Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Каҫхи апат уявӗ пире мӗнле майпа пӗрлештерет?

Каҫхи апат уявӗ пире мӗнле майпа пӗрлештерет?

«Тӑванпа тӑван пӗрле пурӑнни мӗнле ырӑ, мӗнле илемлӗ!» (ПС. 132:1.)

ЮРӐСЕМ: 18, 14

1, 2. 2018 ҫулта мӗнле событи миллион-миллион ҫынна тӗлӗнмелле майпа пӗрлештерӗ тата мӗншӗн ҫапла калама пулать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

2018 ҫулхи мартӑн 31-мӗшӗ миллион-миллион ҫыншӑн уйрӑмах паллӑ кун пулӗ. Хӗвел ансан Иегова Свидетелӗсем тата ытти ҫынсем пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе Иисус Христос вилӗмне аса илме пуҫтарӑнӗҫ. Кашни ҫул иртекен нимӗнле событи те ҫав тери нумай ҫынна ҫавӑн пек тӗлӗнмелле майпа пӗрлештермест.

2 Иеговӑпа Иисус ҫав кун тӑршшӗпе пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе миллион-миллион ҫын ҫак уява уявланине курса тӑрса мӗн туйнине шухӑшласа пӑхӑр-ха. Библире пророкла каланӑ тӑрӑх, пур йӑхран, пур ӑруран, пур халӑхран, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсенчен пухӑннӑ «имсӗр-сумсӑр ҫын» хытӑ сасӑпа ҫапла кӑшкӑрса калӗ: «Пирӗн ҫӑлӑнӑҫ — аслӑ пукан ҫинче ларакан Туррӑмӑрта тата Путекре!» (Ӳлӗм. 7:9, 10.) Кашни ҫул Каҫхи апат уявне уявланипе ҫав тери нумай ҫын Иеговӑпа Иисуса мухтав кӳрсе тӑни мӗн тери чаплӑ!

3. Эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

3 Ку статьяра эпир ҫак ыйтусене пӑхса тухӑпӑр: 1) пирӗнтен кашни Каҫхи апат уявне мӗнле хатӗрленме пултарать? 2) Ҫак уяв Туррӑн халӑхне мӗнле майпа пӗрлештерет? 3) Туррӑн халӑхӗ хушшинчи пӗрлӗхе упрас тесен пирӗн мӗн тумалла? 4) Каҫхи апат уявне юлашки хут уявласси хӑҫан пулать?

КАҪХИ АПАТ УЯВНЕ ЭПИР МӖНЛЕ ХАТӖРЛЕНМЕ ПУЛТАРАТПӐР

4. Мӗншӗн Каҫхи апат уявне кайма пӗтӗм вӑя хумалла?

4 Каҫхи апат уявне уявлани мӗншӗн ҫав тери пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен шухӑшлӑр. Ан манӑр, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче эпир Турра пуҫҫапатпӑр. Каҫхи апат уявӗ вара — ҫулталӑкра иртекен тӗлпулусенчен чи пӗлтерӗшли. Унта кайма пӗтӗм вӑя хуракан ҫынсене Иеговӑпа Иисус питӗ хаклаҫҫӗ паллах. Вӗсем пирӗн пирки ҫакна пӗлччӗр тетпӗр: ҫак уява кайма пӗр май та тӑрса юлман чухне ҫеҫ эпир унта пулма пултараймӑпӑр. Турра пуҫҫапмалли тӗлпулусем пирӗншӗн питӗ хаклӑ пулнине хамӑрӑн ӗҫсемпе кӑтартатпӑр пулсан, эпир Иеговӑна хӑйӗн «астӑвӑм кӗнекинче» пирӗн ятсене упраса хӑварма тепӗр сӑлтав паратпӑр. Ҫак кӗнеке пирки ҫавӑн пекех «чӗрӗлӗх кӗнеки» тенӗ. Унта Иегова кама ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парас тет, ҫавсен ячӗсем ҫырӑнса пыраҫҫӗ (Мал. 3:16; Ӳлӗм. 20:15).

5. Каҫхи апат уявӗ умӗн эпир хамӑра хамӑр мӗнле тӗрӗслеме пултаратпӑр?

5 Каҫхи апат умӗнхи темиҫе эрне хушшинче ытларах кӗлтума тата хӑвӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем мӗн тери ҫирӗп пулни ҫинчен тарӑн шухӑшлама нумайрах вӑхӑт уйӑрма тӑрӑшӑр. (2 Коринф 13:5 вуласа пар.) Павел апостол христиансене ҫапла каланӑ: «Хӑвӑра хӑвӑр сӑнаса пӑхӑр — ӗненетӗр-и эсир?» Ҫакна мӗнле тума пулать? Хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем пама пултаратӑр: «Эпӗ Иегова хӑйӗн ирӗкне тума суйласа илнӗ пӗртен-пӗр организацийӗн ҫынни пулнине чӑннипех ӗненетӗп-и? Ырӑ хыпар сарас тата ҫынсене вӗрентес тесе эпӗ мӗн тума пултарнине пурне те тӑватӑп-и? Эпир юлашки кунсенче пурӑннине тата Сатанан влаҫӗ кӗҫех пӗтессине эпӗ хытӑ ӗненни манӑн ӗҫсенчен курӑнать-и? Эпӗ Иеговӑпа Иисуса хамӑн пурнӑҫа Турра халалланӑ чухнехи пекех ҫирӗп шанатӑп-и?» (Матф. 24:14; 2 Тим. 3:1; Евр. 3:14.) Ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшлани пире хамӑра тӗрӗслеме пулӑшӗ.

6. а) Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесе мӗн тумалла? ӑ) Пӗр старейшина кашни ҫул Каҫхи апат уявне мӗнле хатӗрленет тата унран тӗслӗх илсе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

6 Каҫхи апат уявӗ питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине кӑтартса паракан публикацисене вулӑр тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлӑр. (Иоанн 3:16; 17:3 вуласа пар.) Ӗмӗрлӗх пурнӑҫа эпир Иегова ҫинчен пӗлӳ илсе тӑрсан ҫеҫ тата унӑн пӗртен-пӗр Ывӑлне, Иисус Христоса, ӗненсен ҫеҫ илме пултаратпӑр. Каҫхи апат уявне хатӗрленес тесе Иеговӑпа тата Иисуспа ҫывӑхланма пулӑшакан статьясене тӗпчеме пулать. Нумай ҫул хушши старейшина пулса ӗҫлекен тӑван акӑ мӗн тӑвать: темиҫе ҫул хушши вӑл Каҫхи апат уявӗ ҫинчен тата Иеговӑпа Иисус пире мӗнле юратни ҫинчен калакан «Хурал башнинчи» статьясене пухса пырать. Каҫхи апат уявӗ умӗн темиҫе эрне маларах вӑл ҫав статьясене тепӗр хут вуласа тухать те ҫак уява уявлани мӗншӗн ҫав тери пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен шухӑшлать. Вӑхӑтран вӑхӑта ҫав статьясен пуххине тата пӗр-ик статья хушӑнать. Ҫак статьясене вуланӑ май, ҫавӑн пекех Каҫхи апат уявӗ умӗнхи тата хыҫҫӑнхи тапхӑрта ятарлӑ график тӑрӑх Библи вуланӑ май ҫав тӑван кашнинче мӗн те пулин ҫӗннине тупать. Унсӑр пуҫне, вӑл Иеговӑпа Иисуса ҫулран-ҫул хытӑрах та хытӑрах юратнине туять. Ҫакӑ вара чи кирли. Ҫакӑн пек тӗпчени пире те Иеговӑпа Иисуса пархатарлӑрах пулма тата вӗсене хытӑрах юратма пулӑшӗ. Вара Каҫхи апат уявӗ сире чылай нумайрах усӑ пама пултарӗ.

КАҪХИ АПАТ УЯВӖ ПӖРЛӖХЕ УПРАМА ПУЛӐШАТЬ

7. а) Иисус Каҫхи апат уявне уявлама хушнӑ каҫ мӗн ҫинчен кӗлтунӑ? ӑ) Иегова Иисус мӗн ыйтнине пурнӑҫланине мӗн кӑтартса парать?

7 Иисус Каҫхи апат уявне уявлама хушнӑ каҫ хӑйӗн вӗренекенӗсемшӗн ятарласа кӗлтунӑ. Ҫав кӗлӗре вӑл хӑйпе Ҫӳлти Ашшӗ хушшинчи пӗрлӗх питӗ хаклӑ пулни ҫинчен каланӑ тата ҫакӑн пек пӗрлӗх ун хыҫҫӑн пыракансем хушшинче те пултӑр тесе ыйтнӑ. (Иоанн 17:20, 21 вуласа пар.) Иегова Иисус мӗн ыйтнине пурнӑҫланӑ-и? Паллах, пурнӑҫланӑ. Каҫхи апат уявӗ Иегова Свидетелӗсем хушшинче пӗрлӗх пулнине уҫҫӑн кӑтартса парать, мӗншӗн тесен ҫак кун пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе тӗрлӗ халӑх тата тӗрлӗ раса ҫыннисем пӗрле пуҫтарӑнаҫҫӗ. Анчах та хӑш-пӗр вырӑнсенче тӗрлӗ раса ҫыннисем пӗрле Турра пуҫҫапма пуҫтарӑнмаҫҫӗ, ҫавӑнпа та ҫавӑн пек тӑвакан ҫынсем ҫине йӗрӗнсе пӑхаҫҫӗ. Иеговӑпа Иисус вара ҫавӑн пек пӗрлӗхе курса питӗ савӑнаҫҫӗ.

8. Иегова Иезекииле мӗнле хыпар пӗлтернӗ?

8 Иеговӑн халӑхне ҫакӑн пек пӗрлӗх пурри тӗлӗнтермест, мӗншӗн тесен Иегова хӑйӗн халӑхӗ хушшинче пӗрлӗх пуласси ҫинчен Иезекииль урлӑ малтанах каласа хунӑ. Вӑл Иезекииле икӗ туя илсе пӗрин ҫине «Иудӑна», теприн ҫине «Иосифа» тесе ҫырма хушнӑ. Унтан Иезекиилӗн вӗсене алла илмелле пулнӑ, вара ҫав икӗ туя пӗр туя пулса тӑмалла пулнӑ. (Иезекииль 37:15—17 вуласа пар.) «Ырлӑх-пурлӑхшӑн ан ҫунӑр, Турӑ Патшалӑхне шырӑр» (bw572) вӗренмелли брошюрӑри «Вулакансен ыйтӑвӗсем» статьяра ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Иегова Иезекииле шанчӑк паракан хыпар пӗлтернӗ: Пама пулнӑ ҫӗре таврӑнсан израильтянсем каллех пӗр халӑх пулса тӑрӗҫ тесе шантарса каланӑ. Унсӑр пуҫне, ку хыпар Туррӑн халӑхӗ юлашки кунсенче пӗрлӗхре пуҫҫапасси ҫинчен аса илтерет».

9. Иезекииль пророкла калани пурнӑҫланнине Каҫхи апат уявӗ мӗнле кӑтартса парать?

9 1919 ҫултанпа Иегова святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене йӗркелесе яма тата пӗрлештерме пуҫланӑ. Вӗсене «Иуда туйи» сӑнарласа парать. Вӑхӑт иртнӗ май вӗсемпе пӗрле ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакан христиансем — «Иосиф туйи» — ӗҫлеме пуҫланӑ. Вара Туррӑн ӗҫлекенӗсен икӗ ушкӑнӗ «пӗр кӗтӳ» пулса тӑнӑ (Иоанн 10:16; Зах. 8:23). Иегова хӑйӗн аллинчи ҫав икӗ туя пӗр туя пулса тӑрать тесе сӑмах панӑ (Иез. 37:19). Халӗ пӗлӗтре пурӑнма тата ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакан христиансем Иеговӑшӑн пӗрле ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсене пӗр Патша — мухтава тухнӑ Иисус Христос — ертсе пырать. Иезекииль кӗнекинче Иегова ӑна «манӑн Давид чурам» тенӗ (Иез. 37:24, 25). Иезекииль пророкла калани пурнӑҫланнине кашни ҫулах Каҫхи апат уявне уявланӑ чухне курма пулать: святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем тата «урӑх сурӑхсем» Христосӑн вилӗмне аса илме пӗрле пуҫтарӑнаҫҫӗ. Анчах та Турӑ халӑхӗ хушшинчи пӗрлӗхе упрас тесе пирӗнтен кашни мӗн тума пултарать?

ПӖРЛӖХЕ УПРАС ТЕСЕ ПИРӖНТЕН КАШНИ МӖН ТУМА ПУЛТАРАТЬ?

10. Турӑ халӑхӗ хушшинчи пӗрлӗхе упрас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

10 Хамӑр хушӑри пӗрлӗхе упрамалли пӗр май вӑл — хамӑра кӗҫӗне хуни. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑйсене кӗҫӗне хума вӗрентнӗ (Матф. 23:12). Ҫак тӗнчери ҫынсем хӑйсене мӑнна хураҫҫӗ. Эпир хамӑра кӗҫӗне хуратпӑр пулсан, ҫак шухӑш-кӑмӑла хамӑр ҫине витӗм кӳме памӑпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир пухура ертсе пыракан тӑвансене хисеплӗпӗр тата вӗсене пӑхӑнӑпӑр. Ҫакӑ вара пӗтӗм пуху ҫине лайӑх витӗм кӳрӗ. Анчах та чи кирли — хамӑра кӗҫӗне хунипе эпир Иеговӑна савӑнтаратпӑр, мӗншӗн тесен Библире ун пирки «Турӑ мӑнкӑмӑллисене хирӗҫ пырать, йӑваш кӑмӑллисене тивлет парать» тенӗ (1 Петр 5:5).

11. Каҫхи апат уявне уявланӑ чухне усӑ куракан символсем мӗне пӗлтерни ҫинчен шухӑшлани хамӑр хушӑри пӗрлӗхе мӗнле ҫирӗплетет?

11 Пӗрлӗхе упрамалли тепӗр май вӑл — Каҫхи апат уявне уявланӑ чухне усӑ куракан символсем мӗне пӗлтерни ҫинчен шухӑшлани. Уяв умӗн тата уйрӑмах уявланӑ чухне кӑвас чустисӗр пӗҫернӗ ҫӑкӑр тата хӗрлӗ эрех мӗне сӑнарласа пани ҫинчен шухӑшлӑр (1 Кор. 11:23—25). Кӑвас чустисӗр пӗҫернӗ ҫӑкӑр Иисусӑн пӗр ҫитменлӗхсӗр кӗлеткине пӗлтерет, ӑна вӑл тӳлесе илмелли парне пек панӑ. Хӗрлӗ эрех вара унӑн юнне сӑнарласа парать. Анчах та ҫак символсем мӗне пӗлтернине пӗлни ҫеҫ ҫителӗксӗр. Пирӗн ҫакна та асра тытмалла: тӳлесе илме панӑ парне Иеговӑпа Иисус пире мӗн тери хытӑ юратнине кӑтартать. Юратнӑран Иегова пирӗншӗн хӑйӗн Ывӑлне панӑ. Иисус вара пире юратнӑран пирӗншӗн вилме хатӗр пулнӑ. Никам та нихӑҫан та ҫакӑн пек юрату кӑтартман. Ҫакӑн ҫинчен шухӑшлани пире Иеговӑпа Иисуса юратма хавхалантарать. Иеговӑна юратни вара пире тӑвансемпе пӗрлештерет тата хамӑр хушӑри пӗрлӗхе ҫирӗплетет.

Ыттисене каҫарнипе эпир хамӑр хушӑри пӗрлӗхе упратпӑр (12, 13 абзацсене пӑхӑр.)

12. Хӑйӗн чурин пысӑк парӑмне каҫарнӑ Патша ҫинчен калакан ытарӑш Иегова пире хамӑра кӳрентерекенсене каҫарттарасшӑн пулнине мӗнле кӑтартса парать?

12 Пӗрлӗхе упрамалли виҫҫӗмӗш май — ыттисене чун-чӗререн каҫарни. Ҫапла тунипе эпир Христос тӳлесе илме панӑ парнешӗн — пирӗн ҫылӑхсене каҫарттаракан парнешӗн — пархатарлӑ пулнине кӑтартатпӑр. Матфей 18:23—34 сӑвӑ йӗркисенче ҫырса панӑ Иисусӑн ытарӑшӗ ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Ӑна вуланӑ хыҫҫӑн хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем парӑр: «Манӑн Иисус вӗрентнӗ пек тӑвас килет-и? Эпӗ тӑвансемпе хама чӑтӑмлӑн тытатӑп-и тата вӗсене ӑнланма тӑрӑшатӑп-и? Хама кӳрентернӗ тӑвансене каҫарма ҫӑмӑл-и мана?» Ҫылӑхсем пӗри тепринчен йывӑртарах пулма пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗр ҫылӑхсене каҫарма питӗ йывӑр пулма пултарать. Анчах та Иисусӑн ытарӑшӗ Иегова пирӗнтен мӗн кӗтнине ӑнланма пулӑшать. (Матфей 18:35 вуласа пар.) Иисус ҫакна уҫҫӑн кӑтартнӑ: каҫарма витӗмлӗ сӑлтавсем пур ҫӗртех хамӑр тӑвана каҫармастпӑр пулсан, Иегова та пире каҫармасть. Ҫакна пирӗн яланах асра тытмалла. Эпир Иисус вӗрентнӗ пек ыттисене каҫаратпӑр пулсан, хамӑр хушӑри хаклӑ пӗрлӗхе упраса хӑваратпӑр.

13. Эпир ыттисемпе килӗштерсе пурӑнатпӑр пулсан, ҫакӑ хамӑр хушӑри пӗрлӗхе упрама мӗнле пулӑшать?

13 Тӑвансене каҫарнипе эпир мир кӳрекенсем пулнине кӑтартатпӑр. Павел апостол христиансене «килӗштерсе, пӗрлӗхе упраса пурӑнма тӑрӑшӑр» тесе ӳкӗтленӗ (Эф. 4:2, 3). Каҫхи апат уявӗ умӗнхи тата хыҫҫӑнхи тапхӑрта тата уйрӑмах Каҫхи апат уявне уявланӑ чухне хӑвӑра ыттисемпе мӗнле тытни ҫинчен шухӑшлӑр. Хӑвӑртан ыйтӑр: «Ыттисем ман пирки ҫилленсе ҫӳремен, мирпе пӗрлӗх упрама пӗтӗм вӑйран тӑрӑшакан ҫын тесе калама пултараҫҫӗ-и?» Ҫак ыйту ҫинчен пирӗн тӗплӗн шухӑшламалла.

14. «Тӳсӗмлӗ пулӑр, пӗр-пӗрне юратса... пурӑнма тӑрӑшӑр» текен хушӑва тытса тӑнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

14 Хамӑр хушӑри пӗрлӗхе упрамалли тӑваттӑмӗш май — Иегова, юрату Турри, ыттисене юратнӑ пек юратма тӑрӑшни (1 Иоанн 4:8). Пирӗн нихӑҫан та ҫапла шухӑшламалла мар: «Манӑн тӑвансене юратмалла та пуль, анчах та ҫакӑ вӗсем пурте мана килӗшнине пӗлтермест». Ҫапла шухӑшлани Павелӑн «тӳсӗмлӗ пулӑр, пӗр-пӗрне юратса... пурӑнма тӑрӑшӑр» текен канашне хирӗҫлет (Эф. 4:2, 3). Асӑрхӑр-ха, Павел ыттисемпе «тӳсӗмлӗ пулӑр» тесе ҫеҫ каламан, пирӗн «пӗр-пӗрне юратса» пурӑнмалла тесе те каланӑ. Ҫакӑ питӗ кирлӗ. Пирӗн пухусенче тӗрлӗ ҫынсем пур, анчах та вӗсене пурне те Иегова чӗнсе илнӗ (Иоанн 6:44). Апла пулсан вӑл вӗсенче лайӑххине курнӑ, ҫавӑншӑн вӗсене юратать. Ҫавӑнпа пухури пӗр-пӗр тӑван пирӗн юратӑва тивӗҫлӗ мар теме ҫук. Пирӗн ыттисене Иегова юратнӑ пек юратас килсе тӑмалла (1 Иоанн 4:20, 21).

КАҪХИ АПАТ УЯВНЕ УЯВЛАНИ ЮЛАШКИ ХУТ ХӐҪАН ПУЛӖ?

15. Хӑҫан та пулин эпир Каҫхи апат уявне юлашки хут уявлӑпӑр тесе мӗншӗн калама пулать?

15 Хӑҫан та пулин эпир Каҫхи апат уявне юлашки хут уявлӑпӑр. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем пирки Павел вӗсем «Ҫӳлхуҫа вилни ҫинчен Вӑл киличченех пӗлтерсе» тӑрӗҫ тенӗ (1 Кор. 11:26). Иисус та юлашки кунсем ҫинчен калнӑ чухне хӑй килесси пирки асӑннӑ. Хӑрушла асап вӑхӑчӗ пирки вӑл акӑ мӗн каланӑ: «Тӳпере Этем Ывӑлӗн палли курӑнӗ; ҫавӑн чухне ҫӗр ҫинчи халӑхсем пурте кӑшкӑрса йӗрсе ярӗҫ те пӗлӗтсем ҫинче хӑватлӑн, аслӑ мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ; Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене вӑйлӑ сасӑллӑ трупасемпе ярӗ те, вӗсем тӗнченӗн тӑватӑ енчен — тӳпенӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитичченех — Унӑн суйласа илнӗ ҫыннисене пуҫтарӗҫ» (Матф. 24:29—31). Иисус святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене, ҫӗр ҫинче юлнисене, пӗлӗт ҫине илӗ. Ҫакӑ хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланнӑ хыҫҫӑн, анчах та Армагеддон пуҫланиччен пулса иртӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ 144 000 христианин Иисуспа пӗрле ҫӗр ҫинчи патшасене хирӗҫ вӑрҫа тухӗҫ (Ӳлӗм. 17:12—14). Апла пулсан, Иисус святой сывлӑшпа суйласа лартнисене пӗлӗте пуҫтарма киличчен иртнӗ Каҫхи апат уявӗ юлашки пулӗ.

16. Мӗншӗн эсир ҫак ҫулхи Каҫхи апат уявӗнче пулма ҫирӗп шут тытрӑр?

16 2018 ҫулхи мартӑн 31-мӗшӗнче пулакан Каҫхи апат уявӗнче пулма ҫирӗп шут тытӑр. Унсӑр пуҫне, Иеговӑран хамӑр хушӑри пӗрлӗхе упрама пулӑшу пама ыйтӑр. (Псалом 132:1 вуласа пар.) Асра тытӑр: пӗр-пӗр кун эпир Каҫхи апат уявне юлашки хут уявлӑпӑр. Халӗ вара айтӑр ҫак чи пӗлтерӗшлӗ уявра пулас тесе пӗтӗм вӑя хурар тата ӑна уявланӑ чухне палӑрса тӑракан хамӑр хушӑри тӗлӗнмелле пӗрлӗхе хаклар.