Ӳлӗмхи 9:1—21
9 Пиллӗкмӗш ангел трубине кӑшкӑртса ячӗ. Вара эпӗ тӳперен ҫӗр ҫине ӳкнӗ ҫӑлтӑра куртӑм, ӑна тӗпсӗр вырӑнӑн уҫҫине панӑччӗ.
2 Вӑл тӗпсӗр вырӑна уҫрӗ те, унтан пысӑк кӑмакаран тухакан тӗтӗм пек тӗтӗм тухрӗ. Ҫав тӗтӗмпе хӗвел те, сывлӑш та тӗттӗмленчӗ.
3 Тӗтӗм ӑшӗнчен ҫӗр ҫине саранча тухрӗ, ӑна ҫӗр ҫинчи скорпионсен хӑвачӗ пек хӑват панӑччӗ.
4 Ҫав саранчана ҫӗр ҫинчи курӑка та, йывӑҫсене те, ытти ӳсентӑрана та сиен тума хушман, ҫамки ҫинче Турӑ пичечӗ пулман ҫынсене ҫеҫ сиен тума хушнӑ.
5 Саранчана вӗсене вӗлерме ирӗк паман, пилӗк уйӑх хушши асаплантарма ҫеҫ ирӗк панӑ. Вӑл асаплантарни ҫынна скорпион сӑхса асаплантарни пек пулнӑ.
6 Ҫав кунсенче ҫынсем вилӗм шырӗҫ, анчах ӑна тупаймӗҫ, вилесшӗн пулӗҫ, анчах вилӗм вӗсенчен тарӗ.
7 Саранча ҫапӑҫӑва хатӗрленнӗ лашасем евӗрлӗччӗ. Вӗсен пуҫӗ ҫинче ылтӑн пуҫ кӑшӑлӗ пеккиччӗ, пичӗ — ҫын пичӗ евӗрлӗччӗ,
8 ҫӳҫӗ — хӗрарӑм ҫӳҫӗ пекчӗ, шӑлӗсем — арӑслан шӑлӗ пекчӗ.
9 Вӗсем ҫинче тимӗр кӑкӑрлӑхчӗ*, ҫуначӗсем шавлани вара ҫапӑҫӑва вирхӗнекен ҫар ураписем шалтӑртатни пекчӗ.
10 Вӗсен скорпионсенни пек сӑнӑллӑ хӳре пурччӗ. Хӳрисенче пилӗк уйӑх хушши ҫынсене сиен тумашкӑн хӑват пурччӗ.
11 Вӗсен патши — тӗпсӗр вырӑнӑн ангелӗ. Еврейла ӑна Аваддо́н* теҫҫӗ, грекла Аполлио́н* теҫҫӗ.
12 Пӗр хуйхӑ иртсе кайрӗ. Акӑ ун хыҫҫӑн тепӗр икӗ хуйхӑ килет.
13 Улттӑмӗш ангел трубине кӑшкӑртса ячӗ. Вара эпӗ сасӑ илтрӗм. Ҫав сасӑ Турӑ умӗнче тӑракан ылтӑн парне вырӑнӗн мӑйракисенчен тухатчӗ,
14 вӑл труба тытнӑ улттӑмӗш ангела: «Евфра́т текен аслӑ юханшыв хӗрринче ҫыхса хунӑ тӑватӑ ангела ирӗке яр», — терӗ.
15 Вара ҫак сехет, ҫак кун, ҫак уйӑх, ҫак ҫул валли хатӗрленӗ тӑватӑ ангела ҫынсен виҫҫӗмӗш пайне вӗлермешкӗн ирӗке ячӗҫ.
16 Эпӗ утлӑ ҫарӑн йышӗ 200 миллион* пулнине илтрӗм.
17 Эпӗ курнӑ лашасемпе юланутҫӑсем акӑ мӗнлерехчӗ: юланутҫӑсен кӑкӑрлӑхӗ хӗрлӗ, кӑвак, сарӑ тӗслӗччӗ, лашисен пуҫӗ арӑслан пуҫӗ пекчӗ, ҫӑварӗнчен вут-ҫулӑм, тӗтӗм, кӳкӗрт тухса тӑратчӗ.
18 Ҫав виҫӗ асапран — вӗсен ҫӑварӗнчен тухакан вут-ҫулӑмран, тӗтӗмрен тата кӳкӗртрен — ҫынсен виҫҫӗмӗш пайӗ вилсе пӗтрӗ.
19 Лашасен вӑйӗ — ҫӑварӗнчеччӗ тата хӳринчеччӗ. Вӗсен хӳри ҫӗлен евӗрлӗччӗ тата ҫӗлен пуҫлӑччӗ. Хӳрипе вӗсем ҫынсене сиен кӳретчӗҫ.
20 Ҫак асапсенчен вилмесӗр юлнӑ ҫынсем вара хӑйсен ӗҫӗсемшӗн ӳкӗнмерӗҫ. Вӗсем демонсене тата ылтӑнран, кӗмӗлтен, пӑхӑртан, чултан, йывӑҫран тунӑ йӗрӗхсене — курма та, илтме те, ҫӳреме те пултарайманскерсене — пуҫҫапма пӑрахмарӗҫ.
21 Вӗсем ҫын вӗлернӗшӗн те, асамланӑшӑн-тухатланӑшӑн та, аскӑнланнӑшӑн* та, вӑрланӑшӑн та ӳкӗнмерӗҫ.
Сноскӑсем
^ Кунта ҫак сӑмах салтакӑн кӑкӑрне хӳтӗлекен вӑрҫӑ хатӗрне пӗлтерет.
^ «Аркату» тенине пӗлтерет.
^ «Аркатакан» тенине пӗлтерет.
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «икӗ мириадшар мириад». Е «20 000 хут 10 000».
^ Словарьте «Аскӑнлӑх» статьяна пӑхӑр.