Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иоганнес Рауте ырӑ хыпар сарма каяс умӗн. 1920 ҫулсенче пулас

ПИРӖН АРХИВСЕНЧЕН

«Иеговӑна мухтаса пиллӗхсем илетӗп»

«Иеговӑна мухтаса пиллӗхсем илетӗп»

«УНЧЧЕНХИ вӑрҫӑсенчен нихӑшӗ те халӗ Европӑра мӗн пулса иртнипе танлашаймӗ». Ҫак сӑмахсене Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи ҫинчен 1915 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчи «Хурал башнинче» ҫырнӑ пулнӑ, 30 ҫӗршыва яхӑн ҫав вӑрҫа хутшӑнса кӗрсе кайнӑ. Вӑрҫа пула ҫаврӑнса тухнӑ лару-тӑру ҫинчен «Хурал башнинче» акӑ мӗн каланӑ: «Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче, уйрӑмах Германире тата Францире, [Турӑ Патшалӑхӗн] ӗҫне тума йывӑр».

Пӗтӗм тӗнчене ярса илнӗ вӑрҫӑ хӗрсе ҫитнӗ вӑхӑтра Библи тӗпчекенсем нейтралитет тытса тӑрасси мӗне пӗлтернине тӗпӗ-йӗрӗпех ӑнланса пӗтереймен. Анчах та вӗсем ырӑ хыпар пӗлтерме ҫирӗп шухӑшлӑ пулнӑ. Вильгельм Хильдебрандт тӑван Турӑ Патшалӑхӗшӗн ӗҫлесшӗн пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл француз чӗлхипе кӑларнӑ «Библи тӗпчекенсен ежемесячникне» темиҫе экземпляр ярса пама ыйтнӑ. Вӑл Францире кӗнеке салатакан мар (пионер мар), нимӗҫ салтакӗ пулнӑ. Тӑшман салтакӗн формине тӑхӑннӑскер, вӑл французсене мирлӗ хыпар пӗлтернӗ, ҫапла вара вӗсене питӗ тӗлӗнтернӗ.

«Хурал башнинче» пичетленӗ ҫырусем тӑрӑх, Германире Библи тӗпчекенсем хушшинче вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ырӑ хыпар сараканни Вильгельм кӑна пулман. Лемке тӑван карап ҫинче хӑйпе пӗрле ӗҫлекен пиллӗк салтак чӑнлӑхпа интересленеҫҫӗ тесе каланӑ. «Карап ҫинче те эпӗ Иеговӑна мухтаса пиллӗхсем илетӗп»,— тесе ҫырнӑ вӑл.

Георг Кайзер вӑрҫа кайнӑ чухне салтак пулнӑ, каялла вара чӑн Туррӑн ӗҫлекенӗ пулса таврӑннӑ. Ҫакӑ мӗнле пулса тухнӑ-ха? Темле майпа ун аллине Библи тӗпчекенсен пӗр публикацийӗ лекнӗ. Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар унӑн чӗрине пырса тивнӗ, вара вӑл алла хӗҫ-пӑшал тытма урӑх килӗшмен. Ҫавӑнпа вӑл вӑрҫӑпа тӳррӗн ҫыхӑнман частьре ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вара Георг нумай ҫул хушши пионер пулса хастарлӑ ӗҫленӗ.

Библи тӗпчекенсем нейтралитета мӗнле тытса тӑмаллине ӑнлансах пӗтереймен. Апла пулин те, вӗсем хӑйсен шухӑш-кӑмӑлӗпе тата хӑйсене мӗнле тыткаланипе ыттисенчен, ӗҫсемпе тата сӑмахсемпе вӑрҫӑ майлӑ тӑракан ҫынсенчен, питӗ уйрӑлса тӑнӑ. Политиксемпе тӗн пуҫлӑхӗсем вӑрҫа ырланине уҫҫӑн кӑтартнӑ, Библи тӗпчекенсем вара «Тӑнӑҫлӑх Пуҫлӑхне» шанчӑклӑ пулнӑ (Ис. 9:6). Тӑвансем пурте нейтралитета ҫирӗп тытса тӑман пулин те, вӗсем Библи тӗпчекен Конрад Мёрттер пекех шутланӑ, вӑл каланӑ: «Эпӗ Турӑ Сӑмахӗнчен христианинӑн ҫынна вӗлерме юраманнине пӗлтӗм» (Тух. 20:13) *.

Ханс Хёльтерхофф ҫак урапапа усӑ курса «Ылтӑн ӗмӗр» журнала салатнӑ

Германире ӗненӗве пула нейтралитет тытса тӑракансене ҫара каяссинчен хӑтаракан закон пулман пулин те, Библи тӗпчекенсенчен 20 ытла ҫын вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ нимӗнле ӗҫе те тума килӗшмен. Вӗсенчен хӑш-пӗрисене ӑсран тайӑлнӑ ҫынсем вырӑнне хунӑ. Густав Куйат тӑванпа та ҫапла пулса тухнӑ. Ӑна ӑс-тӑн чирӗнчен сиплекен больницӑна хунӑ та вӑйлӑ эмелсем парса ӑс-тӑнне минретсе янӑ. Ханс Хёльтерхофф та ҫара кайма килӗшменшӗн тӗрмене лекнӗ. Унта вӑл вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ пӗр ӗҫе те тумастӑп тенӗ. Хуралҫӑсем ӑна лӑплантармалли кӗпе тӑхӑнтартнӑ та унӑн аллисем туйми пуличченех хывман. Анчах та вӗсем ӑна пӑхӑнтарайман, ҫавӑнпа ӑна вӗлерме хатӗрленнӗ пек туса кӑтартнӑ. Темле йывӑр пулсан та, Ханс вӑрҫӑ пӗтичченех Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ.

Ҫара каймалла пулнӑ ытти тӑвансем те алла хӗҫ-пӑшал илме килӗшмен, вӗсем хӑйсене вӑрҫӑпа тӳррӗн ҫыхӑнман часте яма ыйтнӑ *. Вӗсенчен пӗри Иоганнес Рауте пулнӑ, ӑна чукун ҫул ҫине ӗҫлеме янӑ. Конрад Мёрттер санитар ӗҫне туса тӑнӑ, Райнхольд Вебер медбрат пулнӑ. Аугуст Крафциг вара хӑйӗн ӗҫне пула фронта каймалла пулманнишӗн савӑннӑ. Ҫак тата ытти Библи тӗпчекенсем мӗнле юратмаллине тата мӗнле шанчӑклӑ пулмаллине хӑйсем ӑнланнӑ таран кӑтартса Иеговӑшӑн ӗҫлеме ҫирӗп шутлӑ пулнӑ.

Библи тӗпчекенсем нейтралитет тытса тӑма тӑрӑшнине влаҫсем асӑрхамасӑр хӑварман. Каярахпа Германири Библи тӗпчекенсене хирӗҫ, ырӑ хыпар сарнӑшӑн, судсенче пиншер ӗҫ пуҫарнӑ. Тӑвансене пулӑшас тесе Магдебургри филиал юристсен уйрӑмне йӗркеленӗ.

Нейтралитет тытса тӑрасси мӗне пӗлтернине Иегова Свидетелӗсем майӗпен лайӑхрах ӑнланса пынӑ. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи пуҫлансан вӗсем нейтралитета ҫирӗп тытса тӑнӑ, ҫавӑнпа ҫара кайма килӗшмен. Ҫакӑн ҫинчен эпир «Пирӗн архивсенчен» ярӑмӗнче тепрехинче каласа паратпӑр. (Вӑтаҫӗр Европӑри пирӗн архивсенчен.)

^ 7 абз. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Британири Библи тӗпчекенсем мӗн тӳссе ирттерни ҫинчен 2013 ҫулхи майӑн 15-мӗшӗнчи «Хурал башнинче» «Пирӗн архивсенчен» рубрикӑри «Они выстояли в „час испытания“» ятлӑ статьяна вулӑр.

^ 9 абз. Ҫапла тума «Миллениум ҫуталса килни» ятлӑ ӗҫӗн 6-мӗш томӗнче (1904) тата 1906 ҫулхи августри «Сион хурал башнинче» сӗннӗ пулнӑ. 1915 ҫулхи сентябрьте тухнӑ «Хурал башнинче» ҫав ыйтӑва тӗплӗнрех ӑнлантарнӑ. Унта Библи тӗпчекенсен ҫара кайма юрамасть тенӗ пулнӑ. Нимӗҫ чӗлхипе тухнӑ кӑларӑмра вара ҫав статья пулман.