Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Джордж Роллстон тата Артур Уиллис радиатора шыв яраҫҫӗ (Ҫурҫӗр территори, 1933 ҫул)

ПИРӖН АРХИВСЕНЧЕН

«Ытлашши йывӑр е ытлашши вӑрӑм ҫул ҫук»

«Ытлашши йывӑр е ытлашши вӑрӑм ҫул ҫук»

1937 ҫулта мартӑн 26-мӗшӗнче Сидней еннелле (Австрали) тусанланса пӗтнӗ пысӑках мар грузовик васкамасӑр пынӑ. Унта вӑрӑм ҫул ҫинче ӗшенсе ҫитнӗ икӗ ҫын ларса пынӑ. Пӗр ҫулталӑк маларах вӗсем Сидней хулинчен тухса кайнӑ та континет ҫинчи чи аякри тата ҫул-йӗр ҫук вырӑнсенче ҫӳренӗ. Вӗсен хыҫӗнче 19 000 ҫухрӑм ытла юлнӑ. Кусем тӗпчевҫӗсем е приключени шыраса ҫӳрекенсем мар, икӗ хастар пионер пулнӑ. Вӗсем Иеговӑн ытти ӗҫлекенӗсем пекех аутбэкра (Австралири сахал ҫын пурӑнакан, анлӑ сарӑлса выртакан районсенче) Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар сарса ҫӳренӗ. Вӗсене Артур Уиллис тата Билл Ньюлендс тесе чӗннӗ.

1920 ҫулсем вӗҫленичченех Австралири Библи Тӗпчекенсем * ырӑ хыпара шыв хӗррипе вырнаҫнӑ хуласемпе поселоксенче е ҫывӑхри вырӑнсенче сарса ҫӳренӗ. Анчах та материк варринче сахал ҫын пурӑнакан область пулнӑ, унӑн калӑпӑшӗ Пӗрлешӳллӗ Штатсен территорийӗн ҫурринчен пысӑкрах пулнӑ, ҫанталӑкӗ вара унта ытла та типӗ тӑнӑ. Тӑвансем Иисус хыҫҫӑн пыракансен ырӑ хыпара «ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех», ҫав шутрах аутбэкра та, каласа памаллине ӑнланнӑ (Ап. ӗҫ. 1:8). Анчах та вӗсем ҫав питӗ йывӑр ӗҫе мӗнле пурнӑҫланӑ-ха? Вӗсем Иегова хӑйсене пиллессе шанса тӑнӑ тата хӑйсем мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех тума ҫирӗп шутлӑ пулнӑ.

ПИОНЕРСЕМ ҪУЛ УҪАҪҪӖ

1929 ҫулта Квинсленд тата Хӗвеланӑҫ Австрали штачӗсенчи пухусем ҫав штатсен аякри районӗсенче ырӑ хыпар сарма каймашкӑн темиҫе автофургон хатӗрленӗ. Водительсем пулма ҫирӗп те чӑтӑмлӑ, машина юсама тата йывӑрлӑхсем тӳссе ирттерме пултаракан пионерсене лартнӑ. Вӗсем унччен никам та ырӑ хыпар сарса ҫӳремен вырӑнсене нумайӑшне ҫитнӗ.

Машинсӑр пионерсем аутбэка велосипедсемпе кайнӑ. Тӗслӗхрен, 1932 ҫулта 23 ҫулхи Беннетт Брикелл тӑван Рокгемптонран (Квинсленд штачӗ) пилӗк уйӑхлӑха ҫулҫӳреве тухса кайнӑ. Вӑл ҫав штатӑн ҫурҫӗр енчи аякри районсенче ырӑ хыпар сарнӑ. Брикелл велосипед ҫине утиялсем, тумтир, апат-ҫимӗҫ тата питӗ нумай кӗнеке тиенӗ. Шинӑсем ҫийӗнсе пӗтсен вӑл Иегова пулӑшасса шанса малалла утнӑ. Юлашки 320 ҫухрӑма вӑл велосипедне тӗксе утса тухнӑ, ҫав тӑрӑхра вара унччен ҫынсем шывсӑр типсе вилни те пулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн 30 ҫул хушшинче Брикелл велосипедпа, мотоциклпа тата машинпа ҫӗр-ҫӗр пин ҫухрӑм таранах ҫӳренӗ, Австралире пур ҫӗре те ҫитнӗ. Аборигенсене ырӑ хыпар пӗлтерекенсенчен вӑл чи пӗрремӗшӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл ҫӗнӗ пухусем йӗркелеме пулӑшнӑ тата аутбэкра пурӑнакан ҫынсемшӗн хисеплӗ ҫын пулса тӑнӑ.

ЙЫВӐРЛӐХСЕМ ҪИНЕ ПӐХМАСӐР

Австрали — сахал ҫын пурӑнакан ҫӗршывсенчен пӗри. Аутбэк пирки каласан вара, ҫын пурӑнакан вырӑнсем унта сайра-хутра ҫеҫ тӗл пулаҫҫӗ. Анчах та Иеговӑн ӗҫлекенӗсем темле йывӑр пулсан та тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсене континент ҫинчи чи аякри кӗтессенче те шыраса тупма шут тытнӑ.

Стьюарт Келтипе Уильям Торрингтон ятлӑ пионерсем ҫак тӗлӗшрен уйрӑмах хастар пулнӑ. 1933 ҫулта вӗсем вӗҫсӗр-хӗрсӗр сарӑлса выртакан Симпсон пушхирӗ урлӑ тухса материк варринче вырнаҫнӑ Алис-Спрингс хулине ҫитнӗ. Ҫул ҫинче вӗсен пӗчӗк машини ванса кайсан ӑна пӑрахса хӑварма тивнӗ. Урасӑр Келти тӑван, йывӑҫ протез тӑхӑннӑскер, малалла тӗвепе кайнӑ. Иегова вӗсене вӑй хунӑшӑн пилленӗ. Уильям Крик ятлӑ чугун ҫул станцине ҫитсен вӗсем хӑна ҫурчӗн хуҫине тӗл пулнӑ. Ҫав ҫын, Чарлз Бернхардт, каярахпа чӑнлӑха йышӑннӑ, вӑл хӑна ҫуртне сутнӑ та 15 ҫул хушши пӗчченех Австралири чи типӗ те ҫул-йӗрсӗр вырӑнсенче пионер пулса ӗҫленӗ.

Артур Уиллис анлӑ сарӑлса выртакан аутбэка ырӑ хыпар сарма каяс умӗн (Перт, Хӗвеланӑҫ Австрали штачӗ, 1936 ҫул)

Нумай йывӑрлӑха чӑтса ирттермешкӗн ҫав пионерсене, паллах, хӑюлӑх та ҫирӗп кӑмӑл кирлӗ пулнӑ. Статья пуҫламӑшӗнче асӑннӑ Артур Уиллиспа Билл Ньюлендс тӑвансен пӗррехинче 30 ҫухрӑма яхӑн ҫула икӗ эрне кайма тивнӗ, мӗншӗн тесен шалкӑм ҫумӑр ҫунипе пушхир шурлӑхланса кайнӑ. Хӑш-пӗр чухне вӗсем хӗвел хытӑ хӗртнипе грузовик кабининче шӑрӑхпа нушаланнӑ, таҫта ҫитиех тӑсӑлса выртакан хӑйӑр куписем, чуллӑ айлӑмсем тата типсе ларнӑ юханшывсен хӑйӑрлӑ тӗпӗсем урлӑ аран-аран каҫа-каҫа кайнӑ. Машин ҫӗмӗрӗлсе ларсан (ун пекки вара час-часах пулнӑ) вӗсен чи ҫывӑхри хулана темиҫе кун ҫуран е велосипедпа кайма тивнӗ, унта вара темиҫе эрне хушши запчаҫсем ярса парасса кӗтнӗ. Темле йывӑр килнӗ чухне те вӗсен хастарлӑхӗ сӳнмен. Каярахпа Артур Уиллис «Ылтӑн ӗмӗр» журналти сӑмахсене кӑшт улӑштарса ҫапла каланӑ: «Унӑн Свидетелӗсемшӗн ытлашши йывӑр е ытлашши вӑрӑм ҫул ҫук».

Нумай ҫул хушши пионер пулса ӗҫленӗ Чарлз Харрис аутбэкри йывӑрлӑхсене пула эпӗ Иеговӑпа тата ытларах ҫывӑхлантӑм тенӗ. Тата вӑл каланӑ: «Пурлӑх мӗн чухлӗ сахалтарах, пурнӑҫ ҫулӗпе утма ҫавӑн чухлӗ ҫӑмӑлтарах. Иисус хӑш-пӗр чухне уҫӑ вырӑнта ҫӗр каҫма хатӗр пулнӑ пулсан, пирӗн те, кирлӗ пулсан, ҫавнах тума хатӗр тӑмалла». Пионерсен нумайӑшӗн шӑп ҫавнашкал шухӑш-кӑмӑл пулнӑ. Вӗсем ырми-канми ӗҫленине пула ырӑ хыпар континент ҫинчи пур кӗтесе те ҫитнӗ, ҫапла вара нумай ҫын Турӑ Патшалӑхӗ майлӑ тӑма пултарнӑ.

^ 4 абз. 1931 ҫулта Библи Тӗпчекенсем Иегова Свидетелӗсем ята илнӗ (Ис. 43:10).