Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Туррӑн халӑхне паян кам ертсе пырать?

Туррӑн халӑхне паян кам ертсе пырать?

«Хӑвӑра вӗрентекенсене ан манӑр» (ЕВР. 13:7).

ЮРӐСЕМ: 123, 126

1, 2. Иисус Христос пӗлӗте ҫӗкленнӗ хыҫҫӑн апостолсем мӗн ҫинчен шухӑшлама пултарнӑ?

ИИСУСӐН апостолӗсем Елеон тӑвӗ ҫинче тӳпене пӑхса тӑнӑ. Вӗсем тин ҫеҫ хӑйсен тусӗ тата Ҫӳлхуҫи, Иисус Христос, ҫӳлелле ҫӗкленсе кайнине тата ӑна пӗлӗт хупласа илнине курнӑ (Ап. ӗҫ. 1:9, 10). Иисус икӗ ҫул хушши вӗсене вӗрентнӗ, хавхалантарнӑ тата ертсе пынӑ. Халӗ вӗсем унсӑрӑн мӗн тӑвӗҫ-ши?

2 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене яваплӑ ӗҫ шанса панӑ. Вӑл каланӑ: «Ман ҫинчен Иерусалимра та, пӗтӗм Иудейӑра та, Самарире те, ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех каласа кӑтартакансем пулатӑр» (Ап. ӗҫ. 1:8). Вӗсен ҫак ӗҫе мӗнле туса ҫитермелле пулнӑ-ши? Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене кӗҫех святой сывлӑш илетӗр тесе шантарса каланӑ (Ап. ӗҫ. 1:5). Апла пулин те христиансем ырӑ хыпара ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех сарма пултарччӑр тесе ҫак ӗҫе йӗркелесе-ертсе пыракансем кирлӗ пулнӑ. Ӗлӗк-авал Иегова хӑйӗн халӑхне ертсе пыма ҫынсене суйласа лартнӑ. Ҫавӑнпа апостолсем ҫакӑн пек ыйту пама пултарнӑ: «Иегова хӑйӗн халӑхӗ валли ҫӗнӗ ҫулпуҫ суйласа лартӗ-и?»

3. а) Иисус пӗлӗте ҫӗкленнӗ хыҫҫӑн апостолсем мӗнле питӗ кирлӗ йышӑну тунӑ? ӑ) Эпир ҫак статьяра мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Иисусӑн вӗренекенӗсем Сӑваплӑ Ҫырӑва тӗпченӗ тата Турра кӗлтунӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иуда Искариот вырӑнне 12-мӗш апостола суйласа илнӗ. Вӑл Матфий пулнӑ (Ап. ӗҫ. 1:15—26). Мӗншӗн ҫак йышӑну христиансемшӗн те, Иеговӑшӑн та питӗ кирлӗ пулнӑ? Мӗншӗн тесен апостолсем вуниккӗн пулмалла пулнӑ *. Иисус апостолсене хӑйпе пӗрле ырӑ хыпар сарса ҫӳреме анчах суйласа илмен. Вӑл вӗсене пуласлӑхра пысӑк яваплӑх парас тесе вӗрентнӗ. Мӗнле яваплӑх пирки сӑмах пырать тата Иегова Иисус урлӑ вӗсене мӗнле пулӑшса тӑнӑ? Пирӗн вӑхӑтра Туррӑн халӑхӗ хушшинче ҫав яваплӑха пурнӑҫласа тӑракан арҫын тӑвансем пур-и? Мӗнле майпа эпир хамӑра вӗрентекенсене, уйрӑмах «шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана», асра тытма пултаратпӑр? (Евр. 13:7; Матф. 24:45.)

КУҪА КУРӐНМАН ҪУЛПУҪ ЕРТСЕ ПЫРАТЬ

4. Пӗрремӗш ӗмӗрте апостолсем тата Иерусалимри ытти старейшинӑсем мӗнле ӗҫ туса тӑнӑ?

4 Пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче апостолсем христиансен пухӑвне ертсе пыма пуҫланӑ. Библире каланӑ тӑрӑх, «Петр вунпӗрӗшпе пӗрле тӑнӑ та» пухӑннӑ ҫынсене — иудейсемпе прозелитсене — вӗсен пурнӑҫӗсене ҫӑлма пултаракан чӑнлӑхсене вӗрентме пуҫланӑ (Ап. ӗҫ. 2:14, 15). Вӗсенчен нумайӑшӗ христиансем пулса тӑнӑ. Кайран вара вӗсем «апостолсем вӗрентнине яланах тӑнласа тӑнӑ» (Ап. ӗҫ. 2:42). Апостолсем пухӑвӑн укҫи-тенкине нуша тӳсекен тӑвансене уйӑрса валеҫсе панӑ (Ап. ӗҫ. 4:34, 35). Тата, Библире ҫырнӑ тӑрӑх, вӗсем «яланах кӗлтуса, Турӑ сӑмахне вӗрентсе» тӑнӑ (Ап. ӗҫ. 6:4). Унсӑр пуҫне, вӗсем опытлӑ христиансене ырӑ хыпара урӑх вырӑнсенче сарма ыйтнӑ (Ап. ӗҫ. 8:14, 15). Вӑхӑт иртсен пухури ӗҫсене апостолсем кӑна мар, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ ытти старейшинӑсем те тума пуҫланӑ. Вӗсем пур пухӑва та хушусем парса тӑракан ертсе пыракан совета кӗнӗ (Ап. ӗҫ. 15:2).

5, 6. а) Ертсе пыракан совета святой сывлӑш пулӑшса тӑни ӑҫтан курӑнать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Ертсе пыракан совета ангелсем мӗнле пулӑшса тӑнӑ? б) Ертсе пыракан совет Турӑ Сӑмахне тимлени ӑҫтан курӑнать?

5 Ертсе пыракан совета Иегова Турӑ пуху Пуҫӗ урлӑ, Иисус Христос урлӑ, ертсе пыни пирки пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем мӗншӗн пӗртте иккӗленмен? Пӗрремӗшӗнчен, ертсе пыракан совета святой сывлӑш пулӑшса тӑнӑ (Иоанн 16:13). Паллах, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене пурне те Турӑ хӑйӗн сывлӑшне панӑ, анчах та пуринчен ытла вӑл апостолсене тата Иерусалимри ытти старейшинӑсене хӑйсен тивӗҫне туса тӑма пулӑшнӑ. Тӗслӗхрен, пирӗн эрӑри 49 ҫулта ертсе пыракан совета ӳт кастарнипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва татса пама святой сывлӑш пулӑшнӑ. Пухусем вара ертсе пыракан совет мӗн хушнине тунӑ, ҫавна пула вӗсем «тӗн тӗлӗшӗнчен тӗреклӗленсе пынӑ, куллен-кун йышлӑланнӑ» (Ап. ӗҫ. 16:4, 5). Ертсе пыракан совет мӗнле йышӑну туни ҫинчен ҫырнӑ ҫыруран ҫав совета кӗрекен арҫын тӑвансен святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсем, ҫав шутрах юрату тата ӗненӳ, пулни курӑнать (Ап. ӗҫ. 15:11, 25—29; Гал. 5:22, 23).

6 Иккӗмӗшӗнчен, ертсе пыракан совета ангелсем пулӑшса тӑнӑ. Ӳт кастарман Корнилий, еврей ҫынни пулманскер, шыва кӗриччен акӑ мӗн пулса тухнӑ. Ангел ӑна Петр апостола чӗнтерсе килме хушнӑ. Корнилий патне килсен, Петр ӑна тата унӑн кил-йышне ырӑ хыпар калама пуҫланӑ. Вара итлекенсем ҫине пурин ҫине те, ӳт кастарман арҫынсем ҫине те, святой сывлӑш аннӑ. Ҫавна пула апостолсемпе ытти арҫын тӑвансем вӗсен Туррӑн ирӗкне пӑхӑнмаллине тата ӳтне кастарман урӑх халӑх ҫыннисене христиансен пухӑвне йышӑнмаллине ӑнланса илнӗ (Ап. ӗҫ. 11:13—18). Унсӑр пуҫне, ангелсем ырӑ хыпар сарас ӗҫе туса тӑма хастарлӑн пулӑшса тӑнӑ, ҫав ӗҫшӗн ертсе пыракан совет яваплӑ пулнӑ (Ап. ӗҫ. 5:19, 20). Виҫҫӗмӗшӗнчен, ертсе пыракан совет Туррӑн Сӑмахне тимленӗ. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ ҫав христиансем тӗн вӗрентӗвӗсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса панӑ тата пухусене Сӑваплӑ Ҫырупа килӗшӳллӗн вӗрентсе-кӑтартса тӑнӑ (Ап. ӗҫ. 1:20—22; 15:15—20).

7. Мӗншӗн пӗрремӗш ӗмӗрти христиансене Иисус Христос ертсе пынӑ теме пулать?

7 Ертсе пыракан советӑн пӗрремӗш христиансен пухӑвӗнче власть пулнӑ пулсан та, совета кӗрекен тӑвансем хӑйсен ҫулпуҫӗ Иисус Христос пулнине ӑнланнӑ. Павел апостолсене Иисус хӑй суйласа лартнӑ тесе ҫырнӑ. Тата вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Пур тӗлӗшпе те Христос патне ҫывӑхарма тӑрӑшса ӳссе ҫитӗнӗпӗр. Вӑл — Пуҫлӑх» (Эф. 4:11, 15). Библире каланӑ тӑрӑх, Иисусӑн вӗренекенӗсем Туррӑн ирӗкӗпе хӑйсем пирки «христиансем тесе калама пуҫланӑ», вӗсем пӗр-пӗр паллӑ апостолӑн ячӗпе ҫӳреме шутламан (Ап. ӗҫ. 11:26, ҪХ). Павел ҫакна ӑнланнӑ: пухӑва ертсе пыракан апостолсен тата урӑх арҫын тӑвансен Ҫырусемпе килӗшӳллӗн мӗне вӗрентнине ҫирӗп тытса тӑмалла. Анчах та вӑл каланӑ: «Кирек хӑш арҫыннӑн [ертсе пыракан советӑн та] пуҫлӑхӗ те — Христос... Христос пуҫлӑхӗ — Турӑ» (1 Кор. 11:2, 3). Ҫапла, пухӑва Иисус Христос ертсе пынӑ. Вӑл пӗлӗтре пулнӑ тата хӑйӗн Пуҫлӑхне, Иеговӑна, пӑхӑнса тӑнӑ.

КУ ӖҪ — ТУРРӐН ӖҪӖ

8, 9. XIX ӗмӗр вӗҫӗнче Рассел тӑван мӗнле питӗ кирлӗ ӗҫ тума пуҫланӑ?

8 XIX ӗмӗр вӗҫӗнче Чарлз Тейз Расселл хӑйпе пӗр шухӑшлӑ юлташӗсемпе пӗрле Турра Библире мӗн каланипе килӗшӳллӗн пуҫҫапасшӑн пулнӑ, ыттисене те ҫакна тума пулӑшасшӑн пулнӑ. Библири чӑнлӑха тӗрлӗ чӗлхепе пӗлтерес тесе 1884 ҫулта Сион хурал башнин тата трактатсен обществине йӗркеленӗ, президенчӗ Расселл тӑван пулнӑ *. Вӑл тӑрӑшсах Библи тӗпченӗ тата чиркӳ вӗрентӗвӗсем, сӑмахран, Троица тата вилӗмсӗр чун ҫинчен калакан вӗрентӳсем, суя пулнине хӑюллӑн каланӑ. Вӑл ӑнланнӑ тӑрӑх, Христосӑн курӑнмасӑр килмелле тата суя тӗнлӗ халӑхсен вӑхӑчӗ 1914 ҫулта вӗҫленмелле пулнӑ (Лука 21:24). Расселл тӑван хӑй мӗн пӗлнине ыттисене каласа парас тесе вӑхӑтне те, вӑйне те, укҫи-тенкине те шеллемен. Паллах, ҫав пысӑк пӗлтерӗшлӗ вӑхӑтра ӑна Иегова тата пуху Пуҫӗ Христос пулӑшса тӑнӑ.

9 Рассел тӑван чысшӑн ҫунман. 1896 ҫулта вӑл акӑ мӗн ҫырнӑ: «Эпир хамӑр ӗҫе чыс-мухтав илес тесе тумастпӑр; пире таса атте е раввин тесе чӗнессе те, пирӗн ятпа мӗнле те пулин тӗн ушкӑнне йӗркелесе ярасса та кӗтместпӗр». Каярахпа вӑл: «Ку — ҫын ӗҫӗ мар»,— тесе каланӑ.

10. а) Иисус «шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана» хӑҫан суйласа лартнӑ? ӑ) Ертсе пыракан советпа Хурал башнин Обществи хушшинче уйрӑмлӑх пуррине арҫын тӑвансем мӗнле ӑнланса илни ҫинчен каласа парӑр.

10 1919 ҫулта, Расселл вилнӗ хыҫҫӑн виҫӗ ҫул иртсен, Иисус Христос «шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана» суйласа лартнӑ. Мӗнле тӗллевпе? Хӑйӗн килтисене «вӑхӑтра апат» парса тӑма (Матф. 24:45). Ҫав ҫулсенче ҫак ӗҫе Бруклинри (Нью-Йорк) тӗп управленири святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ арҫын тӑвансен пӗчӗк ушкӑнӗ туса тӑнӑ. 1940 ҫулсенче пирӗн литературӑра «ертсе пыракан совет» сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе усӑ курма пуҫланӑ, ҫав вӑхӑтра унпа Хурал башнин, Библин тата трактатсен Обществи хушшинчи уйрӑмлӑха курман. Анчах та 1971 ҫулта Ертсе пыракан советпа Хурал башнин Обществи хушшинче мӗнле уйрӑмлӑх пуррине уҫҫӑн кӑтартса панӑ. Ҫав Общество ҫинчен Библире нимӗн те каламан тата вӑл юридически сӑпат пулнӑ. Унччен Ертсе пыракан совета Обществӑн директорӗсем ҫеҫ кӗнӗ, халӗ вара унта святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ ытти арҫын тӑвансем те кӗме пуҫланӑ. Юлашки ҫулсенче Хурал башнин Обществин тата Турӑ халӑхӗ усӑ куракан ытти юридически сӑпатсен директорӗсен ӗҫне урӑх сурӑхсем шутне кӗрекен яваплӑ арҫын тӑвансем туса тӑраҫҫӗ. Ҫавна пула Ертсе пыракан совет Иеговӑн ӗҫлекенӗсене Библипе килӗшӳллӗн вӗрентсе-кӑтартса тӑма пӗтӗм вӑя хума пултарать (Иоанн 10:16; Ап. ӗҫ. 6:4). 2013 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» вӑл — Ертсе пыракан совета кӗрекен святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ арҫын тӑвансен пӗчӗк ушкӑнӗ тесе ӑнлантарса панӑ пулнӑ.

Ертсе пыракан совет 1950 ҫулсенче

11. Ертсе пыракан совет хӑйӗн ӗҫне мӗнле туса тӑрать?

11 Ертсе пыракан совета кӗрекен арҫын тӑвансем пысӑк пӗлтерӗшлӗ ыйтусене пӗрле сӳтсе яваҫҫӗ. Вӗсем кашни эрнерех пӗрле пухӑнаҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсене пӗр-пӗринпе пӗр шухӑшлӑ пулса ҫума-ҫумӑн ӗҫлесе тӑма пулӑшать (Ытар. 20:18). Ертсе пыракан советри тӑвансем пурте пӗр тан пулнӑран, председатель тивӗҫне черетпе пӗрер ҫулталӑк хушши туса тӑраҫҫӗ (1 Петр 5:1). Ертсе пыракан советӑн ултӑ комитечӗн председателӗсем те ҫав йӗркепех улшӑнса тӑраҫҫӗ. Ҫав советра ӗҫлекен арҫын тӑвансенчен нихӑшӗ те хӑйне мӑнна хумасть, мӗншӗн тесен вӗсене кашнине уйрӑммӑн илес пулсан, вӗсем шанчӑклӑ чураран апат илсе тӑракан тата вӑл мӗн каланине туса тӑракан «тарҫӑсем», е килтисем, шутланаҫҫӗ.

Шанчӑклӑ чура, хӑйне 1919 ҫулта суйласа лартнӑранпа, Туррӑн халӑхне вӑхӑтра апат парса тӑрать (10, 11 абзацсене пӑхӑр.)

«ШАНЧӐКЛӐ ТА ӐСЛӐ ЧУРА КАМ-ХА ВӐЛ?»

12. Ертсе пыракан совет тӗрӗс мар йышӑнусем тума пултарнӑран мӗнле ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ?

12 Ертсе пыракан совет пирки пӗр ҫитменлӗхсӗр тата Турӑ ӑна мӗн тумаллине кашнинчех каласа тӑрать тесе калаймӑн. Ҫавӑнпа та вӑл тӗн вӗрентӗвӗсене ӑнлантарса парас тӗлӗшрен тата пухусене ертсе пырас тӗлӗшрен йӑнӑшсем тума пултарать. «Индекс публикаций Сторожевой Башни» ятлӑ публикацире «Уточнение в понимании» заголовок пур. Ун айӗнче 1870 ҫултанпа тӗрӗсрех ӑнланса пынӑ Библи вӗрентӗвӗсен списокне курма пулать. Паллах, Иисус шанчӑклӑ чура Библири чӑнлӑхсене яланах тӗп-тӗрӗс, пӗр йӑнӑшсӑр ӑнлантарса парӗ тесе каламан. Апла пулсан Иисус «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура кам-ха вӑл?» тесе ыйтнӑ чухне кам пирки каланине мӗнле пӗлме пулать? (Матф. 24:45). Ҫак яваплӑха Ертсе пыракан совет пурнӑҫласа тӑнине мӗн ҫирӗплетсе парать? Айтӑр ҫӳлерех сӳтсе явнӑ виҫӗ ҫирӗплетӗве пӑхса тухар.

13. Святой сывлӑш Ертсе пыракан совета мӗнле пулӑшать?

13 Святой сывлӑш пулӑшни. Святой сывлӑш Ертсе пыракан совета унччен ӑнланман Библири чӑнлӑхсене ӑнланма пулӑшать. Сӑмахран, умӗнхи абзацра тӗрӗсрех ӑнлантарса панӑ вӗрентӳсен списокӗ ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Паллах, пӗр ҫын та хӑй тӗллӗн «Туррӑн тарӑн шухӑшӗсене» ӑнланма тата ыттисене ӑнлантарса пама пултарайман пулӗччӗ. (1 Коринф 2:10 вуласа пар.) Ертсе пыракан совет Павелӑн сӑмахӗсемпе килӗшет: «Эпир ҫакӑн ҫинчен этем ӑслӑлӑхӗ вӗрентнӗ сӑмахпа каламастпӑр, хамӑра Таса Сывлӑш вӗрентнӗ сӑмахпа калатпӑр» (1 Кор. 2:13). Ӗмӗрсем хушши суя вӗрентӳсем анлӑ сарӑлса пынипе ҫынсем сӗмлӗхре пурӑннӑ. Анчах та 1919 ҫултанпа эпир Библири чӑнлӑха лайӑхрах та лайӑхрах ӑнланса пыратпӑр. Ҫакӑ святой сывлӑш пулӑшнипе пулса иртни уҫҫӑн курӑнмасть-и вара?

14. Улӗмхине 14:6, 7 тӑрӑх, ангелсем Туррӑн халӑхне мӗнле пулӑшса тӑраҫҫӗ?

14 Ангелсем пулӑшни. Ертсе пыракан совет питӗ пысӑк та йывӑр ӗҫе туса тӑрать — 8 миллион ытла ҫын пӗтӗм тӗнчипе туса тӑракан ырӑ хыпар сарас ӗҫе пӑхса-йӗркелесе тӑрать. Мӗншӗн ҫак ӗҫ ҫав тери ӑнӑҫлӑ? Сӑлтавсенчен пӗри — ангелсем пулӑшса тӑни. (Ӳлӗмхине 14:6, 7 вуласа пар.) Час-часах хыпарҫӑсем ҫынсем патне шӑпах вӗсем кӗлтунӑ вӑхӑтра килнӗ! Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче Туррӑн ӗҫлекенӗсене питӗ вӑйлӑ хӗсӗрленине пӑхмасӑрах ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫ вӑйлансах пырать. Паллах, ангелсем пулӑшмасан ҫак ӗҫе тӑваймастӑмӑрччӗ.

15. Ертсе пыракан совет христиансен чиркӗвӗсен пуҫлӑхӗсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать? Тӗслӗх илсе парӑр.

15 Туррӑн Сӑмахне тимлени. (Иоанн 17:17 вуласа пар.) 1973 ҫулта мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. Июнӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» ҫапла ыйту панӑччӗ: «Пирус туртма пӑрахманнисем шыва кӗме пултараҫҫӗ-и?» Ҫав статьяра ҫапла хуравланӑ: «Библире мӗн каланине шута илсен, ҫавӑн пеккисем шыва кӗме пултараймаҫҫӗ». Тата унта темиҫе сӑвӑ йӗрки илсе панӑ. Вӗсемпе усӑ курса пирус туртма пӑрахман ҫынна мӗншӗн пухуран кӑларса ямаллине ӑнлантарса панӑ (1 Кор. 5:7; 2 Кор. 7:1). Унта каланӑ: «Ҫавнашкал йышӑну пирки хаяр йышӑну тесе калама ҫук. Ҫак хушу Иеговӑн ирӗкӗпе килӗшсе тӑрать, вӑл ҫак ирӗке хӑйӗн Сӑмахӗнче ҫырса хунӑ». Пирӗн организаци яланах тата пур енчен те Турӑ Сӑмахне шанса тӑрать, ҫакӑ организацири хӑш-пӗр ҫынсем умӗнче йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратать пулсассӑн та. Урӑх нимӗнле организаци те ҫапла тумасть. Нумаях пулмасть Пӗрлешӳллӗ Штатсенче тухнӑ пӗр кӗнекере каланӑ тӑрӑх, христиансен чиркӗвӗсен пуҫлӑхӗсем ҫынсене юрас тесе пӗрмаях хӑйсен вӗрентӗвӗсене улшӑнусем кӗртеҫҫӗ. Вӗсемпе танлаштарсан, Ертсе пыракан совет йышӑнусем тунӑ чухне ытларахӑшӗ мӗн шутланине мар, Турӑ Сӑмахӗнче мӗн каланине шута илет. Апла пулсан мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пулать? Кам паян Туррӑн халӑхне ертсе пырать?

«ХӐВӐРА ВӖРЕНТЕКЕНСЕНЕ АН МАНӐР»

16. Ертсе пыракан совета асра тытнине мӗнле кӑтартма пулать?

16 Еврейсем 13:7 вуласа пар. «Асра тытӑр» тесе куҫарнӑ глагола «асӑнӑр» тесе куҫарма пулать. Апла пулсан хамӑра вӗрентекенсене асра тытнине эпир Ертсе пыракан совета кӗлӗре асӑннипе кӑтартма пултаратпӑр (Эф. 6:18). Унӑн мӗнле яваплӑхсем пурри ҫинчен шутласа пӑхӑр: Библие ӑнлантарса паракан публикацисене хатӗрлесси, пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар сарас ӗҫе йӗркелесси тата харпӑр хӑй ирӗкӗпе панӑ укҫа-тенкӗне тӗрӗс тӑкакласси. Паллах, Ертсе пыракан советшӑн тӑтӑшах кӗлтумалла!

17, 18. а) Ертсе пыракан совета итленине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? ӑ) Мӗншӗн ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑннипе эпир Иисуса тата шанчӑклӑ чурана пулӑшса тӑратпӑр теме пулать?

17 Анчах та Ертсе пыракан совета кӗлӗре асӑнни кӑна ҫителӗксӗр. Вӑл пире литература, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем тата конгрессем урлӑ мӗне вӗрентнине пурнӑҫра тытса тӑмалла. Унсӑр пуҫне, Ертсе пыракан совет район надзирателӗсене суйласа лартать, вӗсем вара — пухури старейшинӑсене. Район надзирателӗсем тата старейшинӑсем Ертсе пыракан совет мӗн хушнине туса тӑрса ӑна асра тытаҫҫӗ. Эпир яваплӑ арҫын тӑвансене итленипе хамӑрӑн Ҫулпуҫа, Иисус Христоса, хисепленине кӑтартатпӑр, мӗншӗн тесен вӑл пире ҫав арҫынсем урлӑ ертсе пырать (Евр. 13:17).

18 Ертсе пыракан совета асра тытнине эпир тата мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Ырӑ хыпар сарас ӗҫе хастарлӑн хутшӑннипе. Павел христиансене хӑйсене ертсе пыракан тӑвансем ӗненнӗ пек ӗненме хавхалантарнӑ. Шанчӑклӑ чура вара хастарлӑн ырӑ хыпар сарнипе тата ҫак ӗҫе тума пулӑшса тӑнипе ҫирӗп ӗненӳ кӑтартать. Пурнӑҫа ҫӑлакан ӗҫе тума святой сывлӑшпа суйласа лартнисене пулӑшса тӑратӑр-и эсир? Иисусӑн сӑмахӗсене илтме мӗн тери кӑмӑллӑ пулӗ: «Эсир Манӑн ҫак кӗҫӗн тӑвансенчен пӗришӗн ҫапла турӑр та — вӑл Маншӑн туниех пулчӗ» (Матф. 25:34—40).

19. Мӗншӗн эсир пирӗн Ҫулпуҫ, Иисус Христос, хыҫҫӑн пырасшӑн?

19 Пӗлӗте таврӑнсан Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫинчен манман (Матф. 28:20). Ҫӗр ҫинче ӑна ыттисене ертсе пыма святой сывлӑш, ангелсем тата Туррӑн Сӑмахӗ пулӑшса тӑнӑ. Паян та вӑл шанчӑклӑ чурана ҫавӑн евӗрлех пулӑшса тӑрать. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисенчен тӑракан шанчӑклӑ чура «Путек кирек ӑҫта кайсан та... Ун хыҫӗнчен» пырать (Ӳлӗм. 14:4). Вӗсем мӗн хушнине тусан эпир хамӑрӑн Ҫулпуҫ, Иисус Христос, хыҫҫӑн пынине кӑтартатпӑр. Кӗҫех вӑл пире ӗмӗрлӗх пурнӑҫа илме пулӑшӗ (Ӳлӗм. 7:14—17). Мӗнле те пулин урӑх пуҫлӑх ҫапла тӑватӑп тесе шантарса калама пултарать-и вара?

^ 3 абз. Иегова шутласа хунӑ тӑрӑх, 12 апостолӑн пуласлӑхра Ҫӗнӗ Иерусалимӑн никӗсӗнчи 12 чулӗ пулса тӑмалла пулнӑ (Ӳлӗм. 21:14). Ҫавӑнпа та шанчӑклӑ апостолсенчен хӑшӗ те пулин вилсен, ун вырӑнне никама та суйласа лартма кирлӗ пулман.

^ 8 абз. 1955 ҫултан ӑна Хурал башнин, Библин тата трактатсен Обществи (Пенсильвани) теме пуҫланӑ.