БИОГРАФИ
Илтместӗп пулсан та ыттисене чӑнлӑха вӗрентетӗп
Эпӗ 1941 ҫулта, 12-ре чухне, шыва кӗтӗм. Анчах та 1946 ҫулта ҫеҫ Библири чӑнлӑха ӑнланса илтӗм. Мӗншӗн апла? Хамӑн пурнӑҫ ҫинчен каласа парам-ха сире.
1910 ҫулсенче аттепе анне Тбилисирен (Грузи) Канадӑна куҫса кайнӑ. Вӗсем хӗвеланӑҫ Канадӑри Саскачеван провинцийӗнчи ҫеҫенхирте вырнаҫнӑ Пелли ятлӑ ялта пурӑнма пуҫланӑ. Унта вӗсен пӗчӗк ферма пулнӑ. Эпӗ 1928 ҫулта ҫуралнӑ — ултӑ ачаран чи кӗҫӗнни. Атте эпӗ ҫураличчен ҫур ҫул маларах вилнӗ, анне вара — эпӗ ҫуралсан кӑшт вӑхӑт иртсенех. Кӗҫех 17 ҫулхи Луси аппа та вилнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн мана та, пиччесемпе аппасене те Ник кукка хӑй патне пурӑнма илнӗ.
Куккан ферминче лашасем пулнӑ. Пӗррехинче эпӗ, тин кӑна утма вӗреннӗскер, лашана хӳринчен туртма пуҫланӑ. Тӑвансем ҫавна курсанах, лаша мана тапасран хӑранипе, ан турт тесе хытӑ кӑшкӑрнӑ. Анчах та эпӗ хӑнк та туман. Эпӗ вӗсем енне ҫурӑмпа тӑнӑ пулнӑ тата вӗсем кӑшкӑрнине илтмен. Телее, лаша мана тапман, ҫав кун вара тӑвансем эпӗ пачах илтменнине ӑнланнӑ.
Пирӗн ҫемье тусӗ мана хӑлхасӑр ачасен шкулне яма сӗннӗ, ҫавӑнпа Ник кукка мана Саскатун хулинчи (Саскачеван провинцийӗ) шкула илсе кайса ячӗ. Унта ҫитме ҫичӗ сехет каймаллаччӗ. Эпӗ ҫиччӗре анчахчӗ, ҫавӑнпа питӗ хӑраттӑм. Тӑвансене уявсем вӑхӑтӗнче тата ҫуллахи каникулсенче ҫеҫ кураттӑм. Майӗпен эпӗ илтмен ҫынсен чӗлхине вӗрентӗм те ытти ачасемпе пӗрле вӑхӑта савӑнӑҫлӑн ирттерме пуҫларӑм.
БИБЛИРИ ЧӐНЛӐХА ПӖЛЕ ПУҪЛАРӐМ
1939 ҫулта Мэрион аппа Билл Данильчука качча тухрӗ, вӗсем мана Франсес аппапа пӗрле хӑйсем патне илчӗҫ. Вӗсем Иегова Свидетелӗсемпе паллашнӑ тӑвансенчен чи пӗрремӗшӗсем пулнӑ. Эпӗ ҫуллахи каникулсенче Мэрионпа Билл патне килсен, вӗсем Библирен хӑйсем мӗн пӗлнине мана каласа пама пӗтӗм вӑйран тӑрӑшатчӗҫ. Тӗрӗссипе
каласан, вӗсем илтмен ҫынсен чӗлхине пӗлменрен пире пӗр-пӗрне ӑнланма питӗ йывӑрччӗ, анчах та эпӗ чӑнлӑха пӗтӗм чӗререн юратнине вӗсем асӑрханӑ. Эпӗ Мэрионпа Билл мӗн туни Библипе ҫыхӑнса тӑнине ӑнланса илтӗм, ҫавӑнпа вӗсемпе пӗрле ырӑ хыпар сарса ҫӳреме тытӑнтӑм. Кӗҫех эпӗ шыва кӗме шут тытрӑм, вара 1941 ҫулхи сентябрӗн 5-мӗшӗнче Билл мана хурҫӑ цистернӑра шыва кӗртрӗ. Шывӗ вара, пусӑран ӑсса тултарнӑскер, пӑр пек сивӗччӗ!1946 ҫулта эпир Кливлендра (Огайо штачӗ, АПШ) конгресра пултӑмӑр. Пӗрремӗш кун аппасем мана программӑна ӑнланма пулӑшас тесе сцена ҫинчен мӗн каланине черетпе ҫырса паратчӗҫ. Иккӗмӗш кунне вара конгресс программине илтмен ҫынсен чӗлхи ҫине куҫарса пани ҫинчен пӗлтӗм. Ҫав конгресс мана питӗ килӗшрӗ, мӗншӗн тесен эпӗ Библири чӑнлӑха тинех лайӑх ӑнлантӑм!
ЧӐНЛӐХА ЫТТИСЕНЕ ВӖРЕНТЕТӖП
Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи тин ҫеҫ вӗҫленнӗрен ҫынсем хӑйсен ҫӗршывне чун-чӗререн парӑннине кӑтартма тӑрӑшатчӗҫ. Конгресс хыҫҫӑн шкула таврӑнсан эпӗ Иеговӑна шанчӑклӑ пулма ҫирӗп шут тытрӑм. Эпӗ шкулта ялава чыслама, гимн юрлама тата уявсене уявлама, ҫавӑн пекех чиркӗве ҫӳреме пӑрахрӑм. Учительсем ҫакна хапӑл пулмарӗҫ. Вӗсем мана хӑратасшӑн пулчӗҫ тата ман шухӑшсене улӑштарма хӑтланса суйса калаҫрӗҫ. Пӗрле вӗренекенсем мӗн пулса иртни пирки хӑйсем хушшинче хӗрсе кайсах калаҫатчӗҫ, ҫавӑнпа вӗсене чӑнлӑх ҫинчен пӗлтерме майсем нумай тупӑнчӗҫ. Каярахпа пӗрле вӗренекенсем виҫҫӗшӗ — Ларри Андрософф, Норман Диттрик тата Имил Шнайдер — чӑнлӑха йышӑнчӗҫ, вӗсем халь те Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ.
Мӗнле те пулин хулана килсен эпӗ яланах илтмен ҫынсене чӑнлӑха пӗлтерме тӑрӑшаттӑм. Тӗслӗхрен, Монреальра хӑлхасӑррисен клубӗнче эпӗ Эдди Тейгера ырӑ хыпар каласа патӑм, ун чухне вӑл вӑрӑ-хурах ушкӑнӗпе ҫыхланнӑ пулнӑ. Иртнӗ ҫулта виличченех вӑл Лаваль хулинчи (Квебек провинцийӗ) илтмен ҫынсен пухӑвӗнче ӗҫлерӗ. Тата эпӗ Хуан Арданеспа паллашрӑм, вӑл эпир мӗне вӗрентни чӑнах та Библи ҫинче никӗсленнине тӗрӗслес тесе Верия ҫыннисем пекех веҫех тӗплӗн тишкеретчӗ (Ап. ӗҫ. 17:10, 11). Хуан та Иегова Свидетелӗ пулса тӑчӗ тата мӗн виличченех Оттава хулинчи (Онтарио провинцийӗ) пухура старейшина пулса ӗҫлерӗ.
1950 ҫулта эпӗ Ванкувера куҫса кайрӑм. Хӑлхасӑр ҫынсене ырӑ хыпар калама мана питӗ килӗшет пулин те, илтекен пӗр хӗрарӑма, Крис Спайсера, чӑнлӑх ҫинчен пӗлтернине нихӑҫан та манмӑп. Эпӗ ун патне урамра пытӑм, вӑл пирӗн журналсене ҫырӑнса илме килӗшрӗ тата Гари ятлӑ упӑшки патне пыма ыйтрӗ. Эпӗ вӗсем патне килне кайрӑм, вара хамӑр мӗн калас тенине хут ҫине ҫыра-ҫыра
нумай вӑхӑт хушши калаҫрӑмӑр. Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ ӑна та, арӑмне те темиҫе ҫул хушши курманччӗ. Ҫавӑнпа Торонтора (Онтарио провинцийӗ) конгресра вӗсем мана халӑх хушшинче асӑрхаса ман пата пырсан эпӗ тӗлӗнсех кайрӑм! Ҫав кун Гарин шыва кӗмелле пулнӑ иккен. Ҫак тӗслӗх ырӑ хыпар пӗлтерме май килсен нихӑҫан та каламасӑр тӑмалла маррине аса илтерчӗ, мӗншӗн тесен чӑнлӑх вӑрлӑхӗ хӑҫан тата ӑҫта тымар ярасса эпир пӗлместпӗр.Каярахпа эпӗ Саскатуна куҫса кайрӑм. Унта эпӗ пӗр хӗрарӑмпа паллашрӑм, вӑл мана хӑйӗн хӑлхасӑр йӗкӗреш хӗрачисемпе — Джин тата Джоун Роттенбергерсемпе — Библи вӗренме ыйтрӗ. Вӗсем эпӗ вӗреннӗ шкултах вӗренетчӗҫ. Кӗҫех Джинпа Джоун хӑйсен класӗнчи ачасене ырӑ хыпар пӗлтерме тытӑнчӗҫ. Вара пӗрле вӗренекенсенчен пиллӗкӗшӗ Иегова Свидетелӗ пулса тӑчӗҫ. Пӗри Юнис Колин пулнӑ. Эпӗ унпа аслӑ классенче вӗреннӗ чухне паллашнӑччӗ. Астӑватӑп, вӑл канфет тӑсса пачӗ те эпир туссем пулма пултаратпӑр-и тесе ыйтрӗ. Вӑхӑт иртсен Юнис ман пурнӑҫра уйрӑмах хаклӑ ҫын пулса тӑчӗ — эпир унпа мӑшӑрлантӑмӑр!
Юнис амӑшӗ хӗрӗ Библи вӗреннине пӗлсен ӑна ҫав шухӑша пӑрахтарас тесе шкул директорне унпа калаҫма ыйтнӑ. Директор унран вӗренмелли литературӑна та туртса илнӗ. Анчах та Юнис Иегова ҫинчен малалла та пӗлсе пыма ҫирӗп шут тытнӑ. Вӑл ашшӗпе амӑшне шыва кӗме шутлани ҫинчен каланӑ, вӗсем вара: «Иегова Свидетелӗ пулса тӑрсассӑн, килтен хӑваласа кӑларса яратпӑр сана!» — тесе хӑратнӑ. 17-ре чухне Юнис килтен тухса кайнӑ, Свидетельсен пӗр ҫемйи ӑна хӑйсем патне пурӑнма илнӗ. Юнис малалла та Библи вӗреннӗ, каярахпа вара шыва кӗнӗ. 1960 ҫулта эпир мӑшӑрлантӑмӑр, унӑн ашшӗпе амӑшӗ вара туя килмерӗҫ. Анчах та вӑхӑт иртсен вӗсем, эпир мӗне ӗненнине тата ачасене мӗнле пӑхса ӳстернине курса, пире хисеплеме пуҫларӗҫ.
ИЕГОВА ЮРАТСА МАНШӐН ТӐРӐШАТЧӖ
Эпир Юниспа ҫичӗ ывӑл ҫуратса ӳстертӗмӗр. Вӗсем пирӗн пек хӑлхасӑр мар, пурте илтеҫҫӗ. Эпир вӗсене, йывӑр пулсан та, илтмен ҫынсен чӗлхине вӗрентрӗмӗр. Ҫавна пула вӗсемпе ҫӑмӑллӑнах калаҫма тата чӑнлӑха вӗрентме пултартӑмӑр. Пире пухури тӑвансем те питӗ пулӑшатчӗҫ. Тӗслӗхрен, пӗррехинче пӗр тӑван пирӗн ывӑл Патшалӑх залӗнче япӑх сӑмахсем каланине илтсен, пире ҫавӑн ҫинчен хут ҫине ҫырса пачӗ. Вара эпир ывӑла тӳрех тӳрлетме пултартӑмӑр. Ывӑлсенчен тӑваттӑшӗ — Джеймс, Джерри, Николас тата Стивен — хӑйсен ҫемйисемпе пӗрле Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Вӗсем пурте старейшинӑсем. Николас хӑйӗн арӑмӗпе Деборӑпа Британири филиалта, Стивен хӑйӗн арӑмӗпе Шаннонпа вара АПШ-ри филиалта илтмен ҫынсен чӗлхи ҫине куҫарма пулӑшаҫҫӗ.
Джеймс, Джерри тата Стивен ывӑлсем хӑйсен арӑмӗсемпе илтмен ҫынсен чӗлхипе ырӑ хыпар сарас ӗҫре пулӑшаҫҫӗ
Мӑшӑрланнӑранпа 40 ҫул ҫитиччен пӗр уйӑх маларах Юнис ракпа чирлесе вилчӗ. Ҫак йывӑр чирпе кӗрешнӗ вӑхӑтра ӑна вилнисем чӗрӗлсе тӑрас шанчӑк вӑй парса тӑратчӗ. Юниспа тӗл пулас куна эпӗ питӗ кӗтетӗп.
2012 ҫулта февральте эпӗ ӳксе пӗҫӗ шӑммине хуҫрӑм. Ҫавӑн хыҫҫӑн кам та пулин пулӑшмасӑр пурӑнма пултарас ҫуккине ӑнланса илтӗм. Ҫавӑнпа эпӗ ывӑлпа кин патне куҫса кайрӑм. Эпир пурте Калгари хулинчи илтмен ҫынсен пухӑвне ҫӳретпӗр, эпӗ унта старейшина пулса ӗҫлетӗп. Ӗненме те йывӑр, эпӗ пӗрремӗш хут илтменнисен пухӑвне ҫӳреме пуҫларӑм! 1946 ҫултан пуҫласа ҫак таранчченех эпӗ акӑлчан чӗлхипе иртекен пухӑва ҫӳреттӗм. Хампа Иегова хушшинчи хутшӑнусене мӗнле ҫирӗп упраса хӑварма пултартӑм-ха? Иегова тӑлӑх ачасене пулӑшма сӑмах панине пурнӑҫларӗ (Пс. 9:35). Мана пулӑшма тӑрӑшакансене: пухура мӗн каланине хут ҫине ҫыра-ҫыра паракансене, илтмен ҫынсен чӗлхине вӗренекенсене тата мана валли куҫаракансене — пурне те эпӗ ҫав тери пархатарлӑ!
Чӑннипе каласан, хушӑран ман веҫех пӑрахса тухса каяс килетчӗ, мӗншӗн тесен пухура мӗн ҫинчен калаҫнине ӑнланмастӑмччӗ тата ыттисем хӑлхасӑр ҫынсене мӗнле пулӑшмаллине ӑнланмаҫҫӗ пек туйӑнатчӗ. Ҫакӑн пек самантсенче эпӗ Петр Иисуса мӗн каланине аса илеттӗм: «Эй Ҫӳлхуҫамӑр! Кам патне каяс пирӗн? Санра ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ сӑмахӗсем» (Иоанн 6:66—68). Манпа пӗр вӑхӑтра пурӑннӑ ытти илтмен ҫынсем пекех эпӗ тӳсӗмлӗ пулма тата Иеговӑпа унӑн организацине шанма вӗрентӗм. Ҫакна пула мӗн тери нумай пиллӗх илтӗм! Ман чӗлхепе тухакан публикацисем халӗ питӗ нумай. Ҫавӑн пекех пухура та, конгрессенче те илтмен ҫынсен чӗлхипе калаҫма май пурришӗн питӗ савӑнатӑп. Иеговӑшӑн ӗҫлесе ирттернӗ кунҫул ҫине пӑхсан, эпӗ телейлӗ те тулли пурнӑҫпа пурӑнтӑм теме пултаратӑп.