Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вӗсем хӑйсене сӑваплӑ ӗҫе кӑмӑлтан халалланӑ — Мадагаскарта

Вӗсем хӑйсене сӑваплӑ ӗҫе кӑмӑлтан халалланӑ — Мадагаскарта

«ПИОНЕРСЕМ ҫитсех кайман вырӑна куҫса кайнӑ туссем хӑйсемпе мӗн-мӗн пулса иртни ҫинчен хавхалануллӑн каласа панине итленӗ чухне манӑн та ҫав савӑнӑҫа хам ҫинче туйса курас килетчӗ,— каласа парать Сильвьяна, 27 ҫулхи пионер.— Анчах та урӑх ҫӗре куҫса каясси манран пулмасть тесе шутлаттӑмччӗ».

Сирӗн Сильвьянӑнни пек туйӑмсем пулнӑ-и? Тен, эсир те хыпарҫӑсем ҫитсех кайман ҫӗре кайма ӗмӗтленетӗр, анчах та сире ҫав тӗллеве пурнӑҫлама май ҫук пек туйӑнать. Ун пек пулсан, кулянма кирлӗ мар. Иегова пулӑшнипе пин-пин тӑван хӑйсен йывӑрлӑхӗсене ҫӗнтерме пултарнӑ, вара урӑх вырӑна куҫса кайса Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлеме пуҫланӑ. Иегова вӗсене мӗнле пулӑшнӑ? Ҫавна пӗлме айтӑр Мадагаскара, пысӑкӑшӗпе тӗнчере тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑнакан утрав ҫине, кайса килер.

Юлашки вунӑ ҫул хушшинче 70 ытла хастарлӑ хыпарҫӑпа пионер ҫак Африка утравӗ ҫине 11 ҫӗршывран * килнӗ, унта пурӑнакансем вара Библие питӗ хаклаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, ҫав вырӑнти тӑвансем те Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа пӗлтерме Мадагаскарти ытти вырӑнсене куҫса каяҫҫӗ. Айтӑр вӗсемпе хӑшӗ-пӗрисемпе паллашар.

ХӐРАНИНЕ ТАТА ЙЫВӐРЛӐХСЕНЕ ҪӖНТЕРМЕ МӖН ПУЛӐШАТЬ

Перринӑпа Луи

Луи тата унӑн арӑмӗ Перрина, 30 ҫултан кӑшт иртнӗскерсем, Францирен Мадагаскара куҫса кайнӑ. Вӗсем ырӑ хыпар сарма урӑх ҫӗршыва куҫса каясси пирки темиҫе ҫул хушши шухӑшланӑ, анчах Перрина ниепле те татӑклӑ йышӑну тӑвайман. Вӑл каласа парать: «Эпӗ малалла тем пулӗ тесе хӑраса тӑраттӑм. Тата мана хамӑн хурӑнташсене, пухӑва, хваттере, тӑван вырӑна хӑварасси тата хӑнӑхнӑ пурнӑҫ йӗркине улӑштармалла пуласси те хӑрататчӗ. Ҫав хӑранине ҫӗнтересси маншӑн чи йывӑрри пулчӗ». 2012 ҫулта Перрина пӗтӗм хӑюлӑхне пухса упӑшкипе пӗрле урӑх ҫӗршыва куҫса кайнӑ. Ҫапла тунӑшӑн вӑл ӳкӗнет-и? Перрина ҫапла калать: «Каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ май, Иегова пире мӗнле пулӑшса тӑнине курни пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетет». Луи ҫапла хушса калать: «Пӗлетӗр-и, Мадагаскарта пӗрремӗш хут Каҫхи апат уявне ирттернӗ чухне пирӗн 10 вӗренекен килчӗ!»

Йывӑрлӑхсем сиксе тухсан вӗсене ҫав ҫӗршыврах Турӑшӑн ӗҫлеме мӗн пулӑшнӑ? Луипа Перрина пур йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме Иеговӑран вӑй парсам тесе йӑлӑнса ыйтнӑ (Флп. 4:13, ҪТ). Луи аса илет: «Иегова пирӗн кӗлӗсене итленине эпир туйсах тӑтӑмӑр — вӑл пире „нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх“ пачӗ. Ҫавна пула эпир ырӑ хыпар калани мӗнле савӑнӑҫ кӳни ҫинчен ытларах шухӑшлама пултартӑмӑр. Ҫавӑн пекех хамӑрӑн туссем янӑ ҫырусем пире питӗ ҫирӗплететчӗҫ, унта вӗсем ан парӑнӑр тесе хавхалантаратчӗҫ» (Флп. 4:6, 7; 2 Кор. 4:7).

Чӑтӑмлӑ пулнӑшӑн Иегова Луипа Перринӑна пилленӗ. «2014 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче эпир Мӑшӑрсем валли йӗркеленӗ Библи шкулӗнче * вӗренме Францие килтӗмӗр,— тет Луи.— Ку вӑл Иегова панӑ асран кайми парне пулчӗ». Вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн вӗсене каллех Мадагаскара янӑ, ҫакӑ вӗсене питӗ савӑнтарнӑ.

«ЭПИР СИРӖНПЕ МУХТАНӐПӐР!»

Надинӑпа Дидье

Дидье тата Надина Францирен Мадагаскара 2010 ҫулта куҫса килнӗ, ун чухне вӗсем 50-ран иртнӗ пулнӑ. «Ҫамрӑк чухне эпир пионерсем пулса ӗҫлеттӗмӗр,— аса илет Дидье,— кайран вара пирӗн виҫӗ ача ҫуралчӗ. Вӗсем ӳссе ҫитӗнсен эпир ырӑ хыпар сарма урӑх ҫӗршыва куҫса каймалла мар-ши тесе шухӑшлама пуҫларӑмӑр». Надина каласа парать: «Ачасенчен уйрӑлса тухса каясси мана час-часах канӑҫ памастчӗ, анчах та вӗсем пире: „Урӑх ҫӗршыва куҫса каятӑр пулсан, эпир сирӗнпе мухтанӑпӑр!“ — терӗҫ. Вӗсен сӑмахӗсем пире татӑклӑ йышӑну тума пулӑшрӗҫ. Халӗ ачасем пирӗнтен аякра, анчах та эпир час-часах вӗсемпе шӑнкӑравласа калаҫатпӑр».

Дидьепа Надинӑна малагаси чӗлхине вӗренме ҫӑмӑл пулман. «Эпир халь ҫирӗм ҫулхисем мар ӗнтӗ»,— кулать Надина. Вӗсене мӗн пулӑшнӑ-ши? Малтанах вӗсем француз чӗлхипе иртекен пухӑва ҫӳренӗ, кайран вара, ҫав вырӑнти чӗлхене вӗренме хатӗр пулнине туйса илсен, вӗсем малагаси чӗлхипе иртекен пухӑва куҫнӑ. Надина каласа парать: «Эпир Библи вӗренме юратакан ҫынсене нумай тӗл пулатпӑр. Хӑйсем патне килнӗшӗн вӗсем пире час-часах тав тӑваҫҫӗ. Малтанах эпӗ ку тӗлӗк мар-ши теттӗмччӗ. Кунта пионер пулса ӗҫлеме ҫав тери савӑнӑҫлӑ! Ирхине вӑрансанах эпӗ хама: „Мӗн тери лайӑх — паян эпӗ ырӑ хыпар сарма каятӑп!“ — тетӗп».

Дидье малагаси чӗлхине хӑй мӗнле вӗреннине кулмасӑр аса илеймест. «Пӗррехинче эпӗ тӑвансем мӗн хуравланине ним ӑнланмасӑрах тӗлпулу ирттертӗм. Эп мӗн калама пултарни те „тавтапуҫ“ кӑначчӗ. Пӗр хӗрарӑм тӑвана комментаришӗн тав турӑм, ун хыҫӗнче ларакансем вара вӑл тӗрӗс мар каларӗ тесе кӑтартрӗҫ. Эпӗ вара тӳрех арҫын тӑванран ыйтрӑм та вӑл тӗрӗс хурав пачӗ. Вӑл тӗрӗсех каларӗ пуль тесе шанатӑп».

ВӐЛ КИЛӖШРӖ

Тьерри тата унӑн арӑмӗ Надья 2005 ҫулхи конгреса нихӑҫан та манас ҫук. Ун чухне «Стремись к целям, которые принесут честь Богу» постановка пулнӑ. Ӑна пӑхнӑ хыҫҫӑн вӗсем хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса каясси ҫинчен шухӑшлама пуҫланӑ. Тьерри каласа парать: «Постановка вӗҫленсен пурте ал ҫупма пуҫларӗҫ. Эпӗ пӗшкӗнтӗм те арӑмран: „Ну, ӑҫта каятпӑр?“ — тесе ыйтрӑм. Вӑл та манран ҫавнах ыйтасшӑн пулнӑ иккен!» Кӗҫех вӗсем утӑм хыҫҫӑн утӑм тума пуҫланӑ. Надья аса илет: «Майӗпен эпир хамӑр япаласен шутне сахаллатма пуҫларӑмӑр. Юлашкинчен пирӗн пӗтӗм пурлӑх тӑватӑ чӑматанах вырнаҫрӗ».

Сулахай енче хӗрринчисем: Надьяпа Мари-Мадлен; Сылтӑм енче хӗрринчи: Тьерри

Вӗсем Мадагаскара 2006 ҫулта килнӗ. Вӗсене унта тӳрех килӗшнӗ. Надья калать: «Ҫынсем ырӑ хыпара итлени пире нумай савӑнӑҫ кӳрет».

Анчах та ултӑ ҫул иртсен ҫак мӑшӑр йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ. Надьйӑн амӑшӗ, Мари-Мадлен, Францире пурӑнаканскер, ӳксе аллине хуҫнӑ тата пуҫне амантнӑ. Мари-Мадленӑн тухтӑрӗпе канашласан Террипа Надья амӑшне хӑйсем патне Мадагаскара куҫса килме сӗннӗ. Ун чухне вӑл 80 ҫула ҫитнӗ пулсан та, унта кайма килӗшнӗ. Ют ҫӗршывра пурӑнасси пирки вӑл мӗн шутлать? Мари-Мадлен ҫапла калать: «Хӑш-пӗр япалана хӑнӑхма ҫӑмӑл мар, анчах та сывлӑх начар пулсан та эпӗ хама пухура кирлӗ ҫын пек туятӑп. Эп кунта куҫса килни ачасене нумай пиллӗх паракан сӑваплӑ ӗҫе малалла та туса тӑма май парать, ҫавӑншӑн эпӗ питӗ савӑнатӑп».

«ИЕГОВА МАНА ПУЛӐШРӖ»

Риана тандруй чӗлхипе сӑмах тухса калать

22 ҫулхи Риана ятлӑ арҫын тӑван Мадагаскарӑн хӗвелтухӑҫ енчи Алаутра-Мангуру ятлӑ тухӑҫлӑ регионра ҫуралса ӳснӗ. Вӑл шкулта лайӑх вӗреннӗ тата аслӑ пӗлӳ илесшӗн пулнӑ. Анчах кайран Риана Библи вӗренме пуҫланӑ, вара унӑн тӗллевӗсем улшӑннӑ. Вӑл аса илет: «Вӑтам шкул пӗтернӗ чухне эпӗ Иеговӑна сӑмах патӑм: „Экзаменсене лайӑх тытсан эпӗ пионер пулӑп“». Риана сӑмахне тытнӑ. Вӑл тепӗр пионерпа пӗрле хваттер тара илнӗ, тулли мар вӑхӑтпа ӗҫлемелли ӗҫ тупнӑ, вара пионер пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. Риана калать: «Ҫакӑ ман пурнӑҫри чи лайӑх йышӑну пулчӗ».

Анчах та Рианӑн тӑванӗсене мӗншӗн унӑн карьера тӑвас килменнине ӑнланма йывӑр пулнӑ. Вӑл ҫапла калать: «Мана атте те, унӑн шӑллӗ те, асанне те аслӑ пӗлӳ илме хистетчӗҫ. Анчах тем каласан та манӑн пионер пулма пӑрахас килместчӗ». Кӗҫех Рианӑн хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса каяс килсе кайнӑ. Мӗнле сӑлтава пула? Вӑл каласа парать: «Пӗррехинче вӑрӑсем пирӗн ҫурта кӗрсе ҫаратса тухса кайнӑ. Вӗсем манӑнне нумай япала илсе кайнӑ. Ҫакӑ мана Иисусӑн сӑмахӗсем ҫинчен — „тӳпере пурлӑх пухӑр“ тени ҫинчен — шухӑшлаттарчӗ. Вара эпӗ пӗтӗм вӑя хурса ҫав пурлӑха пухма шут тытрӑм» (Матф. 6:19, 20). Вӑл Мадагаскарти кӑнтӑр енчи типӗ региона, антандруй халӑхӗ пурӑнакан ҫӗре, хӑйӗн килӗнчен 1 300 ҫухрӑм аякка куҫса кайнӑ. Мӗншӗн вӑл унта каяс тенӗ?

Хӑйсене вӑрӑсем ҫаратса каяс умӗн пӗр уйӑх маларах Риана антандруй халӑхӗнчи икӗ арҫынпа Библи вӗренме пуҫланӑ. Тандруй чӗлхипе темиҫе сӑмах ҫаврӑнӑшне калама вӗреннӗскер, вӑл ҫак халӑх ҫыннисем хушшинче Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пачах илтменнисем мӗн тери нумай пулӗ тесе шутласа илнӗ. Риана калать: «Эпӗ Иеговӑна кӗлтуса тандруй чӗлхипе калаҫакансем пурӑнакан ҫӗре куҫса кайма пулӑшсам тесе ыйтаттӑм».

Ҫӗнӗ вырӑна ҫитсенех Риана йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ — вӑл ӗҫ тупайман. Пӗр ҫын ӑна ҫапла каланӑ: «Эсӗ мӗн тума килнӗ кунта? Ӗҫ шыраса ҫынсем эс пурӑннӑ вырӑна каяҫҫӗ вӗт!» Икӗ эрнерен Риана регион конгресне кайнӑ. Унӑн укҫа юлманпа пӗрех пулнӑ тата вӑл малалла мӗн тумаллине те пӗлмен. Конгресӑн юлашки кунӗнче пӗр арҫын тӑван унӑн пиншак кӗсйине темскер чиксе янӑ. Унта укҫа пулнӑ иккен. Ҫав укҫапа Риана тандруй чӗлхипе ырӑ хыпар сарнӑ вырӑна каялла таврӑнма та, йогурт сутас енпе пӗчӗк ӗҫ йӗркелесе яма та пултарнӑ. «Мана Иегова питӗ кирлӗ вӑхӑтра пулӑшу пачӗ. Халӗ эпӗ ун ҫинчен нихӑҫан та илтмен ҫынсене малалла та пулӑшма пултаратӑп!» — тет Риана. Пухура та ӗҫ питӗ нумай пулнӑ. «Кашни эрнере доклад тухса калаттӑмччӗ. Иегова мана хӑйӗн организацийӗ урлӑ вӗрентсе тӑчӗ»,— каласа парать вӑл. Риана халӗ те тандруй чӗлхипе ырӑ хыпар сарать.

«ӖМӖТӲ-ШУХӐШУ ПУРӐНӐҪЛАНӖ»

Иегова пире сӑмах парать: «Хӑвӑн ӗҫӳсене Ҫӳлхуҫана шанса пар, вара ӗмӗтӳ-шухӑшу пурӑнӑҫланӗ» (Ытар. 16:3). Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлеме мӗн чӑрмантарать, ҫавна ҫӗнтерме тӑрӑшатпӑр пулсан, вӑл пире пиллетех. Статья пуҫламӑшӗнче асӑннӑ Мадагаскарта пурӑнакан Сильвьянӑна аса илер. Вӑл урӑх ҫӗре куҫса кайма пултараймастӑп тенӗ. Мӗншӗн вӑл ҫапла шутланӑ? Сильвьяна ӑнлантарса парать: «Манӑн сулахай ура сылтӑм ураран тӑхӑр сантиметр кӗскерех, ҫавӑнпа эп уксахлатӑп тата утнӑ чухне хӑвӑрт ывӑнатӑп».

Сильвьяна (сулахай енче) тата Сильви-Анн (сылтӑм енче) Доратинпа пӗрле вӑл шыва кӗнӗ кун

Ҫапах та 2014 ҫулта Сильвьяна хӑйӗн пухури урӑх ҫамрӑк пионеркӑпа, Сильви-Анн ятлӑскерпе, тӑван хуларан 85 ҫухрӑм аякра вырнаҫнӑ пӗчӗк яла куҫса кайнӑ. Йывӑрлӑхсем пулнӑ пулсан та Сильвьянӑн ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ. Мӗн тери пысӑк пиллӗхсем илнӗ вӑл! «Куҫса килнӗренпе пӗр ҫул ҫеҫ иртрӗ пулин те,— каласа парать Сильвьяна,— район конгресӗнче Доратин ятлӑ ҫамрӑк хӗрарӑм шыва кӗчӗ, эпӗ унпа Библи вӗренеттӗм».

«ЭПӖ... САНА ПУЛӐШӐП»

Ҫак тӑвансен тӗслӗхӗсем ҫакна кӑтартса параҫҫӗ: Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес тесе эпир йывӑрлӑхсене ҫӗнтеретпӗр пулсан, Иеговӑн сӑмахӗсем чӑн пулнине хамӑр ҫинче туйса илӗпӗр. Вӑл ҫапла сӑмах панӑ: «Эпӗ сана тӗреклӗх кӳрӗп, сана пулӑшӑп» (Ис. 41:10). Ҫапла тусан эпир Иеговӑпа ҫывӑхланатпӑр. Унсӑр пуҫне, пулӑшу кирлӗ вырӑнсенче — тӑван ҫӗршывра-и, ют ҫӗршывра-и — хатӗр пулсах ырӑ хыпар саратпӑр пулсан, эпир ҫӗнӗ тӗнчере тумалли ӗҫе тума хатӗрленетпӗр. Ҫӳлерех асӑннӑ Дидье палӑртнӑ тӑрӑх, «хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнсенче ырӑ хыпар сарни пуласлӑх валли хатӗрленме пулӑшать». Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес текен тӑвансене пурне те май килнӗ таран хӑвӑртрах ҫавӑн пек хатӗрленме пуҫлама хавхалантаратпӑр!

^ 4 абз. Вӗсем Великобританирен, Гваделупӑран, Германирен, Канадӑран, Люксембургран, Ҫӗнӗ Каледонирен, Пӗрлешӳллӗ Штатсенчен, Францирен, Чехирен, Швейцарирен тата Швецирен килнӗ.

^ 8 абз. Халӗ ҫав Шкул вырӑнне Патшалӑх хыпарҫисен шкулне ирттереҫҫӗ. Урӑх ҫӗршыва куҫса кайнӑ тата тулли вӑхӑтпа ӗҫлекен хыпарҫӑсем ҫав Шкулта вӗренес теҫҫӗ пулсан тата вӗренекенсем валли лартнӑ требованисене юрӑхлӑ пулсан, заявлени ҫырса пама пултараҫҫӗ. Вӗсен е хӑйсен тӑван ҫӗршывӗнче, е урӑх ҫӗршывра тӑван чӗлхипе иртекен Шкулта вӗренме май пур.