Ӳлӗмхи 10:1—11
10 Унтан эпӗ тӳперен анакан тепӗр хӑватлӑ ангела куртӑм. Ӑна пӗлӗт хупӑрласа илнӗччӗ, унӑн пуҫӗ тӑрринче асамат кӗперӗ пурччӗ, унӑн пичӗ хӗвел пекчӗ, урисем вара вутлӑ юпа пекчӗ.
2 Аллинче унӑн пысӑках мар уҫӑ чӗркем пурччӗ, сылтӑм урипе вӑл тинӗс ҫине пусрӗ, сулахай урипе ҫӗр ҫине пусрӗ.
3 Унтан вӑл арӑслан мӗкӗрнӗ пек хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ. Вӑл кӑшкӑрса ярсан, ҫичӗ аслатин сасси илтӗнсе кайрӗ.
4 Ҫичӗ аслати калаҫма тытӑнсан, эпӗ вӗсем мӗн каланине ҫырма хатӗрлентӗм, анчах та тӳперен: «Ҫичӗ аслати мӗн каланине никама та ан кала*, ҫырса та ан хур», — тенине илтрӗм.
5 Тинӗспе ҫӗр ҫинче тӑракан ангел хӑйӗн сылтӑм аллине тӳпенелле ҫӗклерӗ те
6 ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнакан Турӑпа — тӳпепе унта мӗн пуррине те, ҫӗрпе ун ҫинче мӗн пуррине те, тинӗспе унта мӗн пуррине пурне те тунӑ Турӑпа — тупа туса ҫапла каларӗ: «Турӑ урӑх кӗтмӗ!
7 Ҫиччӗмӗш ангел трубине кӑшкӑртас кунсенче сӑваплӑ вӑрттӑнлӑх — Турӑ хӑйӗн чурисене, пророкӗсене, пӗлтернӗ ырӑ хыпар — вӗҫне ҫитӗ».
8 Эпӗ тӳперен илтнӗ сасӑ манпа каллех калаҫма пуҫларӗ, вӑл: «Кай та тинӗспе ҫӗр ҫинче тӑракан ангел аллинчен уҫӑ чӗркеме ил», — терӗ.
9 Эпӗ ангел патне пытӑм та чӗркеме хама пама ыйтрӑм. Вӑл мана: «Ил те ҫисе яр ӑна, вара ҫӑварунта пыл пек пылак пулӗ, вар-хырӑмунта йӳҫӗ пулӗ», — терӗ.
10 Эпӗ ангел аллинчен чӗркеме илтӗм те ӑна ҫисе ятӑм. Вара манӑн ҫӑварта пыл пек пылак пулчӗ, вар-хырӑмра йӳҫӗ пулчӗ.
11 Вара эпӗ хама ҫапла каланине илтрӗм: «Санӑн халӑхсем ҫинчен, нацисем ҫинчен, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ҫынсем ҫинчен тата патшасем ҫинчен малалла та пророкла каламалла».
Сноскӑсем
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пичетлесе хур».