Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсир пӗлетӗр-и?

Эсир пӗлетӗр-и?

Авалхи Израильте тавлашусене татса панӑ чухне Моисей саккунӗнчи принципсене тытса тӑнӑ-и?

ХӐШ-ПӖР чухне тытса тӑнӑ. Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Саккуна астутарни 24:14, 15 сӑвӑ йӗркисенче каланӑ: «Хӑвӑн тӑванусенчен е ютран килсе сан ҫӗрӳнте, сан килӳ-ҫуртунта пурӑнакансенчен тара кӗрӗшсе ӗҫлекене — чухӑн, кӗлмӗҫ ҫынна — ан кӳрентер... унӑн сана ӳпкелесе Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑнмалла ан пултӑр, сан ҫинче ҫапла ҫылӑх ан пултӑр».

Чӳлмек катӑкӗ, ун ҫинче тырӑ выраканӑн жалоби

Ашдодран аякрах мар пирӗн эрӑчченхи VII ӗмӗрти чӳлмек катӑкне тупнӑ. Ун ҫинче пӗр тарҫӑ, кирлӗ чухлӗ тырӑ вырса илме пултарайманскер пулас, жалоба ҫырни пур. Чӳлмек катӑкӗ ҫинче ҫапла ҫырнӑ: «Темиҫе кун каялла санӑн чуру [жалоба паракан] тыр-пул пуҫтарса пӗтерсен Шовай ывӑлӗ Хошаяху килчӗ те санӑн чурун тумтирне илсе кайрӗ. [...] Манпа пӗрле шӑрӑхра ӗҫлекенсем пурте эпӗ тӗрӗс каланине ҫирӗплетсе пама пултараҫҫӗ. Манӑн пӗр айӑп та ҫук. [...] Эпӗ сана, хамӑн хуҫама, хӑвӑн чурун тумтирне тавӑрма пулӑшсамччӗ тесе ыйтатӑп. Хӗрхенсем! Ним чӗнмесӗр ан тӑр, санӑн чуру тумтирсӗр тӑрса юлнӑ вӗт».

Саймон Шама историк каланӑ тӑрӑх, ҫав жалоба «тарҫӑ тумтирне тавӑрса пама тархасласа ыйтни ҫеҫ пулман». Шама ҫапла калать: «Жалоба паракан Библири саккунсене, уйрӑмах Левит тата Саккуна астутарни кӗнекесенчи чухӑнсемпе хаяррӑн тытма чаракан саккунсене, пӗлни курӑнать».