3 Йывӑр вӑхӑтра вӑй тупма пулӑшать
Хӑш-пӗр чухне йывӑрлӑхсене татса пама май ҫук. Тӗслӗхрен, эсир ҫывӑх ҫынна ҫухатнӑ пулсан е вӑраха тӑсӑлакан чирпе асапланатӑр пулсан, сирӗн ҫавна тӳсме вӑй шырамалли кӑна юлать. Ҫакнашкал йывӑр лару-тӑрура Библи пулӑшма пултарать-и?
ВӐРАХА ТӐСӐЛАКАН ЧИР
Роза ятлӑ хӗр калать: «Эпӗ ген чирӗпе чирлетӗп. Ҫавна пула пӗрмай ыратнипе асапланатӑп. Ҫакӑ манӑн пурнӑҫа питӗ йывӑрлатса ячӗ». Библи вӗренме тата Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ытти ӗҫсене тума пултарайманни ӑна пуринчен ытла пӑшӑрхантарнӑ. Розӑна Матфей 19:26 сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсем питӗ пулӑшнӑ: «Турӑ пурне те пултарать». Вӑл ҫакна ӑнланнӑ: вуланисӗр пуҫне Библие урӑх майпа та вӗренме пулать. Ыратнине пула хӑш-пӗр чухне вулама пултарайман пирки Роза Библин тата Библи тӑрӑх ҫырнӑ публикацисен аудиоҫыртарӑвӗсене итлеме пуҫланӑ. «Аудиоҫыртарусем пулман пулсан,— тет Роза,— эпӗ мӗн тунӑ пулӑттӑмччӗ-ши, пӗлместӗп те».
Унчченхи чухлех тума пултарайманшӑн куляннӑ чухне Розӑна 2 Коринф 8:12 сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсем лӑплантараҫҫӗ: «Вӑй ҫитнӗ таран пулӑшни кӑмӑллӑ, вӑйран ытлашши пулӑшни кирлӗ мар». Ҫак сӑмахсем Розӑна Турӑ вӑл мӗн тунине хаклани ҫинчен аса илтерсе тӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн лару-тӑрӑвӗнче мӗн тума пултарнине пурне те тума тӑрӑшать.
ҪЫВӐХ ҪЫННА ҪУХАТНИ
Маларах асӑннӑ Ирина аса илет: «18 ҫулхи хӗрӗм вилсен чӗре ҫурӑлса тухасла ырататчӗ, малалла мӗнле пурӑнмаллине те пӗлместӗмччӗ. Малтанхи пек урӑх нихӑҫан та пулас ҫуккине ӑнланаттӑм». Анчах та ӑна пӗр ҫыннӑн Турра кӗлтуса каланӑ сӑмахӗсем, Псалом 93:19 сӑвӑ йӗрки, питӗ йӑпатнӑ: «Чӗремре хӗн-асап хушӑнса пынӑ чухне Эсӗ лӑплантарнипе манӑн чунӑм канать». Ирина калать: «Эпӗ чун ыратӑвне мӗнле те пулин ҫӑмӑллатма пулӑшсам тесе Иеговӑран ыйтаттӑм».
Вӑл ыттисене пулӑшас тесе ытларах вӑхӑт уйӑрма шут тытнӑ. Ирина хӑйне пӗчӗк мелпа танлаштарать: мел катӑлса кайсан та унпа ҫав-ҫавах ӳкерме пулать. Хӑш-пӗр чухне хӑйне хуҫӑлса аннӑ пек туйнӑ пулсан та, Ирина ҫав-ҫавах ыттисене пулӑшма пултарнӑ. Вӑл каласа парать: «Эпӗ сасартӑк ҫакна асӑрхарӑм: Библи вӗренекенсене Сӑваплӑ Ҫырури сӑмахсемпе йӑпатма тӑрӑшнӑ чухне хам та чӗрере канӑҫлӑх туятӑп». Библире ҫывӑх ҫынна ҫухатнӑ ҫынсен тӗслӗхӗсем пур. Ирина ҫав ҫынсен списокне туса вӗсен пурнӑҫне тӗплӗн тӗпченӗ. Вӑл калать: «Вӗсем пурте час-часах Турра кӗлтунӑ. Анчах та эпӗ ҫакна та ӑнлантӑм: Библи хупӑ выртсан хуравне илеймӗн».
Унсӑр пуҫне, Библи вӗреннине пула Ирина пулни-иртни ҫинчен мар, пуласлӑх ҫинчен шухӑшлама вӗреннӗ. Ӑна Апостолсен ӗҫӗсем 24:15 сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсем лӑплантараҫҫӗ: «Вилнӗ ҫынсем... чӗрӗлсе тӑрӗҫ». Ирина хӑйӗн хӗрне Иегова чӗртсе тӑратасса ҫирӗп ӗненет. Вӑл калать: «Эпӗ хӗрӗме пуласлӑхра курса тӑратӑп. Эпир тӗл пулас куна Иегова хӑйӗн календарӗнче палӑртса хунӑ. Хамӑрӑн садра унпа пӗрле уҫӑлса ҫӳрессине куҫ умне кӑларса тӑрататӑп. Хӗрӗм ҫуралсан эпӗ ӑна алла илсе ыталанӑ пекех ӑна каллех ыталаса илме пултарасси пирки эпӗ пӗртте иккӗленместӗп».
Питӗ йывӑр вӑхӑтра та Библи чун канӑҫлӑхне тупма пулӑшать