Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Вулакансен ыйтӑвӗсем

1 Коринф 10:13-мӗшӗнче (ҪТ) ҫырнӑ: «Турӑ... эсир тӳссе ирттерме пултарайман илӗртӗве пулма памӗ». Ҫак сӑмахсене пӑхсан, Иегова эпир мӗн чӑтса ирттерме пултарасса малтанах пӗлет теме тата ҫавна кура мӗнле тӗрӗслевсене пулма памаллине шухӑшласа хурать теме пулать-и?

Ку чӑнах ҫапла пулнӑ пулсан, ҫакӑ пирӗн пурнӑҫ ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Тӗслӗхрен, ывӑлӗ хӑй ҫине ал хунӑ хыҫҫӑн ашшӗ ҫапла ыйту панӑ: «Эпир арӑмпа ҫак инкеке чӑтса ирттерме пултарасса Иегова маларах пӗлнӗ-и? Нивушлӗ Турӑ вӗсем ку инкеке тӳссе ирттерме пултараҫҫӗ тесе ҫапла пулса тухма ирӗк панӑ?» Пирӗн мӗнле йывӑрлӑхсене тӳсмелли пирки Иегова йышӑну тӑвать тесе шутлама сӑлтавсем пур-и?

1 Коринф 10:13-мӗшӗнчи Павелӑн сӑмахӗсене тӗплӗнрех пӑхса тухсан ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тума пулать: Библи тӑрӑх, Иегова эпир мӗнле йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пултарассине пӗлме тӑрӑшмасть тата вӗсенчен хӑшӗсене пулма памалли пирки те йышӑну тумасть. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Айтӑр тӑватӑ сӑлтава пӑхса тухар.

Пӗрремӗшӗнчен, Иегова ҫынсене суйласа илмелли ирӗклӗхе парнеленӗ. Вӑл пире пурнӑҫ ҫулне хамӑра суйлаттарасшӑн (Сак. аст. 30:19, 20; Иис. Н. 24:15). Эпир тӗрӗс ҫул суйласа илетпӗр пулсан, Иегова пире ертсе пырасса шанма пултаратпӑр (Ытар. 16:9). Тӗрӗс мар ҫулпа кайсан, хамӑр тунӑ йышӑну хуйхӑ-суйхӑ патне илсе ҫитерет (Гал. 6:7). Пирӗн мӗнле йывӑрлӑхсем тӳссе ирттермелли пирки Иегова хӑй йышӑну тӑвать пулсассӑн, пирӗн суйласа илмелли ирӗклӗх пур тесе калама пулать-и вара?

Иккӗмӗшӗнчен, Иегова пире «вӑхӑтран, ӑнсӑртран» килекен инкексенчен хӳтӗлесе тӑмасть (Еккл. 9:11). Кирек кам та кӗтмен ҫӗртен инкеке лекме пултарать, хӑш-пӗр чухне ҫакӑ нумай асап кӳрет. Силоам пашни ишӗлсе ансан вунсакӑр ҫын вилни ҫинчен аса илтерсе Иисус ҫапла пулса тухнӑшӑн Турӑ айӑплӑ маррине ӑнланма пулӑшнӑ (Лука 13:1—5). Инкек-синкек пулса тухсан камӑн чӗрӗ юлмалли пирки, камӑн вилмелли пирки Турӑ маларах йышӑну тӑвать тесе шутлани тӗрӗс пулать-и вара?

Виҫҫӗмӗшӗнчен, пирӗнтен кашнине тавлашуллӑ ыйту пырса тивет. Сатана каланӑ тӑрӑх, Иеговӑн ӗҫлекенӗсем йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан шанчӑклӑ тӑрса юлаймӗҫ. Вӑл ҫынсене Турӑшӑн мӗн те пулин илессишӗн ҫеҫ ӗҫлеҫҫӗ тесе айӑплать (Иов 1:9—11; 2:4; Ӳлӗм. 12:10). Иегова пире хӑш-пӗр йывӑрлӑхсенчен хӳтӗленӗ пулсан, Сатана калани тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ.

Тӑваттӑмӗшӗнчен, Иегова мӗн пулассине маларах пӗлме пултарать пулин те, вӑл ҫак пултарулӑхпа яланах усӑ курмасть. Пирӗн мӗнле тӗрӗслевпе тӗл пулмалли пирки маларах шутласа хурас тесен Туррӑн пирӗн пуласлӑх ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех пӗлмелле. Анчах та ҫакӑ Библире мӗн ҫырнипе килӗшсе тӑмасть. Паллах ӗнтӗ, Турӑ пуласлӑхра мӗн пулассине пӗлме пултарать (Ис. 46:10). Анчах та, Библи тӑрӑх, вӑл ҫак пултарулӑхпа кирлӗ чухне кӑна усӑ курать (Пулт. 18:20, 21; 22:12). Пирӗн суйласа илмелли ирӗклӗх пуррине Иегова яланах хисеплет. Ҫынсене юратакан тата тӗрӗслӗхе юратакан Турӑран ҫавна кӗтмелле мар-и вара? (Сак. аст. 32:4; 2 Кор. 3:17.)

Апла пулсан, «Турӑ... эсир тӳссе ирттерме пултарайман илӗртӗве пулма памӗ» тенине мӗнле ӑнланмалла? Павел кунта ҫын тӗрӗслевпе тӗл пуличчен Турӑ мӗн туни ҫинчен мар, вӑл тӗрӗслев вӑхӑтӗнче мӗн туни ҫинчен ҫырать *. Иегова ҫине шансан, вӑл пире кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пулӑшӗ. Павелӑн сӑмахӗсем ҫакна ҫирӗп шанма пулӑшаҫҫӗ (Пс. 54:23). Павел апостол шантарса калани икӗ чӑнлӑх ҫинче тытӑнса тӑрать.

Пӗрремӗш чӑнлӑх: эпир тӗл пулакан тӗрӗслевсем — «этем тӳсмелӗх анчах [«ҫынсемпе ялан тенӗ пекех пулаканнисем», ҪТ]». Ҫак тӗнчере йывӑрлӑхсем пулаҫҫех. Анчах та эпир Турӑ ҫине шанатпӑр пулсан вӗсене чӑтса ирттерме пултаратпӑр (1 Петр 5:8, 9). 1 Коринф 10:6—11 сӑвӑ йӗркисенче Павел израильтянсем пушхирте тӳссе ирттернӗ йывӑрлӑхсем ҫинчен ҫырса панӑ. Турра шанчӑклисемшӗн ҫав йывӑрлӑхсенчен нихӑшӗ те чӑтма ҫук йывӑр пулман. Павел тӑватӑ хутчен израильтянсенчен хӑшӗ-пӗрисем итлеме пӑрахнӑ тенӗ. Шел пулин те, вӗсем Турӑ ҫине шанма пӑрахса тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн кайнӑ.

Иккӗмӗш чӑнлӑх: «Турӑ шанчӑклӑ». Турӑ хӑйӗн халӑхӗшӗн мӗнле тӑрӑшнинчен вӑл «хӑйне юратакансене, хӑйӗн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнакансене» нихӑҫан та юратма пӑрахманни курӑнать (Сак. аст. 7:9). Унсӑр пуҫне, Турӑ халӑхӗн историйӗ Иегова хӑй сӑмах панисене пурнӑҫламасӑр хӑварманнине кӑтартса парать (Иис. Н. 23:14). Ҫакна асра тытсан, Турра юратакансем тата ӑна итлесе пурӑнакансем йывӑр килнӗ вӑхӑтра Иегова 1 Коринф 10:13-мӗшӗнчи хӑйӗн сӑмахне тытасса ҫирӗп шанма пултараҫҫӗ: 1) вӑл тӗрӗслев вӑхӑтӗнче лару-тӑрӑва чӑтса ирттермелле мар йывӑр пулса кайма памӗ; 2) вӑл «ҫӑмӑллӑх та парӗ».

Иегова «пире пур тӗрлӗ хурлӑхра та лӑплантарать»

Тӗрӗслевсем вӑхӑтӗнче Иегова хӑй ҫине шанакансене мӗнле майпа ҫӑмӑллӑх парать? Паллах, вӑл пире йывӑрлӑхсенчен хӑтарма пултарать. Анчах та Павел мӗн ҫырнине аса илӗр-ха: «Турӑ... чӑтса ирттермелӗх сире ҫӑмӑллӑх та парӗ». Апла пулсан, ытларах чухне Иегова пире йывӑрлӑха тӳссе ирттерме тӗреклетсе «ҫӑмӑллӑх» парать. Айтӑр Иегова пире пулӑшма усӑ куракан хӑш-пӗр майсене пӑхса тухар.

  • «Вӑл пире пур тӗрлӗ хурлӑхра та лӑплантарать» (2 Кор. 1:3, 4). Иегова пире хӑйӗн Сӑмахӗ, святой сывлӑшӗ тата шанчӑклӑ чура урлӑ хамӑра канӑҫсӑрлатакан шухӑшсемпе туйӑмсене ҫӗнтерме пулӑшать (Матф. 24:45; Иоанн 14:16; Рим 15:4).

  • Вӑл пире хӑйӗн святой сывлӑшӗпе ертсе пырать (Иоанн 14:26). Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче святой сывлӑш пире тӗрӗс йышӑну тума пулӑшакан Библири сӑвӑ йӗркисемпе принципсене аса илтерме пултарать.

  • Пире пулӑшма Иегова ангелсене яма пултарать (Евр. 1:14).

  • Пире тӗреклетме вӑл пухури тӑвансене хавхалантарма пултарать. Вӗсем сӑмахпа е ӗҫпе пулӑшма пултараҫҫӗ (Кол. 4:11).

Эппин, Павелӑн 1 Коринф 10:13-мӗшӗнчи сӑмахӗсем мӗне пӗлтереҫҫӗ? Иегова пирӗн мӗнле тӗрӗслевсемпе тӗл пулмаллине шутласа хумасть. Тӗрӗслевсем вӑхӑтӗнче эпир ҫакна ҫирӗп шанма пултаратпӑр: Иегова ҫине чун-чӗререн шанатпӑр пулсан, вӑл лару-тӑрӑва чӑтса ирттермелле мар йывӑр пулса кайма памӗ тата ҫавна тӳссе ирттерме ҫӑмӑллӑх та парӗ. Ҫакна пӗлни пирӗн чуна мӗн тери лӑплантарать!

^ 2 абз. «Илӗртӳ» тесе куҫарнӑ грек сӑмахне «тӗрӗслев» тесе те куҫарма пулать.