Эфес 3:1—21

  • Сӑваплӑ вӑрттӑнлӑх урӑх халӑх ҫыннисемпе те ҫыхӑннӑ (1—13)

    • Урӑх халӑх ҫыннисем Христоспа пӗрле еткерҫӗсем пулаҫҫӗ (6)

    • Туррӑн ӗмӗрхи тӗллевӗ (11)

  • Эфесри христиансем чӑнлӑха ӑнланса илччӗр тесе кӗлтуни (14—21)

3  Ҫавӑнпа та эпӗ, Павел, Христос Иисуса ӗненнӗ пирки сирӗншӗн, урӑх халӑх ҫыннисемшӗн, тӗрмере ларатӑп.  Эсир илтнӗ ӗнтӗ, мана ӗҫ шанса панӑ — Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗнчен сире усӑ илме пулӑшма хушнӑ*.  Тата мана сӑваплӑ вӑрттӑнлӑха уҫса панӑ. Ун пирки эпӗ кӗскен ҫыртӑм ӗнтӗ.  Ҫавӑнпа та эсир ҫавна вуланӑ чухне Христос ҫинчен калакан сӑваплӑ вӑрттӑнлӑха эпӗ ӑнланнине курма пултаратӑр.  Ҫак вӑрттӑнлӑха сӑваплӑ апостолсемпе пророксене святой сывлӑш пулӑшнипе халӗ уҫса панӑ чухлех унчченхи ӑрусене уҫса паман пулнӑ.  Вӑрттӑнлӑхӗ вара ҫакӑ: урӑх халӑх ҫыннисем ырӑ хыпара йышӑннӑ хыҫҫӑн Христос Иисуспа пӗрлӗхре пулса пирӗнпе пӗрле еткерҫӗсем тата пӗр кӗлеткен пайӗсем пулса тӑрӗҫ, ҫавӑн пекех Турӑ мӗн тума сӑмах пани пирӗн ҫинче пурнӑҫланнӑ пек вӗсем ҫинче те пурнӑҫланӗ.  Туррӑн парнине пула, унӑн виҫесӗр ырӑлӑхне пула, эпӗ ҫак вӑрттӑнлӑхӑн ӗҫлекенӗ пулса тӑтӑм. Вӑл мана ҫак парнене панинчен унӑн вӑйӗ курӑнчӗ.  Турӑ мана, сӑваплӑ ҫынсенчен пуринчен те кӗҫӗнскере, хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартса ӗҫ шанса панӑ: манӑн урӑх халӑх ҫыннисене Христосӑн шутласа кӑларайми пуянлӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтермелле  тата пурне те тунӑ Турӑ ӗмӗрсем хушши хӑй пытарса тӑнӑ сӑваплӑ вӑрттӑнлӑхне мӗнле уҫса пынине пур ҫынна та курма пулӑшмалла. 10  Ҫакна Турӑ халӗ пуху урлӑ тӳпери патшалӑхсемпе влаҫсене хӑйӗн тӗрлӗ енлӗ ӑслӑлӑхне уҫса парас тесе тунӑ. 11  Ҫакӑ Туррӑн ӗмӗрхи тӗллевӗпе килӗшсе тӑрать. Вӑл ҫак тӗллеве Христоспа, пирӗн Иисус Ҫӳлхуҫамӑрпа, ҫыхӑнтарнӑ пулнӑ. 12  Ӑна пула эпир хӑюллӑн калаҫма тата Турра ҫирӗп шанса тӑрса ӑна пӗр чӑрмавсӑр кӗлтума пултаратпӑр, мӗншӗн тесен эпир Христоса ӗненетпӗр. 13  Ҫавӑнпа калатӑп сире: эпӗ сирӗншӗн асап тӳснишӗн ан хуйхӑрӑр, мӗншӗн тесен эпӗ тӳсекен асапсем сире мухтава кӑлараҫҫӗ. 14  Акӑ мӗншӗн эпӗ Атте умне чӗркуҫленсе ларатӑп. 15  Ӑна пула тӳпери тата ҫӗр ҫинчи пур ҫемье те пулса кайнӑ*. 16  Турӑ хӑйӗн аслӑ мухтавлӑхне кура сире* хӑйӗн сывлӑшӗн вӑйӗпе ҫирӗплеттӗр тесе эпӗ кӗлтӑватӑп. 17  Тата эсир ӗненнине пула сирӗн чӗресенче Христос пурӑнтӑр тесе, сирӗн чӗресем ӑна юратчӑр тесе кӗлтӑватӑп. Ӗненӳре тымар ярӑр, унӑн ҫирӗп никӗсӗ ҫинче тӑрӑр. 18  Ҫакна мӗнпур сӑваплӑ ҫынпа пӗрле чӑнлӑхӑн сарлакӑшне, вӑрӑмӑшне, ҫӳллӗшне тата тарӑнӑшне ӑнланса илес тесе, 19  кирек мӗнле пӗлӳрен те ирттерекен Христосӑн юратӑвне пӗлес тесе тӑвӑр. Вара эсир Туррӑн пур лайӑх енӗпе те тулатӑр. 20  Турӑ, хӑйӗн вӑйӗпе пирӗн ҫине витӗм кӳрсе тӑнӑран, эпир мӗн ыйтнинчен те е мӗн шухӑшланинчен те темӗн чухлӗ ытларах тума пултарать. 21  Ӑна пуху урлӑ тата Христос Иисус урлӑ ӑруран ӑрӑва ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав пултӑр. Аминь.

Сноскӑсем

Е «Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхӗн управляющийӗ тунӑ».
Е «тӳпери тата ҫӗр ҫинчи кашни ҫемье унран ят илнӗ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сирӗн шалти ҫынна».