Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вӗсем хӑйсене сӑваплӑ ӗҫе кӑмӑлтан халалланӑ

Вӗсем хӑйсене сӑваплӑ ӗҫе кӑмӑлтан халалланӑ

ИЕГОВӐН хастарлӑ ӗҫлекенӗсем нумайӑшӗ Патшалӑх хыпарҫисем ҫитсех кайман ҫӗршывсене куҫса кайнӑ. Вӗсем хушшинче качча тухман хӗрарӑм тӑвансем те нумай. Ҫав тӑвансенчен хӑш-пӗрисем ют ҫӗршывра вун-вун ҫул хушши Иеговӑшӑн ӗҫлесе пурӑннӑ. Нумай ҫул каялла урӑх ҫӗршыва куҫса кайма вӗсене мӗн хавхалантарнӑ? Вӗсем мӗне вӗреннӗ? Вӗсен пурнӑҫӗ мӗнле улшӑннӑ? Эпир хӑш-пӗр хӑрарӑм тӑвансенчен интервью илтӗмӗр. Енчен те эсӗ качча тухман хӗрарӑм тӑван пулсан тата пысӑк савӑнӑҫ кӳрекен ҫакнашкал ӗҫе хутшӑнасшӑн пулсан, ҫав хӗрарӑм тӑвансем каласа пани саншӑн усӑллӑ пулӗ паллах. Унсӑр пуҫне, ҫак статья Туррӑн ытти ӗҫлекенӗсене те усӑ парӗ.

АН ИККӖЛЕНӖР

Анита

Ют ҫӗршывра пионер пулса ӗҫлесси ҫинчен шухӑшланӑ-и эсир? 75 ҫулхи Анита ҫакӑн пирки питӗ иккӗленнӗ. Вӑл Англире ҫуралса ӳснӗ, унта 18 ҫула ҫитсен пионер пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. «Иегова ҫинчен каласа пама мана питӗ килӗшетчӗ,— тет Анита.— Анчах урӑх ҫӗршывра Иеговӑшӑн ӗҫлес шухӑш пуҫра та пулман. Эпӗ ют чӗлхене нихӑҫан та вӗренмен тата ҫакна тума ман пултарулӑх та ҫук тесе шутлаттӑм. Ҫавӑнпа Галаад шкулне вӗренме чӗнсессӗн чутах кайса ӳкмерӗм. Ыттисенчен нимпе те уйрӑлса тӑман хӗрарӑм тӑвана унта вӗренме чӗнни пулма пултарайман япала пек туйӑнатчӗ мана. Анчах та ҫапла шухӑшларӑм: „Иегова эпӗ ҫакна тума пултаратӑп тесе шутлать пулсан, манӑн вӗренмелле“. Унтанпа вара эпӗ 50 ҫул ытла Японире миссионер пулса ӗҫлетӗп». Анита тата ҫапла хушса калать: «Хӑш-пӗр чухне эпӗ куҫа хӗссе илсе ҫамрӑк хӗрарӑм тӑвансене ҫапла калатӑп: „Асран кайми приключенисем курас килет-и? Апла пулсан ҫурӑм хыҫне кутамкка ҫакӑр та ман хыҫҫӑн утӑр!“ Нумайӑшӗ ҫапла тунӑшӑн эпӗ питӗ савӑнатӑп!»

ХӐЮЛӐХ МӖНЛЕ ҪИТЕРМЕЛЛЕ?

Ют ҫӗршывра Турӑшӑн ӗҫленӗ хӗрарӑм тӑвансем нумайӑшӗ куҫса кайма малтан хӑраса тӑнӑ. Хӑюлӑх ҫитерме вӗсене мӗн пулӑшнӑ?

Морин

Морин ятлӑ 64 ҫулхи тӑван акӑ мӗн калать: «Мӗн ачаранах ман пурнӑҫ тӗллевӗ ыттисене пулӑшасси пулнӑ». 20 ҫулта Морин Канадӑри Квебек провинцине куҫса кайнӑ, мӗншӗн тесен унта пионерсем питӗ кирлӗ пулнӑ. «Каярахпа мана Галаад шкулне чӗнчӗҫ,— каласа парать Морин.— Анчах пач пӗлмен-курман ҫӗре пӗччен кайма эпӗ хӑраттӑмччӗ. Унсӑр пуҫне, манӑн атте чирлетчӗ, ҫавӑнпа ӑна пӑхса пурӑнакан аннене мӗнле пӑрахса хӑварас-ха тесе пӑшӑрханаттӑм. Ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе йӗре-йӗре Иеговӑна кӗлтӑваттӑм. Хамӑн пӑшӑрханусене аттепе аннене уҫса парсан вӗсем мана вӗренме кайма хавхалантарчӗҫ. Пирӗн пухури тӑвансем аттепе аннешӗн кӑмӑлтан тӑрӑшрӗҫ. Иегова вӗсене ҫапла пулӑшнине курсан мана та пулӑшасса ҫирӗп шанма пуҫларӑм. Вара ҫула тухма хатӗр пултӑм». 1979 ҫулта Морин Хӗвеланӑҫ Африкӑна куҫса кайнӑ, унта 30 ҫул ытла миссионер пулса ӗҫленӗ. Халӗ вӑл Канадӑна таврӑннӑ. Морин хӑйӗн амӑшӗшӗн тӑрӑшать тата ятарлӑ пионер пулса ӗҫлет. Ют ҫӗршывра пурӑнса ирттернӗ вӑхӑта аса илсе вӑл калать: «Иегова мана мӗн кирлине яланах вӑхӑтра парса тӑратчӗ».

Уэнди

Австралире ҫуралнӑ Уэнди 65 ҫулта. Вӑл ҫамрӑкранах пионер пулса ӗҫленӗ. Уэнди аса илет: «Вӑтанчӑк пулнӑран палламан ҫынсемпе калаҫма питӗ йывӑрччӗ. Пионер пулса ӗҫленӗ май эпӗ тӗрлӗ ҫынсемпе калаҫма вӗрентӗм, ҫакӑ вара мана хӑюллӑрах пулма пулӑшрӗ. Манӑн вӑтанасси таҫта кайса кӗчӗ. Тата эпӗ Иеговӑна шанма вӗрентӗм, ҫавӑнпа ют ҫӗршыва куҫасси пирки шухӑш хӑратмастчӗ. 30 ҫул ытла Японире миссионер пулса ӗҫленӗ хӗрарӑм тӑван мана хӑйӗн патне виҫӗ уйӑхлӑха чӗнчӗ. Унпа пӗрле ырӑ хыпара сарнипе ман тата ытларах ют ҫӗршыва куҫас килсе кайрӗ». 1986 ҫулта Уэнди Вануатуна, Австралирен тухӑҫалла 1 800 ҫухрӑма яхӑн аякра вырнаҫнӑ утравсем ҫинчи ҫӗршыва, куҫса кайнӑ.

Уэнди халичченех Вануатура пурӑнать, унта вӑл куҫаракансен аякри офисӗнче ӗҫлет. «Инҫетри районсенче ҫӗнӗ ушкӑнсем тата пухусем йӗркеленсе кайнине курни мана пысӑк савӑнӑҫ кӳрет! — тет Уэнди.— Ҫак утравсем ҫинче Иеговӑн ӗҫне тӑвасси — маншӑн чи пысӑк чыс».

Кумико (варринче)

Кумико, 65 ҫула ҫитнӗ хӗрарӑм тӑван, Японире пионер пулса ӗҫленӗ. Пӗррехинче ӑна хӑйпе пӗрле ырӑ хыпар саракан хӗрарӑм тӑван Непала куҫса кайма сӗннӗ, анчах та вӑл килӗшмен. Кумико аса илет: «Вӑл куҫса каймалли пирки час-часах сӑмах пуҫаратчӗ, эпӗ вара кашнинчех „ҫук“ теттӗмччӗ. Ҫӗнӗ чӗлхе вӗренмелле, ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхмалла пулать тесе пӑшӑрханаттӑм. Унсӑр пуҫне, ют ҫӗршыва куҫса кайма укҫа та кирлӗччӗ. Ҫак иккӗленчӗклӗ шухӑшсем мана канӑҫ памастчӗҫ. Пӗррехинче эпӗ мотоциклпа пынӑ чухне аварие лекрӗм. Больницӑра выртнӑ вӑхӑтра эпӗ шухӑшларӑм: „Ыран манпа мӗн пуласса никам та пӗлмест. Эпӗ йывӑр чирлесе ӳкме пултаратӑп, вара ют ҫӗршыва кайса пионер пулса ӗҫлеме урӑх нихӑҫан та май пулмӗ. Нивушлӗ эпӗ унта кайса пӗр ҫул та пулин Турӑшӑн ӗҫлейместӗп?“ Эпӗ Иеговӑна хӗрӳллӗн кӗлтуса пулӑшу ыйтрӑм». Больницӑран тухсан Кумико Непала кайса килнӗ, кайран вара хӑйпе пӗрле пионер пулса ӗҫлекен юлташӗпе унта куҫса кайнӑ.

Кумико 10 ҫула яхӑн ӗнтӗ Непалта ырӑ хыпар сарать. Вӑл калать: «Эпӗ урӑх кулянмарӑм. Иегова ман умра Хӗрлӗ тинӗсе икӗ енне уйӑрнӑ пекех пулчӗ. Эпӗ хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнта ӗҫлеме пуҫланӑшӑн питӗ савӑнтӑм! Ырӑ хыпара пӗр-пӗр ҫемьене каласа панӑ вӑхӑтра пире итлеме час-часах кӳршӗсем пиллӗк е ултӑ ҫын таранах пырса тӑраҫҫӗ. Пӗчӗк ачасем те Библи ҫинчен буклет ыйтса илеҫҫӗ. Ҫакнашкал ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтересси маншӑн тем тери савӑнӑҫ!»

ЙЫВӐРЛӐХСЕНЕ МӖНЛЕ ҪӖНТЕРМЕЛЛЕ?

Паллах ӗнтӗ, эпир интервью илнӗ ҫак хӑюллӑ хӗрарӑм тӑвансем йывӑрлӑхсемпе те тӗл пулнӑ. Ҫав йывӑрлӑхсене мӗнле ҫӗнтернӗ-ши вӗсем?

Дайан

«Чи малтанах хамӑн ҫемье аякра пулнине хӑнӑхма йывӑрччӗ мана, — тет Канадӑран килнӗ 62 ҫулхи Дайан, 20 ҫул хушши Слон Шӑмми Ҫыранӗ Республикинче (халӗ Кот-д’Ивуар) ӗҫленӗскер.— Иеговӑна эпӗ ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗл пулакан ҫынсене юратма пулӑш тесе кӗлтӑваттӑм. Галаад шкулӗнче вӗрентекенсенчен пӗри, Джек Редфорд, пире унти ҫынсем ҫав тери чухӑн пурӑннине курсан чи малтанах эсир кулянса ӳкме те, ним тума пӗлмесӗр аптраса тӑма та пултарӑр тесе ӑнлантарчӗ. Вӑл пире ҫапла каларӗ: „Эсир вӗсен чухӑнлӑхӗ ҫине мар, вӗсен пит-куҫӗ ҫине пӑхма тӑрӑшӑр. Чӑнлӑх вӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳнине асӑрхӑр“. Эпӗ ҫапла тӑваттӑм та, вара нумай пиллӗх илеттӗм. Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен чуна йӑпатакан хыпара каласа парсан ҫынсен куҫӗнче шанчӑк хӗлхемӗ ҫунма пуҫланине кураттӑм!» Дайана ют ҫӗршывра ырӑ хыпар сарса ҫӳреме хӑнӑхма тата мӗн пулӑшнӑ-ши? Вӑл ҫапла калать: «Эпӗ хампа пӗрле Библи вӗренекенсемпе туслашма тӑрӑшаттӑм, каярахпа вӗсем те Иеговӑн ӗҫне тума пуҫланишӗн питӗ савӑнаттӑм. Халӗ эпӗ манӑн кил ҫакӑнта иккенне туйса илтӗм. Иисус каланӑ пекех эпӗ пухура аннесемпе аттесене, пиччесемпе шӑллӑмсене, аппасемпе йӑмӑксене те тупрӑм» (Марк 10:29, 30).

46 ҫулхи Энн Азире ырӑ хыпар сарать, унта вара ҫак ӗҫе ирӗклӗн тума памаҫҫӗ. Вӑл ҫапла каласа парать: «Ют ҫӗршывсенче нумай ҫул хушши ырӑ хыпар сарнӑ май, эпӗ тӗрлӗ ҫӗрте ӳссе ҫитӗннӗ хӗрарӑм тӑвансемпе пурӑнса куртӑм. Вӗсен характерӗ кашнин хӑйне майлӑччӗ. Эпир пӗр-пӗринчен питӗ уйрӑлса тӑраттӑмӑрччӗ. Ҫавӑнпа хӑш-пӗр чухне пӗр-пӗрне ӑнланманни те, кӳрентересси те пулкалатчӗ. Ун пек чухне эпӗ вӗсемпе лайӑхрах паллашма, вӗсен культури ҫинчен ытларах пӗлме, вӗсене ӑнланнине тата юратнине ӗҫсемпе кӑтартма тӑрӑшаттӑм. Ҫавӑн пек вӑй хуни харама каймарӗ. Вӗсем маншӑн ырӑ хыпар сарма пулӑшакан шанчӑклӑ туссем пулса тӑчӗҫ».

Уте

Германире пурӑннӑ 53 ҫулхи Уте ятлӑ хӗрарӑм тӑвана 1993 ҫулта Мадагаскара миссионер ӗҫне тума янӑ пулнӑ. Вӑл аса илет: «Мана унти чӗлхепе калаҫма вӗренме тата нӳрлӗ ҫанталӑка хӑнӑхма питӗ йывӑрччӗ. Унсӑр пуҫне, эпӗ маляри, амебиаз тата шистосомоз чирӗсемпе чирлерӗм. Анчах та эпӗ пулӑшусӑр юлмарӑм. Унта пурӑнакан хӗрарӑм тӑвансем, вӗсен ачисем тата хампа пӗрле Библи вӗренекенсем мана хӑйсен чӗлхипе калаҫма вӗрентетчӗҫ. Чирленӗ вӑхӑтра маншӑн хампа пӗрле ырӑ хыпар сарма янӑ хӗрарӑм тӑван питӗ тӑрӑшрӗ. Пуринчен ытла тӑрӑшаканни вара Иегова пулчӗ. Хама мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен эпӗ ӑна пӗр чарӑнми каласа параттӑм. Кайран вара вӑл хуравласса чӑтӑмлӑн кӗтеттӗм — хӑш чухне темиҫе кун, хӑш чухне вара темиҫе уйӑх та. Иегова манӑн йывӑрлӑхсене пурне те татса пачӗ». Уте 23 ҫул ӗнтӗ Мадагаскарта ырӑ хыпар сарать.

ПИЛЛӖХСЕН ШУЧӖ ҪУК

Ют ҫӗршыва ырӑ хыпар сарма куҫса кайнӑ хыпарҫӑсем пирӗн пурнӑҫ пуянланчӗ теҫҫӗ. Качча кайман хӗрарӑм тӑвансем те ҫакӑнпа килӗшеҫҫӗ. Иегова вӗсене мӗнле пилленӗ-ши?

Хайди

73 ҫулхи Хайди, Германире пурӑннӑскер, 1968 ҫулта Слон Шӑмми Ҫыранӗ Республикине (халӗ Кот-д’Ивуар) миссионер пулса ӗҫлеме куҫса кайнӑ. Акӑ унӑн сӑмахӗсем: «Кампа Библи вӗреннӗ, ҫавсем чӑнлӑхра ҫӳренине курса тӑни калама ҫук телей кӳрет. Ҫав тӑвансенчен хӑшӗ-пӗрисем халӗ пионерсем тата старейшинӑсем пулса ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсенчен нумайӑшӗ мана анне е асанне тесе чӗнеҫҫӗ. Пӗр старейшинӑпа арӑмӗ тата вӗсен ачисем мана хӑйсен ҫывӑх тӑванӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Иегова мана ывӑлпа кине те, виҫӗ мӑнука та панӑ теме пулать (3 Иоанн 4).

Карен (варринче)

Канадӑран куҫса кайнӑ 72 ҫулхи Карен 20 ҫул ытла Хӗвелтухӑҫ Африкӑра ырӑ хыпар сарнӑ. Вӑл калать: «Миссионер пулса ӗҫленӗ май, эпӗ ыттисене ытларах юратма, тӳсӗмлӗ пулма тата хама шеллемесӗр ӗҫлеме вӗрентӗм. Манпа ҫума-ҫумӑн ырӑ хыпар саракансем тӗрлӗ халӑхран пулни мана нумай япала ҫине урӑхларах пӑхма пулӑшрӗ. Эпӗ пӗр ӗҫех тӗрлӗ майпа тума май пуррине ӑнлантӑм. Унсӑр пуҫне, пӗтӗм тӗнчипех туссем пурри пиллӗх мар-и вара? Пирӗн лару-тӑру та, тивӗҫлӗхсем те улшӑнсах тӑраҫҫӗ, туссем вара — ӗмӗрлӗхе».

Англире ҫуралса ӳснӗ 79 ҫулхи Маргарет Лаосра миссионер пулса ӗҫленӗ. Вӑл ҫапла калать: «Ют ҫӗршывра ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпӗ Иегова хӑйӗн организацине ҫынсене пур халӑхран та, пур йӑхран та пуҫтарнине хам куҫпах куртӑм. Ҫакӑ манӑн ӗненӗве питӗ тӗреклетрӗ. Иегова хӑйӗн организацине хӑй ертсе пыни пирки тата вӑл мӗн шухӑшласа хуни пӗтӗмпех пурнӑҫланасси пирки манӑн пӗр иккӗленӳ те ҫук».

Чӑнах та, ют ҫӗршыва куҫса кайнӑ качча кайман хӗрарӑм тӑвансем Иеговӑшӑн питӗ пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ. Вӗсем мухтава тивӗҫлӗ (Тӳр. 11:40, ҪТ). Ҫакнашкал тӑвансен шучӗ ӳссех пырать (Пс. 67:12). Хӑвӑр пурнӑҫра улшӑнусем туса тин ҫеҫ паллашнӑ хӗрарӑм тӑвансем пекех ют ҫӗршыва куҫса кайма пултаратӑр-и эсир? Ҫавна тума шут тытсан эсир те, Псалом 33:9-мӗшӗнче каланӑ пек, «Ҫӳлхуҫа епле ыррине» куратӑрах.