Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Турӑ Патшалӑхӗ килсен мӗн яланлӑхах пӗтет?

Турӑ Патшалӑхӗ килсен мӗн яланлӑхах пӗтет?

«Тӗнче те, унта илӗртекенни-сӑхлантараканни те пӗтет, Турӑ ирӗкне туса тӑракан вара ӗмӗрех пурӑнать» (1 ИОАНН 2:17).

ЮРӐСЕМ: 139, 144

1, 2. а) Вилӗме тивӗҫлӗ тесе айӑпланӑ преступникпа ҫак тӗнче хушшинче мӗнле пӗрпеклӗх пур? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Ҫак йӗркесӗр тӗнчене пӗтерсен пӗлӗтрисем те, ҫӗр ҫинчисем те мӗн туйӗҫ?

«ВИЛНӖ ҪЫН УТАТЬ!» Тӗрме камеринчен питӗ хӑрушӑ преступника илсе тухсан ҫапла кӑшкӑрни янӑраса тӑрать. Мӗншӗн охранниксем ҫапла кӑшкӑраҫҫӗ-ши? Ҫак ҫын чӗрех вӗт, сывлӑхӗ те лайӑхах пек. Сӑлтавӗ акӑ мӗнре: ӑна вӗлерме илсе каяҫҫӗ. Вӑл вилнӗпе пӗрех ӗнтӗ *.

2 Ҫак усал тӗнчене ҫав преступникпа танлаштарма пулать. Ун пирки те тахҫанах вилӗм приговорне йышӑннӑ. Библире каланӑ: «Тӗнче... пӗтет» (1 Иоанн 2:17). Ҫакӑ чӑнах пуласси пирки иккӗленмелли ҫук. Анчах та хӑрушӑ преступникпа ҫак йӗркесӗр тӗнче хушшинче пӗр пысӑк уйрӑмлӑх пур. Преступник ҫинчен калас пулсан, вӑл суд йышӑнӑвне хирӗҫлесе апелляци пама е чи юлашки самантра приговора пурнӑҫлассине каяраха куҫарасса шанма пултарать. Ку тӗнчене айӑпласа приговор йышӑнаканӗ вара — Ҫут тӗнчери чи тӗрӗс суд тӑвакан Судья (Сак. аст. 32:4). Ҫав приговора пурнӑҫа кӗртессине никам та каяраха куҫарма тата вӑл тӗрӗс пулни пирки иккӗлентерме пултараймасть. Усал тӗнчене пӗтернӗ хыҫҫӑн пӗлӗтрисем те, ҫӗр ҫинчисем те пурте Иегова тӗрӗс суд тунӑшӑн савӑнӗҫ. Ун чухне кашни хӑйне мӗн тери ирӗклӗн туйӗ!

3. Турӑ Патшалӑхӗ килсен мӗн яланлӑхах пӗтет?

3 Пӗтмелли «тӗнче» шутне мӗн-мӗн кӗрет-ши? Ун шутне ҫынсем хӑнӑхса кайнӑ нумай йӗркесӗр япала кӗрет. Вӗсем пурте тӗп пулӗҫ. Ҫакӑ япӑх-и? Ҫук паллах! «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен» калакан хыпар шӑпах ҫавӑн ҫинчен (Матф. 24:14). Айтӑр Турӑ Патшалӑхӗ килсен мӗн-мӗн яланлӑхах пӗтессине пӑхса тухар. Эпир йӗркесӗр ҫынсем ҫинчен, йӗркесӗр ӗҫсем ӑшне путнӑ организацисем ҫинчен, усал ӗҫсем тата хӗн-асап ҫинчен калаҫӑпӑр. Ҫакна тӗплӗн пӑхса тухнӑ май эпир 1) вӗсем пирӗн пурнӑҫ ҫине мӗнле витӗм кӳнине, 2) Иегова вӗсемпе мӗн тӑвассине тата 3) вӗсем вырӑнне мӗн пулассине сӳтсе явӑпӑр.

ЙӖРКЕСӖР ҪЫНСЕМ

4. Йӗркесӗр ҫынсем пирӗн пурнӑҫ ҫине мӗнле витӗм кӳреҫҫӗ?

4 Йӗркесӗр ҫынсем пирӗн пурнӑҫ ҫине мӗнле витӗм кӳреҫҫӗ? «Юлашки кунсенче йывӑр самана ҫитӗ» тесе пророкла каланӑ хыҫҫӑн Павел апостол Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ: «Усал ҫынсемпе ултавҫӑсенӗн усал ӗҫӗсем ӑнса пырӗҫ» (2 Тим. 3:1—5, 13). Ҫак сӑмахсем пурнӑҫланса пынине куратӑр-и эсир? Пирӗнтен нумайӑшӗ йӗркесӗр ҫынсене пула — пуҫтах ҫынсене, курайманлӑхпа тулнӑ фанатиксене тата чӑрсӑр преступниксене пула — хӗн курнӑ. Пӗрисем хӑйсен курайманлӑхне уҫҫӑн кӑтартаҫҫӗ, теприсем ырӑ ҫынсем пек курӑнма тӑрӑшаҫҫӗ, хӑйсем вара йӗрӗнмелле ӗҫсем тӑваҫҫӗ. Ҫакӑн пек ҫынсем пире тӳррӗнех усал туман пулсан та, ҫав-ҫавах вӗсем пирӗн пурнӑҫ ҫине витӗм кӳреҫҫӗ. Йӗркесӗр ҫынсем ачасене, ваттисене тата хӑйсене хӳтӗлеме пултарайманнисене пӗр хӗрхенмесӗр пусмӑрлани ҫинчен калакан хыпарсем пире хӑратса ӳкереҫҫӗ. Ҫавнашкал ҫынсем хӑйсене тискер чӗрчунсем пекех е чунсӑр демонсем пекех тытаҫҫӗ (Иак. 3:15). Телее, Иегова пире пуласлӑх пирки шанчӑк панӑ.

5. а) Кашни йӗркесӗр ҫыннӑн хальхи вӑхӑтра мӗн тума май пур? ӑ) Улшӑнас темен йӗркесӗр ҫынсемпе мӗн пулӗ?

5 Иегова вӗсемпе мӗн тӑвӗ? Хальхи вӑхӑтра Иегова йӗркесӗр ҫынсене улшӑнма май парать (Ис. 55:7). Татӑклӑ приговора уйрӑм ҫынсем пирки мар, ҫак тӗнче пирки йышӑннӑ. Хӑрушла асап вӑхӑчӗ ҫитичченех ҫак тӗнче майлӑ тӑракан тата улшӑнас темен ҫынсемпе мӗн пулӗ-ши? Иегова йӗркесӗр ӗҫсем тӑвакансене ӗмӗрлӗхех тӗп тума сӑмах парать. (Псалом 36:10 вуласа пар.) Тен, вӗсем пирӗнпе ним те пулмасть тесе шутлаҫҫӗ. Нумайӑшӗ хӑйсен усал ӗҫӗсене пытарма вӗренсе ҫитнӗ тата час-часах вӗсем хӑйсен ӗҫӗсемшӗн явап тытмаҫҫӗ пек туйӑнать (Иов 21:7, 9). Анчах та Иегова ҫинчен Библире каланӑ: «Этемӗн ҫулӗ-йӗрӗ — Турӑ куҫӗ умӗнче, Вӑл этемӗн пӗтӗм утӑмне курса тӑрать. Йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансене тарса пытанмашкӑн тӗттӗм кӗтес те, вилӗм ӗмӗлки те ҫук» (Иов 34:21, 22). Турӑран пытанма май ҫук. Ӑна никам та улталаймӗ. Сӗм тӗттӗмлӗхре те Турӑ куҫӗнчен нимӗн те пытанса юлаймӗ — вӑл веҫех курса тӑрать. Армагеддон хыҫҫӑн таврана пӑхса илсен пӗр йӗркесӗр ҫынна та курмӑпӑр. Вӗсем пурте яланлӑхах пӗтӗҫ! (Пс. 36:12—15.)

6. Йӗркесӗр ҫынсене тӗп тусан ҫӗр ҫинче кам тӑрса юлӗ? Мӗншӗн ҫакӑ савӑнӑҫлӑ хыпар?

6 Йӗркесӗр ҫынсене пӗтерсен ҫӗр ҫинче кам юлӗ? Иегова пире ҫапла шантарса калать: «Йӑвашшисем еткерлӗх ҫӗр илӗҫ, вӗсем тулли тӑнӑҫлӑхпа савӑнса пурӑнӗҫ». Малалла ҫав псаломрах каланӑ: «Тӳрӗ ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ» (Пс. 37:11, 29). «Йӑваш» тата «тӳрӗ» ҫынсем камсем вӗсем? Йӑвашшисем — хӑйсене кӗҫӗне хурса Иеговӑн сӑмахӗсене итлекен, вӑл мӗн хушнине пурнӑҫласа тӑракан ҫынсем. Тӳрӗ ҫынсем вара — Турӑ куҫӗ умӗнче мӗн тӗрӗс шутланать, ҫавна хаваспах тӑвакансем. Паян йӗркесӗр ҫынсем тӳрӗ ҫынсенчен чылай нумайрах. Анчах та ҫӗнӗ тӗнчере йӑваш та тӳрӗ ҫынсем кӑна пулӗҫ. Вӗсем ҫӗре чӑн-чӑн рай тӑвӗҫ!

ЙӖРКЕСӖР ӖҪСЕМ ӐШНЕ ПУТНӐ ОРГАНИЗАЦИСЕМ

7. Йӗркесӗр ӗҫсем ӑшне путнӑ организацисем пирӗн пурнӑҫ ҫине мӗнле витӗм кӳреҫҫӗ?

7 Йӗркесӗр ӗҫсем ӑшне путнӑ организацисем пирӗн пурнӑҫ ҫине мӗнле витӗм кӳреҫҫӗ? Ҫак тӗнчере усал ӗҫсенчен нумайӑшне уйрӑм ҫынсем мар, организацисем тӑваҫҫӗ. Тӗслӗхшӗн суя тӗн организацийӗсене илер. Вӗсем миллион-миллион ҫынна улталаса Турӑ ҫинчен те, ҫӗрпе этемлӗх пуласлӑхӗ ҫинчен те, ытти нумай япала ҫинчен те суя калаҫҫӗ тата Библи шанӑҫа тивӗҫлӗ мар теҫҫӗ. Йӗркесӗр правительствӑсем ҫинчен вара мӗн калама пулать? Вӗсем вӑрҫӑсем кӑлараҫҫӗ, урӑх халӑх ҫыннисемпе хирӗҫме хӗтӗртсе тӑраҫҫӗ, чухӑннисемпе хӑйсене хӳтӗлейменнисене пусмӑрлаҫҫӗ, взяткӑсем илсе тата хӑйсене кирлӗ ҫынсене пуҫлӑхсем туса лартса пуяҫҫӗ. Ҫӑткӑн корпорацисене илес пулсан, вӗсем тупӑш илесшӗн ҫунса ҫутҫанталӑка варалаҫҫӗ, унӑн пуянлӑхӗсене пӗтереҫҫӗ тата ҫынсене улталаҫҫӗ. Ҫавна пула хӑш-пӗр ҫынсем чаплӑ пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ, ытти миллионшар ҫын вара ҫуклӑхра тертленет. Ҫак тӗнчери йывӑрлӑхсемшӗн ытларах чухне йӗркесӗр организацисем айӑплӑ тесе ҫирӗппӗн калама пулать.

8. Библире каланӑ тӑрӑх, нумайӑшне питӗ тӗреклӗ пек туйӑнакан организацисемпе мӗн пулӗ?

8 Иегова вӗсемпе мӗн тӑвӗ? Хӑрушла асап вӑхӑчӗ ҫынсен правительствисем мӗнпур суя тӗн организацийӗсем ҫине — аскӑн арӑм, е Аслӑ Вавилон, ҫине — тапӑннипе пуҫланӗ (Ӳлӗм. 17:1, 2, 16; 18:1—4). Ун чухне суя тӗнсенчен йӗрӗ те юлмӗ. Ытти йӗркесӗр организацисемпе вара мӗн пулӗ? Вӗсенчен нумайӑшӗ ҫынсене питӗ тӗреклӗ пек туйӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа Библире ҫав организацисене тусемпе тата утравсемпе танлаштарнӑ. (Ӳлӗмхине 6:14 вуласа пар.) Турӑ Сӑмахӗнче пророкла каланӑ тӑрӑх, Турӑ Патшалӑхне пӑхӑнман правительствӑсемпе ытти организацисем хӑрушла асап вӑхӑчӗн вӗҫӗнче тӗп пулӗҫ (Иер. 25:31—33). Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче йӗркесӗр ӗҫсем ӑшне путнӑ пӗр организаци те юлмасть!

9. Мӗншӗн эпир ҫӗнӗ ҫӗр ҫинче йӗрке пуласса ҫирӗп шанма пултаратпӑр?

9 Йӗркесӗр организацисем вырӑнне мӗн пулӗ? Армагеддон хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче мӗнле те пулин организаци юлӗ-и? Библире каланӑ: «Турӑ пире ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗр пама пулнӑччӗ, эпир ҫавна кӗтсе тӑратпӑр — унта тӳрӗлӗх вырӑнаҫӗ» (2 Петр 3:13). Малтанхи тӳпепе ҫӗр, урӑхла каласан, йӗркесӗр правительствӑсем тата вӗсем майлӑ тӑракан ҫынсем, тӗп пулӗҫ. Анчах та вӗсем вырӑнне мӗн пулӗ? «Ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗр» — ҫӗнӗ правительство тата ӑна пӑхӑнса тӑракан ҫынсем. Иисус Христос ертсе пыракан Патшалӑхӑн патшисем Иеговӑн, йӗркелӗх Туррин, лайӑх енӗсене пур тӗлӗшрен те пӗр кӑлтӑксӑр кӑтартса тӑрӗҫ (1 Кор. 14:33, 40). Апла пулсан, «ҫӗнӗ ҫӗр» ҫинче йӗрке пулать. Тӳрӗ арҫынсем ҫӗр ҫинчи тӗрлӗ ӗҫсене йӗркелесе тӑрӗҫ (Пс. 44:17). Вӗсене Иисус Христоспа 144 000 патша ертсе пырӗ. Хальхи вӑхӑтри йӗркесӗр организацисем вырӑнне пӗртен-пӗр организаци пулӗ, вӑл нихӑҫан та йӗркесӗр ӗҫсем тӑвас ҫук. Ун чухне пурнӑҫ мӗн тери чаплӑ пуласси ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр кӑна!

ЙӖРКЕСӖР ӖҪСЕМ

10. Эсир пурӑнакан вырӑнта мӗнле усал ӗҫсем анлӑ сарӑлнӑ? Ҫакӑ сирӗн ҫине тата сирӗн ҫемье ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

10 Йӗркесӗр ӗҫсем пирӗн пурнӑҫ ҫине мӗнле витӗм кӳреҫҫӗ? Ҫак тӗнче тӗрӗсмарлӑхпа тулнӑ. Аскӑнлӑх, ултав тата пусмӑрлӑх питӗ анлӑ сарӑлнӑ. Уйрӑмах ашшӗ-амӑшӗсене йывӑр килет, мӗншӗн тесен вӗсен хӑйсене те, хӑйсен ачисене те тӗнчери тасамарлӑхран хӳтӗлемелле. Ҫак тӗнчери усал ӗҫсене час-часах вӑйӑ-кулӑсенче ырӑ пек кӑтартаҫҫӗ тата Туррӑн тӳрӗлӗх нормисенчен кулаҫҫӗ (Ис. 5:20). Чӑн христиансем вара ҫакнашкал шухӑш-кӑмӑла сирсе яраҫҫӗ. Туррӑн нормисене хисепе хуман тӗнчере пурӑннӑ май вӗсем пӗтӗм вӑйран Турра шанчӑклӑ тӑрса юлас тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

11. Иегова Содомпа Гоморрӑпа мӗн тунинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

11 Иегова йӗркесӗр ӗҫсемпе мӗн тӑвӗ? Содомпа Гоморра йӗркесӗр ӗҫсем ӑшне путсан Иегова мӗн тунине аса илер. (2 Петр 2:6—8 вуласа пар.) Тӳрӗ ҫын Лот тата унӑн ҫемйи унти ҫынсен усал ӗҫӗсене курса асапланнӑ. Иегова ҫав вырӑнти мӗнпур хулана тӗп тунӑ. Анчах та ҫакӑнпа вӑл усаллӑха пӗтернӗ ҫеҫ мар, йӗркесӗр ҫынсене пурне те мӗн кӗтнине кӑтартнӑ. Кӗҫех, ҫак тӗнчене суд тунӑ вӑхӑтра, Иегова пӗтӗм йӗркесӗрлӗхе пӗтерӗ.

12. Ҫак тӗнче пӗтсен эсир мӗн тума ӗмӗтленетӗр?

12 Вӗсем вырӑнне мӗн пулӗ? Ҫӗр ҫинчи райра нумай интереслӗ ӗҫ пулӗ. Тӗслӗхрен, эпир ҫӗр ҫинче рай тӑвӑпӑр, хамӑра валли те, юратнӑ ҫынсем валли те ҫуртсем туса лартӑпӑр. Унсӑр пуҫне, чӗрӗлсе тӑнӑ миллион-миллион ҫынпа паллашӑпӑр, вӗсене Иеговӑн нормисем ҫинчен тата вӑл пӗтӗм этемлӗхшӗн мӗн туни ҫинчен пӗлме пулӑшӑпӑр (Ис. 65:21, 22; Ап. ӗҫ. 24:15). Ун чухне эпир ҫак ӗҫсене туса мӗн тери савӑнӑпӑр, Иеговӑна та мухтава кӑларӑпӑр!

ТӖНЧЕРИ ХӖН-АСАП

13. Сатана тата Адампа Ева Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗрен ҫынсем мӗнле лару-тӑрӑва лекнӗ?

13 Хӗн-асап пирӗн пурнӑҫ ҫине мӗнле витӗм кӳрет? Пӗтӗм тӗнчипех йӗркесӗр ҫынсемпе организацисем усал ӗҫсем тӑваҫҫӗ. Ҫавна пула ҫынсем пур ҫӗрте те хӗн-асап кураҫҫӗ. Пирӗнтен хӑшӗ вӑрҫӑсене, чухӑнлӑха е расизма пула йывӑрлӑхсем тӳсмен? Чир-чӗртен, вилӗмрен кам та пулин хӑтӑлаять-и? Ҫаксем пурте пире пурсӑмӑра та пырса тивеҫҫӗ. Сатана тата Адампа Ева Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗрен тӗнче хӗн-асаппа тулнӑ. Вӗсене пула кашни ҫын инкек курать.

14. Тӗнчери хӗн-асаппа Иегова мӗн тӑвӗ?

14 Иегова хӗн-асаппа мӗн тӑвӗ? Тӗслӗхрен, вӑл вӑрҫӑсене чарса лартма сӑмах парать. (Псалом 45:9, 10 вуласа пар.) Чир-чӗр пирки вара мӗн калама пулать? Вӑл урӑх пулмӗ (Ис. 33:24). Иегова вилӗмпе мӗн тӑвӗ-ши? Вӑл ӑна ӗмӗрлӗхе ҫӗнтерӗ (Ис. 25:8). Чухӑнлӑх та пулмӗ (Пс. 71:12—16). Пирӗн пурнӑҫа мӗн йывӑрлатать, ҫавна Иегова пурне те пӗтерӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ҫак тӗнчери наркӑмӑшлӑ «сывлӑша» сирӗлтерсе ярӗ. Сатанапа унӑн демонӗсем пирӗн ҫине урӑх витӗм кӳрсе тӑмӗҫ (Эф. 2:2).

Вӑрҫӑсемсӗр, чир-чӗрсӗр тата вилӗмсӗр пурнӑҫа куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха! (15-мӗш абзаца пӑхӑр.)

15. Армагеддон хыҫҫӑн мӗн-мӗн яланлӑхах пӗтӗ?

15 Вӑрҫӑсемсӗр, чир-чӗрсӗр тата вилӗмсӗр пурнӑҫа куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Ҫарсем те, ҫар карапӗсемпе самолетсем те, хӗҫ-пӑшал та, вӑрҫӑсем ҫинчен аса илтерсе тӑракан палӑксем те ҫук. Больницӑсем те, тухтӑрсем те, медицина страховки те, моргсем те, ритуаллӑ залсем те, ҫӑвасем те ҫук. Преступлени тӑвакансем ҫук, ҫавӑнпа полици, сигнализаци тата, тен, ҫӑрасемпе уҫӑсем те кирлӗ мар. Канӑҫсӑрлатакан шухӑшсем урӑх нихӑҫан та пуҫа килмӗҫ.

16, 17. а) Армагеддон хыҫҫӑн чӗрӗ тӑрса юлнисем мӗн туйӗҫ? ӑ) Ҫак тӗнчене тӗп тунӑ чухне чӗрӗ юлас тесессӗн пирӗн мӗн тумалла?

16 Тӗнчери хӗн-асап хыҫа юлсан пурнӑҫ мӗнлерех пулӗ? Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратма ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Ҫав тери нумай вӑхӑт хушши асапланса пурӑннӑран эпир, тен, ҫак тӗнчери лару-тӑру пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрсе тӑнине асӑрхамастпӑр та пулӗ. Пире чугун ҫул станципе юнашар пурӑнакан ҫынпа танлаштарма пулать: вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл поездсем чашлатса иртсе кайнине асӑрхама пӑрахать. Е хулари свалкӑпа юнашар пурӑнакан ҫынпа — майӗпен вӑл лайӑх мар шӑрша туйми пулать. Анчах та Иегова ҫакнашкал япаласене пурне те пӗтерсен, лӑштах сывласа ярӑпӑр ӗнтӗ!

17 Псалом 36:11-мӗшӗнче каланӑ: «Йӑвашшисем еткерлӗх ҫӗр илӗҫ, вӗсем тулли тӑнӑҫлӑхпа савӑнса пурӑнӗҫ». Ҫак сӑмахсем пирӗн чуна ӑшӑтмаҫҫӗ-и вара? Иегова пире шӑп ҫапла пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн. Ҫавӑнпа ҫак юлашки йывӑр кунсенче Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри ҫывӑх хутшӑнусене упраса хӑварас тесе тата унӑн организацийӗнче пулас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшӑр. Хӑвӑрӑн шанчӑка хаклӑр, ун ҫинчен шухӑшлӑр, ӑна куҫран ан вӗҫертӗр. Май килнӗ чухне ун ҫинчен ыттисене каласа парӑр (1 Петр 3:15; 1 Тим. 4:15, 16). Ҫапла вара эсир Турӑ ҫак тӗнчене тӗп тунӑ чухне хӑвӑр чӗрӗ юласса тата ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗрех телейлӗ пурӑнасса ҫирӗп шанма пултаратӑр.

^ 1 абз. Ҫакӑн пек йӑла Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи хӑш-пӗр тӗрмесенче сарӑлнӑ пулнӑ.