Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Ютран килнӗ» ашшӗ-амӑшӗсем, хӑвӑрӑн ачасене пулӑшӑр

«Ютран килнӗ» ашшӗ-амӑшӗсем, хӑвӑрӑн ачасене пулӑшӑр

«„Манӑн ачамсем чӑнлӑхпа пурӑнаҫҫӗ“ теекен хыпартан савӑнӑҫлӑрах хыпар ҫук маншӑн» (3 ИОАНН 4).

ЮРӐСЕМ: 134, 133

1, 2. а) Урӑх ҫӗршыва куҫса килнисен ачисем нумайӑшӗ мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулаҫҫӗ? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухатпӑр?

«ПӖЧӖК чухне эпӗ килте те, пухура та аттепе аннен, урӑх ҫӗршывран куҫса килнӗскерсен, чӗлхипе калаҫаттӑм,— аса илет Джошуа ятлӑ арҫын тӑван.— Анчах та шкула ҫӳреме пуҫласан эпӗ ытларах ҫав вырӑнти чӗлхепе калаҫма пуҫларӑм. Темиҫе ҫул иртсен вара эпӗ ҫав чӗлхепе кӑна калаҫаттӑм. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче эпӗ ним те ӑнланмастӑмччӗ, аттепе аннен культури те ют пулса тӑчӗ». Джошуапа пулса иртнӗ пек ытти нумай ачапа та пулса тухнӑ.

2 Хальхи вӑхӑтра 240 миллион ытла ҫын тӑван мар ҫӗршывра пурӑнать. Эсир те урӑх ҫӗршыва куҫса килнӗ пулсан тата сирӗн ачасем пур пулсан, вӗсене Иеговӑна юратма вӗрентес тесе тата вӗсем пирки «чӑнлӑхпа пурӑнаҫҫӗ» тесе каламалла пултӑр тесе сирӗн мӗн тумалла? (3 Иоанн 4.) Ҫавӑн пекех ыттисем мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

АШШӖ-АМӐШӖСЕМ, ЛАЙӐХ ТӖСЛӖХ КӐТАРТӐР

3, 4. а) Ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачисене лайӑх тӗслӗх кӑтартас тесен мӗн тумалла? ӑ) Ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачисенчен мӗн кӗтмелле мар?

3 Ашшӗ-амӑшӗсем, эсир лайӑх тӗслӗх кӑтартни ачасемшӗн питӗ кирлине ан манӑр, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӗсене ӗмӗрлӗх пурнӑҫа илсе каякан ҫул ҫине тӑма пулӑшӗ. Эсир «пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗшӗн» тӑрӑшнине курса тӑнӑ май ачӑрсем Иегова хӑйсене мӗн кирлипе тивӗҫтерессе ҫирӗп шанса тӑма вӗренӗҫ (Матф. 6:33, 34). Ансат пурнӑҫпа пурӑнӑр. Сирӗн пурнӑҫра малти вырӑнта ырлӑх-пурлӑх пухасси мар, Иеговӑшӑн ӗҫлесси пултӑр. Кивҫене кӗрес мар тесе тӑрӑшӑр. Тӳпере мул пухас тесе, урӑхла каласан, Иегова ырланине тивӗҫлӗ пулас тесе, вӑй хурӑр. Пуянлӑхшӑн е «этем мухтавӗшӗн» ан ҫунӑр (Марк 10:21, 22 вуласа пар; Иоанн 12:43).

4 Ачасем валли вӑхӑт уйӑрайми пуличченех ӗҫлӗ пулса ан тӑрӑр. Ача чыс-мухтавшӑн е пуянлӑхшӑн ҫунас вырӑнне хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халаллама шут тытрӗ пулсан, ҫак йышӑнӑва тунишӗн унпа мухтанни ҫинчен калӑр ӑна. Ҫак тӗнчери ҫынсенчен нумайӑшӗ ачасен хӑйсен ашшӗ-амӑшне ним ҫинчен пӑшӑрханмасӑр пурӑнтарас тесе тӑрӑшмалла теҫҫӗ. Унашкал шухӑшлама пуҫласран асӑрханӑр. Ан манӑр, «ачисен ашшӗ-амӑшӗ валли пурлӑх пуҫтармалла мар, ашшӗ-амӑшӗн ачисем валли пуҫтармалла» (2 Кор. 12:14).

АШШӖ-АМӐШӖСЕМ, ЮТ ЧӖЛХЕПЕ ҪЫХӐННӐ ЙЫВӐРЛӐХСЕНЕ ҪӖНТЕРМЕ ТӐРӐШӐР

5. Мӗншӗн ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачисемпе Иегова ҫинчен калаҫмалла?

5 Библире пророкла каланипе килӗшӳллӗн, Туррӑн организацине «тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑхсенчен» ҫынсем килеҫҫӗ (Зах. 8:23). Анчах та хӑвӑр ачасем эсир калаҫакан чӗлхене лайӑх ӑнланмаҫҫӗ пулсан, вӗсене чӑнлӑха вӗрентме йывӑр пулма пултарать. Ытти ҫынсемпе Библи вӗреннипе танлаштарсан, хӑвӑрӑн ачасемпе Библи вӗренесси сирӗншӗн — чи кирли. Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесен ачасен Иегова ҫинчен пӗлӳ илмелле (Иоанн 17:3). Ҫавӑнпа майлӑ вӑхӑт тупӑнсанах вӗсемпе Библири чӑнлӑхсем ҫинчен калаҫма тӑрӑшӑр. (Саккуна астутарни 6:6, 7 вуласа пар.)

6. Хӑвӑрӑн тӑван чӗлхене ачасем пӗлеҫҫӗ пулсан, ҫакӑ мӗнле усӑ пама пултарать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

6 Ҫӗнӗ вырӑнти чӗлхепе калаҫма ачасем хӑйсемех вӗренме пултарӗҫ, тӗслӗхрен, шкулта. Анчах та вӗсем хӑвӑрӑн тӑван чӗлхене вӗренме пултарччӑр тесен, сирӗн ҫак чӗлхепе вӗсемпе час-часах калаҫмалла. Вара ачасем хӑйсен чӗринчи шухӑшӗсемпе туйӑмӗсем ҫинчен сире каласа пама пултарӗҫ. Унтан та ытларах, ачасем темиҫе чӗлхепе калаҫма пӗлеҫҫӗ пулсан, ҫакӑ вӗсен ӑс-тӑн пултарулӑхӗсене аталантарма тата ыттисемпе хутшӑнма вӗренме пулӑшать. Унсӑр пуҫне, малашне вӗсен Иеговӑн ӗҫӗнче нумайрах тума май пулать. Каролина ятлӑ хӗрарӑм тӑван, унӑн ашшӗпе амӑшӗ иммигрантсем, акӑ мӗн калать: «Урӑх чӗлхепе калаҫакансен пухӑвӗнче питӗ лайӑх! Хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнта пулӑшма мӗн тери кӑмӑллӑ!»

7. Ют чӗлхепе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене ҫӗнтерес тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?

7 Хӑш-пӗр чухне урӑх ҫӗршывран куҫса килнисен ачисен, ҫӗнӗ вырӑнти культурӑна тата унти чӗлхепе калаҫма хӑнӑхса кайнӑран, ашшӗпе амӑшӗн тӑван чӗлхипе калаҫас килмест. Ҫав чӗлхене вӗренме те йывӑр пулма пултарать. Ашшӗ-амӑшӗсем, хӑвӑрӑн ачасем ҫинчен ҫапла калама пулать пулсан, эсир халӗ пурӑнакан вырӑнти чӗлхене кӑшт та пулин вӗренме пултаратӑр-и? Ачӑрсем мӗн ҫинчен калаҫнине, вӗсене мӗнле вӑйӑ-кулӑ килӗшнине тата шкулта мӗнле заданисем панине ӑнланатӑр пулсан, ҫавӑн пекех учительсемпе хӑвӑр калаҫма пултаратӑр пулсан, ачасене чӑнлӑхра вӗрентсе ӳстерме чылай ҫӑмӑлтарах пулӗ. Паллах, ҫӗнӗ чӗлхепе калаҫма вӗренес тесен вӑй хуни, хамӑра кӗҫӗне хуни тата вӑхӑт кирлӗ. Анчах та ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха: сирӗн ача пӗр-пӗр сӑлтава пула илтми пулса тӑчӗ пулсан, унпа хутшӑнмашкӑн эсир илтмен ҫынсен чӗлхипе калаҫма вӗренместӗрччӗ-ши? Ачана урӑх чӗлхепе калаҫма ҫӑмӑлтарах пулсан, ҫаплах тумалла мар-и вара? *

8. Сире ют чӗлхепе калаҫма йывӑр пулсан, эсир хӑвӑрӑн ачасене мӗнле пулӑшма пултаратӑр?

8 Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗсем урӑх чӗлхепе лайӑх калаҫма вӗренсе ҫитеймесен те пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа ачисене Библири чӑнлӑха вӗрентме те йывӑр килет (2 Тим. 3:15). Сирӗн те лару-тӑру ҫавнашкал пулсан, эсир ҫав-ҫавах ачӑрсене Иегова ҫинчен пӗлме тата ӑна юратма пулӑшма пултаратӑр. Шан ятлӑ старейшина акӑ мӗн калать: «Анне эпир лайӑх ӑнланакан чӗлхепе аран-аран калаҫатчӗ, манӑн аппапа йӑмӑк та, эпӗ те унӑн тӑван чӗлхине япӑх ӑнланаттӑмӑрччӗ. Анчах та анне кашни эрнере ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнине ирттерес тесе вӗренсе ларнине, кӗлтунине тата пӗтӗм вӑя хунине курса эпир Иегова ҫинчен пӗлӳ илни питӗ кирлине ӑнланаттӑмӑр».

9. Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене Библие икӗ чӗлхепе те вӗрентни кирлине асӑрхасан мӗн тума пултараҫҫӗ?

9 Хӑш-пӗр ачасене Иегова ҫинчен икӗ чӗлхепе те вӗрентмелле. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен шкулта вӗсем пӗр чӗлхепе калаҫаҫҫӗ, килте вара — тепӗр чӗлхепе. Ҫавӑнпа хӑш-пӗрисем ачисене вӗрентмешкӗн ик чӗлхипе те кӑларнӑ публикацисемпе, аудиоҫыртарӑвӗсемпе тата фильмсемпе усӑ кураҫҫӗ. Ачасене Иеговӑпа хӑйсен хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетме пулӑшас тесен урӑх ҫӗршывран куҫса килнӗ ашшӗ-амӑшӗсене вӑхӑтпа вӑй нумайрах кирли уҫҫӑнах курӑнать.

ХӐШ ПУХӐВА ҪӲРЕМЕЛЛЕ?

10. а) Хӑш пухӑва ҫӳремелли пирки камӑн йышӑну тумалла? ӑ) Ҫак йышӑнӑва тӑвиччен унӑн мӗн тумалла?

10 «Ютран килнисем» хӑйсен чӗлхипе калаҫакан ытти Свидетельсенчен аякра пурӑнаҫҫӗ пулсан, вӗсен хӑйсем пурӑнакан вырӑнти чӗлхепе иртекен пухӑва ҫӳремелле (Пс. 145:9). Анчах та юнашар вӗсен тӑван чӗлхипе иртекен пуху пур пулсан, мӗн тумалла? Ун пек чухне хӑш пухӑва ҫӳресен лайӑхрах пуласси пирки шухӑшласа пӑхмалла. Ҫемье пуҫӗн пурне те шута илсе, кӗлтуса тата арӑмӗпе те, ачисемпе те канашланӑ хыҫҫӑн йышӑну тумалла (1 Кор. 11:3). Унӑн мӗн-мӗн шута илмелле? Библири хӑш принципсем ӑна йышӑну тума пулӑшӗҫ? Айтӑр хӑш-пӗрисене пӑхса тухар.

11, 12. а) Чӗлхене пӗлни ача пухура мӗн чухлӗ ӑнланса илнипе мӗнле ҫыхӑннӑ? ӑ) Мӗншӗн хӑш-пӗр ачасен ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине вӗренес килмест?

11 Ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачисене чӑннипе мӗн кирлине ӑнланмалла. Ача Библири чӑнлӑха лайӑх ӑнланма пултартӑр тесен Библи мӗне вӗрентни ҫинчен пухура кашни эрнере темиҫе сехет итлесе ларни ҫителӗксӗр паллах. Ҫапах та ҫакӑн ҫинчен те шухӑшласа пӑхӑр: хӑй лайӑх ӑнланакан чӗлхепе иртекен пухура ача итлесе ларнипех нумай япалана вӗренет, хушӑран вӑл ашшӗ-амӑшӗ кӗтнинчен те ытларах ӑнланса илет. Анчах та ача хӑй лайӑх пӗлмен чӗлхепе иртекен пухӑва ҫӳрет пулсан, усси сахал пулма пултарать. (1 Коринф 14:9, 11 вуласа пар.) Унсӑр пуҫне, вӑхӑт иртнӗҫемӗн ача халӗ калаҫакан чӗлхепе, тен, шухӑшлама та пӑрахӗ, ҫав чӗлхепе калаҫни те унӑн чӗри ҫине витӗм кӳмесен те пултарать. Ҫакна та палӑртмалла: хӑш-пӗр ачасем ашшӗ-амӑшӗн тӑван чӗлхипе пухура комментарисем пама, вӗренмелли заданисем тума тата ҫынсемпе калаҫу пуҫлама вӗренееҫҫӗ пулин те, хӑйсем мӗн калани хӑйсен чӗрисене пырса тивмест.

12 Унсӑр пуҫне, ачан чӗри ҫине чӗлхе кӑна витӗм кӳмест. Ҫӳлерех асӑннӑ Джошуа ҫакна ҫирӗплетсе пама пултарать. Унӑн аппӑшӗ Эстер калать: «Ачасем ашшӗ-амӑшӗн чӗлхи, культури тата тӗнӗ ҫине пӗтӗмӗшле пӑхаҫҫӗ». Ашшӗ-амӑшӗн культури ача чӗрине ҫывӑх мар пулсан, унӑн вӗсен чӗлхине вӗренес тата вӗсен тӗнне йышӑнас килмесен те пултарать. Мӗн тумалла-ши вара?

13, 14. а) Мӗншӗн пӗр ҫемье ҫӗнӗ вырӑнти чӗлхепе иртекен пухӑва куҫса кайма шут тытнӑ? ӑ) Иеговӑпа хӑйсен хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗп упрас тесе ашшӗ-амӑшӗсем мӗн тунӑ?

13 Ашшӗ-амӑшӗсен ачисене мӗн кирлине пуринчен мала хумалла (1 Кор. 10:24). Джошуапа Эстер ашшӗ Самьюэл калать: «Эпир арӑмпа иксӗмӗр ачасемпе чӑнлӑх ҫинчен хӑш чӗлхепе калаҫни вӗсен чӗрине пырса тивнине курма тӑрӑшрӑмӑр тата Турӑран ӑслӑлӑх ыйтрӑмӑр. Хуравӗ вара эпир мӗн тӑвас килнипе пӗр килмерӗ. Анчах та пирӗн тӑван чӗлхепе иртекен пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем ачасене сахал усӑ панине ӑнланса илсен эпир урӑх пухӑва куҫса кайма шут тытрӑмӑр. Эпир кашни эрнере пурте пӗрле тӗлпулусене ҫӳреттӗмӗр тата ырӑ хыпар сараттӑмӑр. Ҫавӑн пекех пухури тӑвансене хӑнана чӗнеттӗмӗр е пӗрле ӑҫта та пулин канма кайса килеттӗмӗр. Ҫавна пула пирӗн ачасем пухури тӑвансемпе лайӑхрах паллашма пултарчӗҫ. Иегова вара вӗсемшӗн Турӑ ҫеҫ мар, Атте те, Тус та пулса тӑчӗ. Ҫакӑ вӗсемшӗн хамӑрӑн тӑван чӗлхепе лайӑх калаҫма вӗреннинчен чылай кирлӗрех».

14 Самьюэл ҫапла хушса калать: «Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗп упрас тесе эпир арӑмпа хамӑрӑн тӑван чӗлхепе иртекен пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене те ҫӳреттӗмӗр. Пурне те ӗлкӗрме питӗ йывӑрччӗ тата эпир хытӑ ывӑнаттӑмӑрччӗ. Анчах та эпир вӑй хунӑшӑн тата хамӑра шеллеменшӗн Иегова пире пиллерӗ, эпир ӑна ҫавӑншӑн питӗ пархатарлӑ! Пирӗн ачасем виҫҫӗшӗ те Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеҫҫӗ».

АЧАСЕМ ХӐЙСЕМ МӖН ТУМА ПУЛТАРАҪҪӖ?

15. Мӗншӗн Кристина ятлӑ тӑван вырӑнти чӗлхепе калаҫакансен пухӑвне ҫӳреме шут тытнӑ?

15 Ҫитӗнерехпе хӑш-пӗр ачасем хӑйсем лайӑх ӑнланакан чӗлхепе калаҫакансен пухӑвӗнче Иеговӑшӑн ӗҫлесен лайӑхрах пуласса ӑнланса илеҫҫӗ. Ун пек чухне ашшӗ-амӑшӗсен ачасем пире юратмаҫҫӗ тесе шутламалла мар. Кристина ятлӑ хӗрарӑм тӑван аса илет: «Эпӗ аттепе аннен тӑван чӗлхипе калаҫма кӑштах пӗлеттӗмччӗ, анчах та пухура питӗ сахал ӑнланаттӑм. 12-ре эпӗ шкулта калаҫакан чӗлхепе иртекен конгресра пултӑм. Ҫавӑн чухне пӗрремӗш хут ӑнланса илтӗм: эпӗ мӗн илтни — чӑнлӑх! Маншӑн тепӗр лайӑх улшӑну та пулса иртрӗ — эпӗ Иеговӑна ҫак чӗлхепе кӗлтума тата унпа чуна уҫса калаҫма тытӑнтӑм» (Ап. ӗҫ. 2:11, 41). Ӳссе ҫитсен Кристина ашшӗ-амӑшӗпе калаҫнӑ хыҫҫӑн урӑх пухӑва ҫӳреме пуҫланӑ. Тата вӑл ҫапла калать: «Шкулта калаҫакан чӗлхепе Иегова ҫинчен пӗлме пуҫлани мана ӳсӗмсем тума хавхалантарчӗ». Кӗҫех Кристина пионер пулса ӗҫлеме тытӑннӑ.

16. Мӗншӗн Надя ятлӑ тӑван урӑх пухӑва куҫманшӑн савӑнать?

16 Ҫамрӑксем, хӑвӑр пурӑнакан вырӑнти чӗлхепе калаҫакансен пухӑвне куҫса каяс килет-и сирӗн? Ҫапла пулсан, хӑвӑртан мӗншӗн манӑн унта куҫас килет тесе ыйтӑр. Унта куҫни сире Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшӗ-и? (Иак. 4:8.) Е сирӗн хӑвӑр пурнӑҫа ҫӑмӑллатас килет? Е эсир аҫу-аннӳн хӑвӑра тӗрӗслесе тӑма майсем сахалтарах пулччӑр тесе урӑх пухӑва куҫасшӑн? «Ҫамрӑк чухне эпир, аттепе аннен тӑватӑ ачи, вырӑнти чӗлхепе калаҫакансен пухӑвне куҫса каяс тенӗччӗ»,— каласа парать Вефильте ӗҫлекен Надя ятлӑ хӗрарӑм тӑван. Анчах та унӑн ашшӗ-амӑшӗ ҫакӑ ачисемпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетме пулӑшас ҫуккине пӗлнӗ. Надя хушса калать: «Аттепе анне пире хӑйсен тӑван чӗлхине вӗрентме вӑй хунӑшӑн тата урӑх пухӑва куҫса кайма ирӗк паманшӑн эпир халӗ питӗ пархатарлӑ. Ҫакӑ пирӗн пурнӑҫа пуянлатрӗ тата ыттисене Иеговӑпа паллаштарма ытларах май пачӗ».

ЫТТИСЕМ МӖНЛЕ ПУЛӐШМА ПУЛТАРАҪҪӖ?

17. а) Ачасене вӗрентсе ӳстерме Иегова кама хушнӑ? ӑ) Хӑйсен ачисене чӑнлӑха вӗрентес тесе ашшӗ-амӑшӗсем камран пулӑшу ыйтма пултараҫҫӗ?

17 Ачасене вӗрентсе ӳстерес яваплӑха Иегова ашшӗ-амӑшӗсем ҫине хунӑ, аслашшӗпе асламӑшӗ е урӑх никам ҫине те мар. (Ытарӑшсем 1:8; 31:10, 27, 28 вуласа пар.) Апла пулин те хӑйсем пурӑнакан вырӑнти чӗлхепе калаҫма пӗлмен ашшӗ-амӑшӗсене чӑнлӑха ачисен чӗри патне ҫитермешкӗн, тен, пулӑшу кирлӗ. Ҫакӑ ачасене вӗрентес яваплӑха ыттисем ҫине хунине пӗлтермест. Анчах та пухури тӑвансем пулӑшнипе вӗсем хӑйсен ачисене «Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӳкӗтлесе, вӗрентсе пӑхса» ӳстерме пултарӗҫ (Эф. 6:4). Тӗслӗхрен, ашшӗ-амӑшӗсем ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнине мӗнле ирттермелли пирки е ачисене лайӑх туссене тупма мӗнле пулӑшмалли пирки пухури старейшинӑсенчен канаш ыйтма пултараҫҫӗ.

Пухури тӑвансемпе хутшӑнни ашшӗ-амӑшӗсене те, ачисене те усӑ кӳрет (18, 19 абзацсене пӑхӑр.)

18, 19. а) Пухури тӑвансем ҫамрӑксене мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ? ӑ) Ашшӗ-амӑшӗсен мӗн тума пӑрахмалла мар?

18 Вӑхӑтран вӑхӑта ашшӗ-амӑшӗсем ҫемьепе Турра пуҫҫапнине пӗрле ирттерме ытти ҫемьесене те чӗнме пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, ачасем ытти христиансемпе пӗрле ырӑ хыпар сарнӑ чухне е ытти ӗҫсене тунӑ чухне нумай вӗренеҫҫӗ (Ытар. 27:17). Ҫӳлерех асӑннӑ Шан тӑван аса илет: «Хама яланах пулӑшса тӑнӑ арҫын тӑвансене эпӗ лайӑх астӑватӑп. Вӗсем мана вӗренмелли заданисене тума пулӑшнӑ чухне эпӗ вӗсенчен пӗрмай мӗн те пулин ҫӗннине вӗренеттӗм. Вӗсемпе пӗрле канма та мана питӗ килӗшетчӗ».

19 Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене пулӑшма пухури пӗр-пӗр тӑвана ыйтнӑ пулсан, ҫав тӑванӑн ачасене хӑйсен ашшӗпе амӑшне хисеплеме вӗрентмелле. Ҫавӑн пекех ачасемпе хутшӑннӑ чухне пулӑшакан тӑванӑн вӗсен ашшӗ-амӑшӗ ҫинчен япӑххине каласран асӑрханмалла тата ашшӗ-амӑшӗн тивӗҫӗсене хӑй ҫине илмелле мар. Унсӑр пуҫне, пулӑшакан тӑванпа ачасем хушшинчи хутшӑнусем таса пулни пирки пухури тӑвансен те, ытти ҫынсен те пӗр иккӗленӳ те ан пултӑр тесе тӑрӑшмалла (1 Петр 2:12). Ашшӗ-амӑшӗсен вара, вӗсем пулӑшу ыйтма пултараҫҫӗ пулин те, ачисене чӑнлӑха вӗрентес яваплӑха ыттисем ҫине хумалла мар. Вӗсен хӑйсен ачисене пухури тӑвансем мӗнле пулӑшни ҫинчен пӗлсе тӑмалла, хӑйсен те ачисене вӗрентме пӑрахмалла мар.

20. Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

20 Ашшӗ-амӑшӗсем, Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр тата ачасене вӗрентмешкӗн мӗн тума пултарнине пурне те тӑвӑр. (2 Ҫулсеренхи 15:7 вуласа пар.) Ачасене Иеговӑпа хӑйсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетме пулӑшас тесе пуринчен малтан хӑвӑра мӗн килӗшнине мар, вӗсене мӗн кирлине шута илӗр. Турӑ Сӑмахӗ ачасен чӗрине пырса тивтӗр тесе пӗтӗм вӑя хурӑр. Сирӗн ачасем Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем пулса тӑрасса ҫирӗп шанӑр. Вӗсем Библипе килӗшӳллӗн пурӑнма тата сирӗнтен тӗслӗх илме пуҫласан эсир хӑвӑра Иоанн апостол пекех туйма пултарӑр. Хӑй чӑнлӑха вӗрентнӗ ҫынсене ачасемпе танлаштарса вӑл ҫапла каланӑ: «„Манӑн ачамсем чӑнлӑхпа пурӑнаҫҫӗ“ теекен хыпартан савӑнӑҫлӑрах хыпар ҫук маншӑн» (3 Иоанн 4).

^ 7 абз. 2007 ҫулхи март уйӑхӗнче тухнӑ «Вӑранӑр!» журналта «Новый язык вам по силам!» статьяна пӑхӑр, 10—12 страницӑсем.