Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Библи урлӑ хӑйӗн халӑхне йӗркелесе тӑрать

Иегова Библи урлӑ хӑйӗн халӑхне йӗркелесе тӑрать

«Ҫӳлхуҫа ҫӗре ӑслӑлӑхпа пултарнӑ, ӑс вӑй-хӑвачӗпе тӳпене тӗреклӗ вырӑнаҫтарнӑ» (ЫТАР. 3:19).

ЮРӐСЕМ: 6, 24

1, 2. а) Туррӑн организаци пур тесессӗн ҫынсем мӗн калаҫҫӗ? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

ТУРРӐН организаци пур-и? Хӑш-пӗрисем ӑна организаци кирлех мар теҫҫӗ. Вӗсем Турра ӗненни те ҫителӗклӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫакӑ чӑнах ҫапла-и? Фактсем мӗн калаҫҫӗ?

2 Ҫак статьяран эпир Иегова йӗркелӗх Турри пулнине кӑтартакан ҫирӗплетӳсене тата Вӑл пурне те лайӑх йӗркеленине пӗлӗпӗр. Организаци панӑ канашсем ҫине мӗнле пӑхмаллине те сӳтсе яватпӑр (1 Кор. 14:33, 40). Пирӗн эрӑри пӗрремӗш ӗмӗрте Иеговӑн халӑхӗ Сӑваплӑ Ҫырури хушусене тытса тӑнине пула Иегова хушнӑ пысӑк ӗҫе тума пултарнӑ — нумай ҫӗрте ырӑ хыпар сарнӑ. Пирӗн вӑхӑтра та ҫавах пулса иртет. Эпир кирек мӗнле лару-тӑрура та Библири принципсене шута илнипе тата Туррӑн организацийӗ парса тӑракан хушусене тытса тӑнипе пухура пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма, пухури пӗрлӗхе тата тасалӑха упраса хӑварма пултаратпӑр.

ИЕГОВА — ЙӖРКЕЛӖХ ТУРРИ

3. Иегова йӗркелӗх Турри пулнине сире мӗн ӗнентерет?

3 Иегова мӗн пултарнисем ҫине пурин ҫине те пӑхсан, вӑл — йӗркелӗх Турри пулни курӑнать. Библире каланӑ: «Ҫӳлхуҫа ҫӗре ӑслӑлӑхпа пултарнӑ, ӑс вӑй-хӑвачӗпе тӳпене тӗреклӗ вырӑнаҫтарнӑ» (Ытар. 3:19). Эпир «унӑн ӗҫӗн пӗчӗк пайӗ» ҫинчен ҫеҫ пӗлетпӗр, «ун хӑвачӗн кӗрлевне кам ӑнкарса илейӗ?» тенӗ Библире (Иов 26:14). Планетӑсем, ҫӑлтӑрсем, галактикӑсем ҫинчен питӗ сахал пӗлетпӗр пулсан та, Ҫут тӗнчере тӗлӗнмелле йӗрке пурри уҫҫӑн курӑнать (Пс. 8:4, 5). Галактикӑсенче миллионшар ҫӑлтӑр, вӗсем пурте лайӑх йӗркеленнӗ. Пирӗн Хӗвел системинче планетӑсем хӗвел тавра харпӑр хӑй орбитинчен пӗр пӑрӑнмасӑр ҫаврӑнаҫҫӗ, вӗсем ҫул ҫинче ҫӳремелли правилӑсем тӑрӑх ҫӳренӗнех туйӑнать. Иегова планетӑсемпе ҫӑлтӑрсене йӗркере тытса тӑрать. Вӑл ҫӗре тата «тӳпене ӑслӑлӑхпа» туни ҫинчен шухӑшлани пире ӑна мухтама, уншӑн ӗҫлеме тата ӑна чунтан парӑнса пурӑнма хавхалантарать (Пс. 135:1, 5—9).

4. Мӗншӗн наука чылай ыйту ҫине хурав параймасть?

4 Наука пире Ҫут тӗнче ҫинчен тата пирӗн Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчен нумай пӗлме пулӑшрӗ, пирӗн пурнӑҫа та ҫӑмӑллатрӗ. Анчах та вӑл чылай ыйту ҫине хурав параймасть. Сӑмахран, астрономсем Ҫут тӗнче мӗнле пуҫланса кайнине е ҫӗр ҫинче ҫынсем, чӗрчунсем тата ӳсентӑрансем мӗншӗн пуррине тӗпӗ-йӗрӗпех ӑнлантарса параймаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, пирӗн мӗншӗн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас килнине ӑнлантарса пама пултаракансем те сахал (Еккл. 3:11). Мӗншӗн-ха ҫынсем ҫак питӗ кирлӗ ыйтусем ҫине хурав пама пултараймаҫҫӗ? Сӑлтавсенчен пӗри вӑл — ҫынсем нумайӑшӗ, ҫав шутрах ученӑйсем те, Турӑ ҫук теҫҫӗ тата эволюцие ӗненеҫҫӗ. Анчах та Иегова хӑйӗн Сӑмахӗнче пӗтӗм тӗнчери ҫынсене хумхантаракан ыйтусем ҫине хуравсем парать.

5. Мӗншӗн пирӗн ҫутҫанталӑкри саккунсене шута илмелле?

5 Иегова ҫутҫанталӑкри нихҫан улшӑнми саккунсене тунӑ. Электриксем, сантехниксем, инженерсем, пилотсем, хирургсем — кашни харпӑр хӑй ӗҫӗнче ҫак саккунсене шута илет. Сӑмахран, хирургсем пурте ҫынсен кӗлетке тытӑмӗ пӗрпекреххине пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем пациентӑн чӗри ӑҫта-ши тесе кашнинчех пуҫа ватмаҫҫӗ. Пирӗн пурин те ҫутҫанталӑкӑн саккунӗсене шута илме тивет. Калӑпӑр, гравитаци саккунне пӑхӑнмасан пурнӑҫа ҫухатма пултаратпӑр.

ТУРӐ ХӐЙӖН ХАЛӐХНЕ ЙӖРКЕЛЕСЕ ТӐРАТЬ

6. Иегова пирӗнтен хӑйӗн ӗҫне хӑй кӑтартнӑ йӗркепе тӑвасса кӗтнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

6 Иегова пултарнӑ Ҫут тӗнчере тӗлӗнмелле йӗрке пурри курӑнать. Ҫавӑнпа пирӗнтен те Иегова хӑйӗн ӗҫне хӑй кӑтартнӑ йӗркепе тӑвасса кӗтет. Сӑмахран, Турӑ пире Библи урлӑ вӗрентсе-кӑтартса тӑрать. Эпир Туррӑн организацийӗнче пулман пулсан тата унӑн нормисене пӗлмен пулсан, пирӗн пурнӑҫ мӗн тери телейсӗр те хуйхӑллӑ пулнӑ пулӗччӗ!

7. Библири кӗнекесем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса тӑни ӑҫтан курӑнать?

7 Хӑш-пӗрисем каланӑ тӑрӑх, Библи — иудейсен тата христиансен тӗрлӗ хайлавӗсен пуххи. Тӗрӗссипе вара, Библи — тӗлӗнмелле кӗнеке. Унӑн пайӗсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен камӑн, хӑҫан тата мӗн ҫырмаллине Турӑ хӑй каланӑ. Пултарни кӗнекерен пуҫласа Ӳлӗмхине кӗнеке таран пама пулнӑ «вӑрлӑх» ҫӗр ҫинче Рай тӑвасси пирки ҫырнӑ. Эпир ҫав «вӑрлӑх» Иисус Христос иккенне тата унӑн Патшалӑхӗ Иеговӑн аслӑ влаҫа тытса тӑма право пуррине ҫирӗплетсе парасса пӗлтӗмӗр. (Пултарни 3:15; Матфей 6:10; Ӳлӗмхине 11:15 вуласа пар.)

8. Авалхи израильтянсем хушшинче тӗлӗнмелле йӗрке пулнӑ тесе мӗншӗн калама пулать?

8 Авалхи израильтянсем Моисей саккунӗ тӑрӑх пурӑннӑ, вӗсем питӗ лайӑх йӗркеленнӗ халӑх пулнӑ. Тӗслӗхрен, хӑш-пӗр хӗрарӑмсем пуху чатӑрне кӗмелли вырӑнта ӗҫлесе тӑнӑ, ҫак ӗҫе вӗсем Турӑ кӑтартнӑ йӗркепе туса тӑнӑ (Тух. 38:8, ҪТ). Пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна тапӑрпа куҫнӑ чухне тата сӑваплӑ чатӑра сӳтнӗ-пуҫтарнӑ чухне израильтянсем кӑтартнӑ йӗркене тытса тӑнӑ. Каярахпа Давид левитсен ӗҫне йӗркелес тесе вӗсене ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пайласа тухнӑ (1 Ҫулс. 23:1—6; 24:1—3). Иеговӑна итлесе пурӑннӑ чухне халӑх хушшинче килӗшӳ тата пӗрлӗх пулнӑ (Сак. аст. 11:26, 27; 28:1—14).

9. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем йӗркене лайӑх пӑхӑнса тӑни ӑҫтан курӑнать?

9 Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен пухӑвӗсенче йӗркене лайӑх пӑхӑнса тӑнӑ. Апостолсенчен тӑракан ертсе пыракан совет мӗн каланине христиансем итленӗ, ҫавӑнпа Иегова пухусене пилленӗ (Ап. ӗҫ. 6:1—6). Каярахпа ҫак совета урӑх арҫын тӑвансем те кӗнӗ (Ап. ӗҫ. 15:6). Пухусем Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ ҫырусем урлӑ та канашсем илсе тӑнӑ. Ҫак ҫырусене е ертсе пыракан советра тӑракан тӑвансем, е вӗсемпе ҫума-ҫумӑн ӗҫлесе тӑракансем ҫырнӑ (1 Тим. 3:1—13; Тит 1:5—9). Ертсе пыракан советран илнӗ канашсене тытса тӑни пухусене мӗнле усӑ панӑ?

10. Ертсе пыракан совет хушнине пурнӑҫлани пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен пухӑвӗсене мӗнле пиллӗх панӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

10 Апостолсен ӗҫӗсем 16:4, 5 вуласа пар. Ертсе пыракан совет хушнипе арҫын тӑвансем пухусене кая-кая «апостолсемпе пресвитерсем Иерусалимра хунӑ йӗркесене тытса тӑма вӗрентнӗ». Ҫак хушусене пурнӑҫланине пула «ӗненекен ушкӑнсем ҫапла тӗн тӗлӗшӗнчен тӗреклӗленсе пынӑ, куллен-кун йышлӑланнӑ». Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен тӗслӗхӗнчен хальхи вӑхӑтра эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

ТУРРӐН ОРГАНИЗАЦИЙӖ ПАРСА ТӐРАКАН ХУШУСЕНЕ ЭСИР ПУРНӐҪЛАТӐР-И?

11. Туррӑн организацийӗ хушусем парсан яваплӑ арҫын тӑвансен мӗн тумалла?

11 Филиал е ҫӗршыв комитетӗнчи арҫын тӑвансен, район надзирателӗсемпе пухури старейшинӑсен Турӑ хӑйӗн организацийӗ урлӑ паракан хушусене тытса тӑмалла. Тӗрӗссипе каласан, Турӑ хӑйӗн Сӑмахӗнче пире пурне те яваплӑ тӑвансем мӗн ыйтнине тума тата вӗсене пӑхӑнса тӑма хушать (Сак. аст. 30:16; Евр. 13:7, 17). Иеговӑн организацийӗнче пӗр-пӗрне критиклесси тата хушусем парсан ӳпкелешесси пулмалла мар. Паллах ӗнтӗ, эпир яваплӑ тӑвансене хисеплемен тата вӗсене пӑхӑнман Диотреф пек пулас мар тесе тӑрӑшӑпӑр. (3 Иоанн 9, 10 вуласа пар.) Мӗнле те пулин хушу илсен эпир ҫавна пурнӑҫлама вӑй хуратпӑр пулсан пухури мире тата пӗрлӗхе упраса хӑварма пултаратпӑр. Хамӑртан ҫапла ыйтсан лайӑх пулӗччӗ: эпӗ ыттисене Иеговӑна шанчӑклӑ пулма хавхалантаратӑп-и? Яваплӑ арҫын тӑвансем канаш парсан тӳрех пурнӑҫлатӑп-и?

12. Старейшина тата пулӑшакан ӗҫчен тивӗҫлӗхне памалли йӗркене хӑш енчен улӑштарнӑ?

12 Ертсе пыракан совет тунӑ йышӑнусенчен пӗрне пӑхса тухар. «Иисус чӗрӗлсе тӑни пирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ» брошюрӑри (bw552, выр.) «Вулакансен ыйтӑвӗсем» рубрикӑра старейшинӑсене тата пулӑшакан ӗҫченсене суйласа лартас йӗрке улшӑнни пирки ҫырнӑччӗ. Статьяра пӗрремӗш ӗмӗрте арҫын тӑвансене тивӗҫлӗхсем пама Ертсе пыракан совет ҫулҫӳрекен надзирательсене власть панӑ тесе ҫырнӑччӗ. Ҫакӑнпа килӗшӳллӗн 2014 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа арҫын тӑвансене старейшинӑсене тата пулӑшакан ӗҫченсене район надзирателӗ суйласа лартать. Старейшинӑна е пулӑшакан ӗҫчене суйласа лартас умӗн вӑл арҫын тӑванпа лайӑх паллашать тата, май пулсан, пӗрле ырӑ хыпар сарма каять. Арҫын тӑван авланнӑ пулсан, район надзирателӗ унӑн ҫемйи ҫинчен те пӗлме тӑрӑшать (1 Тим. 3:4, 5). Кайран вӑл старейшинӑсен совечӗпе пӗрле пулӑшакан ӗҫченсемпе старейшинӑсем валли ҫырнӑ требованисене тӗплӗн сӳтсе явать (1 Петр 5:1—3; 1 Тим. 3:1—10, 12, 13).

13. Старейшинӑсем тунӑ йышӑнусене пурнӑҫлама хатӗррине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

13 Старейшинӑсем пире хӳтӗлес тесе тата пухушӑн тӑрӑшас тесе Библири сӑмахсемпе вӗрентсе тӑраҫҫӗ. Пирӗн вӗсене итлемелле, мӗншӗн тесен вӗсен сӑмахӗсем пире усӑ параҫҫӗ (1 Тим. 6:3, 4). Пухури йӗркене пӑсакан тӑвансене Павел мӗнле канашсем панине пӑхса тухар. Вӑл ҫырнӑ: «Хӑшӗ-пӗрисем... нимӗн те тумаҫҫӗ, хӑйсем пур ӗҫе те пуҫне чикеҫҫӗ». Паллах ӗнтӗ, старейшинӑсем вӗсене асӑрхаттарса каланӑ, лешӗсем вара вӗсен канашӗсене йышӑнман. Ҫавӑн пек тӑвансем ҫине пухура ыттисен мӗнле пӑхмалла пулнӑ? Павел ҫапла хушнӑ: «Эсир ӑна астуса тӑрӑр та, ӑна вӑтантармашкӑн, унпа ан хутшӑнӑр». Ҫав вӑхӑтрах вӑл ҫапла та каланӑ: «Ӑна тӑшман вырӑнне ан хурӑр» (2 Фес. 3:11—15). Паян христиансенчен хӑшӗ те пулин хӑй тӗрӗс мар тунине пӗлсех ҫавна тума пӑрахмасть пулсан тата ытти тӑвансем ҫине япӑх витӗм кӳрет пулсан (калӑпӑр, Иеговӑна ӗненмен хӗрпе е каччӑпа ҫӳреме пуҫласан), старейшинӑсем пухӑва асӑрхаттарас тесе доклад тума пултараҫҫӗ (1 Кор. 7:39). Ҫавнашкал доклад илтсен эсир хӑвӑра мӗнле тытатӑр? Ҫак докладра кам пирки каланине ӑнлантӑр пулсан, йӗркене пӑсакан тӑванпа сахалтарах хутшӑнма тӑрӑшатӑр-и? Ҫапла тусан эсир ҫав тӑвана вӑл хӑйне тӗрӗс мар тытнине тата Иеговӑна кӳрентернине ӑнланса илме пулӑшма пултаратӑр, вара вӑл, тен, улшӑнма та пултарӗ 1.

ПУХУРИ МИРЕ, ПӖРЛӖХЕ ТАТА ТАСАЛӐХА УПРӐР

14. Пухури тасалӑха упрама эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?

14 Библири канашсем тӑрӑх пурӑнсан эпир пухури тасалӑха упраса хӑварӑпӑр. Коринфри пухура мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. Павел вӑя шеллемесӗр Коринфра ырӑ хыпар сарнӑ тата «сӑваплӑ халӑх пулма чӗнсе илнӗ» тӑвансене питӗ юратнӑ (1 Кор. 1:1, 2). Ҫавӑнпа хӑш-пӗрисене аскӑн ӗҫсем тунӑшӑн тата старейшинӑсем ҫавна курмӑш тунӑшӑн вӗсене питлеме Павела ҫӑмӑл пулман пулӗ. Вӑл старейшинӑсене ҫылӑх тӑвакана Сатана аллине пама, урӑхла каласан, пухуран кӑларса яма хушнӑ. Вӗсен пухӑва «кӑвас чустинчен» тасатмалла пулнӑ (1 Кор. 5:1, 4—7, 12). Старейшинӑсем ӳкӗнмен тӑвана пухуран кӑларса яма йышӑну тунипе килӗшетпӗр пулсан эпир пухӑва таса упрама пулӑшатпӑр. Тата эпир, тен, ҫав тӑвана ӳкӗнме тата Иегова каҫарнине тивӗҫлӗ пулма пулӑшма пултаратпӑр.

15. Пухури мире эпир мӗнле упраса хӑварма пултаратпӑр?

15 Коринфра тепӗр йывӑрлӑх та пулнӑ. Пухури хӑш-пӗр тӑвансем пӗр-пӗрне суда панӑ. Павел вӗсене каланӑ: «Хур тунине чӑтсан авантарах пулмӗччӗ-и?» (1 Кор. 6:1—8). Хӑш-пӗр чухне тӑвансем ӗҫпе ҫыхӑннӑ договорсем тӑваҫҫӗ, анчах та вӗсен ӗҫӗ ӑнӑҫсӑр пулма пултарать. Укҫасӑр тӑрса юлнӑ хыҫҫӑн вӗсем, тен, мана улталарӑн тесе пӗр-пӗрне айӑплама пуҫлаҫҫӗ, ҫапла вара пухури мире пӑсаҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне ҫавнашкал тавлашусем суда парасси патнех ҫитеҫҫӗ. Анчах та Библире Иеговӑн ятне чыссӑрлатасран тата пухури мире аркатасран тӑкак тӳсни лайӑхрах тенӗ 2. Йывӑрлӑхсемпе хирӗҫӳсене татса парас тесе пирӗн Иисус Христосӑн канашӗсене тимлемелле. (Матфей 5:23, 24; 18:15—17 вуласа пар.) Вара эпир пухури мире тата пӗрлӗхе упраса хӑвараятпӑр.

16. Иеговӑн халӑхӗ хушшинче пӗрлӗх пулни мӗншӗн тӗлӗнтермелле мар?

16 Иегова хӑйӗн халӑхӗ хушшинче пӗрлӗх пулмалла тенӗ. Псалом юрлакан: «Тӑванпа тӑван пӗрле пурӑнни мӗнле ырӑ, мӗнле илемлӗ!» — тесе юрланӑ (Пс. 132:1). Израильтянсем Иеговӑна итленӗ чухне, вӗсем хушшинче йӗрке тата пӗрлӗх пулнӑ. Иегова хӑйӗн халӑхӗн пуласлӑхӗ пирки акӑ мӗн каланӑ: «Сурӑх картинчи кӗтӳ пек, вӗсене пӗрле хутӑштарӑп» (Мих. 2:12). Софония пророк урлӑ вара вӑл ҫапла каласа хунӑ: «Пурте Ҫӳлхуҫа ятне асӑнччӑр, Ӑна пӗр кӑмӑлпа пӑхӑнса тӑччӑр тесе, ун чухне Эпӗ халӑхсене каллех таса чӗлхе-ҫӑвар парӑп» (Соф. 3:9). Пӗр халӑх пулса хӑйне пуҫҫапма май панипе Иегова пире чыс тунӑшӑн эпир питӗ пархатарлӑ!

Кам та пулин йӑнӑш утӑм тусан старейшинӑсем Библи тӑрӑх канаш параҫҫӗ (17-мӗш абзаца пӑхӑр.)

17. Кам та пулин ҫылӑх тусан пухури пӗрлӗхе тата тасалӑха упраса хӑварас тесе старейшинӑсен мӗн тумалла?

17 Пӗр-пӗр тӑван йывӑр ҫылӑх тунӑ пулсан, пухури пӗрлӗхе тата тасалӑха упраса хӑварас тесе старейшинӑсен ҫав тӑвана тӑхтаса тӑмасӑр ыррӑн тӳрлетмелле. Турӑ ҫынсене юратать пулсассӑн та, вӑл нихӑҫан та ҫылӑхсене курмӑш тумасть (Ытар. 15:3). Павел ҫакна пӗлнӗ, ҫавӑнпа Коринфри христиансене юратнӑран вӗсене тӳрлетес тесе хӑйӗн пӗрремӗш ҫырӑвне ҫырса янӑ. Темиҫе уйӑхран ҫырнӑ иккӗмӗш ҫырӑвне пӑхсан, старейшинӑсем Павелӑн канашӗсене йышӑнни курӑнать, мӗншӗн тесен вӗсем йывӑрлӑха татса панӑ пулнӑ. Христианин йӑнӑш утӑм тӑвать пулсан яваплӑ арҫын тӑвансен ӑна йӑвашшӑн тӳрлетмелле (Гал. 6:1).

18. а) Пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ христиансене Турӑ Сӑмахӗнчи канашсем мӗнле пулӑшнӑ? ӑ) Тепӗр статьяран эпир мӗн пӗлӗпӗр?

18 Эпир куртӑмӑр ӗнтӗ, Турӑ Сӑмахӗнчи канашсем пӗрремӗш ӗмӗрте Коринфри тата урӑх хуласенчи христиансене нравственность тӗлӗшӗнчен таса пулма, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма, пӗр шухӑшлӑ пулма пулӑшнӑ (1 Петр 3:8; 1 Кор. 1:10; Эф. 4:11—13). Ҫавна пула вӗсем ырӑ хыпар сарас ӗҫре нумай тума пултарнӑ. Павел каланӑ тӑрӑх, «Ырӑ Хыпара ӗнтӗ тӗнчере мӗн пуррине пурне те пӗлтернӗ» (Кол. 1:23). Паян та Иеговӑн халӑхӗ хушшинче пӗрлӗх, вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсене йӗркелесе тӑрать, ҫавӑнпа вӗсем ырӑ хыпара пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерсе ҫӳреҫҫӗ. Тепӗр статьяран эсир ҫак ҫынсем Библие хаклани ҫинчен тата Ҫут тӗнчене тытса тӑракан Иегова ҫинчен ытларах пӗлме пултаратӑр (Пс. 70:15, 16).

^ 1 13-мӗш абзац. «Организованы, чтобы исполнять волю Иеговы» пӑхӑр, 134—136 стр.

^ 2 15-мӗш абзац. Пӗр христианин теприне мӗнле сӑлтавсене пула суда пама пултарни ҫинчен «Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр» кӗнекере 223-мӗш страницӑра ҫырнӑ (сноска).