Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Туррӑн ӗҫлекенӗсем уншӑн ӗҫлемен ҫынсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ?

Туррӑн ӗҫлекенӗсем уншӑн ӗҫлемен ҫынсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ?

«Эсир... тӳрӗ ҫынпа йӗркесӗр ҫын хушшинчи, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑраканпа Ӑна ӗҫлесе тӑман ҫын хушшинчи уйрӑмлӑха куратӑр» (МАЛ. 3:18).

ЮРӐСЕМ: 127, 101

1, 2. Туррӑн ӗҫлекенӗсем мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулаҫҫӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

ЕРЕКЕН чирпе чирлекенсене сипленӗ чухне тухтӑрсен хӑрушсӑрлӑх правилисене асра тытмалла, мӗншӗн тесен ыттисене пулӑшнӑ май вӗсене хӑйсене чир ерме пултарать. Пирӗн лару-тӑру ҫавӑн пекрех. Пирӗнтен нумайӑшӗ Турра юрӑхсӑр енсене кӑтартакан ҫынсем хушшинче пурӑнаҫҫӗ тата вӗсемпе пӗрле ӗҫлеҫҫӗ. Ҫав ҫынсем пирӗн ҫине япӑх витӗм кӳме пултараҫҫӗ.

2 Ҫак тӗнчен юлашки кунӗсенче Турра юратман ҫынсем унӑн тӳрӗлӗх нормисене ним вырӑнне те хумаҫҫӗ. Павел апостол Тимофей патне янӑ иккӗмӗш ҫырура ҫав ҫынсем мӗнлерех пулса каясси пирки ҫырнӑ, пӗтес вӑхӑт ҫывхарса пынӑҫемӗн вара вӗсен ҫав япӑх енӗсем ытларах та ытларах курӑнма пуҫлӗҫ тенӗ. (2 Тимофей 3:1—5, 13 вуласа пар.) Ҫакӑн пек лару-тӑру пире аптратса ӳкерме пултарать, анчах та ку тӗнчери ҫынсем пирӗн ҫине — пирӗн шухӑш-кӑмӑл ҫине тата хамӑра мӗнле тытасси ҫине — витӗм кӳреймӗҫ тесе шутламалла мар (Ытар. 13:21). Ҫак статьяра эпир юлашки кунсенче пурӑнакан ҫынсем Турӑшӑн ӗҫлесе пурӑнакан ҫынсенчен мӗн тери хытӑ уйрӑлса тӑнине пӑхса тухӑпӑр. Ҫавӑн пекех эпир ҫынсене Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшнӑ май вӗсем пек пулса каясран хамӑра мӗнле хӳтӗлемелли пирки те калаҫӑпӑр.

3. Павел 2 Тимофей 3:2—5 сӑвӑ йӗркисенче камсем ҫинчен ҫырнӑ?

3 Павел «юлашки кунсенче йывӑр самана ҫитӗ» тесе ҫырнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл ҫав тапхӑрта пурӑнакан ҫынсен 19 япӑх енне каласа тухнӑ. Рим 1:29—31 сӑвӑ йӗркисенче те ҫавӑн пекрех список пур, анчах та Тимофей патне янӑ ҫырура асӑннӑ хӑш-пӗр енсем пирки Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче урӑх ниҫта та ҫырман. Апла пулин те пур ҫын та ҫав япӑх енсене кӑтартмасть. Христиансем пачах урӑх енсемпе палӑрса тӑраҫҫӗ. (Малахия 3:18 вуласа пар.)

ЭПИР ХАМӐР ҪИНЕ МӖНЛЕ ПӐХАТПӐР?

4. Мӑнкӑмӑллӑ ҫынна эсир мӗнле сӑнласа панӑ пулӑттӑр?

4 Ҫынсем хӑйсене юратакан, укҫана хапсӑнакан пулӗҫ тесе ҫырнӑ хыҫҫӑн Павел вӗсем тата мӑнаҫланакан, хӑйсене пысӑка хуракан, каппайчӑк пулӗҫ тенӗ. Ҫак енсене кӑтартакан ҫынсем ытларах чухне пултаруллӑ, хитре, пуян пулнӑран е обществӑра пысӑк вырӑн йышӑннӑран хӑйсем пирки ыттисенчен лайӑхрах тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавнашкал ҫынсем хӑйсене кӑтартасшӑн ҫунаҫҫӗ тата чыс-мухтавшӑн антӑхаҫҫӗ. Пӗр ученӑй шутсӑр мӑнкӑмӑллӑ ҫынсем ҫинчен акӑ мӗн ҫырнӑ: «Чӗринче вӗсен хӑйсене пуҫҫапмалли пӗчӗк алтарь пур». Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, мӑнкӑмӑллӑх питӗ йӗрӗнтерет, ӑна мӑнкӑмӑллӑ ҫынсем те чӑтма пултараймаҫҫӗ.

5. Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсенчен хӑшӗсен мӑнкӑмӑлланса каясси пулнӑ?

5 Иегова мӑнкӑмӑллӑха тӳсме пултараймасть. Вӑл «мӑнкӑмӑллӑ куҫа» кураймасть (Ытар. 6:16, 17). Мӑнкӑмӑллӑх Турӑ патне ҫывхарма чӑрмантарать (Пс. 9:25). Ҫак енпе Шуйттан палӑрса тӑрать (1 Тим. 3:6). Шел пулин те, Иеговӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем те мӑнкӑмӑллӑхпа «чирлесе» кайнӑ. Иудей патши Озия нумай ҫул хушши Турӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ. «Вӑйланса ҫитсессӗн вара унӑн чӗри ӑна тӗп тумаллах мӑнаҫланса кайнӑ, вӑл ӗнтӗ хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче шутсӑр пысӑк айӑпа кӗнӗ: Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ умӗнче фимиам тӗтӗрме кӗнӗ». Каярахпа Езекия патшан та пӗр вӑхӑт хушши «чӗри мӑнаҫланса кайнӑ» (2 Ҫулс. 26:16; 32:25, 26).

6. Мӗне пула Давид мӑнкӑмӑлланса кайма пултарнӑ?

6 Хӑшӗ-пӗрисем хӑйсем хитре е вӑйлӑ пулнӑран, мӗнпе те пулин чапа тухнӑран, кӗвӗ калама ӑста пулнӑран е ыттисем чысланине-мухтанине пула мӑнкӑмӑлланса каяҫҫӗ. Давидӑн ҫавсем пурте пулнӑ, анчах та вӑл пурнӑҫ тӑршшӗпех хӑйне кӗҫӗне хунӑ. Голиафа ҫӗнтерсен Саул ӑна хӑйӗн хӗрӗсенчен пӗрне качча илме сӗннӗ. Давид вара ӑна хуравласа ҫапла каланӑ: «Патша кӗрӳшӗ пулмашкӑн кам эпӗ, манӑн пурӑнӑҫӑмпа ман аттемӗн йӑхӗ мӗнех вӑл Израильре?» (1 Патш. 18:18.) Давида хӑйне кӗҫӗне хума мӗн пулӑшнӑ? Лайӑх енӗсене те, пултарулӑхӗсене те, аслӑ вырӑнне те ӑна Иегова панӑ, ҫавна тума вара Турӑ хӑйне кӗҫӗне хунӑ (Пс. 112:5—8). Давид хӑйӗн мӗн пуррине пурне те Иеговӑран илнине питӗ лайӑх ӑнланнӑ. (1 Коринф 4:7 танлаштарӑр.)

7. Хамӑра кӗҫӗне хума пире мӗн пулӑшма пултарать?

7 Паян Иеговӑн ӗҫлекенӗсем Давидран тӗслӗх илсе хӑйсене кӗҫӗне хума тӑрӑшаҫҫӗ. Иегова Ҫут тӗнчере чи асли, чи хӑватли, ҫав-ҫавах вӑл хӑйне кӗҫӗне хурать (Пс. 18:35, ҪТ). Ҫакӑ вара пире тӗлӗнтерсе-ҫӳҫентерсех ярать. Эпир Колоссӑ 3:12-мӗшӗнче: «Хӗрхенекен кӑмӑллӑ, ырӑлӑхлӑ, йӑваш ӑслӑ, лӑпкӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулӑр»,— тесе канаш панине чун-чӗререн тытса тӑрасшӑн. Ҫавӑн пекех эпир юрату ӑмсанманни, мухтанманни, мӑнаҫланманни ҫинчен те пӗлетпӗр (1 Кор. 13:4). Эпир хамӑра кӗҫӗне хуни ыттисене Иегова ҫинчен пӗлме хавхалантарма пултарать. Арӑмӗсем хӑйсене лайӑх тытнине кура хӑш-пӗр упӑшкасем Турра ӗненме пуҫланӑ пекех ытти ҫынсем те эпир хамӑра кӗҫӗне хунине курса, тен, Турӑ патне ҫывхарас тейӗҫ (1 Петр 3:1, 2).

ЭПИР ХАМӐРА ЫТТИСЕМПЕ МӖНЛЕ ТЫТАТПӐР?

8. а) Ачасем ашшӗ-амӑшне пӑхӑнманни пирки хӑшӗ-пӗрисем мӗн шутлаҫҫӗ? ӑ) Библи ачасене мӗн тума хушать?

8 Павел юлашки кунсенче ҫынсем хӑйсене ыттисемпе мӗнле тытасси пирки ҫырнӑ. Тӗслӗхрен, вӑл ачасем «ашшӗ-амӑшне пӑхӑнмӗҫ» тенӗ. Хальхи вӑхӑтра кӗнекесем те, фильмсем те, телепередачӑсем те ачасене ҫавнашкал пулма хавхалантараҫҫӗ, ҫитменнине тата ҫакӑ йӗркеллӗ япала теҫҫӗ. Анчах та ашшӗ-амӑшне пӑхӑнманни ҫемьен — обществӑн пӗчӗк, анчах та пӗлтерӗшлӗ пайӗн — никӗсне аркатать. Ҫынсем ҫакна мӗн авалтанпах пӗлеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, авалхи Грецире ҫын ашшӗ-амӑшӗ ҫине алӑ ҫӗкленӗ пулсан, унӑн граждан прависене пурне те унран туртса илнӗ, Римра вара ашшӗне ҫапакана ҫын вӗлерекенпе танах наказани панӑ. Библи пирки калас пулсан, Еврей Ҫырӑвӗсенче те, Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче те ачасен ашшӗ-амӑшне хисеплемелле тенӗ (Тух. 20:12; Эф. 6:1—3).

9. Ачасене ашшӗ-амӑшне итлеме мӗн пулӑшать?

9 Ыттисенчен «итлеменлӗх чирӗ» ересрен хутӗленме ачасене мӗн пулӑшать? Вӗсен ашшӗ-амӑшӗ ҫемьешӗн мӗнле тӑрӑшни ҫинчен шухӑшламалла. Ашшӗ-амӑшне итлеме Турӑ, пирӗн Ҫӳлти Атте, хушнине асра тытаҫҫӗ пулсан, ачасене пархатарлӑ пулма ҫӑмӑлтарах пулӗ. Тантӑшӗсем умӗнче хӑйсен ашшӗ-амӑшӗ ҫинчен ыррине кӑна калаҫҫӗ пулсан вӗсем ыттисемшӗн лайӑх тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, ҫемьере пӗр-пӗрне юратмаҫҫӗ пулсан, ачасене ашшӗ-амӑшне чӗререн пӑхӑнма йывӑр. Ачасем хӑйсене чун-чӗререн юратнине туйса тӑраҫҫӗ пулсан вара, вӗсене ашшӗ-амӑшне итлеме ҫӑмӑлтарах пулӗ — вӗсем каланине итлес килмен чухне те. «Манӑн час-часах атте мӗн тума хушманнине тӑвас килсе тӑратчӗ,— тет Остин.— Анчах та аттепе анне вырӑнлӑ правилӑсем палӑртса хуратчӗҫ тата мӗншӗн ҫапла тумаллине ӑнлантарса паратчӗҫ. Унсӑр пуҫне, вӗсем яланах манпа калаҫма вӑхӑт тупатчӗҫ. Ҫакӑ мана вӗсене итлеме хавхалантаратчӗ. Вӗсем мана юратнине эпӗ курса тӑраттӑм, ҫавӑнпа манӑн хама лайӑх тытнипе вӗсене савӑнтарас килетчӗ».

10, 11. а) Мӗнле япӑх енсем юрату ҫуккине кӑтартаҫҫӗ? ӑ) Христиансен ыттисене мӗн таран юратмалла?

10 Павел пӗр-пӗрне юратман ҫынсен пулакан ытти япӑх енсене те асӑннӑ. Ашшӗ-амӑшӗсене пӑхӑнманни ҫинчен ҫырнӑ хыҫҫӑн вӑл ҫынсем пархатарсӑр пулӗҫ тенӗ. Ҫакӑн пек йӗркепе ҫырни тӗрӗс, мӗншӗн тесен пархатарсӑр ҫынсем хӑйсемшӗн ыттисем мӗн тунине хакламаҫҫӗ. Малалла Павел ҫынсем «йӗркесӗр шанчӑксӑр», ҪТ]» пулӗҫ тенӗ. Вӗсем килӗштереймӗҫ, урӑхла каласан, пӗр-пӗринпе мирлешес тесе тӑрӑшмӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫынсем хурласа калаҫакан пулӗҫ тата сутӑнчӑкла хӑтланӗҫ тенӗ. Ун пеккисем ҫынсене кӑна мар, Турра та темтепӗр каласа хурлама пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, юлашки кунсенче ҫынсем пӗр-пӗрин ҫинчен элеклӗҫ — ыттисем ҫинчен япӑх калаҫса ҫӳрӗҫ тенӗ *.

11 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ҫак тӗнчери ҫынсенчен нумайӑшӗнчен питӗ уйрӑлса тӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫывӑх ҫынсене чӑн-чӑн юратупа юратаҫҫӗ. Ҫакӑн пек ялан пулнӑ. «Ҫывӑх ҫыннуна... юрат» текен ӳкӗт (ҫакӑнта ага́пе юрату ҫинчен сӑмах пырать) хӑйӗн пӗлтерӗшӗпе Моисей саккунӗнче иккӗмӗш вырӑнта — хӑвӑн Турруна юрат текен чи пӗлтерӗшлӗ ӳкӗт хыҫҫӑн — тӑрать тенӗ Иисус (Матф. 22:38, 39). Иисус каланӑ тӑрӑх, чӑн христиансем пӗр-пӗрне юратнипе уйрӑлса тӑрӗҫ. (Иоанн 13:34, 35 вуласа пар.) Вӗсен хӑйсен тӑшманӗсене те юратмалла (Матф. 5:43, 44).

12. Иисус ҫынсене юратнине мӗнле кӑтартнӑ?

12 Иисус ҫынсене чун-чӗререн юратнӑ. Вӑл хуласем тӑрӑх Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ. Иисус суккӑррисене, уксаххисене, тилҫеллисене, хӑлхасӑррисене сыватнӑ тата вилнисене чӗртсе тӑратнӑ (Лука 7:22). Нумайӑшӗ ӑна курайман, ҫав-ҫавах вӑл ҫынсемшӗн хӑйӗн пурнӑҫне панӑ. Хӑйӗн Ашшӗ ҫынсене мӗнле юратнӑ, Иисус та вӗсене ҫавӑн пекех юратнӑ. Пӗтӗм тӗнчипех Иегова Свидетелӗсем ыттисене юратма Иисусран вӗренеҫҫӗ.

13. Эпир ҫынсене юратни вӗсене Иегова патне ҫывхарма мӗнле пулӑшма пултарать?

13 Эпир ҫынсене юратни вӗсене Ҫӳлти Аттемӗр ҫинчен ытларах пӗлме хавхалантарма пултарать. Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Таиландра регион конгресӗнче пулнӑ хыҫҫӑн пӗр арҫын, пирӗн тӑвансем пӗр-пӗрне юратнине курса тӗлӗннӗскер, хӑйӗнпе эрнере икӗ хут Библи вӗренме ыйтнӑ. Вӑл пӗтӗм тӑван-хурӑнташӗсене ырӑ хыпар калама пуҫланӑ тата ҫур ҫул иртсенех Патшалӑх залӗнче хӑйӗн пӗрремӗш заданине тунӑ — Библирен пӗр сыпӑкне вуласа панӑ. Ҫывӑх ҫынсене хӑвӑр юратнипе юратманнине тӗрӗслесе пӑхма ҫак ыйтусем пулӑшма пултараҫҫӗ: «Эпӗ хамӑн хурӑнташсене, пухури тӑвансене тата хам ырӑ хыпар пӗлтернӗ ҫынсене хаваспах пулӑшатӑп-и? Ыттисем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма тӑрӑшатӑп-и?»

КАШКӐРСЕМПЕ ПУТЕКСЕМ

14, 15. Ҫынсем нумайӑшӗ мӗнле япӑх енсем кӑтартаҫҫӗ? Хӑшӗ-пӗрисем мӗнле майпа улшӑнма пултарнӑ?

14 Библире юлашки кунсенче ҫынсем урӑх япӑх енсене те кӑтартӗҫ тенӗ, христиансен вара ҫавнашкал ҫынсенчен пӑрӑнмалла. Тӗслӗхрен, Турӑран ютшӑннӑ ҫынсем ырра юратми пулӗҫ тенӗ е, тепӗр куҫарура каланӑ тӑрӑх, «ыррине курайми пулӗҫ». Вӗсем чарусӑр тата хытӑ кӑмӑллӑ пулӗҫ. Хӑшӗ-пӗрисем «намӑса пӗлмӗҫ хӑй еккипе пурӑнӗҫ», ҪТ]», урӑхла каласан, вӗсем хӑйсен туйӑмӗсем хыҫҫӑн кайӗҫ тата хӑйсем мӗн туни ыттисене мӗнле пырса тивесси ҫинчен шухӑшламӗҫ.

15 Хӑйсене тискер чӗрчунсем пекех тытнӑ ҫынсем лайӑх енне улшӑнма пултарнӑ. Ҫак тӗлӗнмелле улшӑнусем пирки Библире пророкла каланӑ пулнӑ. (Исаия 11:6, 7 вуласа пар.) Исаия пророк тискер чӗрчунсем килти выльӑх-чӗрлӗхпе, тӗслӗхрен, кашкӑрпа арӑслан путекпе тата пӑрупа, пӗрле мирлӗ пурӑнӗҫ тесе малтанах каласа хунӑ. Мӗншӗн вӗсем мирлӗ пурӑнӗҫ? Библи ҫапла ӑнлантарать: «Мӗншӗн тесессӗн... пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫана туллин пӗлсе ҫитӗ» (Ис. 11:9). Анчах та чӗрчунсем Иегова ҫинчен пӗлме пултараймаҫҫӗ, апла пулсан ҫав сӑнарлӑ сӑмахсем ҫынсем ҫинче пурнӑҫланмалла.

Библи пурнӑҫа улӑштарма пултарать! (16-мӗш абзаца пӑхӑр.)

16. Библи ҫынсене улшӑнма мӗнле пулӑшать?

16 Пирӗн тӑвансенчен нумайӑшӗ кашкӑр пекех хаяр пулнӑ, халӗ вара вӗсем улшӑннӑ та ыттисемпе мирлӗ пурӑнма пуҫланӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем ҫинчен «Библи пурнӑҫа улӑштарать» ятлӑ статьясенче вуласа пӗлме пулать. Иегова ҫинчен пӗлсен уншӑн ӗҫлеме пуҫланӑ ҫынсем пирки «ҫиелтен пӑхма тӳрӗ ҫынсем пек курӑнӗҫ те — хӑйсем вара тӳрӗлӗхрен хӑпӗҫ» тесе калаймӑн. Урӑхла каласан, вӗсем Турра чун-чӗререн пуҫҫапса пурӑнатпӑр тесе калакан, ӗҫӗсемпе вара урӑххине тӑвакан ҫынсем пек мар. Пачах урӑхла, хаяр ҫынсем «тӳрӗлӗхпе, чӑнлӑх тасалӑхӗпе Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ ҫӗнӗ этем» пулса тӑраҫҫӗ (Эф. 4:23, 24). Турӑ ҫинчен пӗлсе пынӑ май вӗсем унӑн нормисене пӑхӑнмаллине кураҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсене хӑйсем мӗне ӗненнине, хӑйсен характерне тата хӑйсен тыткаларӑшне улӑштарма хавхалантарать. Хамӑра улӑштарма ҫӑмӑл мар, анчах та Турӑ пулӑшнипе ҫавна тума пулать. Вӑл хӑйне чун-чӗререн юрас текенсене святой сывлӑшне парать.

«ҪАВӐН ПЕККИСЕНЧЕН ПӐРӐН»

17. Турӑ сивлекен енсене кӑтартакан ҫынсем пирӗн ҫине витӗм кӳресрен мӗн пулӑшма пултарать?

17 Турӑшӑн ӗҫлекенсемпе уншӑн ӗҫлемен ҫынсем хушшинчи уйрӑмлӑх ытларах та ытларах курӑнса тӑрать. Ыттисен япӑх енӗсем пирӗн ҫине витӗм ан кӳччӗр тесен пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла. Иегова пире 2 Тимофей 3:2—5 сӑвӑ йӗркисенче ҫырса панӑ енсене кӑтартакан ҫынсенчен пӑрӑнма хушать. Паллах ӗнтӗ, Турӑ сивлекен енсене кӑтартакан ҫынсемпе пач хутшӑнмасӑр пулмасть. Пирӗн вӗсемпе шкулта, ӗҫре е килте хутшӑнма тивет. Апла пулин те эпир вӗсем пек шухӑшлама тата хамӑра вӗсем пек тытма пуҫласран сыхланма пултаратпӑр. Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетме пире мӗн пулӑшма пултарать? Библи вӗренни тата Турра юратакансемпе ҫывӑх хутшӑнни.

18. Эпир хамӑра мӗнле тытни тата ыттисене мӗн калани вӗсене Иегова ҫинчен пӗлме мӗнле пулӑшма пултарать?

18 Пирӗн ытти ҫынсене те Турӑ ҫинчен пӗлтерес килет. Ҫавӑнпа та вӗсемпе чӑнлӑх ҫинчен калаҫма майсем шырамалла тата кирлӗ вӑхӑтра вырӑнлӑ сӑмахсем тупма Иеговӑран пулӑшу ыйтмалла. Пирӗн ыттисене хамӑр Иегова Свидетелӗ пулнине каламалла. Вара хамӑра лайӑх тытни пире мар, Турра мухтав кӳрӗ. Иегова пире «ку тӗнчешӗн анчах пурӑнассине пӑрахтарса, ҫак ӗмӗрте таса тӑма, тӳрӗ пулма... [Хӑйне] юрӑхлӑ пурӑнма» вӗрентнӗ (Тит 2:11—14). Хамӑр ӗҫсемпе Турра савӑнтарма тӑрӑшнӑ чухне ыттисем эпир хамӑра мӗнле тытнине курса ҫапла калама пултарӗҫ: «Эпир санпа каятпӑр: сирӗнпе пӗрле Турӑ пулнине илтрӗмӗр эпир» (Зах. 8:23).

^ 10 абз. Грек чӗлхинчи диа́болос сӑмах «элекҫӗ» тата «айӑплакан» тенине пӗлтерет. Библире Сатанана, Турра пуринчен ытларах хурлакана, ҫавнашкал ят панӑ.