1 Коринф 8:1—13

  • Йӗрӗхсене парнене кӳнӗ апат-ҫимӗҫ ҫинчен (1—13)

    • Пирӗншӗн пӗр Турӑ кӑна пур (5, 6)

8  Халӗ йӗрӗхсене парнене кӳнӗ апат-ҫимӗҫ ҫинчен ҫырам. Паллах, пирӗн пурин те пӗлӳ пур. Пӗлӳ мӑнкӑмӑллӑ тӑвать, юрату вара ҫирӗплетет.  Ҫын мӗн те пулин пӗлетӗп тесе шутлать пулсан, вӑл ҫавӑн ҫинчен мӗн пӗлмеллине пурне те пӗлмест.  Анчах кам Турра юратать, ҫавна Турӑ пӗлет.  Апла, йӗрӗхсене парнене кӳнӗ апат-ҫимӗҫе ҫиме юрать-и? Эпир ҫакна пӗлетпӗр: йӗрӗх нимӗн те мар, пӗр Турӑ кӑна пур.  Ҫынсем тӳпере те, ҫӗр ҫинче те тӗрлӗ турӑсем пур теҫҫӗ (чӑнах та, ҫынсемшӗн «турӑсем» тата «хуҫасем» нумай),  пирӗншӗн вара пӗр Турӑ кӑна пур — вӑл пирӗн Атте, пӗтӗмпех вӑл тунӑ, эпир уншӑн пурӑнатпӑр; тата пӗр Ҫӳлхуҫа пур — Иисус Христос, пӗтӗмпех ун урлӑ тунӑ, эпир ун урлӑ пурӑнатпӑр.  Анчах пурин те ҫакӑн пек пӗлӳ ҫук. Унччен хӑшӗ-пӗрисем йӗрӗхсене пуҫҫапнӑ, ҫавӑнпа вӗсем ҫак апат-ҫимӗҫе йӗрӗхсене парнене кӳнӗ апата ҫинӗ пек ҫиеҫҫӗ, вара вӗсен совеҫӗ хавшак пулнӑран ирсӗрленет.  Анчах апат-ҫимӗҫ пире Турӑ патне ҫывхартмасть. Ҫимесен те — эпир нимӗн те ҫухатмастпӑр, ҫисен те — пирӗн нимӗн те хушӑнмасть.  Сирӗн суйласа илме ирӗк пур, анчах та асӑрханӑр: эсир ҫак ирӗкпе мӗнле усӑ курни хавшак совеҫлисен ӗненӗвне ан хавшаттӑр*. 10  Хавшак совеҫли сана, пӗлӳ пурскере, йӗрӗхсене пуҫҫапакан храмра апат ҫинине курсан, ҫакӑ ӑна, хӑйӗн совеҫне хирӗҫ кайса, йӗрӗхсене парнене кӳнӗ апата ҫиме хистемӗ-и? 11  Ҫапла эсӗ хӑвӑн пӗлӳпе хавшак ҫынна пӗтеретӗн. Вӑл вара санӑн тӑвану, уншӑн Христос вилнӗ. 12  Эсир тӑвансене хирӗҫ ҫапла ҫылӑх туса тата вӗсен хавшак совеҫне амантса Христоса хирӗҫ ҫылӑх тӑватӑр. 13  Ҫавӑнпа та хам мӗн ҫини манӑн тӑванӑн ӗненӗвне хавшатать* пулсан, унӑн ӗненӗвне хавшатас мар* тесе эпӗ ӗмӗрне те аш ҫимӗп.

Сноскӑсем

Е «хавшак совеҫлисемшӗн такӑнтаракан чул пулса ан тӑтӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «манӑн тӑвана такӑнтарать».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хамӑн тӑвана такӑнтарас мар».