Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | БИБЛИЕ ВУЛАМА ИНТЕРЕСЛӖ ПУЛТӐР ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

Библие вулама интереслӗ пултӑр тесен мӗн тумалла?

Библие вулама интереслӗ пултӑр тесен мӗн тумалла?

Библи вуласси вӑл сирӗншӗн кичемлӗ е кӑмӑла ҫӗклекен ӗҫ-и? Эсир мӗнле май суйласа илнинчен нумай килет. Акӑ Библие вулама интереслӗ тума пулӑшакан темиҫе канаш.

Хальхи чӗлхепе куҫарнӑ Библи куҫарӑвне суйласа илӗр. Кӗнекере ӑнланма йывӑр сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем е кивелнӗ сӑмахсем нумай тӗл пулаҫҫӗ пулсан, вулани сире кӑмӑла каймӗ пуль. Ҫавӑнпа та чӗрене пырса тивмелле тата ӑнланмалла чӗлхепе ҫырнӑ Библи тупӑр. Ҫав вӑхӑтрах эсир суйласа илнӗ Библире пирвайхи текстри шухӑшсене тӗрӗс куҫарнипе куҫарманнине пӗлмелле *.

Хальхи технологисемпе усӑ курӑр. Хальхи вӑхӑтра хут ҫине пичетлесе кӑларнӑ Библи ҫеҫ мар, унӑн электронлӑ версийӗ те пур. Библие онлайн мелӗпе вулама е ӑна хӑвӑрӑн компьютер, планшет е сотовӑй телефон ҫине уҫласа илме пулать. Хӑш-пӗр версисенче суйласа илнӗ темӑпа ҫыхӑнӑ Библири сӑвӑ йӗркисене тӳрех тупма е темиҫе Библи куҫарӑвне танлаштарса пӑхма пулӑшакан хатӗрсем пур. Сире вуланинчен ытларах итлеме килӗшет пулсан, аудиоформатпа кӑларнӑ Библие уҫласа илме пултаратӑр. Ҫынсем нумайӑшӗ Библие транспортпа пынӑ, уҫӑлса ҫӳренӗ тата итлеме май паракан ӗҫсем тунӑ чухне итлеҫҫӗ. Мӗншӗн хӑвӑра килӗшекен пӗр мая та пулин суйласа илес мар?

Библи вӗренмелли хатӗрсемпе усӑ курӑр. Ҫак хатӗрсем сире Библие вулама интереслӗрех тӑвӗҫ. Библире каланӑ ҫӗрсене кӑтартакан карттӑсем сире хӑвӑр вулакан пӗр-пӗр вырӑна тупма тата ҫырса панӑ событисене куҫ умне кӑларса тӑратма пулӑшӗҫ. Статьясем, калӑпӑр, ҫак брошюрӑри статьясем, Библири сӑвӑ йӗркисене нумайӑшне лайӑхрах ӑнланма пулӑшӗҫ.

Тӗрлӗ майлӑ тума тӑрӑшӑр. Библие пуҫламӑшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитиччен вуласа тухасси сире ытла та йывӑр пек туйӑнать пулсан, Библири хӑвӑра уйрӑмах килӗшекен кӗнекерен вулама тытӑнӑр. Эсир Библире каланӑ пӗр-пӗр ҫын ҫинчен нумайрах пӗлесшӗн пулсан, ҫав ҫын ҫинчен асӑннӑ вырӑнсене вулама пултаратӑр. Ҫавӑн пек мая «Библипе унта каланӑ ҫынсем урлӑ паллашӑр» рамкӑра кӑтартнӑ. Тен, эсир Библие темӑсем тӑрӑх е унта каланӑ событисене хронологи йеркипе вулас тейӗр. Мӗншӗн ҫав майсенчен пӗринпе те пулин усӑ курас мар?

^ 4 абз. Нумайӑшӗ «Сӑваплӑ Ҫыру — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» пирки тӗрӗс, ӑнланмалла куҫарнӑ тата шанӑҫа тивӗҫлӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫак Библие Иегова Свидетелӗсем кӑларнӑ, ӑна 130 ытла чӗлхепе вулама пулать. Ӑна Иегова Свидетелӗсен интернет-ресурсӗнчен уҫласа илме пулать.