Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

БИОГРАФИ

Илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тунине эпӗ мӗнле ӑнланса илтӗм

Илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тунине эпӗ мӗнле ӑнланса илтӗм

ВУНИКӖ ҫулта чухне эпӗ ыттисене питӗ хаклӑ япала пама пултарнине ӑнланса илтӗм. Ҫавӑн чухне конгресра ман пата пӗр арҫын тӑван пычӗ те хӑйпе пӗрле ырӑ хыпар сарма кайма сӗнчӗ. Унччен ҫавна нихӑҫан та туман пулин те, эпӗ килӗшрӗм. Эпир участока кайрӑмӑр, тӑван мана Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен темиҫе буклет пачӗ. «Эсӗ урам леш енӗпе кай, эпӗ вара ку енӗпе каятӑп»,— терӗ вӑл мана. Хӑра-хӑрах эпӗ килсем тӑрӑх ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳреме пуҫларӑм, кӗҫех ман пӗр буклет та юлмарӗ. Ҫакӑ хама та тӗлӗнтерчӗ! Ҫапла вара эпӗ ҫынсене питӗ кирлине пама пултарнине куртӑм.

Эпӗ 1923 ҫулта Чатем хулинче (Кент облаҫӗ, Англи) ҫуралнӑ. Ҫав вӑхӑтри ҫынсен ӗмӗчӗ татӑлнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн пурнӑҫ лайӑхрах пуласса шанни кӑлӑхах пулнине курса тӑнӑ. Унсӑр пуҫне, манӑн аттепе анне баптистсен чиркӗвӗн пасторӗсене шанма пӑрахнӑ, мӗншӗн тесен пасторсем ыттисемшӗн мар, хӑйсемшӗн ытларах тӑрӑшнӑ. Эпӗ пӗр 9 ҫулта чухне анне Пӗтӗм тӗнчери Библи Тӗпчекенсен тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме пуҫларӗ. Унта Иегова Свидетелӗсем Библи вӗренмелли «кружоксем», е пухусем, ирттернӗ. Пӗр хӗрарӑм тӑван пире, ачасене, Библипе тата «Туррӑн арфи» кӗнекепе усӑ курса вӗрентетчӗ. Эпӗ мӗн пӗлсе пыни мана питӗ килӗшетчӗ.

АСЛӐРАХ ТӐВАНСЕНЧЕН ВӖРЕНЕТӖП

Ҫамрӑк ача чухне эпӗ Туррӑн Сӑмахӗ паракан шанчӑк ҫинчен хаваспах каласа ҫӳреттӗмччӗ. Килтен-киле час-часах пӗччен ҫӳреттӗм пулсан та, ыттисемпе те ырӑ хыпар сарма кайса вӗсенчен вӗренеттӗм. Тӗслӗхрен, пӗррехинче эпӗ хамран аслӑрах тӑванпа велосипедпа участока кайрӑм. Ҫул ҫинче священника курсан эпӗ тӑвана: «Акӑ, качака пырать»,— терӗм. Тӑван чарӑнчӗ те мана хӑйпе пӗрле пӗрене ҫине ларма сӗнчӗ. «Кам качака пулни пирки йышӑну тума сана кам ирӗк панӑ? — тесе ыйтрӗ вӑл манран. — Айта, ҫынсене ырӑ хыпара савӑнӑҫпа пӗлтерсе тӑрар, судне вара Иегова тутӑр». Ҫав ҫулсенче эпӗ «илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тӑвать» тени мӗне пӗлтернине лайӑхрах ӑнлантӑм (Матф. 25:31—33; Ап. ӗҫ. 20:35).

Тепӗр аслӑрах арҫын тӑванран вара парасси телей патӑр тесен, чӑтӑмлӑ та тӳсӗмлӗ пулмаллине вӗрентӗм. Унӑн арӑмӗ Иегова Свидетелӗсене юратман. Пӗррехинче ҫав тӑванпа ырӑ хыпар сарнӑ хыҫҫӑн вӑл мана апатланма хӑй патне чӗнчӗ. Унӑн арӑмӗ вара упӑшки ырӑ хыпар сарма кайнӑ пирки тилӗрсе кайса пирӗн ҫине чей пачкисене вӑркӑнтара пуҫларӗ. Тӑван хӑйӗн арӑмне ятласа тӑкмарӗ, лӑпкӑн ҫеҫ чей пачкисене илсе вырӑнне кайса хучӗ. Чӑтӑмлӑ пулни тӑвана нумай ҫул иртсен пысӑк пиллӗх кӳнӗ: унӑн арӑмӗ Иегова Свидетелӗ пулса тӑнӑ.

Ҫынсене пуласлӑхри шанчӑк ҫинчен манӑн ытларах та ытларах каласа парас киле пуҫларӗ, вара 1940 ҫулхи март уйӑхӗнче эпӗ Дувр хулинче шыва кӗтӗм. 1939 ҫулхи сентябрьте, эпӗ 16 ҫулта чухне, Британи Германие хирӗҫ вӑрҫӑ тапратнӑ. 1940 ҫулта, июнь уйӑхӗнче крыльца ҫинче тӑнӑ чухне эпӗ аманса-сусӑрланса пӗтнӗ салтаксемпе тултарнӑ грузовиксем ирте-ирте кайнине пӑхса тӑраттӑм. Ҫав салтаксем Дюнкерк патӗнче ҫапӑҫура чӗрӗ юлнисем пулнӑ. Вӗсен сӳннӗ куҫӗсенче пӗр шанчӑк та курӑнмастчӗ. Манӑн вӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ҫав тери каласа парас килсе кайрӗ! Ҫав ҫулах Великобритани ҫине бомбӑсем киле-киле пӑрахма пуҫларӗҫ. Кашни каҫах эпӗ пуҫ тӑррипе нимӗҫ самолечӗсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн вӗҫсе иртсе кайнине кураттӑм. Сывлӑшра бомбӑсем шӑхӑрса аннине илтме питӗ хӑрушӑччӗ, вӗсем ҫӗр ҫине ӳксе ҫурӑлнине илтме вара тата хӑрушӑрахчӗ. Ирхине урамра пур ҫӗрте те эпир ишӗлсе аннӑ ҫуртсене кураттӑмӑр. Ун чухне эпӗ Турӑ Патшалӑхӗ ҫине ҫеҫ шанмаллине тата лайӑхрах ӑнлантӑм.

ХАМА ШЕЛЛЕМЕСӖР ТУРӐШӐН ӖҪЛЕМЕ ПУҪЛАРӐМ

1941 ҫулта манӑн пурнӑҫ тӗпренех улшӑнчӗ, ҫавӑнтанпа эпӗ хама чӑннипех телейлӗ туйма пуҫларӑм. Эпӗ карапсене тунӑ ҫӗрте платникӑн вӗренекенӗ пулса ӗҫлеттӗмччӗ. Унта укҫа нумай тӳлетчӗҫ. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем христиансен вӑрҫа хутшӑнма юраманнине тахҫанах ӑнланса илнӗ. 1941 ҫул патнелле вара эпир христиансен хӗҫпӑшал тунӑ ҫӗрте ӗҫлеме юраманнине те ӑнланма пуҫларӑмӑр (Иоанн 18:36). Эпӗ ӗҫленӗ вырӑнта шывай киммисене тӑватчӗҫ, ҫавӑнпа ҫав ӗҫе пӑрахса эпӗ пионер пулса ӗҫлеме шут тытрӑм. Чи малтан мана Сайренсестер хулине, Котсуолдс ятлӑ районти хитре хулана, ырӑ хыпар сарма ячӗҫ.

18 ҫул тултарсан ҫара кайма килӗшменшӗн мана тӗрмене лартрӗҫ. Ман хыҫҫӑн камера алӑкӗ хупӑнсанах пӗр-пӗччен юлнӑран манӑн хӑрушла япӑх туйӑм капланса килнине астӑватӑп. Анчах та кӑшт вӑхӑт иртсен хуралҫӑсем те, тӗрмере ларакансем те эпӗ кунта мӗнле лекни ҫинчен ыйта пуҫларӗҫ, вара хам мӗне ӗненни ҫинчен вӗсене хаваспах каласа параттӑм.

Ирӗке тухсан мана Ленард Смит тӑванпа пӗрле Кент облаҫне, хам ҫуралса ӳснӗ вырӑна, ырӑ хыпар сарма ячӗҫ. 1944 ҫултанпа Кент территорийӗ ҫине пин ытла ҫунатлӑ ракета янӑ. Эпир Лондонпа тата Европӑн нацистсем ярса илнӗ территори хушшинчеччӗ, шӑпах ракетӑсем вӗҫсе иртсе кайнӑ вырӑнтаччӗ. Ҫав ракетӑсене пула ҫынсем хӑраса-чӗтресе тӑратчӗҫ. Ракетӑн моторӗ кӗрлеме чарӑнсан темиҫе ҫеккунтранах ракета ҫӗр ҫине ӳксе ҫурӑлса каясса пӗлсе тӑраттӑмӑр. Ҫакӑн пекки вара час-часах пулкалатчӗ. Ҫав вӑхӑтра эпир пӗр ҫемьепе, пиллӗк ҫынпа, Библи вӗренӗвне ирттереттӗмӗр. Хӑш-пӗр чухне тимӗр сӗтел айне ларма тиветчӗ, ҫурт ишӗлсе анас пулсан унта чӗрӗ юлма пултарнӑ пулӑттӑмӑр. Каярахпа ҫав ҫемьерисем пурте шыва кӗчӗҫ.

ЫРӐ ХЫПАРА ЮТ ҪӖРШЫВСЕНЧЕ САРАТӐП

Эпӗ Ирландире пионер пулса ӗҫлеме пуҫланӑ вӑхӑтра ҫынсене конгреса пыма чӗнетӗп

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн эпӗ икӗ ҫул хушши кӑнтӑр Ирландире пионер пулса ӗҫлерӗм. Ирланди Англирен мӗн тери уйрӑлса тӑни ҫинчен эпир шухӑшлама та пултарайман. Килтен-киле ҫӳренӗ чухне пире пурӑнмалли вырӑн кирлӗ тата эпир миссионерсем тесе калаттӑмӑр. Ҫавӑн пекех урамра журналсем сӗнеттӗмӗр. Ирландире, католик тӗнне ҫирӗп тытса тӑракан ҫӗршывра, ҫапла туни мӗн тери ӑссӑрла пулнӑ! Пӗр арҫын пире хӗнессипе хӑратсан эпӗ ҫавӑн ҫинчен полицейские каласа патӑм, лешӗ вара хуравларӗ: «Эсир мӗн кӗтнӗ вара?» Унти священниксен мӗнле пысӑк власть пуррине эпир чухламан та. Кам та пулин пирӗнтен кӗнеке илсен, вӗсем ӗҫри пуҫлӑха ҫав ҫынна ӗҫрен кӑларттарнӑ. Унсӑр пуҫне, священниксене пулах пире кил хуҫисем хӑваласа кӑларса ячӗҫ.

Кӗҫех эпир мӗн тумаллине ӑнланса ҫитрӗмӗр. Ҫӗнӗ вырӑнта пурӑнма чарӑнсан, ырӑ хыпар сарма эпир велосипедсемпе аяккарах, урӑх священник пурӑнакан вырӑна, каяттӑмӑр. Юнашар пурӑнакансене вара юлашкинчен ҫеҫ ырӑ хыпар пӗлтереттӗмӗр. Килке́нни облаҫӗнче урса кайнӑ халӑх хӑратма тӑрӑшнине пӑхмасӑрах эпир пӗр ҫамрӑк арҫынпа эрнере виҫӗ хут Библи вӗренӗвне ирттереттӗмӗрччӗ. Ыттисене Библири чӑнлӑхсене вӗрентме питӗ юратнӑран эпӗ Хурал Башнин Библи вӗрентекен Галаад шкулӗнче вӗренме заявлени ҫыртӑм.

«Сибия» ятлӑ кимӗ 1948—1953 ҫулсенче пирӗншӗн миссионерсен ҫурчӗ вырӑнӗнче пулчӗ

Нью-Йоркра пилӗк уйӑх вӗреннӗ хыҫҫӑн мана тепӗр виҫӗ тӑванпа пӗрле Кариб тинӗсӗнчи пысӑках мар утравсем ҫине ячӗҫ. 1948 ҫулта, ноябрь уйӑхӗнче эпир «Сибия» ятлӑ 18 метр тӑршшӗ парӑслӑ кимӗпе Нью-Йоркран тухрӑмӑр. Эпӗ питӗ хӗпӗртерӗм, мӗншӗн тесен эпӗ унччен парӑслӑ кимӗпе ниҫта та кайса курман. Пирӗн хушӑра, тӑватӑ ҫын хушшинче, опытлӑ капитан пурччӗ — Гаст Маки. Вӑл пире тинӗс тӑрӑх караппа мӗнле ҫӳремеллине вӗрентетчӗ: парӑссене мӗнле хӑпартмаллине тата мӗнле антармаллине, компас тӑрӑх ҫул мӗнле тупмаллине тата ҫиле хирӗҫ мӗнле ишмеллине ӑнлантаратчӗ. Вӑтӑр кун хушши Гаст пирӗн карапа кирлӗ ҫулпа илсе пычӗ. Темиҫе хӑрушла ҫил-тӑвӑл витӗр тухсан эпир Багам утравӗсем патне ҫитрӗмӗр.

«ИНҪЕТРИ УТРАВСЕМ ҪИНЕ ҪИТЕРСЕ ҪАПЛА КАЛӐР»

Темиҫе уйӑх хушши эпир Багам утравӗсем ҫинче ырӑ хыпар сарса ҫӳрерӗмӗр, кайран вара Кӗҫӗн Антили утравӗсем еннелле ишсе кайрӑмӑр. Ҫав утравсем Пуэрто-Рико ҫывӑхӗнчи Виргин утравӗсенчен пуҫласа Тринидад утравӗсем патне ҫитиех, 800 ҫухрӑма яхӑн тӑршшех, тӑсӑлса выртаҫҫӗ. Пиллӗк ҫул хушши эпир аякра вырнаҫнӑ утравсем ҫинче, Свидетельсем пачах ҫук вырӑнта, ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрерӗмӗр. Хушӑран эпир унта темиҫешер эрне почтӑпа нимӗн те яраймастӑмӑрччӗ, илейместӗмӗрччӗ те. Апла пулин те, утравсем ҫинче ырӑ хыпар сарма пултарнишӗн ҫав тери савӑнаттӑмӑр! (Иер. 31:10.)

Пирӗн «Сибия» кимӗ ҫинчи команда (сулахай енчен сылтӑмалла): Рон Паркин, Дик Райд, Гаст Маки тата Стэнли Картер

Мӗнле те пулин тинӗс кукӑрӗнче якорь ярсанах унта пурӑнакан ҫынсем камсем килнине пӗлесшӗн ҫуннипе ҫыран хӗррине чупса пыратчӗҫ. Хӑшӗ-пӗрисем парӑслӑ кимме е шурӑ ӳтлӗ ҫынна нихӑҫан та курман. Утравсем ҫинче пурӑнакансем ӑшӑ кӑмӑллӑ та Турра хытӑ ӗненекен ҫынсемччӗ, вӗсем Библие те лайӑх пӗлетчӗҫ. Вӗсем пире час-часах авокадопа, арахиспа тата тин ҫеҫ тытнӑ пулӑпа хӑналатчӗҫ. Пирӗн кимӗ ҫинче вырӑн нумай марччӗ пулин те, эпир унта ҫывӑрма, апат пӗҫерме тата тумтир ҫуса тасатма май тупаттӑмӑрччӗ.

Ҫыран хӗррине пырса чарӑнсан эпир кунӗпе ҫынсемпе калаҫаттӑмӑр тата вӗсене доклад итлеме чӗнеттӗмӗр. Каҫалапа эпир кимӗ ҫинчи чана ҫапаттӑмӑр. Ҫынсем доклад итлеме васкаса килни пире питӗ савӑнтаратчӗ! Сӑрт айккисемпе аннӑ чухне вӗсен аллинчи ҫутаткӑчсем тӗттӗмре пӗлӗтри ҫӑлтӑрсем пекех курӑнатчӗҫ. Хӑш-пӗр чухне ҫӗр ҫын таранах пуҫтарӑнатчӗҫ, вара сӗм ҫӗрлечченех ыйтусем паратчӗҫ. Вӗсем юрлама юрататчӗҫ, ҫавӑнпа вӗсем валли Турӑ Патшалӑхӗн темиҫе юррине пичетлесе хатӗрлеттӗмӗр. Эпир тӑватсӑмӑр хамӑр пултарнӑ пек юрлама пуҫлаттӑмӑрччӗ те ыттисем пирӗнпе пӗрле малалла юрлатчӗҫ, вара сасӑсем пӗрлешсе питӗ хитре янӑратчӗҫ. Мӗн тери чаплӑ вӑхӑтчӗ!

Пирӗнпе Библи вӗреннӗ хыҫҫӑн хӑш-пӗрисем тепӗр вӗренекен ҫын патне те итлеме пыратчӗҫ. Темиҫе эрне иртсен пирӗн малалла каймаллаччӗ, анчах та час-часах эпир чӑнлӑхпа ытларах интересленекен ҫынсене хамӑр тепре киличчен ыттисене вӗрентме ыйтаттӑмӑр. Хӑш-пӗрисем ҫак ӗҫе питӗ тӑрӑшса туни пире калама ҫук савӑнтаратчӗ.

Паян ҫав утравсенчен нумайӑшӗ паллӑ курортсем пулса тӑнӑ, анчах та эпир унта ырӑ хыпар сарнӑ вӑхӑтра вӗсем питӗ лӑпкӑ вырӑнсемччӗ: йӗри-тавра пальмӑсем, симӗс-кӑвак тӗслӗ хитре тинӗс кукӑрӗсем, сап-сарӑ пляжсем. Ялан тенӗ пекех, эпир пӗр утрав ҫинчен тепӗр утрав ҫине ҫӗрле каяттӑмӑр. Пирӗн тавра дельфинсем выляса ишсе ҫӳретчӗҫ, кимӗ хумсене ҫура-ҫура пыни илтӗнсе тӑратчӗ. Уйӑх ҫути тинӗс шывӗ ҫине ӳксе ҫӗр хӗррине ҫитиех тӑсӑлса ҫул пек курӑнса выртатчӗ.

Утравсем тӑрӑх пиллӗк ҫул хушши ырӑ хыпар сарса ҫӳренӗ хыҫҫӑн эпир парӑслӑ кимӗне моторлӑ кимӗпе улӑштарма Пуэрто-Рикӑна кайрӑмӑр. Унта килсен эпӗ Максин Бойд ятлӑ хитре хӗрарӑм тӑвана тӗл пултӑм та ӑна юратса пӑрахрӑм. Мӗн ачаранах вӑл Турӑшӑн хастарлӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Максин Доминикан Республикинче миссионер пулса ӗҫлетчӗ, анчах та 1950 ҫулта католиксен пуҫлӑхӗсем хистенипе влаҫсем ӑна ҫӗршывран кӑларса ячӗҫ. Карап команди шутне кӗнӗрен, мана Пуэрто-Рикӑра пӗр уйӑхлӑха ҫеҫ юлма ирӗк пачӗҫ. Кӗҫех манӑн каллех темиҫе ҫуллӑха утравсем ҫине таврӑнмаллаччӗ. Ҫавӑнпа эпӗ хама каларӑм: «Рональд, сана ҫак хӗр кирлӗ пулсан, санӑн васкамалла!» Виҫӗ эрне иртсен эпӗ ӑна мана качча тухма ыйтрӑм, ултӑ эрнерен вара эпир мӑшӑрлантӑмӑр. Пире Максинпа Пуэрто-Рикӑра миссионерсем пулса ӗҫлеме хӑварчӗҫ, ҫапла вара эпӗ ҫӗнӗ кимӗпе ҫӳресе кураймарӑм та.

1956 ҫулта мана район надзирателӗ пулса ӗҫлеме ыйтрӗҫ, вара эпир пухуран пухӑва ҫӳреме пуҫларӑмӑр. Тӑвансем нумайӑшӗ чухӑн пурӑнатчӗҫ, анчах та пире вӗсем патне кайса ҫӳреме питӗ килӗшетчӗ. Астӑватӑп, Потала Пастильо ятлӑ ялта эпир Свидетельсен икӗ ҫемйипе, нумай ачаллӑскерсемпе, паллашрӑмӑр, эпӗ вӗсене час-часах флейтӑпа выляса параттӑм. Пӗр хӗр пӗрчине, Ильдӑна, пирӗнпе пӗрле ырӑ хыпар сарма каятӑн-и тесе ыйтрӑм. «Кайӑттӑм та, анчах ман урана тӑхӑнмалли ҫук»,— терӗ вӑл. Эпир ӑна пӗр мӑшӑр туфли илсе патӑмӑр, вара вӑл пирӗнпе пӗрле ырӑ хыпар сарма пычӗ. Нумай ҫул иртсен, 1972 ҫулта эпир Бруклинти Вефильте пулнӑ чухне, пирӗн пата Галаад шкулне вӗренсе пӗтернӗ хӗрарӑм тӑван пычӗ. Ӑна ырӑ хыпар сарма Эквадора янӑ, унӑн кӗҫ-вӗҫ унта тухса каймалла пулнӑ. Вӑл пире: «Эсир мана палларӑр-и? Эпӗ Пастильо ятлӑ ялти ҫара ураллӑ хӗрача»,— терӗ. Ку Ильда иккен! Савӑннипе пирӗн куҫсем шывланчӗҫ.

1960 ҫулта пире Пуэрто-Рикӑри филиала ӗҫлеме чӗнчӗҫ, ҫав вӑхӑтра вӑл Сан-Хуан хулари Сантурце районӗнче икӗ хутлӑ пӗчӗк ҫуртра вырнаҫнӑччӗ. Малтанлӑха пӗтӗм ӗҫе тенӗ пекех эпир Ленарт Джонсон тӑванпа тӑваттӑмӑрччӗ. Вӗсем арӑмӗпе иккӗшӗ Доминикан Республикинче пӗрремӗш Свидетельсем пулнӑ, 1957 ҫулта вара вӗсем Пуэрто-Рикӑна куҫса килнӗ. Вӑхӑт иртсен Максин журналсем ҫырӑнса илмелли заявкӑсемпе ӗҫлеме пуҫларӗ, эрне хушшинче вара ҫынсенчен пин ытла заявка килетчӗ. Ҫак ӗҫ ӑна питӗ килӗшетчӗ, мӗншӗн тесен вӑл Иегова ҫинчен пӗлме тӑрӑшакан кашни ҫын пирки шухӑшлатчӗ.

Вефильте ӗҫлеме мана питӗ килӗшет, мӗншӗн тесен эпӗ ыттисене нумай пама пултаратӑп. Анчах та унти пурнӑҫ та йывӑрлӑхсемсӗрех мар. Тӗслӗхрен, 1967 ҫулта Пуэрто-Рикӑра пӗрремӗш пӗтӗм тӗнчери конгресс пулчӗ. Ман ҫав тери нумай ӗҫ пулнӑран эпӗ халран кайрӑм. Пуэрто-Рикӑна Нейтан Норр килчӗ, ун чухне вӑл Иегова Свидетелӗсен ӗҫне йӗркелесе тӑраканӗччӗ. Вӑл конгреса килнӗ миссионерсене эпӗ транспортпа тивӗҫтермен тесе йӑнӑш шухӑшланӑ. Кӑшт каярах вӑл мана ӗҫсене йӗркелеме пӗлместӗн, эсӗ шанӑҫран тухрӑн тесе хытӑ ятларӗ. Эпӗ унпа тавлашмарӑм, анчах та мана пӗр айӑпсӑрах айӑпланӑшӑн питӗ кулянтӑм. Апла пулин те, эпир Норр тӑванпа тепӗр хут тӗл пулсан, вӑл пире хӑйӗн пӳлӗмне илсе кӗчӗ те пире апат хатӗрлесе ҫитерчӗ.

Пуэрто-Рикӑра ӗҫленӗ вӑхӑтра килтисене курма эпир темиҫе хут та Англие кайса килтӗмӗр. Аннепе иксӗмӗрпе танлаштарсан, атте чӑнлӑха тӳрех йышӑнмарӗ. Апла пулин те, пухӑва Вефильтен доклад тӑвакансем килсен анне час-часах вӗсене ҫӗр каҫма хамӑр пата чӗнетчӗ. Вефильти ҫав яваплӑ тӑвансем чиркӳ пуҫлӑхӗсенчен йӑваш кӑмӑллӑ пулнипе питӗ уйрӑлса тӑнине атте курса тӑратчӗ, вӑл тахҫанах ҫав пуҫлӑхсене чӑтма пултараймастчӗ. Юлашкинчен вара, 1962 ҫулта атте шыва кӗрсе Иегова Свидетелӗ пулса тӑчӗ.

Максинпа пӗрле Пуэрто-Рикӑра туй хыҫҫӑн тата 2003 ҫулта, мӑшӑрланни 50 ҫул ҫитсен

Манӑн юратнӑ арӑм Максин 2011 ҫулта вилчӗ. Вӑл чӗрӗлсе тӑрсан унпа тӗл пулма эпӗ питӗ ӗмӗтленетӗп! Ҫак ӗмӗт ман чуна ӑшӑтать! 58 ҫул хушши Максинпа пӗрле пурӑннӑ май, эпир Пуэрто-Рикӑра Иеговӑн ӗҫлекенӗсен шучӗ 650-а яхӑн хыпарҫӑран 26 000 таран ӳссе пынине курса тӑтӑмӑр. 2013 ҫулта Пуэрто-Рикӑри филиала Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи филиалпа пӗрлештернӗ хыҫҫӑн мана Уолкиллра (Нью-Йорк штачӗ) ӗҫлеме ыйтрӗҫ. 60 ҫул хушши утрав ҫинче пурӑннӑ хыҫҫӑн эпӗ хама хӗвел анас умӗн «ко-кии, ко-кии!» тесе юрлакан йывӑҫ шапи пекех Пуэрто-Рикӑра ҫуралса ӳснӗ пек туйма пуҫларӑм. Анчах та унтан кайма вӑхӑт ҫитрӗ.

«ТУРӐ САВӐНСА ПАРАКАНА ЮРАТАТЬ»

Эпӗ халӗ те Вефильте ӗҫлетӗп. Эпӗ 90-ран та иртрӗм ӗнтӗ. Мана шанса панӑ ӗҫ — Вефильте ӗҫлекенсене хавхалантарасси. Уолкиллра ӗҫлеме пуҫланӑранпа эпӗ 600 ытла ҫынпа тӗл пулса вӗсене хавхалантарнӑ теҫҫӗ. Пӗрисем харпӑр хӑйӗн е ҫемйинчи йывӑрлӑхӗсем ҫинчен калаҫасшӑн. Теприсем Вефильте ӗҫлесси пирки ыйтса пӗлесшӗн. Хушӑран вара ҫӗнӗ мӑшӑрсем канаш ыйтаҫҫӗ. Хӑш-пӗрисене Вефильти ӗҫе хӑварса ырӑ хыпар сарса ҫӳреме яраҫҫӗ. Манпа калаҫас текенсене эпӗ пурне те тимлӗ итлетӗп тата час-часах вӗсене: «„Турӑ савӑнса паракана юратать.“ Ҫавӑнпа та хӑвӑр ӗҫе савӑнса туса тӑрӑр. Эсир Иеговӑшӑн ӗҫлетӗр вӗт»,— тетӗп (2 Кор. 9:7, ҪХ).

Кирек ӑҫти пекех, Вефильте ӗҫлени ӑнӑҫлӑ пултӑр тесен эпир мӗн туни мӗншӗн питӗ кирли ҫинчен яланах хамӑра аса илтерсе тӑмалла. Вефильте кирек мӗнле ӗҫ те — сӑваплӑ ӗҫ. Унта ӗҫлекенсем шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана пӗтӗм тӗнчери тӑвансене вӑхӑтра апат парса тӑма пулӑшса тӑраҫҫӗ (Матф. 24:45). Эпир Турӑшӑн кирек ӑҫта ӗҫлесен те, пирӗн ӑна мухтава кӑларма яланах май пур. Айтӑр вӑл пирӗнтен мӗн ыйтнине савӑнӑҫпа тӑвар, мӗншӗн тесен «Турӑ савӑнса паракана юратать».