Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ылтӑнран та хаклӑраххине шырӑр

Ылтӑнран та хаклӑраххине шырӑр

Эсир хӑҫан та пулин ылтӑн катӑкне тупса курнӑ-и? «Тупса курса» тесе сахалӑшӗ ҫеҫ хуравлӗ. Анчах та миллионшар ҫынна унтан та хаклӑрах япала тупма тӳр килнӗ — «ылтӑнла туянма ҫук» Туррӑн ӑслӑлӑхне (Иов 28:12, 15).

БИБЛИ тӗпчекенсем хӑш-пӗр енчен ылтӑн шыракансем пекех. Питӗ хаклӑ ӑслӑлӑха шыраса тупас тесе вӗсен нумай вӑй хумалла тата пӗрмаях Сӑваплӑ Ҫырӑва тӗпчемелле. Айтӑр ылтӑн кӑлармалли виҫӗ меслете пӑхса тухар тата ҫакӑнтан мӗне вӗренме май пурри ҫинчен шухӑшлар.

ЭСИР ЫЛТӐН КАТӐКНЕ ТУПНӐ!

Калӑпӑр, эсир юханшыв хӗррипе утатӑр. Кӗтмен ҫӗртен хӗвел ҫинче темскер ялтӑртатса выртнине курах каятӑр. Эсир пӗшкӗнсе пӑхатӑр та пӗчӗк ылтӑн катӑкне тупнине ӑнланса илетӗр. Вӑт телей тӑк телей! Ҫак ылтӑн пӗрчи шӑрпӑк пуҫӗнчен те пӗчӗкрех, ӑна тупма вара хаклӑ йышши алмаза тупассинчен те йывӑртарах. Паллах ӗнтӗ, эсир ылтӑн катӑкӗсем урӑх ҫук-ши тесе йӗри-тавра пӑхкалатӑр.

Тен, пӗр-пӗр кун хӑвӑрӑн алӑка Иеговӑн ӗҫлекенӗ шаккаса Библири шанчӑк хыпарне каласа панӑ чухне сирӗн туйӑмсем ҫавнашкалах пулнӑ пулӗ. Эсир Библире, сӑнарлӑ каласан, пӗрремӗш «ылтӑн катӑкне» мӗнле тупнине нихӑҫан та манас ҫук пулӗ. Тен, ҫавӑн чухне эсир пӗрремӗш хут Сӑваплӑ Ҫырура Туррӑн ятне, Иегова ята, куртӑр (Тух. 15:3). Е, тен, эсир Иеговӑн тусӗ пулма май пурри ҫинчен пӗлтӗр (Иак. 2:23). Эсир ылтӑнран та хаклӑраххине тупнине тӳрех ӑнланса илтӗр пулӗ. Вара сирӗн ҫакнашкал «ылтӑн катӑкӗсене» тата нумайрах тупас килсе кайнӑ.

ЭСИР ТАТА ЫТЛАРАХ ЫЛТӐН ТУПРӐР!

Хӑш-пӗр чухне вӗтӗ-вӗтӗ ылтӑн пӗрчисем шыв юхса тӑракан вырӑнсенче е юханшывсенче, тырӑ пӗрчи пек е пулӑ хуппи пек курӑнса, купаланса выртаҫҫӗ. Ҫавна пӗрчӗллӗ ылтӑн теҫҫӗ. Темиҫе уйӑх хушшинче ылтӑн шыракан ӗҫченсем ҫавӑн пек вырӑнсенче темиҫе килограмм таранах ылтӑн тупма пултараҫҫӗ, унӑн хакӗ вара вуншар пин доллар чухлех пулма пултарать.

Иегова Свидетелӗсемпе пӗрле Библи вӗренме пуҫласан, эсир нумай ылтӑнлӑ вырӑна тупса хӑвӑра ылтӑн кӑларма пуҫланӑ пекех туйрӑр пулӗ. Эсир Библири сӑвӑ йӗркисене пӗрин хыҫҫӑн теприне вуласа тата унта мӗн ҫырни ҫинчен шухӑшласа Турӑ ҫинчен ытларах та ытларах пӗлӳ илсе пуянлансах пынӑ. Библири хаклӑ чӑнлӑхсене ӑнланма тӑрӑшнӑ май, эсир Иегова патне мӗнле ҫывхармалли ҫинчен пӗлнӗ. Ҫавӑн пекех, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илмешкӗн Туррӑн юратӑвне тивӗҫлӗ пулмаллине ӑнланса илнӗ (Иак. 4:8; Иуда 20, 21).

Библири хаклӑ чӑнлӑхсене эсир ылтӑн шыракансем пекех тӑрӑшса шыратӑр-и?

Ылтӑн шыракан ӗҫченсем пӗрчӗллӗ ылтӑн шыранӑ пекех, эсир те Библири хаклӑ чӑнлӑхсене тупас тесе вӑй хунӑ. Эсир тӗп вӗрентӳсене пӗлнипех ҫырлахса ларман пулас, хӑвӑрӑн пурнӑҫа Иеговӑна халаллама тата шыва кӗме малалла утӑмсем тунӑ (Матф. 28:19, 20).

ШЫРАМА АН ПӐРАХӐР!

Ылтӑн пӗрчисене вулкан породисенче те тупма пулать, анчах унта вӗсем питӗ сахал. Ытларах ылтӑн тӗл пулакан вырӑна тупсан рудана кӑларма тытӑнаҫҫӗ, вара ӑна вӗтетсе ылтӑнне уйӑрса илеҫҫӗ. Пӗрре пӑхсан, рудара нимле ылтӑн та ҫук пек туйӑнма пултарать. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен пӗр тонна чи лайӑх рудара та ылтӑнӗ 10 грамма яхӑн ҫеҫ! Анчах та ылтӑн шыракансене ҫакӑ чарса тӑмасть.

Сирӗн те «Христос ҫинчен чи малтан мӗн пӗлнипе» ҫырлахса тӑмалла мар, малалла та вӑй хумалла (Евр. 6:1, 2). Библи вӗреннӗ чухне мӗн те пулин ҫӗннине тата усӑллӑ канашсене тӑрӑшса шырамалла. Эсир нумай ҫул хушши Библи вӗренетӗр пулсан, Турӑ Сӑмахне вӗренни малалла та усӑ патӑр тесен мӗн тума пулать?

Малалла та пӗлесшӗн ҫунса тӑрӑр. Уйрӑмах вак-тӗвексем ҫине тимлесе пӑхӑр. Вӑй хума ан пӑрахӑр, вара эсир Библири хаклӑ «ылтӑн катӑкӗсене» — Туррӑн ӑслӑлӑхӗпе кирлӗ канашсене — тупатӑрах (Рим 11:33). Сӑваплӑ ҫырура ытларах пӗлӳ тупас тесен, хӑвӑр чӗлхепе тӗпчеме май паракан пур хатӗрсемпе те усӑ курӑр. Хӑвӑра кирлӗ канашсемпе принципсене, ҫавӑн пекех хӑвӑрӑн ыйтусен хуравӗсене чӑтӑмлӑхпа шырӑр. Ыттисенчен Библири хӑш сӑвӑ йӗркисем тата брошюрӑсенчи хӑш статьясем вӗсене уйрӑмах пулӑшни тата хавхалантарни ҫинчен ыйтса пӗлӗр. Туррӑн Сӑмахне тӗпченӗ май хӑвӑр мӗн пӗлни ҫинчен ыттисене каласа парӑр.

Паллах, сирӗн тӗллев — ытларах пӗлӳ пухасси мар. Павел апостол «пӗлни мӑнаҫлантарать» тесе асӑрхаттарнӑ (1 Кор. 8:1). Ҫавӑнпа йӑваш кӑмӑллӑ пулма тата ҫирӗп ӗненсе тӑма тӑрӑшӑр. Кашни эрнере ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапни тата Библие хӑвӑр тӗллӗн вӗренни сире Иеговӑн нормисемпе килӗшӳллӗн пурӑнма пулӑшӗ тата ыттисене пулӑшма хавхалантарӗ. Унсӑр пуҫне, эсир телейлӗ пулатӑр, мӗншӗн тесен эсир ылтӑнран та хаклӑраххине тупрӑр (Ытар. 3:13, 14).