Ӳлӗмхи 8:1—13
8 Путек ҫиччӗмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, тӳпере пӗр ҫур сехет пек шӑп пулчӗ.
2 Вара эпӗ Турӑ умӗнче тӑракан ҫичӗ ангела куртӑм, вӗсене ҫичӗ труба панӑччӗ.
3 Тата тепӗр ангел, тӗтӗрмелли ылтӑн савӑт тытса, парне вырӑнӗ умне пырса тӑчӗ. Ӑна нумай фимиам панӑччӗ, ҫав фимиама унӑн, сӑваплӑ ҫынсен кӗллисем илтӗннӗ чухне, престол умӗнче тӑракан ылтӑн парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтармаллаччӗ.
4 Ангел ҫунтарнӑ фимиамӑн тӗтӗмӗ сӑваплӑ ҫынсен кӗллисемпе пӗрле Турӑ патне ҫӗкленчӗ.
5 Ҫавӑн хыҫҫӑнах ангел тӗтӗрмелли савӑта парне вырӑнӗ ҫинче ҫунакан шӗл-кӑварпа* тултарчӗ те ӑна ҫӗр ҫине ывӑтрӗ. Вара аслати авӑтрӗ, сасӑсем илтӗнчӗҫ, ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, ҫӗр чӗтренчӗ.
6 Унтан ҫичӗ труба тытса тӑракан ҫичӗ ангел труба кӑшкӑртма хатӗрленчӗҫ.
7 Пӗрремӗш ангел трубине кӑшкӑртса ячӗ. Вара ҫӗр ҫине юнпа хутӑш пӑрпа вут-ҫулӑм ҫурӗ. Ҫӗрӗн виҫҫӗмӗш пайӗ, йывӑҫсен виҫҫӗмӗш пайӗ тата пӗтӗм ешӗл курӑк ҫунса пӗтрӗ.
8 Иккӗмӗш ангел трубине кӑшкӑртса ячӗ. Вара темӗскер, вут-ҫулӑм хыпса илнӗ пысӑк ту евӗрли, тинӗсе ӳкрӗ. Тинӗсӗн виҫҫӗмӗш пайӗ юн пулса тӑчӗ.
9 Тинӗсри чӗрӗ чунсен виҫҫӗмӗш пайӗ вилсе пӗтрӗ, карапсен виҫҫӗмӗш пайӗ тӗп пулчӗ.
10 Виҫҫӗмӗш ангел трубине кӑшкӑртса ячӗ. Вара тӳперен ҫутаткӑҫ евӗрлӗ ҫунакан пысӑк ҫӑлтӑр персе анчӗ. Вӑл юханшывсемпе ҫӑлкуҫсен виҫҫӗмӗш пайӗ ҫине ӳкрӗ.
11 Ҫав ҫӑлтӑрӑн ячӗ — Армути*. Шывсен виҫҫӗмӗш пайӗ армути пек йӳҫӗ пулса тӑчӗ. Шывсем йӳҫӗ пулса тӑнӑран нумай ҫын вилсе пӗтрӗ.
12 Тӑваттӑмӗш ангел трубине кӑшкӑртса ячӗ. Вара хӗвелӗн виҫҫӗмӗш пайӗ, уйӑхӑн виҫҫӗмӗш пайӗ тата ҫӑлтӑрсен виҫҫӗмӗш пайӗ тӗттӗмленсе ларчӗ. Ҫакӑ кунӑн виҫҫӗмӗш пайӗ тата каҫӑн виҫҫӗмӗш пайӗ ҫутӑсӑр тӑрса юлччӑр тесе пулчӗ.
13 Эпӗ ҫӳл тӳпере вӗҫсе пыракан ӑмӑрткайӑка куртӑм, вӑл хытӑ сасӑпа ҫапла каланине илтрӗм: «Юлашки виҫӗ ангел трубине кӑшкӑртсан, ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хуйхӑ, хуйхӑ, хуйхӑ пулӗ! Вӗсем трубине кӑшкӑртма хатӗр ӗнтӗ».