Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ыттисене вӗрентмеллине эсир ӑнланатӑр-и?

Ыттисене вӗрентмеллине эсир ӑнланатӑр-и?

«Эпӗ сире ырӑ пӗлӳ паратӑп» (ЫТАР. 4:2).

ЮРӐСЕМ: 45, 44

1, 2. Сӑваплӑ ӗҫпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ ӗҫсене тума мӗншӗн ыттисене вӗрентмелле?

ТУРӐ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗлтересси Иисусшӑн чи кирлӗ ӗҫ пулнӑ. Апла пулин те, вӑл вӗрентекенсем тата Туррӑн кӗтӗвне пӑхакансем пулма ыттисене вӗрентме вӑхӑт уйӑрнӑ (Матф. 10:5—7). Филипп та ырӑ хыпар сарма нумай вӑй хунӑ, анчах та вӑл хӑйӗн тӑватӑ хӗрне те ҫак ӗҫе ӑнӑҫлӑ тума вӗрентнӗ паллах (Ап. ӗҫ. 21:8, 9). Пирӗн вӑхӑтра та ҫакнашкал вӗрентни питӗ кирлӗ. Мӗншӗн?

2 Пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе нумайрах та нумайрах ҫын чӑнлӑха йышӑнать. Хальлӗхе шыва кӗменнисен Библие харпӑр хӑй тӗллӗн вӗренесси питӗ кирлине ӑнланмалла. Ҫавӑн пекех вӗсене ырӑ хыпар сарас тата ыттисене чӑнлӑха вӗрентес ӗҫре ӑнӑҫлӑ пулма пулӑшмалла. Пухури арҫын тӑвансем пулӑшакан ӗҫченсем тата старейшинӑсем пулма юрӑхлӑ пулччӑр тесен, вӗсене вӗрентмелле. «Ырӑ пӗлӳпе» усӑ курса ҫитӗннӗ христиансем ҫӗннисене чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума пулӑшма пултараҫҫӗ (Ытар. 4:2).

ҪӖННИСЕНЕ БИБЛИ ВУЛАСА ӐСЛӐЛӐХПА ВӐЙ ИЛМЕ ПУЛӐШӐР

3, 4. а) Библи вӗреннине пула сӑваплӑ ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулассине Павел мӗнле кӑтартнӑ? ӑ) Библи вӗренекенсене Турӑ Сӑмахне харпӑр хӑй тӗллӗн вӗренме хавхалантарас тесен, пирӗн хамӑрӑн мӗн тумалла?

3 Библие харпӑр хӑй тӗллӗн вӗренни мӗншӗн питӗ кирлӗ? Павел апостол Колоссӑра пурӑннӑ христиансене акӑ мӗн ҫырнӑ: «Эпир... сирӗншӗн пӗр чарӑнмасӑр тархасласа кӗлтӑватпӑр. Чуна кирлӗ пур ӑслӑлӑха та ӑнласа илсе, сирӗн Турӑ ирӗкне пӗлсе ҫитмелле пултӑр, пур тӗлӗшрен те Турра юраса, тӗрлӗ ырӑ ӗҫпе усӑ кӳрсе Турӑ ҫыннисем пек пурӑнӑр, Турра сирӗн пӗлнӗҫемӗн пӗлсе пымалла пултӑр» (Кол. 1:9, 10). «Турӑ ирӗкне пӗлсе» ҫитнине пула ҫав христиансем «пур тӗлӗшрен те Турра юраса» пурӑннӑ пулӗччӗҫ. Ҫапла вара вӗсем «тӗрлӗ ырӑ ӗҫ» туса, уйрӑмах ырӑ хыпар сарса, нумай усӑ кӳнӗ пулӗччӗҫ. Сӑваплӑ ӗҫре ӑнӑҫлӑ пулмашкӑн Иеговӑн ӗҫлекенӗсен Библие харпӑр хӑй тӗллӗн вӗренессине йӑлана кӗртмелле. Пирӗн вара Библи вӗренекенсене ҫавна ӑнланма пулӑшмалла.

4 Ыттисене Библие харпӑр хӑй тӗллӗн вӗренсе усӑ илме пулӑшас тесен пирӗн хамӑрӑн ҫакӑ мӗншӗн питӗ кирлине ӑнланмалла. Ҫапла, Библие хамӑр тӗллӗн вӗренесси йӑлана кӗмелле. Эсир хӑвӑра ҫапла ыйтусем пама пултаратӑр: «Кил хуҫи мӗн калани Библири чӑнлӑхпа килӗшсе тӑмасть пулсан е вӑл кӑткӑс ыйту парать пулсан, эпӗ Библипе усӑ курса хуравлама пултаратӑп-и? Иисус, Павел тата ыттисем те Турӑшӑн тӳсӗмлӗн ӗҫлени ҫинчен вулани мана йывӑр килнӗ чухне те Иеговӑшӑн хастарлӑн ӗҫлеме хавхалантарать-и?» Пире пурсӑмӑра та Турӑ Сӑмахӗнчи пӗлӳпе канашсем кирлӗ. Унсӑр пуҫне, эпир хамӑр тӗллӗн Библи вӗреннинчен мӗн чухлӗ усӑ илни ҫинчен каласа паратпӑр пулсан, ыттисене те ҫавнашкал усӑ илмешкӗн Библие тӑрӑшса тӗпчеме хавхалантарма пултаратпӑр.

5. Ҫӗннисене Библие харпӑр хӑй тӗллӗн вӗреннине йӑлана кӗртме мӗнле пулӑшмаллине каласа парӑр.

5 Тен, эсир хӑвӑртан ыйтатӑр: «Ҫынна Библие хӑй тӗллӗн вӗренессине йӑлана кӗртме мӗнле пулӑшмалла-ши?» Малтанах Библи вӗренме мӗнле хатӗрленмеллине кӑтартма пулать. Библи вӗренмелли тӗп пособири хыҫсӑмахри пӗр-пӗр темӑна тата Турӑ Сӑмахӗнчен илсе панӑ сӑвӑ йӗркисене вулама сӗнме пулать. Ӑна пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче комментарисем пама хатӗрленме пулӑшӑр. Брошюрӑсен кашни кӑларӑмне вулама хавхалантарӑр. Сирӗн чӗлхепе электронлӑ библиотека е «Хурал башнин онлайн-библиотеки» пур пулсан, эсир ҫак хатӗрсемпе усӑ курса тӗрлӗ ыйтусем пирки Библи мӗн каланине мӗнле тупмаллине кӑтартма пултаратӑр. Ҫакӑн евӗрлӗ пулӑшӑва пула Библи вӗренекен Туррӑн Сӑмахне тӗпченинчен савӑнӑҫ илӗ.

6. а) Библи вӗренекен ҫынна Туррӑн Сӑмахне хытӑрах юратма эсир мӗнле пулӑшма пултаратӑр? ӑ) Туррӑн Сӑмахне юратни ҫынна мӗн тума хавхалантарса тӑрӗ?

6 Паллах ӗнтӗ, пирӗн ҫынсене Библи вулама тата вӗренме вӑйпа хистемелле мар. Библи вӗренекене Туррӑн Сӑмахне хытӑрах юратма пулӑшас тесен, Иеговӑн организацийӗ мӗн панипе усӑ курсан лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫыннӑн туйӑмӗсем псалом юрлаканӑн пекех пулӗҫ. Вӑл ҫапла юрланӑ: «Маншӑн вара Турӑ патне ҫывӑхарасси чӑн телей! Санӑн пур ӗҫӳ ҫинчен те... пӗлтерсе тӑрас тесе эпӗ Ҫӳлхуҫа Турра шанса тӑратӑп» (Пс. 72:28). Ҫакӑн пек пархатарлӑ та тӑрӑшса вӗренекен ҫын ҫине Иеговӑн сывлӑшӗ витӗм кӳрсе тӑрӗ.

ҪӖННИСЕНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРМА ТАТА ВӖРЕНЕКЕНСЕНЕ ХАТӖРЛЕМЕ ВӖРЕНТӖР

7. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ырӑ хыпар сарма мӗнле вӗрентнӗ?

7 Матфей ҫырнӑ Евангелире, 10-мӗш сыпӑкра Иисус 12 апостола мӗнле хушусем пани ҫинчен вулама пулать. Ырӑ хыпара мӗнле сармалли пирки вӑл усӑллӑ канашсем панӑ 1. Ӑнӑҫлӑ хыпарҫӑсем пулас тесен мӗн тумалли пирки Иисус каланине итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн апостолсем пурте унпа пӗрле ырӑ хыпар сарма кайнӑ. Вӗсем Иисус ырӑ хыпара мӗнле майпа сарнине пӑхса вӗреннӗ, вара кӗҫех хӑйсем те Турӑ Сӑмахне ӑста вӗрентекенсем пулса тӑнӑ (Матф. 11:1). Эпир те Библи вӗренекенсене ӑста хыпарҫӑсем пулса тӑма пулӑшма пултаратпӑр. Ҫавна тума мӗнле икӗ май пуррине пӑхса тухар.

8, 9. а) Ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗл пулакан ҫынсемпе Иисус мӗнле калаҫнӑ? ӑ) Ҫынсемпе Иисус калаҫнӑ пек калаҫма ҫӗнӗ хыпарҫӑсене эпир мӗнле вӗрентме пултаратпӑр?

8 Ҫынсемпе калаҫма вӗрентӗр. Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Иисус час-часах уйрӑм ҫынсемпе калаҫнӑ. Пӗррехинче Сихарь хулипе юнашар пулнӑ Иаковӑн пусси патӗнче вӑл пӗр хӗрарӑмпа калаҫма пуҫланӑ, ҫав калаҫу питӗ интереслӗ те ӑнӑҫлӑ пулнӑ (Иоанн 4:5—30). Тата вӑл Матфей, е Левий, ятлӑ налук пухакан ҫынпа калаҫнӑ. Евангелисенче вӗсем мӗн пирки калаҫни ҫинчен питӗ сахал ҫырнӑ, анчах та Иисус хӑй хыҫҫӑн пыма чӗнсен, Матфей килӗшнӗ те унӑн вӗренекенӗ пулса тӑнӑ. Матфей хӑйӗн килӗнче пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ чухне вӑл та, ытти вӗренекенсем те Иисус хӑнасемпе нумай вӑхӑт хушши калаҫнине итленӗ (Матф. 9:9; Лука 5:27—39).

9 Пӗррехинче Иисус Нафанаилпа туслӑн калаҫнӑ. Нафанаил вара Назарет ҫыннисем ҫинчен япӑх шухӑшлакан ҫын пулнӑ. Анчах та Иисуспа калаҫнӑ хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн шухӑшне улӑштарнӑ. Унӑн ҫак Назарет ҫынни, Иисус, мӗне вӗрентнине ытларах пӗлес килсе кайнӑ (Иоанн 1:46—51). Ҫак тӗслӗх ҫӗнӗ хыпарҫӑсен ҫынсемпе ырӑ кӑмӑлпа тата ӑшшӑн калаҫма вӗренмеллине кӑтартать. Эпир ҫӗннисене ҫынсемпе калаҫма вӗрентетпӗр пулсан, ырӑ хыпар сарни вӗсене ытларах савӑнӑҫ парӗ.

10—12. а) Ырӑ хыпара итлекенсен интересне Иисус мӗнле аталантарнӑ? ӑ) Библири чӑнлӑхсене вӗрентес ӑсталӑха аталантарма ҫӗнӗ хыпарҫӑсене эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?

10 Ҫынсен интересне аталантарма вӗрентӗр. Ҫӗр ҫинче Турӑшӑн ӗҫленӗ чухне Иисусӑн шутлӑ вӑхӑт ҫеҫ пулнӑ. Апла пулин те, вӑл ырӑ хыпара итлекенсен интересне аталантарма тӑрӑшнӑ. Пӗррехинче вӑл ҫынсене кимӗ ҫинчен вӗрентнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл Петра тӗлӗнмелле майпа нумай пулӑ тытма пулӑшнӑ. Кайран вара каланӑ: «Паянтан эсӗ ҫын тытакан пулӑн». Иисусӑн сӑмахӗсемпе ӗҫӗсем Петрпа унӑн юлташӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? «Вӗсем вара икӗ киммине те ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ та, пӗтӗмпех пӑрахса хӑварса, Иисус хыҫҫӑн кайнӑ» (Лука 5:1—11).

11 Никодим, Синедрион ҫынни, Иисус мӗне вӗрентнипе интересленнӗ. Вӑл ытларах пӗлесшӗн пулнӑ, анчах та Иисуспа калаҫнине курсан ҫынсем мӗн каласран хӑранӑ. Ҫавна шута илсе Иисус ятарласа ун валли вӑхӑт уйӑрнӑ. Хӑйсене никам та ан куртӑр тесе вӑл Никодимпа ҫӗрле тӗл пулнӑ (Иоанн 3:1, 2). Ҫакӑ пире мӗне вӗрентет? Туррӑн Ывӑлӗ ҫынсен ӗненӗвне ҫирӗплетме вӑхӑта шеллемен. Эпир те чӑнлӑхпа интересленекен ҫынсем патне кая-кая калаҫса тата вӗсемпе Библи вӗренӗвӗсем ирттерсе Турӑшӑн Иисус пекех хастарлӑ ӗҫлетпӗр-и?

12 Ырӑ хыпар сарма эпир ҫӗнӗ хыпарҫӑсемпе пӗрле каятпӑр пулсан, вӗсем Библири чӑнлӑхсене вӗрентес ӑсталӑха хӑвӑртрах аталантарӗҫ. Эпир вӗсене чӑнлӑхпа кӑшт ҫеҫ интересленекен ҫынсем ҫинчен те манса каймалла маррине ӑнлантарма пултаратпӑр. Ҫынсем патне тепӗр хут кайсан е Библи вӗренӗвӗсем ирттерме кайсан ҫӗнӗ хыпарҫӑсене хамӑрпа пӗрле илсе кайма пулать. Ҫӗннисене вӗрентсе хавхалантарса тӑрсан вӗсен те ҫынсен интересне аталантарас килӗ тата вӗсем Библи вӗренӗвӗсене ирттересшӗн пулӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсем ырӑ хыпар сарнӑ чухне пулакан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме тата тӳсӗмлӗ пулма вӗренӗҫ. (Гал. 5:22; «Парӑнма ан васкӑр» рамкӑна пӑхӑр.)

ҪӖННИСЕНЕ ПУХУРИ ТӐВАНСЕМШӖН ТӐРӐШМА ВӖРЕНТӖР

13, 14. а) Ыттисене пулӑшас тесе хӑйсене шеллемен Туррӑн авалхи ӗҫлекенӗсем ҫинчен эсир мӗн шутлатӑр? ӑ) Ҫӗнӗ тата ҫамрӑк хыпарҫӑсене пухури тӑвансене юратнине кӑтартма эсир мӗнле вӗрентме пултаратӑр?

13 Библире мӗншӗн «тӑвана чунтан» юратмалли тата пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшмалли пирки палӑртса каланӑ. (1 Петр 1:22; Лука 22:24—27 вуласа пар.) Турӑ Ывӑлӗ «ҫынсемшӗн ӗҫлеме-тӑрӑшма» хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпех, ҫав шутрах хӑйӗн пурнӑҫне те, панӑ (Матф. 20:28). Дорка «нумай ырӑ ӗҫ туса, чухӑнсене пулӑшса пурӑннӑ» (Ап. ӗҫ. 9:36, 39). Римра пурӑннӑ Мариам ятлӑ хӗрарӑм тӑван та ыттисемшӗн нумай тӑрӑшнӑ (Рим 16:6). Ҫӗннисене пухури тӑвансемшӗн тӑрӑшни питӗ кирлине ӑнланма мӗнле пулӑшма пулать?

Ҫӗннисене пухури тӑвансене юратнине ӗҫпе кӑтартма вӗрентӗр (13, 14 абзацсене пӑхӑр)

14 Ҫитӗннӗ христиансем ватӑ е чирлекен тӑвансем патне кайнӑ чухне ҫӗннисене хӑйсемпе пӗрле илсе кайма пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне ашшӗ-амӑшӗсем ҫакнашкал тӑвансем патне хӑйсен ачисемпе пӗрле кайма пултараҫҫӗ. Ватӑ тӑвансен апат-ҫимӗҫ ҫителӗклех-ши тесе е вӗсене кил-ҫуртри ӗҫсене тума пулӑшмалла мар-и тесе старейшинӑсем пӗр-пӗр тӑванпа вӗсем патне кӗрсе тухма пултараҫҫӗ. Ҫапла майпа ҫамрӑк тата ҫӗнӗ тӑвансем ырӑ ӗҫсем тума вӗренӗҫ. Ялсем тӑрӑх ырӑ хыпар сарнӑ чухне пӗр старейшина унта пурӑнакан Свидетельсем патне те кӗркелесе тухнӑ. Унпа пӗрле час-часах ҫамрӑк арҫын тӑван пулнӑ. Ҫавна пула ҫав тӑван пӗр питӗ кирлӗ япалана ӑнланса илнӗ: пухури кашни тӑванӑн хӑйне юратнине туйса тӑмалла (Рим 12:10).

15. Мӗншӗн старейшинӑсен пухури арҫынсене чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума пулӑшмалла?

15 Иегова арҫынсем ҫине пухура вӗрентекенсем пулма яваплӑх хунӑ. Эсир старейшина пулсан, пулӑшакан ӗҫчен доклад тухса калама мӗнле репетици тунине итлеме пултаратӑр-и? Эсир панӑ канашсем ӑна Турӑ Сӑмахне ӑста вӗрентме пулӑшӗҫ (Неем. 8:8).

16, 17. а) Павел Тимофее чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума мӗнле пулӑшнӑ? ӑ) Туррӑн кӗтӗвне пӑхакансен ӗҫне тума арҫын тӑвансене ӑнӑҫлӑ вӗрентес тесен старейшинӑсен мӗн тумалла?

16 Нумай пухусенче старейшинӑсем ҫитсех каймаҫҫӗ, ҫавӑнпа ытларах арҫын тӑван старейшина пулма юрӑхлӑ пултӑр тесен вӗсене пӗрмаях вӗрентмелле. Тимофей патне янӑ ҫырура Павел арҫынсене мӗнле вӗрентмеллине каланӑ: «Эй ывӑлӑм, ӗнтӗ Христос Иисус тивлечӗпе тӗреклӗленсе пыр. Ху манран нумай ҫын умӗнче илтнине шанчӑклӑ ҫынсене каласа пар, вӗсем ыттисене те вӗрентме пултарччӑр» (2 Тим. 2:1, 2). Ыттисене пулӑшмашкӑн Тимофей Павелпа, опытлӑ старейшинӑпа, пӗрле Турӑшӑн ӗҫленӗ май вӗреннӗ. Вӑл ырӑ хыпар сарнӑ чухне те, сӑваплӑ ӗҫпе ҫыхӑннӑ ытти ӗҫсене тунӑ чухне те Павел усӑ курнӑ меслетсемпех усӑ курнӑ (2 Тим. 3:10—12).

17 Павел Тимофей пирки хӑй тӗллӗн вӗренӗ тесе шутламан. Вӑл ӑна хӑйпе пӗрле илсе кайма шут тытнӑ (Ап. ӗҫ. 16:1—5). Кӗтӳҫ ӗҫне тунӑ чухне старейшинӑсем Павелран тӗслӗх илсе вӑхӑтран вӑхӑта хӑйсемпе пӗрле пултаруллӑ пулӑшакан ӗҫчене илсе кайма пултараҫҫӗ. Вара пулӑшакан ӗҫченсем старейшинӑсен пухури тӑвансене мӗнле вӗрентмеллине, ӗненӳ, чӑтӑмлӑх тата юрату мӗнле кӑтартмаллине курса тӑрӗҫ. Унсӑрӑн арҫын тӑвансем Туррӑн кӗтӗвне лайӑх пӑхса тӑракансем пулаймӗҫ (1 Петр 5:2).

МӖНШӖН ЫТТИСЕНЕ ВӖРЕНТМЕЛЛЕ

18. Иеговӑн ӗҫне тума ыттисене вӗрентни мӗншӗн питӗ кирлӗ?

18 Хальхи вӑхӑтра нумайрах та нумайрах хыпарҫӑ кирлӗ, ҫавӑнпа ытти ҫынсене вӗрентмелле. Иисус тата Павел усӑ курнӑ меслетсем паян та усӑллӑ. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пухура тӗрлӗ ӗҫсене тума хатӗрлесшӗн. Ҫавӑнпа вӑл пире чыслӑ ӗҫ шанса панӑ: пухура ӗҫсем нумай пулнӑран пирӗн ҫӗнӗ тӑвансене хӑйсен пултарулӑхӗсене аталантарма пулӑшмалла. Тӗнчери лару-тӑру япӑхланса пырать, ырӑ хыпар сарас ӗҫре вара тумалли нумай, ҫавӑнпа ыттисене вӗрентни питӗ кирлӗ тата ҫак ӗҫе вӑраха ямалла мар.

19. Ыттисене пулӑшма эсир вӑй хуни мӗншӗн кӑлӑхах пулмӗ?

19 Паллах ӗнтӗ, ыттисене вӗрентме вӑхӑт та, вӑй та кирлӗ, анчах та Иеговӑпа унӑн юратнӑ Ывӑлӗ ҫавна тума пулӑшӗҫ тата ӑслӑлӑх парӗҫ. Эпир кама пулӑшатпӑр, ҫав ҫынсем Турӑшӑн ӗҫлеме пӗтӗм вӑя хунине курса тӑни пире мӗн тери пысӑк савӑнӑҫ парӗ! (1 Тим. 4:10.) Анчах та пирӗн хамӑрӑн та Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ май малалла та ҫитӗнӳсем тумалла.

^ 1 7-мӗш абзац. Иисус панӑ хӑш-пӗр канашсем: 1) Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа памалла; 2) Турӑ мӗн панипе ҫырлахмалла; 3) ҫынсемпе тавлашасран пӑрӑнмалла; 4) хирӗҫ тӑнипе тӗл пулсан Турӑ ҫине шанмалла; 5) хӑрамалла мар.