Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Мӗншӗн йӑваш ӑслӑ пулмалла?

Мӗншӗн йӑваш ӑслӑ пулмалла?

«Йӑвашшисемпе пӗрле — ӑслӑлӑх» (ЫТАР. 11:2).

ЮРӐСЕМ: 33, 88

1, 2. Унччен йӑваш ӑслӑ пулнӑ ҫынна Турӑ мӗншӗн ырлама пӑрахнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

АВАЛХИ Израиль патши, Саул, патшана ларсанах йӑваш ӑслӑ та хисеплӗ ҫын пулнӑ (1 Патш. 9:1, 2, 21; 10:20—24). Анчах та кӑшт вӑхӑт иртсен вӑл хӑй ҫине ытлашши шанма пуҫланӑ. Туррӑн пророкӗ Самуил Галгала палӑртса хунӑ вӑхӑта пыман пирки Саул тӳсӗмлӗхе ҫухатнӑ. Филистимсем израильтянсем ҫине тапӑнма хатӗрленнӗ, ҫавӑнпа «халӑх Саул патӗнчен тарма пуҫланӑ». Патша ҫапла шутланӑ пулмалла: «Манӑн хӑвӑртрах мӗн те пулин тумалла». Ҫавӑнпа вӑл хӑйех Турра парне кӳнӗ, анчах та унӑн ҫакна тума ирӗк пулман. Саул мӗн туни Иеговӑна питӗ кӳрентернӗ (1 Патш. 13:5—9).

2 Самуил Галгала килсен Саула «мӗн турӑн» тесе ятланӑ. Анчах та Саул ун сӑмахне чӗре патне илмен, айӑпа ыттисем ҫине йӑвантарса тӳрре тухма тата хӑй тунӑ пысӑк ҫылӑха пӗчӗклетсе кӑтарма тӑрӑшнӑ (1 Патш. 13:10—14). Ҫавӑн хыҫҫӑн Саул хӑй ҫине ытлашши шаннипе тата нумайрах тӗрӗс мар ӗҫсем тунӑ. Ҫапла вара Иегова ӑна ырлама пӑрахнӑ тата вӑл патша пуканне ҫухатнӑ (1 Патш. 15:22, 23). Саулӑн ӗҫӗсем малтанах ӑнса пынӑ, кайран вара питӗ япӑх вӗҫленнӗ (1 Патш. 31:1—6).

3. а) Ҫынсем нумайӑшӗ йӑваш ӑслӑ пуласси пирки мӗн шутлаҫҫӗ? ӑ) Эпир мӗнле ыйтусем сӳтсе явӑпӑр?

3 Ку тӗнчери ҫынсем яланах малта пуласшӑн, ыттисем хушшинче мӗнпе те пулин палӑрсан ҫеҫ ӑнӑҫлӑ пулма пулать теҫҫӗ. Ҫав тӗллеве пурнӑҫлама йӑваш ӑслӑ пулни ним тума та кирлӗ мар тесе шутлаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, пӗр паллӑ актер, каярахпа политик пулса тӑнӑскер, ҫапла каланӑ: «Йӑваш ӑслӑ пуласси — ман валли мар. Яланах ҫапла пултӑрччӗ». Анчах та мӗншӗн йӑваш ӑслӑ пулма тӑрӑшмалла? Йӑваш ӑслӑ пулни мӗне пӗлтерет тата мӗне пӗлтермест? Йывӑр лару-тӑрӑва лексен тата ыттисем пире хӗсӗрленӗ чухне йӑваш ӑслӑ пулма мӗн пулӑшать? Ҫак статьяра малтанхи икӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ, тепӗр статьяра вара — виҫҫӗмӗш ыйтӑва.

МӖНШӖН ЙӐВАШ ӐСЛӐ ПУЛМАЛЛА?

4. Хӑй ҫине ытлашши шанакан ҫын хӑйне мӗнле тытать?

4 Библире йӑваш ӑслӑ пулнине мӑнаҫлӑхпа, е хамӑр ҫине ытлашши шаннипе, танлаштарса кӑтартнӑ. (Ытарӑшсем 11:2 вуласа пар.) Ӑслӑ-тӑнлӑ пулас тесе Давид: «Пӗлсе ҫылӑх тӑвасран та чуруна тытса чарсамччӗ»,— тесе кӗлтунӑ (Пс. 18:14). Ҫын хӑй ҫине ытлашши шанать тесе хӑҫан калама пулать? Вӑл хӑйне ӑссӑр, чӑрсӑр тытать пулсан тата хӑйӗн влаҫӗпе тӗрӗс мар усӑ курать пулсан. Пирӗн ҫине пурин ҫине те ҫылӑх куҫнӑ, ҫавӑнпа та хӑш-пӗр чухне эпир хамӑр ҫине ытлашши шанма пултаратпӑр. Анчах та ҫакӑ йӑлана кӗчӗ пулсан, Саулпа пулса тухнӑ пекех, ҫавна пула паян-и, ыран-и Турӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусем арканма пултараҫҫӗ. Псалом 118:21-мӗшӗнче Иегова ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Эсӗ мӑнаҫлисене пусартӑн». Мӗншӗн Турӑ ҫапла тӑвать?

5. Хамӑр ҫине ытлашши шанни мӗн патне илсе ҫитерет?

5 Пӗлмесӗр тунӑ йӑнӑшсемпе танлаштарсан, хамӑр ҫине ытлашши шанса тунӑ ӗҫсем чылай япӑхрах. Пӗрремӗшӗнчен, ҫапла тунипе эпир пирӗн Аслӑ Патшана, Иеговӑна, хисеплеменнине кӑтартатпӑр. Иккӗмӗшӗнчен, хамӑра панӑ влаҫпа иртӗхме пуҫласан эпир ыттисемпе хирӗҫсе кайма пултаратпӑр (Ытар. 13:10). Виҫҫӗмӗшӗнчен, эпир хамӑр ҫине ытлашши шаннине ыттисем асӑрхасан, пирӗн намӑс курмалла пулӗ (Лука 14:8, 9). Хамӑр ҫине ҫеҫ шанни ним ырри патне те илсе ҫитермест. Йӑваш ӑслӑ пулни вара яланах ырӑ ҫимӗҫсем кӳрет.

ЙӐВАШ ӐСЛӐ ПУЛАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

6, 7. Йӑваш ӑслӑ пуласси хамӑра кӗҫӗне хурассипе мӗнле ҫыхӑннӑ?

6 Йӑваш ӑслӑ пуласси харпӑр хӑйне кӗҫӗне хурассипе тачӑ ҫыхӑнса тӑрать. Харпӑр хӑйне кӗҫӗне хуракан ҫын хӑйне мӑнкӑмӑллӑн тытмасть тата хӑйне асла хумасть (Флп. 2:3). Вӑл веҫех тума унӑн вӑй та, ӑстӑн та ҫитес ҫуккине пӗлет, хӑйӗн йӑнӑшӗсене йышӑнать тата ыттисенчен вӗренме, вӗсен шухӑшӗсемпе сӗнӗвӗсене итлеме хатӗр. Ҫакӑн пек ҫынна Иегова хаклать.

7 Ҫавӑн пекех, Библи тӑрӑх, йӑваш ӑслӑ ҫын хӑй ҫине тӗрӗс пӑхать, хӑй мӗн тума пултарнипе пултарайманнине тата хӑйне мӗн тума юранипе юраманнине те ӑнланать. Ҫакӑ ӑна ыттисене хисеплеме тата вӗсене ырӑ тума пулӑшать.

8. Йӑваш ӑслӑ пулма пӑрахнине мӗн кӑтартма пултарать?

8 Айтӑр, хамӑр ҫине ытлашши шанма пуҫлани мӗнле шухӑшсемпе ӗҫсенчен курӑнма пултарнине пӑхса тухар. Тӗслӗхрен, пухура пире пысӑк яваплӑхсем шанса панӑран эпир хамӑр пирки ыттисенчен лайӑхрах тесе шутлама пултаратпӑр (Рим 12:16). Е хамӑр ҫине ытлашши пӑхтарма тӑрӑшма пуҫлатпӑр (1 Тим. 2:9, 10). Тен, хамӑр влаҫпа тивӗҫсӗр усӑ курса, е хамӑр ӑстӑн ҫине шанса, е паллакан ҫынсем урлӑ витӗм кӳрсе эпир ыттисене хамӑра килӗшнӗ пек тутаратпӑр (1 Кор. 4:6). Хамӑра ҫапла тытнипе йӑваш ӑслӑ пулма пӑрахнине эпир сисмесен те пултаратпӑр.

9. Мӗне пула хӑш-пӗр ҫынсем хӑйсем ҫине ытлашши шанма пуҫланӑ? Библирен тӗслӗх илсе парӑр.

9 Ҫын тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн кайнипе те йӑваш ӑслӑ пулма пӑрахнине кӑтартать. Нумайӑшӗсем чапшӑн ҫуннӑран, ыттисене кӗвӗҫнӗрен тата тарӑхса ҫӳренӗрен хӑйсем ҫине ытлашши шаннине кӑтартакан ӗҫсем тума пуҫланӑ. Авессалом, Озия тата Навуходоносор ҫылӑхлӑ ӳт хыҫҫӑн кайса айӑпа кӗнӗ. Ҫавӑнпа Иегова вӗсене мӗскӗне хӑварнӑ (2 Патш. 15:1—6; 18:9—17; 2 Ҫулс. 26:16—21; Дан. 5:18—21).

10. Ыттисем хӑйсен ӗҫӗсене мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа туни пирки мӗншӗн пӗтӗмлетӳсем тумалла мар? Библирен тӗслӗх илсе парӑр.

10 Хӑш-пӗр ҫынсем урӑх сӑлтавсене пула та йӑваш ӑслӑ пулма пӑрахма пултараҫҫӗ. Библири ҫак сӑвӑ йӗркисем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха: Пултарни 20:2—7 тата Матфей 26:31—35. Авимелехпа Петр ҫылӑхлӑ шухӑш-кӑмӑл хыҫҫӑн кайнӑ тени тӗрӗс пулать-ши? Тен, пӗри лару-тӑрӑва лайӑх пӗлменрен, тепри сыхӑ тӑма пӑрахнӑран ҫапла пулса тухнӑ. Эпир ҫын чӗринче мӗн пуррине курмастпӑр, ҫавӑнпа та пирӗн ыттисене юратнӑран вӗсем ӗҫсене мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа туни пирки пӗтӗмлетӳсем тумалла мар. (Иаков 4:12 вуласа пар.)

ХӐВӐРА ШАНСА ПАНӐ ТИВӖҪЛӖХСЕМШӖН ПАРХАТАРЛӐ ПУЛӐР

11. Сӑпайлӑ ҫын Туррӑн организацийӗнче хӑй мӗнле вырӑн йышӑннине мӗншӗн хаклать?

11 Йӑваш ӑслӑ ҫын Туррӑн организацийӗнче хӑй мӗнле вырӑн йышӑннине ӑнланать. Иегова, йӗркелӗх Турри, пире пурсӑмӑра тивӗҫлӗхсем панӑ. Пухура кашни мӗн туни питӗ хаклӑ. Иегова пире пысӑк ырӑлӑх кӑтартса тӗрлӗ пултарулӑхсем тата талантсем панӑ. Эпир вӗсемпе усӑ курса ӑна мухтав кӳрсе тӑма тата ыттисене ырӑ тума пултаратпӑр (Рим 12:4—8). Иегова пирӗнтен шӑпах ҫавна кӗтет те (1 Петр 4:10 вуласа пар.)

Ҫӗнӗ тивӗҫлӗхсем илсен Иисусӑн тӗслӗхӗ пире хӑш енчен пулӑшма пултарать? (12—14 абзацсене пӑхӑр.)

12, 13. Пурнӑҫри лару-тӑрусене пула пирӗн яваплӑхсем улшӑнаҫҫӗ пулсан мӗншӗн тӗлӗнмелле мар?

12 Пирӗн сӑваплӑ ӗҫри тивӗҫлӗхсем улшӑнма пултараҫҫӗ. Иисус Христосӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Чи малтанах Иегова ҫумӗнче вӑл кӑна пулнӑ (Ытар. 8:22). Кайран Иисус Ашшӗне пӗлӗтри ангелсене, Ҫут Тӗнчене тата ҫынсене тума пулӑшнӑ (Кол. 1:16). Унтан ӑна ҫӗр ҫине янӑ. Малтан вӑл пӗчӗк ача пулнӑ, кайран ӳссе ҫитӗннӗ ҫын пулса тӑнӑ (Флп. 2:7). Хӑйӗн пурнӑҫне парнене панӑ хыҫҫӑн Иисус пӗлӗте таврӑннӑ. 1914 ҫулта вӑл Турӑ Патшалӑхӗн патши пулса тӑнӑ (Евр. 2:9). Ку ун пурнӑҫӗнчи юлашки улшӑну пулман-ха. Пин ҫул хушши патшара ларнӑ хыҫҫӑн Иисус Патшалӑха Иеговӑна тавӑрса парӗ, вара Турӑ пуриншӗн те веҫех пулса тӑрӗ (1 Кор. 15:28).

13 Пирӗн те пурнӑҫри улшӑнусем тӗлне хатӗр тӑмалла. Час-часах улшӑнусем хамӑр тунӑ йышӑнусене пула пулса иртеҫҫӗ. Калӑпӑр, эсир ҫемье ҫавӑрас тетӗр. Е ача кӗтетӗр. Е Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлес тесе пурнӑҫра улшӑнусем тума шутлатӑр. Ҫак йышӑнусем пурте савӑнӑҫ кӳреҫҫӗ, анчах та пирӗн ҫине яваплӑх та хураҫҫӗ. Пирӗн пурнӑҫри лару-тӑру улшӑнсан эпир Иеговӑшӑн е ытларах, е сахалтарах ӗҫлеме пуҫлама пултаратпӑр. Эпир ҫамрӑк-и, ватӑ-и, юн вӗресе тӑрать-и е сывлӑх начарланса пырать-и, Иегова пирӗнпе сӑваплӑ ӗҫре мӗнле усӑ курмаллине пӗлет. Вӑл пирӗнтен хамӑр тума пултарайманнине кӗтмест тата эпир мӗн тунине пурне те хаклать (Евр. 6:10).

14. Йӑваш ӑслӑ пулни тӗрлӗ лару-тӑрура та савӑнӑҫ тупма мӗнле пулӑшать?

14 Турӑ хушнӑ ӗҫе туса тӑнипе Иисус савӑнӑҫ илнӗ. Эпир те хамӑра хушнӑ ӗҫе туса телей тупма пултаратпӑр (Ытар. 8:30, 31). Йӑваш ӑслӑ ҫын пухура хӑйне шанса панӑ тивӗҫлӗхсене туса тӑнипе кӑмӑлне тултарать. Вӑл нумайрах тивӗҫлӗхсем илессишӗн пӑшӑрханмасть, вӗсене ыттисене парсан та кулянмасть. Пачах урӑхла, вӑл хӑйне шанса панӑ ӗҫсене савӑнса туса тӑрать, мӗншӗн тесен ҫав ӗҫсене Иегова шанса панине ӑнланать. Ҫавӑн пекех йӑваш ӑслӑ ҫын Туррӑн организацийӗнче ыттисен те тивӗҫлӗхсем пурришӗн савӑнать. Вӑл ыттисене хисеплет тата вӗсене хаваспах пулӑшать (Рим 12:10).

ЙӐВАШ ӐСЛӐ ПУЛНИ МӖНЕ ПӖЛТЕРМЕСТ

15. Йӑваш ӑслӑ пулас тӗлӗшрен эпир Гедеонран мӗне вӗренме пултаратпӑр?

15 Йӑваш ӑслӑ пулас тӗлӗшрен Гедеон лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Иегова ӑна мадиансенчен Израиле эсӗ хӑтарӑн тесен, вӑл йӑвашшӑн: «Ман ӑрӑвӑм та Манассия йӑхӗнчи чи чухӑн ӑру, аттем килӗнче те эпӗ чи кӗҫӗнни»,— тенӗ (Тӳр. 6:15). Анчах та Гедеон Иеговӑна шаннӑ тата хӑйне хушнӑ ӗҫе тума килӗшнӗ. Вара вӑл веҫех тӗрӗс ӑнлантӑм-ши тесе тӗрӗслесе пӑхнӑ тата Иеговӑна хӑйне ертсе пыма ыйтнӑ (Тӳр. 6:36—40). Гедеон хӑюллӑ та хастар ҫын пулнӑ пулсан та хӑйне асӑрхануллӑ тата ӑслӑ-тӑнлӑ тытнӑ (Тӳр. 6:11, 27). Вӑл чапшӑн ҫунман, мӗн хушнине пурнӑҫласанах унччен тунӑ ӗҫе пуҫӑннӑ (Тӳр. 8:22, 23, 29).

16, 17. Йӑваш ӑслӑ ҫын чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тӑвасси пирки мӗн ӑнланать?

16 Эпир йӑваш ӑслӑ пулсан, ҫакӑ пухура ҫӗнӗ яваплӑхсем илме тӑрӑшмалла маррине пӗлтермест. Библи пире пурне те пухури тӑвансемшӗн ытларах тӑрӑшма тата чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума хавхалантарать (1 Тим. 4:13—15). Анчах та ҫитӗнӳсем туни ҫӗнӗ тивӗҫлӗхсем пулаҫҫех тесе шутлани тӗрӗс-и? Ҫук. Иегова пире пилленине пула эпир хамӑра шанса панӑ ӗҫе туса тӑнӑ май чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума пултаратпӑр. Эпир малалла та Иегова панӑ пултарулӑхсене аталантарма тата ырӑ ӗҫсем нумайрах тума пултаратпӑр.

17 Пӗр-пӗр ҫӗнӗ тивӗҫлӗх иличчен йӑваш ӑслӑ ҫын ыттисем хӑйӗнчен мӗн кӗтнине ӑнланма тӑрӑшать. Унтан вӑл хӑй мӗн тума пултарнипе пултарайманни ҫинчен тӗплӗн шухӑшласа пӑхать. Тӗслӗхрен, ҫӗнӗ тивӗҫлӗх илсен ытти ӗҫсене те лайӑх тума пултаратӑп-и? Ҫӗнӗ тивӗҫлӗхе туса тӑма вӑхӑт пултӑр тесе хальхи хӑш-пӗр тивӗҫлӗхне кама та пулин пама пулать-и? Ҫак пӗр ыйтӑвӗ ҫине е иккӗшӗ ҫине те «ҫук» тесе хуравласан, халӗ ҫав тивӗҫлӗхе урӑх ҫын туса тӑрсан лайӑхрах пулӗ. Йӑваш ӑслӑ ҫын кӗлтуса шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ тивӗҫлӗхе лайӑхах тӑваяс ҫуккине ӑнланса илме пултарать. Йӑваш ӑслӑ пулни пире «ҫук» тесе хуравлама пулӑшӗ.

18. а) Ҫӗнӗ яваплӑхсем илсен йӑваш ӑслӑ пулса пирӗн мӗн тумалла? ӑ) Рим 12:3-мӗшӗнчи сӑмахсем йӑваш ӑслӑ пулни мӗне пӗлтернине ӑнланма мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

18 Гедеон тӗслӗхӗ пире ҫӗнӗ тивӗҫлӗхсене Иегова пулӑшсан тата пиллесен ҫеҫ ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлама пултарасси ҫинчен аса илтерет. Библире «хӑвӑн Турру умӗнче йӑваш ӑслӑ ҫӳремелле» тенӗ (Мих. 6:8). Ҫавӑнпа та ҫӗнӗ яваплӑхсем парсан кашнинчех Иегова пире хӑйӗн Сӑмахӗ тата организацийӗ урлӑ мӗн калани ҫинчен тӗплӗн шухӑшламалла. Пухури тивӗҫлӗхсене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫласа тӑрас тесен пирӗн хамӑр вӑйпа ӑстӑн ҫине мар, Иегова ҫине шанмалла. Пире хамӑр пултарулӑхсем мар, Иегова хӑйне кӗҫӗне хуни «асла кӑларать» (Пс. 17:36). Турӑпа йӑваш ӑслӑ ҫӳрекен ҫын хӑйӗн ҫинчен ытлашшине шухӑшламӗ (Рим 12:3 вуласа пар.)

19. Мӗншӗн пирӗн йӑваш ӑслӑ пулмалла?

19 Йӑваш ӑслӑ ҫын Иеговӑна чыс кӳрет, мӗншӗн тесен вӑл Пултаракан тата Чи Аслӑ Патша (Ӳлӗм. 4:11). Йӑваш ӑслӑ пулни пире Турӑ хушнӑ ӗҫе туса савӑнӑҫ илме тата ҫавна тума пӗтӗм вӑя хума пулӑшать. Йӑваш ӑслӑ пулни хамӑра хисепсӗр тытма памӗ тата Иеговӑн халӑхӗ хушшинчи пӗрлӗхе упрама хавхалантарӗ. Ҫак лайӑх ен пире хамӑр ҫинчен мар, чи малтанах ыттисем ҫинчен шутлама пулӑшать. Тата вӑл пире асӑрхануллӑ пулма хавхалантарать, ҫавна пула эпир йӑнӑш утӑмсенчен пӑрӑнатпӑр. Ҫак сӑлтавсене кура Туррӑн ӗҫлекенӗсен пурин те йӑваш ӑслӑ пулмалла тесе тата Иегова ҫакӑн пек ҫынсене хаклать тесе ҫирӗппӗн калама пултаратпӑр. Анчах та хамӑра йӑвашшӑн тытма яланах ҫӑмӑл мар. Тепӗр статьяра эпир йывӑр вӑхӑтра та йӑваш ӑслӑ пулас тесен мӗн тумаллине пӑхса тухӑпӑр.