ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | АНГЕЛСЕМ. ВӖСЕМ ЧӐНАХ ТА ПУР-И?
Усал ангелсем пур-и?
Ҫапла, усал ангелсем пур. Вӗсем мӗнле пулса кайнӑ? Турӑ ангелсене суйласа илмелли ирӗклӗхпе пултарнине пӗлтӗмӗр ӗнтӗ. Пӗрремӗш ҫынсене, Адампа Евӑна, пултарнӑ хыҫҫӑнах пӗр ангел, пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑскер, ҫак ирӗклӗхпе тӗрӗс мар усӑ курса Турра хирӗҫ тӑнӑ. Вӑл Адампа Евӑна та Турра хирӗҫ пӑлхав ҫӗклеттернӗ (Пултарни 3:1—7; Ӳлӗмхине 12:9). Библире ҫак ангел мӗн ятлӑ пулни ҫинчен тата вӑл мӗнле вырӑн йышӑнни ҫинчен каламан. Анчах та пӑлхав ҫӗкленӗ хыҫҫӑн ӑна Сатана тесе, «хирӗҫ тӑракан» тенине пӗлтерекен ятпа, ҫавӑн пекех Шуйттан тесе, «элекҫӗ» тенине пӗлтерекен ятпа, чӗнме пуҫланӑ (Матфей 4:8—11).
Шел пулин те, пӑлхав ҫакӑнпа вӗҫленмен. Ной пурӑннӑ чухне хӑш-пӗр ангелсем — вӗсен шучӗ паллӑ мар — пӗлӗте, «хӑйсем пурӑнакан вырӑна» хӑварнӑ. Вӗсем ҫӗр ҫине аннӑ та аскӑнланса пурӑнас тесе ҫын кӗлеткиллӗ пулса тӑнӑ, ҫакӑ вара вӗсене мӗнле тӗллевпе тунипе килӗшсе тӑман (Иуда 6; Пултарни 6:1—4; 1 Петр 3:19, 20).
Ҫак усал ангелсемпе мӗн пулса тухнӑ? Турӑ ҫӗре усалтан тасатас тесе пӗтӗм ҫӗр ҫине шыв янӑ чухне вӗсем ҫын кӗлеткине хӑварса пӗлӗте таврӑннӑ. Анчах Турӑ пӑлхав ҫӗкленӗ ангелсене, е демонсене, «хӑйсен тивӗҫлӗхне» тавӑрса паман. Вӑл вӗсене «тартар» теекен «ҫутӑ ҫук [сӑнарлӑ] сӗмлӗхе» хупса хунипе мӗскӗне хӑварнӑ (Иуда 6; 2 Петр 2:4, ҪТ). Ҫак демонсем Сатана Шуйттан майлӑ, «ҫутӑ ангел евӗрлӗ» курӑнакан «усалсен пуҫлӑхӗ» майлӑ, тӑнӑ (Матфей 12:24; 2 Коринф 11:14).
Библире каланӑ тӑрӑх, 1914 ҫулта Мессианла Патшалӑх, Туррӑн пӗлӗтри правительстви, йӗркеленнӗ. Ҫак пӗлтерӗшлӗ событи хыҫҫӑн кӗҫех Сатанапа унӑн демонӗсене пӗлӗтрен ҫӗр ҫине сирпӗтсе антарнӑ, халӗ вара вӗсем хӑйсен ӗҫӗсене ҫӗр ҫинче кӑна тума пултараҫҫӗ. Пусмӑрлӑх, саккуна пӑсасси тата аскӑнланса пурӑнасси ҫӗр ҫийӗпе анлӑн сарӑлни вӗсем япӑх витӗм кӳнине ҫирӗплетсе парать (Ӳлӗмхине 12:9—12).
Анчах ҫынсем нравственность тӗлӗшӗнчен пӑсӑлса тата хаярланса пыни демонсем хуҫаланни кӗҫех пӗтессине кӑтартса парать. Ҫитес вӑхӑтра хӗрхенме пӗлмен усал ангелсем хӑйсен ӗҫӗсене тек тӑваймӗҫ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Туррӑн Патшалӑхӗ ертсе пыма пуҫлӗ, вӑл ҫӗр ҫинче рай тӑвӗ. 1 000 ҫул иртсен ҫак усал ангелсене пӗр вӑхӑта ирӗке кӑларӗҫ. Ҫавӑн чухне ҫынсемшӗн юлашки тӗрӗслев пулӗ, унтан вара демонсене ӗмӗрлӗхех пӗтерӗҫ (Матфей 25:41; Ӳлӗмхине 20:1—3, 7—10).