Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Вӑл ӗшеннӗ ҫынна вӑй-хал кӗртет»

«Вӑл ӗшеннӗ ҫынна вӑй-хал кӗртет»

2018 ҫулхи текст: «Ҫӳлхуҫана [«Иеговӑна», ҪТ] шанакансем... ҫӗнӗрен вӑй илеҫҫӗ» (ИС. 40:31).

ЮРӐСЕМ: 3, 47

1. Эпир мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулатпӑр тата Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ӑна мӗнпе савӑнтараҫҫӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

ҪАК тӗнчере йывӑрлӑхсем курмасӑр пурӑнас ҫуккине эпир пӗлетпӗр ӗнтӗ. Сирӗнтен нумайӑшӗ, хаклӑ тӑвансем, йывӑр чирпе асапланаҫҫӗ. Хӑш-пӗрисен, хӑйсем ҫамрӑк мар пулсан та, ватӑ хурӑнташӗсене пӑхмалла. Ыттисен хӑйсен ҫемйине чи кирлипе тивӗҫтерес тесе нумай та йывӑр ӗҫлеме тивет. Нумайӑшӗн вара пӗр йывӑрлӑхпа кӑна мар, темиҫе йывӑрлӑхпа кӗрешмелле. Ҫав йывӑрлӑхсемпе кӗрешме нумай вӑхӑт кирлӗ, самаях вӑй хума тата укҫа тӑкаклама тивет. Ҫапах та эсир Турӑ мӗн тума сӑмах панине пурнӑҫласси пирки пӗртте иккӗленместӗр тата пуласлӑхра лайӑх пурнӑҫ пуласса ҫирӗп шанатӑр. Ҫакӑ Иеговӑна питӗ савӑнтарать паллах!

2. Исаия 40:29-мӗшӗнчи сӑмахсем пире мӗнле тӗреклетеҫҫӗ тата мӗнле шухӑшлама пуҫласран пирӗн асӑрханмалла?

2 Тен, хӑш-пӗр чухне сире пӗр вӑй та юлман пек туйӑнать. Анчах та ун пекки сирӗнпе ҫеҫ мар пулать. Библирен эпир Туррӑн авалхи ӗҫлекенӗсем нумайӑшӗ пысӑк йывӑрлӑхсене пула хуйха ӳкни ҫинчен пӗлме пултаратпӑр (3 Патш. 19:4; Иов 7:7). Ҫав-ҫавах вӗсем парӑнман, ун вырӑнне Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ. Иегова вӗсен шанӑҫне тӳрре кӑларнӑ, мӗншӗн тесен вӑл «ӗшеннӗ ҫынна вӑй-хал» кӗртекен Турӑ (Ис. 40:29). Шел пулин те, пирӗн вӑхӑтри Туррӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем йывӑрлӑхсене ҫӗнтермешкӗн вӑхӑтлӑха Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахсан лайӑхрах пулать пуль тесе шутлама тытӑннӑ. Иеговӑшӑн ӗҫлесси вӗсемшӗн пиллӗх вырӑнне йывӑр ҫӗклем пек туйӑна пуҫланӑ. Вара ҫак тӑвансем Сатана мӗн тутарас тенине тунӑ — Туррӑн Сӑмахне вулама, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме тата ырӑ хыпар сарма пӑрахнӑ.

3. а) Сатанана пире вӑйсӑрлатма парас мар тесен мӗн тумалла? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Иеговӑн ӗҫне хастаррӑн хутшӑнни пире вӑй парса тӑнине Шуйттан пӗлет, анчах та эпир вӑйлӑ пулни ӑна пачах та килӗшмест. Ҫавӑнпа халран кайсассӑн, нихӑҫан та Иеговӑран ан ютшӑнӑр. Ун вырӑнне унпа ҫывӑхланӑр, вара вӑл сире «тӗреклӗлентерӗ, хӑватлӑлантарӗ, ҫирӗп тӑвӗ» (1 Петр 5:10; Иак. 4:8). Ҫак статьяра эпир пирӗн хастарлӑха чакарма пултаракан икӗ йывӑрлӑха тата Библири мӗнле канашсем вӗсене ҫӗнтерме пулӑшнине сӳтсе явӑпӑр. Анчах та малтан айтӑр Иегова пире мӗнле майпа вӑй пама пултарни ҫинчен Исаия 40:26—31 сӑвӑ йӗркисенче мӗн каланине пӑхса тухар.

«ҪӲЛХУҪАНА ШАНАКАНСЕМ... ҪӖНӖРЕН ВӐЙ ИЛЕҪҪӖ»

4. Исаия 40:26-мӗшӗнчи сӑмахсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

4 Исаия 40:26 вуласа пар. Ҫут тӗнчери ҫӑлтӑрсене никам та шутласа тухма пултараймасть. Ученӑйсем шутланӑ тӑрӑх, пирӗн галактикӑра ҫеҫ 400 миллиард ҫӑлтӑр таран пулма пултарать. Иегова вара кашни ҫӑлтӑра ят парать. Ҫакӑ пире мӗне вӗрентет? Иегова хӑй тунӑ чӗрӗ мар япаласемпе те интересленет пулсассӑн, вӑл сирӗн ҫине пӑхса мӗн туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха — эсир уншӑн ӗҫлеме тивнӗрен мар, ӑна юратнӑран ӗҫлесе тӑратӑр вӗт! (Пс. 18:2, 4, 15.) Пирӗн Ҫӳлти Аттемӗр пирӗн ҫинчен пӗтӗмпех пӗлет. Матфей 10:30-мӗшӗнче каланӑ: «Сирӗн пуҫӑр ҫинче миҫе ҫӳҫ пӗрчи пулни те паллӑ». Псалом 36:18-мӗшӗнче вара ҫапла ҫырнӑ: «Айӑпсӑр ҫынсенӗн кунӗсене Ҫӳлхуҫа пӗлсе тӑрать». Чӑнах та, пирӗн мӗнле йывӑрлӑхсемпе кӗрешме тивнине Иегова пӗлсе тӑрать тата ҫав йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме вӑл вӑй пама пултарать.

5. Иегова пире вӑй пама пултарасси пирки эпир мӗншӗн иккӗленместпӗр?

5 Исаия 40:28 вуласа пар. Иегова — пӗтӗм энергин Ҫӑлкуҫӗ. Тӗслӗхшӗн Хӗвел мӗн чухлӗ энерги кӑларни ҫинчен шутласа пӑхӑр. Наука кӗнекисене ҫыракан Дэвид Боданис палӑртнӑ тӑрӑх, миллиард-миллиард атомлӑ бомба мӗн чухлӗ энерги кӑларать, ҫавӑн чухлӗ энерги кашни ҫеккунтра Хӗвелтен тухса тӑрать. Тепӗр тӗпчевҫӗ шучӗпе, «Хӗвел пӗр ҫеккунтра кӑларакан энерги ҫынсене 200 000 ҫул пурӑнма ҫитнӗ пулӗччӗ»! Хӗвеле энерги парса тӑракан Иегова пире те кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтерме вӑй пама пултараймасть-и вара?

6. Хӑш тӗлӗшрен Иисусӑн сӳсменӗ меллӗ тата ҫакна пӗлни пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

6 Исаия 40:29 вуласа пар. Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑни пире телейлӗ тӑвать. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Ман сӳсмене тӑхӑнӑр... вара хӑвӑр чунӑр валли канлӗх тупатӑр; Манӑн сӳсменӗм меллӗ, Манӑн ҫӗклемӗм ҫӑмӑл» (Матф. 11:28—30). Ку чӑнах та ҫапла! Пухӑва е ырӑ хыпар сарма кайнӑ чухне хушӑран эпир хамӑра вӑйсӑр пек туятпӑр. Анчах та киле таврӑнсан эпир мӗн туятпӑр? Йывӑрлӑхсемпе малалла та кӗрешме ҫӗнӗрен вӑй илнӗн пек туйӑнмасть-и сире? Иисусӑн сӳсменӗ чӑнах та меллӗ!

7. Матфей 11:28—30 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем тӗрӗс пулнине кӑтартакан тӗслӗх илсе парӑр.

7 Пӗр хӗрарӑм тӑван, ӑна Кейла тесе чӗнӗпӗр, ялан хӑйне ывӑннӑ пек туять, депрессипе тата мигреньпе асапланать. Ҫавӑнпа хӑш-пӗр чухне пухӑва кайма ӑна питӗ йывӑр. Пӗр кун, хӑйне питӗ йывӑр килнӗ чухне, вӑл пӗтӗм вӑй-халне пухса пурпӗр тӗлпулӑва кайнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл ҫырнӑ: «Доклад хуйха ӳкнипе мӗнле кӗрешмелли ҫинчен пулчӗ. Арҫын тӑван питӗ ӑшшӑн, ҫын туйӑмӗсене чӗре витӗр кӑларса каланӑран манӑн куҫҫуль юхса анчӗ. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем мана питӗ кирлине эпӗ тепӗр хут уҫҫӑн куртӑм». Кейла пухӑва кайма вӑй хунишӗн питӗ савӑннӑ.

8, 9. Павел апостол «халсӑр чухне эпӗ хӑватлӑ» тенипе мӗн каласшӑн пулнӑ?

8 Исаия 40:30 вуласа пар. Кашни ҫыннӑн ҫакна йышӑнмалла: эпир тем пек пултаруллӑ пулсан та, пурпӗр пурне те хамӑр вӑйпа тума пултараймастпӑр. Ҫакна Павел апостол хӑй ҫинче туйса илнӗ. Вӑл питӗ пултаруллӑ ҫын пулнӑ пулсан та, хӑй мӗн чухлӗ тӑвас килнине тума пултарайман. Хӑйне мӗн пӑшӑрхантарнине Турра каласа парсан Иегова ӑна ҫапла хуравланӑ: «Манӑн хӑватӑм халсӑрлӑхра туллин палӑрать». Павел Иегова мӗн каланине ӑнланнӑ, ҫавӑнпа ҫырнӑ: «Халсӑр чухне эпӗ хӑватлӑ» (2 Кор. 12:7—10, ҪХ). Ҫапла ҫырнипе Павел мӗн каласшӑн пулнӑ?

9 Павел хӑй вӑйӗпе веҫех тӑвайманнине ӑнланнӑ. Ытларах тӑвас тесен унӑн хӑйӗнчен вӑйлӑраххинчен пулӑшу илмелле пулнӑ. Павела хӑй ӗшеннӗ вӑхӑтра Туррӑн сывлӑшӗ тӗреклетме пултарнӑ. Унсӑр пуҫне, святой сывлӑш Павела хӑй вӑйӗпе тума пултарайманнине тума вӑй-хал пама пултарнӑ. Пирӗн ҫинчен те ҫаплах калама пулать. Иегова пире святой сывлӑш парсан эпир чӑннипе вӑйлӑ пулатпӑр.

10. Иегова Давида йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме мӗнле пулӑшнӑ?

10 Псалом юрлакан Давид святой сывлӑш хӑйне тӗреклетнине пӗрре кӑна мар туйнӑ. Вӑл ҫырнӑ: «Санпа пӗрле тӑшман ҫарне аркататӑп, Туррӑмпа пӗрле хӳме ҫине улӑхатӑп» (Пс. 17:30). Хӑш-пӗр хӳме ҫине хамӑр вӑйпа ҫеҫ улӑхма пултарайман пекех хӑш-пӗр йывӑрлӑхсене те хамӑр вӑйпа ҫеҫ ҫӗнтереес ҫук. Пире Иеговӑран пулӑшу кирлӗ.

11. Йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме святой сывлӑш мӗнле пулӑшать?

11 Исаия 40:31 вуласа пар. Ӑмӑрткайӑксем хӑйӗн вӑйӗпе анчах ярӑнса вӗҫмеҫҫӗ. Вӗсем ӑшӑ сывлӑш юхӑмӗпе усӑ курса ҫӳлелле хӑпараҫҫӗ. Ҫапла майпа вӗсем вӑйне перекетлеҫҫӗ. Ҫавӑнпа сире йывӑр ӗҫ шанса парсан ӑмӑрткайӑк ҫинчен аса илӗр. Иеговӑран святой сывлӑш парса «ҫӳлелле ҫӗклеме» ыйтӑр (Иоанн 14:26). Телее, эпир святой сывлӑша талӑкӗпех — 24 сехет хушши — ыйтма пултаратпӑр. Пухури пӗр-пӗр тӑванпа харкашу сиксе тухсан Турӑ пулӑшни уйрӑмах кирлӗ. Анчах та мӗне пула эпир тӑванпа хирӗҫсе кайма пултаратпӑр?

12, 13. а) Мӗне пула хушӑран пухури тӑвансем хушшинче харкашусем сиксе тухаҫҫӗ? ӑ) Иосифпа мӗн пулса тухнинчен эпир Иегова ҫинчен мӗн пӗлетпӗр?

12 Ҫитменлӗхлӗ пулнӑран пирӗн хушӑра харкашусем сиксе тухаҫҫӗ. Хушӑран пухури тӑванӑн сӑмахӗсем е ӗҫӗсем пире тарӑхтарма пултараҫҫӗ, эпир те ҫавӑн пекех вӗсене тарӑхтарма пултаратпӑр. Ун пек чухне пире питӗ йывӑр пулма пултарать. Анчах та ҫак лару-тӑрура Иеговӑна чунтан парӑннине кӑтартма пултаратпӑр. Мӗнле майпа? Пухури тӑвансемпе килӗштерсе ӗҫлеме вӗреннипе. Иегова вӗсене ҫитменлӗхлӗ пулнине пӑхмасӑрах юратать, ҫавӑнпа пирӗн те вӗсене юратмалла.

Иегова Иосифа хӑварман, вӑл сире те хӑвармӗ (13-мӗш абзаца пӑхӑр.)

13 Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене кирек мӗнле йывӑрлӑхсенчен те хӑтарманни Иосиф тӗслӗхӗнчен курӑнать. Иосиф ҫамрӑк чухне пиччӗшӗсем ӑна Египета чуралӑха сутса янӑ (Пулт. 37:28). Хӑйӗн тусӗпе тата шанчӑклӑ ӗҫлекенӗпе мӗн пулса иртнине курса Иегова питӗ хурланнӑ паллах. Ҫапах та вӑл хута кӗмен. Иосифа Потифар арӑмне мӑшкӑл тума хӑтланнӑ тесе суйса айӑпланӑ хыҫҫӑн тӗрмене хупсассӑн та, Иегова нимӗн те туман. Анчах та Турӑ Иосифа пӑрахнӑ теме пулать-и? Паллах, ҫук. Библире Иосиф пирки каланӑ: «Вӑл кирек мӗн тусассӑн та, Ҫӳлхуҫа пурне те ӑнтарса пынӑ» (Пулт. 39:21—23).

14. Ҫилле чарма пӗлни мӗнле усӑ парать?

14 Тепӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Давидӑн хӑй вӑхӑтӗнче пысӑк тӗрӗсмарлӑха тӳссе ирттерме тивнӗ. Ун пек йывӑрлӑхпа сахал кам тӗл пулать. Анчах та Давидпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем питӗ ҫирӗп пулнӑ, ҫавӑнпа Давид ҫилле хӑйӗн чӗринче тымар яма паман. Вӑл ҫырнӑ: «Ҫилленме чарӑн, хаярлӑхна пӑрах; усал тумалӑхах ан тарӑх» (Пс. 36:8). Ҫилленме чарӑнма пирӗн витӗмлӗ сӑлтав пур. Эпир Иеговӑран тӗслӗх илесшӗн, вӑл вара «пире пӗтӗм ҫылӑхшӑн тавӑрмасть» (Пс. 102:10). Ҫилле чарма пӗлни ытти енчен те усӑллӑ. Тарӑхса ҫӳренине пула юн пусӑмӗ пысӑкланса кайма пултарать, сывлав ҫулӗсен чирӗсемпе чирлесе ӳкме те пулать. Унсӑр пуҫне, ҫилленсе ҫӳрени хырӑмай парӗпе (поджелудочная железа) пӗвере сиен кӳме пултарать, ҫавна пула вар-хырӑм та япӑхрах ӗҫлеме пуҫлать. Тарӑхса кайсан пире ӑслӑ-тӑнлӑ пулма йывӑр. Пӗр самантлӑха ҫеҫ ҫилле тытса чараймасан нумай вӑхӑт хушши пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа ҫӳреме пултаратпӑр. Тепӗр енчен, Библире каланӑ: «Кӑмӑл йӑваш пулсассӑн — ӳт те сывлӑхлӑ» (Ытар. 14:30). Ыттисем пире кӳрентернӗ пулсан, мӗн тумалла? Кӳрентерекенпе мирлешме мӗн пулӑшӗ? Чи лайӑх канаша эпир Библире тупма пултаратпӑр.

ПИРЕ ПУХУРИ ТӐВАН КӲРЕНТЕРЧӖ ПУЛСАН

15, 16. Пухури пӗр-пӗр тӑван пире кӳрентерчӗ пулсан, мӗн тумалла?

15 Эфес 4:26 вуласа пар. Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫынсем пире хӗсӗрлеме пултарнинчен эпир тӗлӗнместпӗр. Анчах та ҫывӑх ҫын е пухури тӑван сӑмахпа е ӗҫпе кӳрентерни пире самаях аптратса яма пултарать. Калӑпӑр, тӑван мӗн тунине манма пире питӗ йывӑр. Эпир ҫулӗ-ҫулӗпе кӳренсе-тарӑхса ҫӳрӗпӗр-ши? Е Библири канашпа усӑ курса сиксе тухнӑ йывӑрлӑха май килнӗ таран хӑвӑртрах татса пама тӑрӑшӑпӑр? Тӑванпа калаҫассине мӗн чухлӗ вӑраха яратпӑр, унпа мирлешме ҫавӑн чухлӗ йывӑртарах пулӗ.

16 Сӑмахран, сире пухури пӗр тӑван кӳрентерчӗ тейӗпӗр, сире вара ҫавна пуҫран кӑларса пӑрахма йывӑр. Тӑванпа мирлешес тесе мӗн тума пулать? Чи малтан хӑвӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен Иеговӑна каласа парӑр. Хӑвӑра кӳрентернӗ тӑванпа ыррӑн калаҫма унран пулӑшу ыйтӑр. Ан манӑр, ҫав тӑван — Иеговӑн тусӗ (Пс. 24:14). Турӑ ӑна юратать. Иегова хӑйӗн тусӗсемпе хӑйне ыррӑн тытать, ҫавна пирӗнтен те кӗтет (Ытар. 15:23; Матф. 7:12; Кол. 4:6). Ҫавӑн хыҫҫӑн тӑвана мӗн каламалли ҫинчен тӗплӗн шухӑшлӑр. Ҫав тӑван сире юри кӳрентерчӗ тесе ан шутлӑр. Тен, эсир пӗр-пӗрне тӗрӗс мар ӑнланнӑ ҫеҫ. Унсӑр пуҫне, сиксе тухнӑ йывӑрлӑхшӑн эсир те айӑплӑ пулма пултарнӑ. Калаҫӑва, сӑмахран, ҫапла пуҫлама пулать: «Тен, эпӗ пурне те ытлашши чӗре патне илетӗп, анчах та эпир ӗнер калаҫнӑ чухне мана... пек туйӑнчӗ». Пӗрре калаҫнипех тӑванпа мирлешме май килмерӗ пулсан — ан парӑнӑр. Ҫав тӑваншӑн кӗлтӑвӑр, Иеговӑран ӑна пиллеме ыйтӑр тата ҫав тӑванӑн лайӑх енӗсем ҫинчен шухӑшлама пулӑш тесе ыйтӑр. Ан иккӗленӗр: Иегова эсир хӑвӑрӑн тӑванпа тата унӑн тусӗпе чун-чӗререн мирлешме тӑрӑшнине кура питӗ савӑнӗ.

УНЧЧЕНХИ ЙӐНӐШСЕМШӖН ХАМӐРА АЙӐПЛАСА ҪӲРЕМЕ ПӐРАХМА ЙЫВӐР ПУЛСАН

17. Йывӑр ҫылӑх тунӑ ҫынсене Иегова мӗнле пулӑшать тата мӗншӗн вӑл паракан пулӑшӑва йышӑнмалла?

17 Хӑш-пӗр тӑвансем йывӑр ҫылӑх тунӑран хӑйсем пирки Иеговӑшӑн ӗҫлеме тивӗҫлӗ мар тесе шутлама пултараҫҫӗ. Хӑйне айӑпласа ҫӳрени ҫынна халран ярать, савӑнӑҫа тата чун канӑҫлӑхне пӗтерет. Давид патшана та ҫылӑх тунӑшӑн питӗ намӑс пулнӑ, ҫавна пула вӑл хытӑ асапланнӑ. «Ҫылӑха каламасӑр пурӑнтӑм та — куллен ахлатнӑран, йынӑшнӑран шӑммӑм-шаккӑм та хӑрӑнчӗ»,— тенӗ вӑл. Телее, Давид Иегова кӗтнӗ пек тума хӑюлӑх ҫитернӗ. «Сана ҫылӑхӑма пӗлтертӗм... Эсӗ вара мана ҫылӑхӑм айӑпӗнчен каҫартӑн»,— тесе ҫырнӑ Давид (Пс. 31:3—5). Эсир йывӑр ҫылӑх турӑр пулсан, Иегова сире пулӑшма хатӗр пулни ҫинчен ан манӑр. Анчах сирӗн вӑл пуху урлӑ паракан пулӑшӑва йышӑнмалла (Ытар. 24:16; Иак. 5:13—15). Ҫакна вӑраха ямасӑр тӑвӑр — ҫакӑнтан сирӗн пуласлӑх килет! Анчах та Иегова сире каҫарнӑ пулин те эсир хӑвӑра айӑпласа ҫӳреме пӑрахма пултараймастӑр пулсан, мӗн тумалла?

18. Хӑйсем пирки Иеговӑшӑн ӗҫлеме тивӗҫлӗ мар тесе шутлакансене Павел тӗслӗхӗ мӗнле пулӑшма пултарать?

18 Павел унччен тунӑ йӑнӑшсемшӗн хӑш-пӗр чухне питӗ куляннӑ пулмалла. Вӑл ҫырнӑ: «Эпӗ апостолсенчен чи кӗҫӗнни, мана апостол темелӗх те ҫук — эпӗ Туррӑн ӗненекен ушкӑнне хӗсӗрлеттӗм». Анчах та малалла вӑл ҫапла каланӑ: «Эпӗ Турӑ тивлечӗпе ҫеҫ ҫакӑн пек пулса тӑтӑм» (1 Кор. 15:9, 10). Иегова Павел ҫитменлӗхлӗ пулнине пӗлнӗ, ҫапах та вӑл Павела апостол пулма тивӗҫлӗ тесе шутланӑ тата Павел хӑй та ҫапла шутлатӑр тенӗ. Эсир унччен тунӑ ҫылӑхсемшӗн чун-чӗререн ӳкӗннӗ, вӗсем ҫинчен Иеговӑна тата, кирлӗ пулсан, старейшинӑсене каласа панӑ пулсан, Иегова сире хӗрхенни тата каҫарни пирки ан иккӗленӗр (Ис. 55:6, 7).

19. 2018 ҫулхи текст валли мӗнле сӑмахсем суйласа илнӗ тата мӗншӗн вӗсем вырӑнлӑ?

19 Ҫак усал тӗнче кӗҫех пӗтет, ҫавӑнпа пурнӑҫ йывӑрланса пырасса эпир ӑнланатпӑр. Анчах та асра тытӑр: Турӑ «ӗшеннӗ ҫынна вӑй-хал кӗртет, халсӑрланнине ҫирӗплӗх парать», апла пулсан вӑл пире те тӗреклетме пултарать (Ис. 40:29; Пс. 54:23; 67:20). Ҫакна эпир 2018 ҫул хушшинче Турӑ Патшалӑхӗн залне килмессерен кашнинче аса илсе тӑрӑпӑр, мӗншӗн тесен пирӗн умра ҫак сӑмахсем пулӗҫ: «Ҫӳлхуҫана [«Иеговӑна», ҪТ] шанакансем... ҫӗнӗрен вӑй илеҫҫӗ» (Ис. 40:31).