Ӳлӗмхи 15:1—8

  • Ҫичӗ асап илсе килекен ҫичӗ ангел (1—8)

    • Моисейпа Путекӗн юрри (3, 4)

15  Эпӗ тӳпере тата тепӗр аслӑ та тӗлӗнмелле паллӑ — ҫичӗ асап илсе килекен ҫичӗ ангела — куртӑм. Ҫав асапсем — юлашки асапсем, мӗншӗн тесен вӗсемпе Туррӑн ҫилли вӗҫленет.  Вара эпӗ вут-ҫулӑмпа хутӑштарнӑ кӗленче* тинӗс пеккине куртӑм. Ҫав кӗленче тинӗс патӗнче тискер чӗрчуна, унӑн сӑнне, унӑн ячӗн хисепне ҫӗнтерекенсем тӑратчӗҫ. Вӗсем Туррӑн арфине тытса  Моисейӑн, Турӑ чурин, юррине тата Путекӗн юррине юрлатчӗҫ: «Иегова*, Пурне те Тума Пултаракан Турӑ, санӑн ӗҫӳсем тӗлӗнмелле те аслӑ! Ӗмӗрлӗх Патши, сан ҫулусем тӗрӗс те чӑн!  Иегова*, санран кам хӑрамӗ тата санӑн ятна кам мухтамӗ? Пӗр эсӗ анчах хӑвӑн халӑхна чунтан парӑннӑ. Халӑхсем пурте, эсӗ тӗрӗс суд тунине курса, пырӗҫ те сана пуҫҫапӗҫ».  Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ тӳпере килӗшӳ чатӑрӗн сӑваплӑ вырӑнӗ уҫӑлнине куртӑм.  Ҫав вырӑнтан ҫичӗ асап илсе килекен ҫичӗ ангел тухрӗ. Вӗсем таса, ҫап-ҫутӑ йӗтӗн тумтир тӑхӑннӑччӗ, кӑкӑрӗсем тавра сарлака ылтӑн пиҫиххи ҫыхнӑччӗ.  Тӑватӑ херувимсенчен* пӗри ҫичӗ ангела ҫичӗ ылтӑн чашӑк пачӗ, чашӑксене ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнакан Туррӑн ҫиллипе тултарнӑччӗ.  Вара храм Турӑ мухтавне тата унӑн хӑватне пула тӗтӗмпе тулса ларчӗ. Ҫичӗ ангел илсе килекен ҫичӗ асап иртсе каймасӑр храма никам та кӗме пултараймарӗ.

Сноскӑсем

Е «кантӑк».
Е «чӗрӗ чунсенчен».