Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Гай тӑвансене мӗнле пулӑшнӑ

Гай тӑвансене мӗнле пулӑшнӑ

ПӖРРЕМӖШ ӗмӗр вӗҫӗнче Гай тата ытти христиансем йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ. Суя вӗрентӳсене сарса ҫӳрекенсем пухури тӑвансен ӗненӗвне тата вӗсем хушшинчи пӗрлӗхе аркатасшӑн хӑтланнӑ (1 Иоанн 2:18, 19; 2 Иоанн 7). Диотреф ятлӑ тӑван Иоанн апостол ҫинчен «усал сӑмах» сарса ҫӳренӗ, урӑх вырӑнтан килекен тӑвансене хӑна туман, хӑна тӑвас текенсене те чарса тӑнӑ (3 Иоанн 9, 10). Ҫакӑн пек лару-тӑру Иоанн Гай патне ҫыру ҫырса янӑ чухне, пирӗн эрӑри 98 ҫул патнелле, пулнӑ. Ҫав ҫыру Христианла Грек Ҫырӑвӗсен пайӗ пулса тӑнӑ тата ӑна Иоанӑн виҫҫӗмӗш ҫырӑвӗ теҫҫӗ.

Ҫак йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Гай Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Ҫакӑ ӑҫтан курӑнать? Мӗншӗн пирӗн Гайран тӗслӗх илмелле? Иоанӑн виҫҫӗмӗш ҫырӑвӗ пире мӗнле пулӑшма пултарать?

САВНӐ ТӐВАНӖ ПАТНЕ ҪЫРНӐ ҪЫРУ

Иоанӑн виҫҫӗмӗш ҫырӑвӗ ҫакӑн пек сӑмахсемпе пуҫланать: «Ӗненекен ушкӑнӑн пуҫлӑхӗ — хам чӑннипе юратакан савнӑ Гая». «Пуҫлӑх» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ «старейшина» е «ватӑ ҫын» тенине пӗлтерет. Иоанн апостолшӑн Гай ывӑл пекех пулнӑ, мӗншӗн тесен Иоанн ӑна чӑнлӑха пӗлме пулӑшнӑ. Гай хӑй патне Иоанн апостол ҫырнине тӳрех ӑнланнӑ пулӗ. Иоанн Гая юратни пирки шантарса каланӑ тата унӑн сывлӑхӗ те лайӑх, ӗненӗвӗ те ҫирӗп пулнине шанни пирки те ҫырнӑ. Мӗн тери ӑшӑ та хавхалантаракан сӑмахсем! (3 Иоанн 1, 2, 4.)

Гай христиансен пухӑвӗнче надзиратель пулса ӗҫленӗ пулас, анчах та ҫырура ун пирки уҫӑмлӑн нимӗн те каламан. Иоанн Гая хӑй пӗлмен тӑвансенех тараватлӑн кӗтсе илнӗшӗн мухтанӑ. Ҫакна курса Иоанн Гай шанчӑклӑ христианин пулни пирки пач та иккӗленмен, мӗншӗн тесен Туррӑн ӗҫлекенӗсем яланах тараватлӑ пулнипе палӑрса тӑнӑ (Пулт. 18:1—8; 3 Иоанн 5; 1 Тим. 3:2).

Тӑвансене хапӑл туса йышӑннӑшӑн Гая Иоанн мухтанинчен апостол пурӑннӑ вырӑнти тӑвансем час-часах ҫул ҫӳресе ытти пухусенче пулни курӑнать. Ҫав тӑвансем Иоана хӑйсем мӗн курни-илтни ҫинчен каласа панӑ пулмалла. Ҫапла майпа вӑл ытти пухусенче ӗҫсем мӗнле пынине пӗлсе тӑнӑ.

Ҫул ҫӳрекен христиансем ҫӗр каҫма пухури тӑвансем патӗнче чарӑнасшӑн пулнӑ паллах. Хӑна ҫурчӗсем аскӑн ӗҫсемпе палӑрса тӑнӑ, килен-каянсене те унта питӗ япӑх пӑхса янӑ. Ҫавӑнпа ӑслӑ-тӑнлӑ ҫул ҫӳрекенсем, май пулсан, хӑйсен тусӗсем патӗнче ҫӗр каҫма тӑрӑшнӑ, христиансем вара — пухури тӑвансем патӗнче.

ВӖСЕМ «ТУРӐ ЯЧӖШӖН» КАЙНӐ

Иоанн Гая хӑнасене унчченхи пекех хапӑл туса йышӑнма хавхалантарнӑ. Апостол ӑна ҫул ҫӳрекен тӑвансене «Турра юрӑхлӑ ӑсатса» яр тесе ҫырнӑ. «Ӑсатса яр» тенипе Иоанн мӗн каласшӑн пулнӑ? Ҫул ҫӳрекенсем ҫитмелли ҫӗре ҫитме пултарччӑр тесе Гайӑн вӗсене ҫул ҫинче мӗн кирлине памалла пулнӑ. Гай унччен те ҫапла тунӑ курӑнать, мӗншӗн тесен ун патӗнче чарӑнса тӑнӑ тӑвансем Гайӑн юратӑвӗ тата ӗненӗвӗ ҫинчен Иоана каласа панӑ (3 Иоанн 3, 6).

Ҫав ҫул ҫӳрекен тӑвансем камсем пулнӑ? Тӗслӗхрен, миссионерсем, Иоанн апостол янӑ ҫынсем е ҫул ҫӳрекен надзирательсем пулма пултарнӑ. Кирек кам пулсан та, вӗсем ырӑ хыпаршӑн тӑрӑшнипе ҫула тухнӑ. Иоанн ҫырнӑ тӑрӑх, ҫав тӑвансем «Турӑ ячӗшӗн» ҫул ҫӳренӗ (3 Иоанн 7). Вӗсем христиансем пулнӑ тата хӑйсене хапӑл туса йышӑннине тивӗҫлӗ пулнӑ. Иоанн ҫакӑн ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Пирӗн, чӑнлӑхшӑн тӑрӑшакансене пулӑшас тесессӗн, ун пеккисене хапӑл тӑвас пулать» (3 Иоанн 8).

ЙЫВӐР ЛАРУ-ТӐРӐВА ТАТСА ПАМА ПУЛӐШНӐ

Хӑйӗн ҫырӑвӗнче Иоанн Гая мухтасшӑн ҫеҫ пулман, йывӑрлӑха та татса пама пулӑшасшӑн пулнӑ. Темле сӑлтава пула пухури тӑван Диотреф урӑх вырӑнсенчен килнӗ христиансене йышӑнасшӑн пулман. Вӑл ыттисене те ҫакна тума чарасшӑн хӑтланнӑ (3 Иоанн 9, 10).

Турра шанчӑклӑ христиансен Диотреф патӗнче чарӑнса тӑма май килсен те унта чарӑнас килмен пулӗ. Вӑл пуҫ пулса тӑма юратнӑ, Иоанн сӑмахӗсене ним вырӑнне те хуман тата апостол ҫинчен те, ытти христиансем ҫинчен те «усал сӑмах» сарса ҫӳренӗ. Иоанн нихӑҫан та Диотреф пирки суя вӗрентекен темен, анчах та лешӗ апостолӑн влаҫне хирӗҫ тӑнӑ. Диотреф пухура пысӑк вырӑн йышӑнасшӑн пулнӑ тата хӑйне христианин пек тытман. Ҫавӑнпа ун пирки Турра шанчӑклӑ тесе калама йывӑр пулнӑ. Диотреф тӗслӗхӗ чапшӑн ҫунакан тата мӑнкӑмӑлланса кайнӑ ҫынсем пухури тӑвансене хирӗҫтерсе яма пултарнине кӑтартать. Акӑ мӗншӗн Иоанн Гая, ҫавӑн пекех пире пурне те, «усал хыҫҫӑн ан кай» тенӗ (3 Иоанн 11).

ЫРӐ ӖҪСЕМ ТУМА ВИТӖМЛӖ СӐЛТАВ

Диотрефпа танлаштарсан, Димитрий ятлӑ христианин лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Иоанн ун ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Димитрие пурте ырӑ ҫын теҫҫӗ... ӑна эпир те ырӑлатпӑр, эпир калани чӑннине эсир пӗлетӗр» (3 Иоанн 12). Димитрие Гайӑн пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ пулӗ, ҫавӑнпа Иоанн хӑйӗн ҫырӑвӗнче Димитрий пирки ырласа каланӑ тата мӗн-мӗн тумаллине ӑнлантарса ҫырнӑ. Тен, ҫак ҫырӑва Гай патне Димитрий хӑй ҫитерсе панӑ. Вӑл Иоанн янӑ ҫын е ҫул ҫӳрекен надзиратель пулнӑран апостолӑн сӑмахӗсем тата витӗмлӗрех пулса тӑнӑ пулӗ.

Гай унчченех иртен-ҫӳренсене хапӑл туса йышӑннӑ пулсассӑн, мӗншӗн-ха Иоанн апостол малалла та ӑна ҫавна тума хавхалантарнӑ? Тен, вӑл Гай ҫулҫӳрекен тӑвансене ырӑ тума пӑрахасран пӑшӑрханнӑ, мӗншӗн тесен Диотреф тараватлӑ тӑвансене пухуран кӑларса яма хӑтланнӑ. Кирек мӗнле пулнӑ пулсан та, Иоанн Гая ҫапла шантарса каланӑ: «Кам ырӑ тӑвать, вӑл — Турӑран» (3 Иоанн 11). Ҫакӑ малалла та ырӑ тумашкӑн витӗмлӗ сӑлтав.

Иоанн ҫырӑвӗ Гайӑн чӗрине пырса тивнӗ-и? Ҫапла пулӗ, мӗншӗн тесен Иоанӑн виҫҫӗмӗш ҫырӑвӗ Библи канонне кӗнӗ тата ӑна вуланӑ май христиансем «ырӑ хыҫҫӑн» кайма вӗренеҫҫӗ.

ИОАНӐН ВИҪҪӖМӖШ ҪЫРӐВӖ ПИРЕ МӖНЕ ВӖРЕНТЕТ

Гай тӑванӑмӑр ҫинчен эпир ҫакна ҫеҫ пӗлетпӗр. Анчах та ҫав сахаллинченех эпир нумай вӗренме пултаратпӑр.

«Иртен-ҫӳрене хапӑл» туса йышӑнма мӗнле майсем пур?

Пӗрремӗшӗнчен, тӑван киле хӑварса урӑх вырӑна куҫса кайнӑ тӑвансем вӑй хунине пула пирӗнтен нумайӑшӗ чӑнлӑха пӗлме пултарнӑ. Паллах, хальхи вӑхӑтра ырӑ хыпар сарма пур христиансем те инҫе ҫӗре каймаҫҫӗ. Анчах та эпир ытти ҫӗртен килнӗ тӑвансене, тӗслӗхрен, район надзирателӗсемпе вӗсен арӑмӗсене, Гай пекех пулӑшма тата хавхалантарма пултаратпӑр. Е хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна урӑх пухуран е урӑх ҫӗршывран куҫса килнисене ӗҫпе пулӑшма пултаратпӑр. Айтӑр Библире «иртен-ҫӳрене хапӑл пулӑр» тесе чӗнсе каланине пурнӑҫлар (Рим 12:13; 1 Тим. 5:9, 10).

Иккӗмӗшӗнчен, кам та пулин пухури яваплӑ тӑвансене пӑхӑнасшӑн мар пулсан, пирӗн тӗлӗнмелле мар. Диотреф Иоанн апостол влаҫне хирӗҫ тӑнӑ, ҫавнашкал лару-тӑрупа Павел та тӗл пулнӑ (2 Кор. 10:7—12; 12:11—13). Пирӗн пухура ҫакӑн пек йывӑрлӑх сиксе тухас пулсан, хамӑра мӗнле тытмалла? Павел Тимофее ҫапла канаш панӑ: «Ҫӳлхуҫа чурийӗн хирӗҫес пулмасть, унӑн пуринпе те ӑшӑ кӑмӑллӑ пулмалла, унӑн чӑтӑмлӑн вӗрентме пӗлмелле, хирӗҫ пыракансене те йӑвашшӑн ӳкӗтлемелле». Ыттисем пире вӑрҫтарса яма хӑтланнӑ чухне те хамӑра йӑвашшӑн тытатпӑр пулсан, ҫакӑ ыттисене тиркеме юратакан тӑвансене хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне улӑштарма хавхалантарма пултарать. Вара, «тен, Турӑ вӗсене ӳкӗнтерсе чӑнлӑха пӗлмелле тӑвӗ» (2 Тим. 2:24—26).

Виҫҫӗмӗшӗнчен, хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑракан тӑвансем вӑй хунине пирӗн асӑрхама тӑрӑшмалла тата вӗсене чӗререн мухтамалла. Иоанн апостол Гая хавхалантарнӑ тата вӑл тӗрӗс туни пирки шантарса каланӑ паллах. Хальхи вӑхӑтра та старейшинӑсен тӑвансене, вӗсем Турӑшӑн ывӑнмасӑр ӗҫлеме пултарччӑр тесе, Иоанн пекех хавхалантармалла (Ис. 40:31; 1 Фес. 5:11).

Иоанн Гай патне ҫырнӑ ҫыру, грек чӗлхипе ҫырнӑ текст, 219 сӑмахран тӑрать. Ҫапла майпа вӑл Библири чи кӗске кӗнеке шутланать.Апла пулин те, вӑл мӗн тери нумай усӑ парать!