ вара вӗсем ҫинчен куҫҫуль юхтарса калатӑп — хӑйсене Христосӑн тата унӑн асап юпин* тӑшманӗсем пек тытаҫҫӗ. 19  Вӗсен вӗҫӗ — вилӗм, вӗсен турри — хӑйсен кӑмӑл-туртӑмӗ*, вӗсем мӗнрен намӑсланмалла, ҫавӑнпа мухтанаҫҫӗ тата вӗсем ҫӗр ҫинчи пирки ҫеҫ шухӑшлаҫҫӗ. 20  Пирӗн тӑван ҫӗршыв* — тӳпере. Ҫавӑнтан хамӑра ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫа килессе эпир чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр. 21  Вӑл, хӑйне пурне те пӑхӑнтарма пултаракан пысӑк хӑвачӗпе усӑ курса, пирӗн халсӑр кӗлеткене улӑштарса хӑйӗн чаплӑ кӗлетки евӗрлӗ тӑвӗ.

Сноскӑсем

Урӑхла каласан, Турӑ куҫӗ умӗнче таса мар ҫынсенчен.
Урӑхла каласан, ӳт кастарма хистесе тӑракансенчен.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳт ҫине».
Е, тен, «хатӗр пулсах хӑвартӑм».
Словаре пӑхӑр.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хырӑмӗ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «гражданлӑх».