1 Фессалоника 3:1—13

  • Павел Афинӑра хыпар кӗтет (1—5)

  • Тимофей лайӑх хыпарпа таврӑнать (6—10)

  • Фессалоникӑри тӑвансемшӗн кӗлтуни (11—13)

3  Ҫавӑнпа та хамӑра сирӗнтен уйӑрнине тек чӑтса тӑрайманнипе эпир акӑ мӗн тума шутларӑмӑр: хамӑр ӗнтӗ Афинӑрах юлас терӗмӗр,  сирӗн пата вара пирӗн Тимофей тӑвана, Христос ҫинчен ырӑ хыпара пӗлтерекен Туррӑн ӗҫлекенне, ярас терӗмӗр. Сирӗн хытӑрах ӗненмелле пултӑр тесе эпир ӑна сире ҫирӗплетме тата йӑпатма ятӑмӑр,  ҫапла вара сирӗнтен пӗри те ҫак асапсене пула ан хавшатӑр* терӗмӗр. Пирӗн ҫакӑн пек асапсене тӳсмеллине эсир хӑвӑр та пӗлетӗр,  мӗншӗн тесен пирӗн хӗн-асап курмалла пулать тесе эпир сире хӑвӑр патра пулнӑ чухнех калаттӑмӑрччӗ. Ҫапла пулса тухрӗ те, кӑна хӑвӑр та пӗлетӗр.  Ҫавӑнпа ӗнтӗ урӑх чӑтса тӑрайманнипе эпӗ сирӗн пата Тимофея ятӑм. Эпӗ эсир Турра шанчӑклӑ пулнипе пулманнине, Шуйттан* сире илӗртсе улталанипе улталаманнине пӗлесшӗнччӗ. Ҫапла пулнӑ пулсан, пирӗн ӗҫ сая кайнӑ пулӗччӗ.  Акӑ ӗнтӗ Тимофей тин ҫеҫ сирӗн патран лайӑх хыпарпа таврӑнчӗ. Вӑл эсир шанчӑклӑ пулни ҫинчен тата юратса пурӑнни ҫинчен пӗлтерчӗ. Вӑл эсир пире яланах ырӑпа асӑнни ҫинчен тата, эпир сире курасшӑн ҫуннӑ пекех, эсир те пире питӗ курасшӑн пулни ҫинчен каласа пачӗ.  Тӑвансем, пирӗн нуша курма тата хӗн-асап тӳсме тивет пулин те, эсир ҫапла шанчӑклӑ пулни пире йӑпатрӗ.  Эсир Ҫӳлхуҫапа пӗрлӗхре ҫирӗп тӑнине пӗлсен эпир хавхалантӑмӑр*.  Сирӗншӗн тата эсир пире кӳнӗ пысӑк савӑнӑҫшӑн Турра мӗнле тав тумалла-ши пирӗн? 10  Сире курасчӗ тесе тата эсир ӗненнинче мӗн ҫитменнине ҫитересчӗ тесе эпир кунӗн-ҫӗрӗн тӑрӑшсах кӗлтӑватпӑр. 11  Пирӗн Атте Турӑ тата пирӗн Иисус Ҫӳлхуҫа пире сирӗн пата пыма май паччӑрах. 12  Унтан та ытла, Ҫӳлхуҫа сире пӗр-пӗрне тата ытти пур ҫынна та юратнӑҫемӗн юратмалла тутӑрччӗ. Сирӗн чӗре те, пирӗнни пекех, юратупа тултӑр. 13  Ҫапла вара Иисус Ҫӳлхуҫамӑр хӑйӗн сӑваплисемпе пуринпе те килнӗ* чухне Атте Туррӑмӑр умӗнче сирӗн ҫирӗп, айӑпсӑр тата сӑваплӑ пулмалла пултӑрччӗ.

Сноскӑсем

Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ан сулӑнтӑр».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Илӗртекен».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «эпир пурӑнатпӑр».