Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ: ӑна мӗнле тата мӗншӗн пуҫарса янӑ?

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ: ӑна мӗнле тата мӗншӗн пуҫарса янӑ?

«Ҫӳлхуҫа Турӑ тата каланӑ: этеме пӗччен пурӑнма аван мар; ӑна пулӑшса тӑма хӑй евӗрлӗскернех пултарар» (ПУЛТ. 2:18).

ЮРӐСЕМ: 36, 11

1, 2. а) Пӗрремӗш ҫемье мӗнле пулса кайнӑ? ӑ) Пӗрремӗш арҫынпа хӗрарӑм мӑшӑрлӑ пурнӑҫ пирки мӗн ӑнланма пултарнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

МӐШӐРЛАНСА пурӑнасси йӗркеллӗ япала. Анчах та мӑшӑрлӑ пурнӑҫа мӗнле тата мӗнле тӗллевпе пуҫарса янӑ-ши? Ҫак ыйтусен хуравӗсене пӗлни пире ҫемьеллӗ пурнӑҫ ҫине тӗрӗс пӑхма тата мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа пурӑнса нумайрах савӑнӑҫ илме пулӑшӗ. Пӗрремӗш ҫынна, Адама, пултарнӑ хыҫҫӑн Турӑ ун патне тӗрлӗ чӗрчуна илсе пынӑ. Адамӑн вӗсене ят памалла пулнӑ. Анчах та «этем валли ӑна пулӑшса тӑма ун евӗрлӗскерӗ тупӑнман». Вара Турӑ Адам ҫине тарӑн ыйхӑ янӑ, унӑн аяк пӗрчисенчен пӗрне кӑларса илнӗ те хӗрарӑма тунӑ, унтан ӑна Адам патне илсе пынӑ. (Пултарни 2:20—24 вуласа пар.) Ҫапла майпа пӗрремӗш ҫемье ҫуралнӑ.

2 «Этем хӑйӗн ашшӗ-амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ, вара иккӗшӗ пӗр ӳт пулӗҫ». Иисус ку сӑмахсене Турӑ каланӑ тенӗ (Матф. 19:4, 5). Хӗрарӑма Адамӑн аяк пӗрчинчен тунипе Турӑ пӗрремӗш мӑшӑра вӗсем пӗрлешни нихҫан салтӑнми тӗвӗ пек ҫирӗп пулмаллине кӑтартасшӑн пулнӑ пулас. Турӑ шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, мӑшӑрсен нихӑҫан та уйрӑлмалла пулман тата упӑшкан пӗр арӑм, арӑмӑн пӗр упӑшка ҫеҫ пулмалла пулнӑ.

МӐШӐРЛӐ ПУРНӐҪА ИЕГОВА МӖНЛЕ ТӖЛЛЕВПЕ ПУҪАРСА ЯНӐ

3. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫа мӗнле пысӑк тӗллевпе пуҫарса янӑ?

3 Адам хитре арӑмне курсан мӗн тери хӗпӗртенӗ пулӗ! Каярахпа вӑл ӑна Ева ятлӑ хунӑ. Адамӑн пулӑшаканӗ пулнӑ май, Ева хӑйсен ҫемьеллӗ пурнӑҫӗнчи кашни кунне телейпе тултарма пулӑшнӑ (Пулт. 2:18). Турӑ мӑшӑрлӑ пурнӑҫа ҫӗре ҫынсемпе тултармашкӑн пуҫарса янӑ (Пулт. 1:28). Адампа Евӑн ывӑлӗсемпе хӗрӗсен, ашшӗ-амӑшне темле хытӑ юратсан та, вӗсене хӑварса хӑйсен ҫемье ҫавӑрмалла пулнӑ. Ҫынсем ҫӗре ҫителӗклӗ таран тултарсан пӗтӗм планета ҫинче майӗпен илемлӗ рай туса хунӑ пулӗччӗҫ.

4. Пӗрремӗш ҫемьере мӗн пулса тухнӑ?

4 Анчах та пӗрремӗш ҫемьере хӑрушӑ инкек пулса тухнӑ. Адампа Ева суйласа илмелли ирӗкпе тивӗҫсӗр усӑ курса Иеговӑна итлеме пӑрахнӑ. «Авалхи ҫӗлен», Сатана Шуйттан, Евӑна улталанӑ. Вӑл ӑна «ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫӑн» ҫимӗҫне ҫисен мӗн ырӑ, мӗн усал пулни пирки хӑвах йышӑну тума пӗлекен пулатӑн тесе ӗнентернӗ. Упӑшкипе канашламасӑрах ҫав ҫимӗҫе ҫинипе Ева хӑйӗн ҫемье пуҫне хисеплеменнине кӑтартнӑ. Адам вара Турӑ хушнине итлес вырӑнне Ева панӑ ҫимӗҫе ҫинӗ (Ӳлӗм. 12:9; Пулт. 2:9, 16, 17; 3:1—6).

5. Адампа Ева Иеговӑна мӗн хуравланинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

5 Турӑ Адама явап тыттарас тенӗ чухне лешӗ айӑпа хӑйӗн арӑмӗ ҫине йӑвантарса ҫапла хуравланӑ: «Йывӑҫ ҫимӗҫне мана ҫав арӑм, Эсӗ панӑскер, пачӗ те — эпӗ ҫирӗм». Ева вара мана ҫӗлен улталарӗ тесе тӳрре тухасшӑн пулнӑ (Пулт. 3:12, 13). Айӑпа йышӑнас мар тесе вӗсем мӗн тери килӗшӳсӗр хӑтланнӑ! Пӗрремӗш мӑшӑр Турра итлеме пӑрахнӑ, ҫавӑнпа вӑл вӗсене пӑлхавҫӑсем тесе айӑпланӑ. Вӗсемпе мӗн пулса тухни пирӗншӗн пуриншӗн те асӑрхаттаракан тӗслӗх. Ҫемье телейлӗ пултӑр тесен упӑшкин те, арӑмӗн те Иеговӑна итлемелле тата хӑйсен ӗҫӗсемшӗн явап тытмаллине ӑнланмалла.

6. Пултарни 3:15-мӗш сӑвӑ йӗркине эсир мӗнле ӑнлантарнӑ пулӑттӑр?

6 Эдем пахчинче мӗн пулса тухнине пӑхмасӑрах, Иегова Библири пӗрремӗш пророкла сӑмахсене каласа этемлӗхе шанчӑк панӑ. (Пултарни 3:15 вуласа пар.) Ҫав пророкла калани тӑрӑх, «арӑм вӑрлӑхӗ» пӑлхавҫӑ ангела, Сатанана, тӗп тӑвӗ. Ҫапла майпа Иегова пӗлӗтри шучӗ ҫук нумай ангелсемпе хӑйӗн хушшинче мӗн тери ҫывӑх хутшӑнусем пулнине ҫынсене пӗлтернӗ. Иеговӑшӑн ҫав шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑракан ангелсем упӑшкине чун-чӗререн парӑнса пурӑнакан арӑм пекех. Вӗсенчен пӗри Шуйттана пуҫран «ҫапса ҫӗмӗрӗ» те Турра итлесе пурӑнакан ҫынсене пӗрремӗш мӑшӑр мӗн ҫухатнине илме май парӗ — вӗсем ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ. Иегова чи малтанах шӑпах ҫапла шухӑшласа хунӑ пулнӑ та (Иоанн 3:16).

7. а) Адампа Ева пӑлхав ҫӗклени мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? ӑ) Библи тӑрӑх, упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗринпе мӗнле пулмалла?

7 Адампа Ева пӑлхав ҫӗклени вӗсен ҫемйи ҫинче кӑна мар, ачи-пӑчин ҫемйисем ҫинче те тарӑн йӗр хӑварнӑ. Тӗслӗхрен, пур хӗрарӑмсем те йывӑр ҫын чухне тата ача ҫуратнӑ чухне ыратнипе асапланаҫҫӗ. Хӗрарӑмсем упӑшкипе пӗрле пуласшӑн тӗмсӗлеҫҫӗ, анчах та арҫынсем хӑйсен арӑмӗпе хуҫаланаҫҫӗ, хӑш-пӗрисем вара хӑйсене хаяррӑн тытаҫҫӗ (Пулт. 3:16). Упӑшкисен, ҫемье пуҫӗ пулнӑ май, арӑмӗшӗн юратса тӑрӑшмалла тенӗ Библире. Арӑмсен вара упӑшкине ҫемье пуҫӗ вырӑнне хурса пӑхӑнмалла (Эф. 5:33). Турра итлесе пурӑнакан упӑшкипе арӑмӗ пӗрле вӑй хурсан нумай йывӑрлӑхсенчен пӑрӑнма пултарӗҫ.

АДАМРАН ПУҪЛАСА ҪӖРЕ ШЫВ ИЛИЧЧЕН

8. Адамран пуҫласа ҫӗре шыв иличчен мӑшӑрлӑ пурнӑҫра мӗнле улшӑнусем пулса иртнӗ?

8 Виличчен Адампа Евӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ (Пулт. 5:4). Вӗсен пӗрремӗш ывӑлӗ, Каин, арӑмне хӑйӗн тӑван-хурӑнташӗсем хушшинченех илнӗ. Библи тӑрӑх, Каин йӑхӗнчи ҫын Ламех икӗ арӑмлӑ пӗрремӗш ҫын пулнӑ (Пулт. 4:17, 19). Адамран пуҫласа Ной вӑхӑтӗнче ҫӗре шыв иличчен Иеговӑшӑн сахал ҫын ӗҫленӗ. Вӗсем хушшинче Авель, Енох тата Нойпа унӑн ҫемйи пулнӑ. Библире каласа панӑ тӑрӑх, Ной пурӑннӑ вӑхӑтра «Турӑ ывӑлӗсем этем хӗрӗсем илемлине курнӑ та вӗсене кам хӑшне суйланӑ, ҫавна хӑй валли качча илнӗ». Этем кӗлеткиллӗ пулса тӑнӑ ангелсем хӗрарӑмсемпе ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ, ҫакӑ Турра хирӗҫле ӗҫ пулнӑ. Вӗсен ҫуралнӑ ачисем гибридсем — никама та хӗрхенмен чӑрсӑр улӑпсем пулнӑ. Унсӑр пуҫне, ҫынсем «питех те аскӑнланса» пурӑнма пуҫланӑ тата «вӗсен пӗтӗм шухӑшӗ, чӗринчи пӗтӗм ӗмӗчӗ кирек хӑҫан та усал пулнӑ» (Пулт. 6:1—5).

9. Ной вӑхӑтӗнче Иегова йӗркесӗр ҫынсемпе мӗн тунӑ тата ҫакӑ пире мӗне вӗрентет?

9 Ной вӑхӑтӗнче Иегова йӗркесӗр ҫынсене тӗп тунӑ. Ҫав вӑхӑтра ҫынсем кулленхи ӗҫсем пирки, ҫав шутрах качча каяссипе авланасси пирки, ытларах шутланӑ, ҫавӑнпа вӗсем пӗтес вӑхӑт ҫывхарса килни ҫинчен асӑрхаттаракан тата «тӳрӗлӗх ҫинчен вӗрентекен Нойӑн» сӑмахӗсене тимлемен (2 Петр 2:5). Иисус ҫав вӑхӑта пирӗн вӑхӑтпа танлаштарса юлашки кунсенче мӗн пулассине кӑтартнӑ. (Матфей 24:37—39 вуласа пар.) Паян, ҫак йӗркесӗр тӗнче пӗтес умӗн, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпара пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пур халӑха та пӗлтереҫҫӗ, анчах та ҫынсем ытларахӑшӗ ҫак хыпара итлесшӗн мар. Ной вӑхӑтӗнче мӗн пулса иртни пире ҫакӑн ҫинчен асӑрхаттарать: мӑшӑрланасси те, ача-пӑча ӳстересси те Иеговӑн кунне кӗтсе тӑма чӑрмантармалла мар.

ҪӖРЕ ШЫВ ИЛНИНЧЕН ПУҪЛАСА ИИСУС ҪӖР ҪИНЕ КИЛИЧЧЕН

10. а) Нумай халӑхра мӗн анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ? ӑ) Авраампа Саррӑн ҫемйи мӗншӗн пирӗншӗн лайӑх тӗслӗх?

10 Нойпа унӑн виҫӗ ывӑлӗн пӗрер арӑм пулнӑ пулин те, патриархсен вӑхӑтӗнче нумай арӑмпа пурӑнасси анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ. Нумай халӑхра аскӑн ӗҫ тӑвасси йӗркеллӗ япала шутланнӑ, тӗн йӑли-йӗркисем те аскӑн ӗҫ тӑвассипе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Аврам (Авраам) тата унӑн арӑмӗ Сара (Сарра) Турӑ хушнипе Ханаан ҫӗрне куҫса кайсан ҫав ҫӗр мӑшӑрлӑ пурнӑҫа чыссӑрлатакан йӑла-йӗркисемпе тулнине курнӑ. Иегова Содомпа Гоморра хулисене тӗп тума шут тытнӑ, мӗншӗн тесен унти ҫынсем йӗрӗнмелле аскӑн ӗҫсем ӑшне путнӑ е ҫав ӗҫсене курмӑш тунӑ. Авраам лайӑх упӑшка пулнӑ, Сарра вара упӑшкине ҫемье пуҫӗ вырӑнне хурса пӑхӑннипе лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. (1 Петр 3:3—6 вуласа пар.) Авраам хӑйӗн ывӑлӗ Исаак Иеговӑшӑн ӗҫлекен хӗре качча илтӗр тесе мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех тунӑ. Исаак ывӑлӗ Иаков та, Израилӗн 12 йӑхӗн мӑнаслашшӗ, авланас тенӗ чухне Турра тӗрӗс пуҫҫапассине мала хунӑ.

11. Моисей Саккунӗ израильтянсене мӗнле хӳтӗленӗ?

11 Каярахпа Иегова Иаков (Израиль) тӑхӑмӗсемпе халал хывнӑ. Вӑл вӗсене Моисей урлӑ саккунсем панӑ, ҫав саккунсем мӑшӑрсене Иеговӑран пӑрӑнса каясран хӳтӗленӗ. Моисей Саккунӗнче мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа, ҫав шутра пӗр арҫын темиҫе арӑмпа пурӑннипе те, ҫыхӑннӑ хушусем пулнӑ. Ҫавӑн пекех, Саккун тӑрӑх, израильтянсен суя турӑсене пуҫҫапакан ҫынпа мӑшӑрланма юраман. (Саккуна астутарни 7:3, 4 вуласа пар.) Ҫемьере пысӑк йывӑрлӑхсем сиксе тухсан, вӗсене татса пама старейшинӑсем пулӑшнӑ. Унсӑр пуҫне, кам та пулин мӑшӑра улталасан, кӗвӗҫме пуҫласан е шанма пӑрахсан мӗн тумаллине те Саккунра каланӑ пулнӑ. Мӑшӑрсем уйрӑлма пултарнӑ, анчах та ҫавна Саккунра каланипе килӗшӳллӗн тумалла пулнӑ. Арҫын «арӑмӗ ҫумӗнче мӗн те пулин йӗрӗнмелли тупнипе» ҫеҫ унпа уйрӑлма пултарнӑ (Сак. аст. 24:1). «Йӗрӗнмелли» шутне мӗн-мӗн кӗнине Моисей Саккунӗнче ҫырман пулсан та, ҫакӑ упӑшка ним ҫукранах хӑйӗн арӑмӗпе уйрӑлма пултарнине пӗлтермен (Лев. 19:18).

МӐШӐРА «ХИРӖҪЛЕ УЛТАВЛӐ ӖҪ» АН ТӐВӐР

12, 13. а) Малахия вӑхӑтӗнче хӑш-пӗр арҫынсем хӑйсене арӑмӗсемпе мӗнле тытнӑ? ӑ) Шыва кӗнӗ арҫын е хӗрарӑм тӑван ют арӑмпа е ют упӑшкапа пурӑнма пуҫласан, ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитерме пултарать?

12 Малахия пророк пурӑннӑ вӑхӑтра еврей халӑхӗнчи упӑшкасем нумайӑшӗ хӑйсен арӑмӗсемпе уйрӑлма темле сӑлтав та шухӑшласа кӑларнӑ. Ҫапла майпа ҫав арҫынсем ҫамрӑкрах хӗрарӑмсене, суя турӑсене пуҫҫапакан хӗрарӑмсене те, качча илес тесе ҫамрӑкла илнӗ арӑмӗсене кӑларса янӑ. Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне те иудейсем арӑмӗсемпе «кирек мӗнле сӑлтавпа та» уйрӑлма пултарнӑ (Матф. 19:3). Иегова Турӑ вара сӑлтавсӑрах уйрӑлнине кураймасть (Малахия 2:13—16 вуласа пар.)

13 Ҫакнашкал ултавлӑ ӗҫ хальхи вӑхӑтра та Иеговӑн халӑхӗ хушшинче пулмалли япала мар. Анчах та, калӑпӑр, шыва кӗнӗ арҫын е хӗрарӑм тӑван ют арӑмпа е ют упӑшкапа пурӑнма пуҫлать те мӑшӑрӗпе уйрӑлса лешӗнпе пӗрлешет. Ҫав христианин ӳкӗнмест пулсан, пуху таса пултӑр тесе ӑна пухуран кӑларса яраҫҫӗ (1 Кор. 5:11—13). Вӑл пухӑва таврӑнас тет пулсан, унӑн «ӳкӗннине юрӑхлӑ ӗҫсем» тумалла (Лука 3:8; 2 Кор. 2:5—10). Ҫылӑх тӑвакана пухӑва каллех йышӑниччен мӗн чухлӗ вӑхӑт иртмелли пирки калани ҫук пулин те, мӑшӑра улталани — питӗ пысӑк ҫылӑх пулнине асра тытмалла. Ун пекки Турӑ халӑхӗ хушшинче сайра-хутра ҫеҫ пулкалать. Ҫылӑха кӗнӗ ҫынна хӑй чӑнахах ӳкӗннине кӑтартмашкӑн вӑхӑт кирлӗ — ҫулталӑк е ытларах та. Ҫав ҫынна пухӑва каллех йышӑнсассӑн та, унӑн ҫав-ҫавах чун-чӗререн ӳкӗннипе ӳкӗнменни пирки «Турӑ умӗнче» явап тытмалла пулать (Рим 14:10—12). (2006 ҫулхи сентябрӗн 15-мӗшӗнчи «Хурал башнине» пӑхӑр, 29, 30-мӗш страницӑсем.)

ХРИСТИАНСЕН МӐШӐРЛӐ ПУРНӐҪӖ

14. Саккуна мӗнле тӗллевпе панӑ?

14 Израиль халӑхӗ 1500 ҫул хушши Моисей саккунӗ тӑрӑх пурӑннӑ. Вӑл Туррӑн халӑхне мӑшӑрлӑ пурӑнассипе тата ытти ӗҫсемпе ҫыхӑннӑ принципсене асра тытма пулӑшнӑ, ҫавӑн пекех вӑл «ачана пӑхнӑ пек пӑхса Христос патне илсе пынӑ» (Гал. 3:23, 24). Иисус Христос вилсен Саккун пӑрахӑҫа тухнӑ, вара Турӑ ҫӗнӗ халал хывнӑ (Евр. 8:6). Моисей саккунӗ ирӗк панипе тунӑ хӑш-пӗр йӑла-йӗркесене ҫӗнӗ халал тӑрӑх тума юраман.

15. а) Христиансен пухӑвӗнче мӑшӑрлӑ пурнӑҫ пирки панӑ мӗнле хушусене тытса тӑмалла? ӑ) Хӑйӗн мӑшӑрӗпе уйрӑласси пирки шутланӑ чухне христианинӑн мӗн шута илмелле?

15 Пӗррехинче фарисейсем мӑшӑрпа уйрӑласси пирки Иисуса ыйту панӑ. Вӑл вара Моисей арӑмпа уйрӑлма ирӗк панӑ пулин те, «малтан апла пулман» тесе хуравланӑ (Матф. 19:6—8). Ҫапла Иисус мӑшӑрлӑ пурнӑҫ пирки Турӑ Эдем пахчинче панӑ хушусене христиансен пӑхӑнмаллине кӑтартнӑ (1 Тим. 3:2, 12). «Пӗр ӳт» пулса тӑрас тесен, мӑшӑрланнисен хӑйсен мӑшӑрӗ ҫумне ҫыпҫӑнмалла тата Турра та, пӗр-пӗрне те юратнине кӑтартса ҫемйине тӗреклетмелле. Кам та пулин мӑшӑрӗпе вӑл аскӑн ӗҫ туса айӑпа кӗмесӗрех уйрӑлать пулсан, ҫавӑн урӑх ҫынпа мӑшӑрланма ирӗк ҫук (Матф. 19:9). Паллах ӗнтӗ, аскӑн ӗҫ тунӑшӑн ӳкӗнекен мӑшӑрне христианин каҫарма пултарать. Осия пророк шӑпах ҫапла тунӑ пулмалла: вӑл аскӑнланса ҫӳренӗ арӑмне, Гомере, каҫарнӑ. Иегова та йӗрӗхсене пуҫҫапнӑшӑн ӳкӗнекен Израиль халӑхне каҫарнӑ (Ос. 3:1—5). Ҫакна та палӑртмалла, упӑшка е арӑм хӑйне мӑшӑрӗ улталанине пӗлнӗ ҫӗртенех унпа ар хутшӑнӑвне кӗрет пулсан, ҫакӑ вӑл хӑйӗн мӑшӑрне каҫарнине кӑтартать. Ун пек чухне вара, Библи тӑрӑх, унӑн мӑшӑрӗпе уйрӑлма сӑлтав пулмасть.

16. Мӑшӑрланмасӑр пурӑнасси пирки Иисус мӗн каланӑ?

16 Чӑн христиансемшӗн мӑшӑрпа уйрӑлма пӗр сӑлтав ҫеҫ — аскӑн ӗҫ туни ҫеҫ — пуррине кӑтартнӑ хыҫҫӑн Иисус мӑшӑрланмасӑрах пурӑнма пултаракансем ҫинчен каланӑ. «Кам ҫакна йышӑнаять — йышӑнтӑр»,— тенӗ вӑл (Матф. 19:10—12). Нумайӑшӗ Иеговӑшӑн нумайрах ӗҫлес тесе мӑшӑрланмасӑр пурӑнма шут тытнӑ. Ҫавӑншӑн вӗсем мухтава тивӗҫлӗ.

17. Мӑшӑрланмалли пирки йышӑну тума христианина мӗн пулӑшӗ?

17 Мӑшӑрланмалла-и е ҫук-и? Ҫак ыйту ҫине хуравлас тесен, чи малтан ҫыннӑн хӑй мӑшӑрланмасӑр пурӑнма пултарать-и е ҫук-и, ҫавна ӑнланса илмелле. Павел апостол мӑшӑрланмасӑр пурӑнма хавхалантарнӑ, анчах вӑл тата ҫакна каланӑ: «Ҫавах та аскӑн ӗҫ тӑвасран арҫыннӑн хӑйӗн арӑмӗ пултӑр, хӗрарӑмӑн хӑйӗн упӑшки пултӑр». Малалла вӑл: «Хӑйсене хӑйсем чарма пултараймасассӑн мӑшӑрланччӑр: аскӑн шухӑшпа пурӑннинчен мӑшӑрланни аванрах»,— тенӗ. Мӑшӑрлансан ҫын ар хутшӑнӑвне кӗрес туртӑма тивӗҫтерме пултарать, унсӑрӑн ҫак туртӑм мастурбаци тума е аскӑн ӗҫ тума тӗртме пултарать. Ҫавӑн пекех ҫак ыйтура ҫын миҫерине те шута илмелле, ҫавӑнпа Павел ҫырнӑ: «Ҫулланнӑ хӗрӗ качча каймасӑр юлни кама та пулин аван мар пек туйӑнать пулсассӑн, вӑл хӑй тӑвас тенӗ пек тутӑр: ҫылӑха кӗмӗ; ун пек хӗрсем качча кайччӑр» (1 Кор. 7:2, 9, 36; 1 Тим. 4:1—3). Апла пулин те, ар хутшӑнӑвне кӗрес туртӑма, ҫамрӑк чухне уйрӑмах вӑйлӑ пулма пултаракан туртӑма, тивӗҫтерес шутпа ҫеҫ мӑшӑрланмалла мар. Мӗншӗн тесен ҫавӑн пек чухне ҫын ҫемье яваплӑхне хӑй ҫине илме хатӗр мар.

18, 19. а) Христиансен кампа мӑшӑрланмалла? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

18 Мӑшӑрланас пулсан, христиансен кам хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халалланӑ тата ӑна пӗтӗм чун-чӗререн юратать, ҫав ҫынпа кӑна мӑшӑрланмалла. Хӑйсен пурнӑҫӗсене пӗрлештерме вӗсене пӗр-пӗрне питӗ хытӑ юратни хавхалантармалла. «Ҫӳлхуҫана ӗненекенпе» пӗрлешсен вӗсем, паллах, нумай пиллӗх илӗҫ (1 Кор. 7:39). Мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн вӗсем Библири канашсем ҫемьеллӗ пурнӑҫа телейлӗ тума пулӑшакан чи лайӑх канашсем пулнине курса тӑрӗҫ.

19 Ҫак «юлашки кунсенче» арҫынсемпе хӗрарӑмсен нумайӑшӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫа телейлӗ тума чӑрмантаракан енсем пурри курӑнать (2 Тим. 3:1—5). Тепӗр статьяра эпир мӑшӑрланнӑ христиансене пулӑшакан Библири принципсене пӑхса тухӑпӑр. Хӑйӗн Сӑмахӗнче Иегова пире питӗ усӑллӑ канашсем парать, вӗсем ҫемьене ҫирӗплетме тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫулпа пыма пулӑшаҫҫӗ (Матф. 7:13, 14).