1 Коринф 1:1—31
1 Павел, Турӑ ирӗкӗпе Христос Иисусӑн апостолӗ пулма чӗнсе илнӗскер, тата пирӗн тӑван Сосфе́н —
2 Коринфри Туррӑн пухӑвне, кам Христос Иисуспа пӗрлӗхре тӑрать, кама Турӑ хӑй валли уйӑрса илнӗ тата сӑваплӑ ҫынсем пулма чӗнсе илнӗ, ҫавсене. Эпӗ сирӗн пата тата пур ҫӗрте те Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ятне ӗненекенсем патне ҫыратӑп. Вӑл пирӗн те, вӗсенӗн те Ҫӳлхуҫи.
3 Пирӗн Атте Турӑран тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫаран сире виҫесӗр ырӑлӑх тата мир* пултӑр.
4 Турӑ сире Христос Иисус урлӑ хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне панӑшӑн эпӗ хамӑн Турра яланах тав тӑватӑп.
5 Христоспа пӗрлӗхре пулнӑран эсир пур тӗлӗшрен те пуян пулса тӑтӑр: Турӑ сӑмахне пӗлтерме сирӗн пӗтӗм пултарулӑх пур, Турӑ сӑмахне эсир лайӑх пӗлетӗр
6 тата Христос ҫинчен калакан хыпар сирӗн хушшӑрта ҫирӗп тымар ячӗ.
7 Ҫавӑнпа ӗнтӗ сирӗн, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр хӑйӗн вӑйне кӑтартасса кӗтекенсен, мӗн кирли веҫех пур.
8 Ҫавӑн пекех Турӑ сире мӗн вӗҫне ҫитичченех ҫирӗплетсе тӑрӗ, ҫапла вара Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн кунӗнче никамӑн та сире айӑплама сӑлтав пулмӗ.
9 Сире хӑйӗн Ывӑлӗпе, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрпа, пӗрлӗхре пулма чӗнсе илнӗ Турӑ шанчӑклӑ.
10 Тӑвансем, хамӑрӑн Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ячӗпе тархаслатӑп сире: пӗри мӗн калани тепри мӗн каланипе килӗшсе тӑтӑр, сирӗн хушшӑрта пайланса каясси ан пултӑр, пӗр шухӑшлӑ, пӗр кӑмӑллӑ пулӑр.
11 Мӗншӗн тесен, тӑвансем, эпӗ Хло́я килӗнчисенчен сирӗн хушшӑрта хирӗҫӳсем пурри ҫинчен пӗлтӗм.
12 Эпӗ акӑ мӗн пирки каласшӑн: сирӗн хушшӑрта «эпӗ Павелӑн вӗренекенӗ», «эпӗ — Аполло́сӑн», «эпӗ — Кифӑн*», «эпӗ — Христосӑн» тесе калаҫаҫҫӗ.
13 Христос пайланса кайнӑ-им? Юпа ҫине сирӗншӗн Павела пӑталанӑ-им? Е сире Павел ячӗпе шыва кӗртнӗ?
14 Тавах Турра, Крисппа Гайсӑр пуҫне эпӗ сирӗнтен нихӑшне те шыва кӗртмен.
15 Ҫавӑнпа никам та эсир ман ятпа шыва кӗнӗ тесе калама пултараймасть.
16 Эпӗ тата Стефа́н килӗнчисене шыва кӗртнӗччӗ, урӑх кама та пулин шыва кӗртнине астумастӑп.
17 Христос мана шыва кӗртме мар, ырӑ хыпар пӗлтерме янӑ. Анчах та Христос юпа ҫинче вилни ним усӑсӑр ан пултӑр тесе вӑл мана ҫак хыпара вӗреннӗ ҫынсен сӑмахӗсемпе калама хушман.
18 Христос юпа ҫинче вилни ҫинчен калакан хыпар пӗтекеннисемшӗн — ӑссӑрлӑх, пирӗншӗн вара, ҫӑлӑнаканнисемшӗн, — Туррӑн хӑвачӗ.
19 Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: «Ӑслисен ӑслӑлӑхне пӗтерӗп, тӑнлисен шухӑшӗсене сирсе ярӑп».
20 Ӑҫта ӑсли? Ӑҫта закон вӗрентӳҫи? Ӑҫта ҫак тӗнченӗн* тавлашма юратакан ҫынни? Турӑ ҫак тӗнчен ӑслӑлӑхӗ ӑссӑрлӑх пулнине кӑтартса памарӗ-и?
21 Ҫак тӗнче хӑйӗн ӑслӑлӑхне шаннине пула Турра пӗлеймерӗ. Туррӑн ӑслӑлӑхӗ вара акӑ мӗнрен курӑнчӗ: вӑл эпир пӗлтерекен хыпар урлӑ, ыттисем ӑссӑрлӑх вырӑнне хуракан хыпар урлӑ, ӗненекенсене ҫӑлас терӗ.
22 Еврейсем паллӑ кӑтартма ыйтаҫҫӗ, грексем ӑслӑлӑх шыраҫҫӗ,
23 эпир вара юпа ҫине пӑталанӑ Христос ҫинчен пӗлтеретпӗр. Еврейсене ӑна йышӑнма йывӑр*, урӑх халӑх ҫыннисемшӗн вӑл — ӑссӑрлӑх.
24 Чӗнсе илнисемшӗн вара, еврейсемшӗн те, грексемшӗн те, Христос — Туррӑн хӑвачӗ тата ӑслӑлӑхӗ.
25 Мӗншӗн тесен Туррӑн ӑссӑрлӑхӗ текенни ҫынсенчен ӑслӑрах, Туррӑн вӑйсӑрлӑхӗ текенни те ҫынсенчен хӑватлӑрах.
26 Тӑвансем, эсир хӑвӑрах пӗлетӗр ӗнтӗ: Турӑ сире чӗнсе илнӗ чухне сирӗн хушшӑрта ҫын шучӗпе ӑслисем, вӑйлисем, чаплӑ йӑхран тухнисем нумай марччӗ.
27 Анчах та Турӑ ӑслисене намӑса хӑвармашкӑн ҫак тӗнчере ӑссӑр текеннисене суйласа илнӗ, вӑйлисене намӑса хӑвармашкӑн ҫак тӗнчере вӑйсӑр текеннисене суйласа илнӗ.
28 Ҫын шучӗпе мӗн пӗлтерӗшлӗ, ҫавна пӑрахӑҫа кӑларас тесе Турӑ тӗнчере чапсӑррисене, ниме тӑманнисене тата пӗлтерӗшлех маррисене суйласа илнӗ.
29 Ҫакна Турӑ хӑйӗн умӗнче никам та ан мухтантӑр тесе тунӑ.
30 Турра пула эпир Христос Иисуспа пӗрлӗхре тӑратпӑр, вӑл пире Туррӑн ӑслӑлӑхне уҫса парать, ун урлӑ эпир тӳрӗ, сӑваплӑ ҫынсем пулса тӑратпӑр тата вӑл пире тӳлесе илнине пула ирӗке тухатпӑр.
31 Ҫапла вара «кам мухтанать, ҫавӑ Иеговӑпа* мухтантӑр» тесе ҫырнӑ пек пулать.
Сноскӑсем
^ Е «канӑҫлӑх».
^ Ку Пётрӑн тепӗр ячӗ.
^ Е «ӗмӗрӗн». Словарьте «Тӗнче» статьяна пӑхӑр.
^ Е «еврейсемшӗн вӑл — такӑнтараканни».
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.