Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Чӑнлӑхра малалла та ҫитӗнӳсем тумаллине эсир ӑнланатӑр-и?

Чӑнлӑхра малалла та ҫитӗнӳсем тумаллине эсир ӑнланатӑр-и?

«Вула-вула парса, ӳкӗтлесе, вӗрентсе пурӑн» (1 ТИМ. 4:13).

ЮРӐСЕМ: 45, 42

1, 2. а) Исаия 60:22-мӗшӗнчи сӑмахсем ҫак юлашки кунсенче мӗнле пурнӑҫланаҫҫӗ? ӑ) Туррӑн организацийӗн ҫӗр ҫинчи пайӗнче ӗҫлекенсене мӗнле пулӑшу кирлӗ?

«САХАЛЛИНЧЕН — пин, чи халсӑрринчен вӑйлӑ халӑх пулӗ» (Ис. 60:22). Ҫак сӑмахсем пирӗн вӑхӑтра, юлашки кунсенче, пурнӑҫланаҫҫӗ. 2015 ҫулта Патшалӑх хыпарҫисен шучӗ 8 220 105 пулнӑ! Ҫав сӑвӑ йӗркинче малалла мӗн калани кашни христианина пырса тивет. Пирӗн ҫӳлти Аттемӗр: «Хӑйӗн вӑхӑчӗ ҫитсессӗн, ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑртах пурӑнӑҫа килтерӗп»,— тесе сӑмах панӑ. Эпир хамӑра хытӑрах та хытӑрах каякан поезд ҫинче ларса пынӑ пекех туятпӑр, мӗншӗн тесен ырӑ хыпар сарас ӗҫ хӑвӑртлансах пырать. Ҫакӑ пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳмелле? Эпир Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпара хастарлӑн пӗлтеретпӗр-и? Тӑвансенчен нумайӑшӗ пионерсем е пулӑшакан пионерсем пулса ӗҫлеҫҫӗ. Теприсем вара хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнсене куҫса каяҫҫӗ е Патшалӑх залӗсене туса лартас ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ. Ҫакӑ питӗ савӑнтарать!

2 Апла пулин те, ӗҫлекенсем нумайрах та нумайрах кирлӗ. Кашни ҫул 2 000-е яхӑн пуху йӗркеленет. Кашни пухура 5 старейшина пултӑр тесен, ҫулсерен 10 000 пулӑшакан ӗҫченӗн старейшина пулса тӑмалла. Ҫакӑ вара пин-пин арҫын тӑванӑн пулӑшакан ӗҫчен пулса ӗҫлеме юрӑхлӑ пулма тӑрӑшмаллине пӗлтерет. Унсӑр пуҫне, Ҫӳлхуҫан ӗҫӗнче арҫын тӑвансем валли те, хӗрарӑм тӑвансем валли те ӗҫ нумай (1 Кор. 15:58).

ЧӐНЛӐХРА ҪИТӖНӲСЕМ ТУНИ МӖНЕ ПӖЛТЕРЕТ?

3, 4. Эсир мӗнле тӗллевсем лартма пултаратӑр?

3 1 Тимофей 3:1 вуласа пар. «Пуласшӑн» тени грек чӗлхинче аяккарах выртакан пӗр-пӗр япалана илме кармашнине пӗлтерет. Павел апостол ҫак сӑмахпа усӑ курса чӑнлӑхра ӳсӗмсем тума вӑй хумаллине палӑртнӑ. Калӑпӑр, пӗр-пӗр арҫын тӑван пулӑшакан ӗҫчен пулса тӑрасшӑн. Ҫак тӗллевпе вӑл Турра юрӑхлӑ мӗнле енсене аталантармалли ҫинчен шухӑшлать. Пулӑшакан ӗҫчен пулса тӑрсан вара, вӑл старейшина пулма юрӑхлӑ пулас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать. Чӑнах та, пулӑшакан ӗҫчен пулма та, старейшина пулма та арҫын тӑванӑн нумай вӑй хумалла.

4 Ҫавӑн пекех, пионер пулма, Вефильте ӗҫлеме е Патшалӑх залӗсене тӑвас ӗҫре хутшӑнма тӗллев лартакан тата ҫак тӗллевсене пурнӑҫлама пӗтӗм вӑя хуракан ҫамрӑксем те мухтава тивӗҫлӗ. Айтӑр, Турӑ Сӑмахӗ пире пурсӑмӑра та чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума мӗнле хавхалантарса тӑнине пӑхса тухар.

ЧӐНЛӐХРА ҪИТӖНӲСЕМ ТУМА ВӐЙ ХУРӐР

5. Ҫамрӑксем хӑйсен вӑйӗпе усӑ курса Турӑ Патшалӑхӗшӗн мӗн-мӗн тума пултараҫҫӗ?

5 Ҫамрӑксен вӑй тапса тӑрать, ҫавӑнпа вӗсем Иеговӑшӑн нумай тума пултараҫҫӗ. (Ытарӑшсем 20:29 вуласа пар.) Хӑш-пӗр ҫамрӑк тӑвансем Вефильте ӗҫлесе Библисемпе ытти кӗнекесене пичетлеҫҫӗ тата хуплашкисене хураҫҫӗ. Теприсем Патшалӑх залӗсене туса лартма, вӗсене юсавлӑ тытма пулӑшса тӑраҫҫӗ. Ҫутҫанталӑк инкекӗ пулса тухсан ҫамрӑк Свидетельсем опытлӑрах тӑвансемпе пӗрле ӗҫлесе хӗн куракансене пулӑшу параҫҫӗ. Ҫамрӑк пионерсем нумайӑшӗ вара ырӑ хыпар сарма урӑх чӗлхепе калаҫма вӗренеҫҫӗ е урӑх ҫӗре куҫса каяҫҫӗ.

6—8. а) Пӗр ҫамрӑк тӑвана Турӑшӑн савӑнса ӗҫлеме мӗн пулӑшнӑ тата ҫакӑ мӗнле пиллӗхсем кӳнӗ? ӑ) Иегова епле ыррине эпир мӗнле астивсе пӑхма пултаратпӑр?

6 Эсир Турӑшӑн пӗтӗм чун-чӗререн ӗҫлесе тӑмаллине ӑнланатӑрах пулӗ. Анчах та сирӗн туйӑмсем Эрон ятлӑ тӑванӑн пулнӑ туйӑмсем пекех пулма пултараҫҫӗ. Вӑл чӑнлӑхра ҫитӗнсе ӳснӗ. Эрон ним пытармасӑр калать: «Пухура та, ырӑ хыпар сарнӑ чухне те мана кичемччӗ». Унӑн Турӑшӑн савӑнса ӗҫлес килнӗ, анчах та хӑйне мӗн чӑрмантарнине ӑнланайман. Вара вӑл мӗн тунӑ?

7 Эрон кашни кун Библи вулама, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене хатӗрленме тата унта комментарисем пама пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех вӑл ытларах кӗлтума тытӑннӑ. Ҫакӑ ӑна Иеговӑна хытӑрах юратма тата чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума пулӑшнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл хаваспах пионер пулса ӗҫленӗ, ҫутҫанталӑк инкекӗсене пула хӗн куракансене пулӑшнӑ тата ют ҫӗршывра ырӑ хыпар сарнӑ. Халӗ Эрон старейшина, вӑл Вефильте ӗҫлет. Хӑйӗн хальхи пурнӑҫӗ ҫинчен вӑл мӗн калать-ха? «Эпӗ астивсе пӑхрӑм та Иегова епле ыррине куртӑм. Эпӗ ӑна парӑмлӑ пулнине туятӑп, ҫавӑнпа уншӑн ытларах ӗҫлеме тӑрӑшатӑп. Ҫакӑ вара тата нумайрах пиллӗх кӳрет!»

8 «Ҫӳлхуҫана шыракансем вара пӗр ырӑлӑхран та юлмаҫҫӗ»,— тесе юрланӑ псалом юрлакан. (Псалом 33:9—11 вуласа пар.) Иеговӑшӑн хастаррӑн ӗҫлекенсен ӗмӗчӗ нихӑҫан та татӑлмӗ. «Астивсе пӑхӑр, Ҫӳлхуҫа епле ыррине курӑр!» — тесе те каланӑ вӑл. Турӑшӑн ӗҫлесе эпир мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех тӑватпӑр пулсан, ҫав сӑмахсем тӗрӗссине тата ҫирӗпрех ӗненӗпӗр.

АН ПАРӐНӐР

9, 10. «Тӳсӗмлӗн кӗтсе» тӑни мӗншӗн питӗ кирлӗ?

9 Тӗллевсене пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ май хӑш-пӗр чухне «тӳсӗмлӗн кӗтсе» тӑмалла (Мих. 7:7, ҪТ). Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене яланах пулӑшса тӑрать, анчах та хушӑран вӗсен хӑйсене пухура тивӗҫсем шанса парасса е хӑйсен лару-тӑрӑвӗ улшӑнасса кӗтме тивет. Тӗслӗхрен, Иегова Авраама санӑн ывӑл ҫуралӗ тесе сӑмах панӑ, анчах та пама пулнине илмешкӗн патриархӑн хытӑ ӗненсе тата тӳсӗмлӗ пулса кӗтмелле пулнӑ (Евр. 6:12—15). Исаак ҫураласса нумай ҫул кӗтнӗ пулин те, Авраам алла усман тата Иеговӑна шанма пӑрахман (Пулт. 15:3, 4; 21:5).

10 Хӑш-пӗр чухне кӗтме ҫӑмӑл мар (Ытар. 13:12). Пӗрмай япӑххи ҫинчен шухӑшласа ҫӳресен хуйха ӳкме пулать. Ун вырӑнне хамӑрӑн вӑхӑтпа Турра юрӑхлӑ енсене аталантарма усӑ курсан лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. Ҫавна мӗнле виҫӗ майпа тумаллине пӑхса тухар.

11. Турра юрӑхлӑ мӗнле енсене эпир аталантарма пултаратпӑр тата мӗншӗн ҫакӑ питӗ кирлӗ?

11 Турра юрӑхлӑ енсене аталантарӑр. Турӑ Сӑмахне вуласа тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшласа эпир ӑслӑлӑх, ӑнлану, вичкӗн ӑс, пӗлӳ, тавҫӑрулӑх тата ырӑ ӑс илме пултаратпӑр. Ҫак лайӑх енсем Иеговӑн организацийӗнче ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсене питӗ кирлӗ (Ытар. 1:1—4; Тит 1:7—9). Библи ҫинче никӗсленсе тӑракан публикацисене вуланӑ май эпир Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗренетпӗр. Кашни кунах пирӗн вӑйӑ-кулӑпа, тумтирпе, укҫа-тенкӗпе тата ытти япаласемпе ҫыхӑннӑ йышӑнусем тумалла. Ун чухне эпир Библири пӗлӳсемпе усӑ куратпӑр пулсан Иеговӑна савӑнтарӑпӑр.

12. Христиансем хӑйсене шанма юранине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ?

12 Хӑвӑра шанма юранине кӑтартӑр. Арҫын тӑвансен те, хӗрарӑм тӑвансен те Туррӑн организацийӗнче шанса панӑ кирек мӗнле ӗҫе те май килнӗ таран лайӑхрах тумалла. Израиль-тянсен пуҫлӑхӗн Неемийӑн яваплӑ ӗҫсем тума ҫынсене суйласа лартмалла пулнӑ. Вӑл камсене суйласа илнӗ? Шанчӑклӑ та Турӑран хӑраса пурӑнакан ҫынсене (Неем. 7:2; 13:12, 13). Хальхи вӑхӑтра та «ун пек ҫынсем кирек хӑшӗ те шанчӑклӑ пулмалла» (1 Кор. 4:2). Ырӑ ӗҫсем вара палӑрмасӑр юлмаҫҫӗ. (1 Тимофей 5:25 вуласа пар.)

13. Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан Иосиф тӗслӗхӗ сире мӗнле пулӑшма пултарать?

13 Иеговӑна хӑвӑра шӑратса тасатма парӑр. Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан сирӗн мӗн тумалла? Тен, ҫак лару-тӑрӑва тӳрех татса пама пулать. Анчах та тепӗр чухне, хӑвӑра хӳтӗлеме пӗтӗм вӑйран тӑрӑшсан, лару-тӑру тата ытларах йывӑрланса кайма пултарать. Тӗслӗхрен, Иосифа пиччӗшӗсем усал тунӑ пулин те, вӑл вӗсем ҫине тарӑхса ҫӳремен. Каярахпа вара ӑна пӗр айӑпсӑрах тӗрмене лартнӑ. Ҫав йывӑр вӑхӑтра Иосиф Иегова ҫине шанса тӑнӑ. Ҫакӑ ӑна мӗнле пиллӗхсем панӑ? «Ӑна Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ сӑнанӑ [«шӑратса тасатнӑ», ҪТ]» (Пс. 104:18, 19). Йывӑрлӑхсем витӗр тухнӑ хыҫҫӑн Иосиф пысӑк ӗҫ тума хатӗр пулса тӑнӑ (Пулт. 41:37—44; 45:4—8). Йывӑр лару-тӑрӑва лексен Иеговӑран ӑслӑлӑхпа вӑй ыйтӑр, йӑваш кӑмӑллӑ пулма тата йӑвашшӑн калаҫма тӑрӑшӑр. Иегова сире пулӑшатех. (1 Петр 5:10 вуласа пар.)

ЫРӐ ХЫПАР САРАС ӐСТАЛӐХА ӲСТЕРӖР

14, 15. а) Ырӑ хыпара мӗнле сармалли пирки пирӗн мӗншӗн яланах шухӑшламалла? ӑ) Лару-тӑрӑва кура ырӑ хыпар сармалли меслетсене мӗнле улӑштарма пулать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке тата «Ырӑ хыпар сарма урӑх меслетпе усӑ курмалла мар-ши?» рамкӑна пӑхӑр.)

14 Павел Тимофее вӗрентсе ҫапла каланӑ: «Эпӗ пыриччен вула-вула парса, ӳкӗтлесе, вӗрентсе пурӑн. Хӑвна ху та, мӗн вӗрентнине те асӑрхаса тӑр» (1 Тим. 4:13, 16). Тимофей Турӑ Патшалӑхӗн ӑста хыпарҫи пулнӑ. Анчах та сӑваплӑ ӗҫре ӑнӑҫлӑ пулас тесен унӑн хӑй мӗнле вӗрентни пирки яланах шухӑшламалла пулнӑ. Тимофейӑн хӑй усӑ курнӑ вӗрентмелли меслетсем яланах ӑнӑҫлӑ пулӗҫ тесе шутламалла пулман. Хӑйӗн сӑмахӗсем итлекенсен чӗрисене малалла та пырса тивччӗр тесен унӑн, ҫынсене мӗн кирлине шута илсе, вӗрентмелли меслетсене улӑштармалла пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра та Патшалӑх хыпарҫисен ҫапла тумалла.

15 Эпир килтен киле ҫӳресе ырӑ хыпар сарнӑ чухне час-часах ҫынсем килте пулмасан та пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗр вырӑнсенче нумай хваттерлӗ ҫуртсене е пысӑк ҫуртсен комплексӗсене кӗме май ҫук. Эсир пурӑнакан ҫӗрте те лару-тӑру ҫавнашкалах пулсан, мӗншӗн-ха ырӑ хыпар сарма урӑх меслетпе усӑ курас мар?

16. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпар сарни мӗншӗн ӑнӑҫуллӑ?

16 Лайӑх меслетсенчен пӗри вӑл — ырӑ хыпара халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче сарасси. Иегова Свидетелӗсем нумайӑшӗ каланӑ тӑрӑх, ҫак майпа усӑ курни питӗ ӑнӑҫлӑ тата нумай савӑнӑҫ кӳрет. Вӗсем вокзалсенче, автостанцисенче, пасарсенче, парксенче тата ытти ҫӗрте те ырӑ хыпар сарма ятарласа вӑхӑт уйӑраҫҫӗ. Ку ӗҫре вичкӗн ӑслӑ пулни кирлӗ. Ҫынпа калаҫу пуҫлас тесен, хыпарҫӑ ҫыннӑн ачине мухтама, мӗнле те пулин хыпар пирки калама е ҫын ӑҫта ӗҫлени ҫинчен ыйтма пултарать. Калаҫу ҫыхӑнса кайсан, Библири пӗр-пӗр шухӑша каласа парса ҫын мӗн шутланине пӗлме пулать. Ҫакнашкал калаҫу час-часах малалла та Библири чӑнлӑхсене сӳтсе явма май парать.

17, 18. а) Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпар сарма хӑрас мар тесен мӗн тумалла? ӑ) Ырӑ хыпар сарнӑ чухне мӗншӗн сирӗн шухӑш-кӑмӑл Иеговӑна мухтав кӳрсе тӑнӑ Давидӑн пекех пулмалла?

17 Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпар сарма сире ҫӑмӑлах мар пулсан, ан кулянӑр. Нью-Йоркра пурӑнакан Эдди ятлӑ пионера нумай ҫын умӗнче калаҫу пуҫлама йывӑр пулнӑ. Анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл хӑрама пӑрахнӑ. Ӑна мӗн пулӑшнӑ-ши? Эдди каласа парать: «Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне эпир арӑмпа ҫын хирӗҫ калаҫсан мӗнле хуравламаллине тата ҫын шухӑшне шута илсе мӗнле калаҫмаллине сӳтсе яватпӑр. Ҫавӑн пекех эпир ытти Свидетельсене хӑйсем пухнӑ опыт ҫинчен каласа пама ыйтатпӑр». Халӗ Эдди халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпар сарма питӗ юратать.

18 Ырӑ хыпар сарас ӗҫре опыт пухнӑҫемӗн тата ӑсталӑха ӳстерсе пынӑҫемӗн сирӗн ӗҫ ӑнса пынине пурте курса тӑрӗҫ. (1 Тимофей 4:15 вуласа пар.) Унтан та ытларах, эсир Давид пекех ҫӳлти Аттемӗре мухтав кӳретӗр. Давид ҫапла каласа юрланӑ: «Кирек хӑҫан та Ҫӳлхуҫана мухтам; чӗлхе-ҫӑварӑм пӗр вӗҫӗмсӗр Ӑна мухтатӑр. Манӑн чунӑм Ҫӳлхуҫапа мухтанӗ; йӑвашшисем илтӗҫ те — савӑнӗҫ» (Пс. 33:2, 3). Вара, тен, йӑвашшисенчен хӑшӗ те пулин эсир калакан ырӑ хыпара йышӑнса хӑвӑрпа пӗрле чӑн Турра савӑнса мухтама пуҫлӗ.

ЧӐНЛӐХРА ҪИТӖНӲСЕМ ТУНИПЕ ТУРРА МУХТАВ КӲРӖР

19. Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем хӑйсем тӑвас тенӗ чухлӗ тӑвайман чухне те мӗншӗн хӑйсене телейлӗ туйма пултараҫҫӗ?

19 Давид ҫапла юрланӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑв мӗн пултарни пурте Сана мухтатӑр, Сана Хӑвӑн сӑваплӑ ҫыннусем аслӑлаччӑр; Этем ывӑлӗсене Санӑн хӑватлӑху ҫинчен, Санӑн патшалӑхун тӗлӗнмелле чаплӑлӑхӗ ҫинчен пӗлтермешкӗн Санӑн патшалӑхун чапӗ ҫинчен вӗрентчӗр, Санӑн хӑватлӑху ҫинчен каласа паччӑр» (Пс. 144:10—12). Ҫак сӑмахсем Иеговӑн шанчӑклӑ Свидетелӗсем мӗн туйнине кӑтартаҫҫӗ. Анчах та чирленӗрен е ҫулсем кайнӑран хӑвӑр тӑвас тенӗ чухлӗ тума пултараймастӑр пулсан, мӗн тумалла? Яланах ҫакна асра тытӑр: май килнӗ таран пурне те, тӗслӗхрен, медсестрасене е тухтӑрсене, ырӑ хыпар пӗлтерме тӑрӑшсан, эсир хӑвӑрӑн ӗҫсемпе пирӗн аслӑ Турра мухтав кӳретӗр. Енчен те сире Иеговӑна ӗненнӗшӗн тӗрмене хупнӑ пулсан, эсир май килнӗ чухне чӑнлӑх ҫинчен каласа парса Иеговӑна савӑнтарма пултаратӑр (Ытар. 27:11). Ҫавӑн пекех хӑвӑрӑн килтисем Иеговӑшӑн ӗҫлемеҫҫӗ пулсан та, эсир уншӑн малалла та шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнипе ӑна савӑнтаратӑр (1 Петр 3:1—4). Питӗ йывӑр лару-тӑрура та Иеговӑна мухтав кӳме тата чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума май пур.

20, 21. Иеговӑн организацийӗнче сире нумай ӗҫ шанса панӑ пулсан, мӗнле майпа эсир ыттисемшӗн пиллӗх пулса тӑма пултаратӑр?

20 Эсир малалла та чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума тӑрӑшатӑр пулсан, Иегова сире пиллетех. Тен, хӑвӑрӑн графика е хӑнӑхнӑ йӗркене кӑшт улӑштарсан сӑваплӑ ӗҫре ытларах тума май пулӗ, ҫапла вара нумайрах ҫын Библири чӑнлӑха пӗлсе шанчӑк тупма пултарӗ. Унсӑр пуҫне, эсир чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем туни тата хӑвӑра шеллемесӗр ӗҫлесе тӑни пухури тӑвансене те нумай усӑ парӗ. Тата эсир пухура тӑрӑшса ӗҫленишӗн ыттисем сире юратнине, пархатарлӑ пулнине туйса тӑма пултарӑр.

21 Эпир Иеговӑшӑн темиҫе уйӑх е нумай ҫул хушши ӗҫлетпӗр пулсан та, пурте чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума пултаратпӑр. Анчах та опыт пухнӑ христиансем нумаях пулмасть шыва кӗнӗ тӑвансене чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ? Ҫавна эпир тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.