3 Иоанн 1:1—14

  • Салам сӑмахӗсем тата кӗлтуни (1—4)

  • Гая мухтаса илни (5—8)

  • Чапшӑн ҫунакан Диотреф (9, 10)

  • Димитрий пирки ырласа калаҫаҫҫӗ (11, 12)

  • Пыма шут тытни тата салам яни (13, 14)

 Старейшина* — Гай патне, эпӗ чун-чӗререн юратакан тӑван патне.  Юратнӑ тӑванӑм, эпӗ санӑн пур ӗҫӳ те унчченхи пекех ӑнса пытӑр тесе тата сывлӑху лайӑх пултӑр тесе кӗлтӑватӑп.  Эсӗ чӑнлӑхпа пурӑнни ҫинчен, чӑнлӑх ҫулӗпе ҫӳрени ҫинчен тӑвансем килсе пӗлтерсен, эпӗ питӗ савӑнтӑм.  Манӑн ачасем чӑнлӑх ҫулӗпе ҫӳрени ҫинчен илтни мана пуринчен те ытла савӑнтарать*.  Юратнӑ тӑванӑм, эсӗ тӑвансемшӗн, вӗсене палламастӑн пулин те, тӑрӑшатӑн, ҫапла тунипе эсӗ шанчӑклӑ пулнине кӑтартатӑн.  Эсӗ мӗнле юратни ҫинчен вӗсем пуху умӗнче каласа пӗлтерчӗҫ. Тархасшӑн, ҫула ӑсатнӑ чухне вӗсене Турра юрӑхлӑ пуҫтарса яр.  Мӗншӗн тесен унӑн ячӗшӗн вӗсем урӑх халӑх ҫыннисенчен нимӗн илмесӗрех ҫула тухса кайнӑ.  Ҫавӑнпа пирӗн ҫакӑн пек ҫынсене хӑналас пулать. Ҫапла тунипе эпир чӑнлӑха сарас ӗҫре пӗрле ӗҫлекенсем пулса тӑратпӑр.  Эпӗ пухӑва ҫыру ҫырса янӑччӗ, анчах сирӗн хушшӑрта пуҫ пулма юратакан Диотре́ф эпир мӗн каланине ним вырӑнне те хумасть. 10  Ҫавӑнпа та, сирӗн пата пыма май килсен, эпӗ вӑл тӑвакан усал ӗҫсем ҫине, пирӗн ҫинчен усал сӑмах сарни ҫине тимлеттерӗп. Вӑл кунпа ҫеҫ ҫырлахмасть-ха: вӑл тӑвансене хисеплесе йышӑнмасть, йышӑнас текенсене вара чӑрмантарма тата пухуран хӑваласа кӑларса яма хӑтланать. 11  Юратнӑ тӑванӑм, усаллинчен мар, ырринчен тӗслӗх ил. Кам ырӑ тӑвать, ҫавӑ — Турӑран. Кам усал тӑвать, ҫавӑ Турра курман. 12  Димитрий пирки пурте ырласа калаҫаҫҫӗ, вӗсем мӗн каланине вӑл чӑнлӑхпа пурӑнни ҫирӗплетсе парать. Ӑна эпир те ырлатпӑр, эпир калани чӑн пулнине вара эсӗ ху та пӗлетӗн. 13  Манӑн сан пата ҫырса ямалли нумайччӗ, анчах манӑн чернилпа урӑх ҫырас килмест. 14  Эпӗ сана кӗҫех курасса шанатӑп, вара куҫа-куҫӑн калаҫӑпӑр. Мир* пултӑр сана. Туссем сана салам яраҫҫӗ. Эсӗ те манран туссене кашнине ятран салам кала.

Сноскӑсем

Е «ватӑ ҫын».
Е, тен, «маншӑн тав тумалли чи пысӑк сӑлтав».
Е «канӑҫлӑх».