Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Пӗр-пӗрне хавхалантарсах тӑрӑр

Пӗр-пӗрне хавхалантарсах тӑрӑр

«Сирӗн халӑха вӗрентсе [хавхалантарса, ҪТ] каламалли сӑмахӑр пулсан — калӑр» (АП. ӖҪ. 13:15).

ЮРӐСЕМ: 53, 45

1, 2. Мӗншӗн пӗр-пӗрне хавхалантармалла?

«АТТЕПЕ анне мана нихӑҫан та мухтамаҫҫӗ, тиркесе анчах калаҫҫӗ. Вӗсен сӑмахӗсем манӑн чӗрене ҫав тери ыраттараҫҫӗ! — каласа парать 18 ҫулхи Кристина 1.— Хӑвна пӗчӗк ача пекех тытатӑн, эсӗ нихӑҫан та ниме те вӗренеес ҫук тата эсӗ мӑнтӑр теҫҫӗ. Ҫавӑнпа эпӗ час-часах йӗретӗп, вӗсемпе сахалтарах калаҫма тӑрӑшатӑп. Эпӗ хама мӗскӗн ҫын пек туятӑп». Ырӑ сӑмах илтмен ҫынсем хӑйсене мӗн тери телейсӗр туяҫҫӗ!

2 Ыттисене хавхалантарнипе эпир вӗсене пысӑк пулӑшу пама пултаратпӑр. Рубен ятлӑ тӑван каласа парать: «Эпӗ хама ниме тӑман ҫын пек туяттӑм, ҫак йывӑр туйӑма пӗтерес тесе нумай ҫул хушши кӗрешеттӗм. Пӗррехинче вара, старейшинӑпа ырӑ хыпар сарма кайсан, вӑл манӑн кӑмӑл пусӑрӑнчӑк пулнине асӑрхарӗ. Эпӗ ӑна хамӑн туйӑмсем ҫинчен уҫҫӑн каласа патӑм, вӑл вара мана тимлӗ итлерӗ. Кайран вӑл эсӗ нумай ырӑ ӗҫ тӑватӑн терӗ тата Иисусӑн сӑмахӗсене аса илтерчӗ: кашни ҫын темӗн чухлӗ пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑкран та пахарах. Эпӗ ҫак сӑвӑ йӗркине час-часах аса илетӗп, ҫавӑнти сӑмахсем кашнинчех ман чуна ӑшӑтаҫҫӗ. Старейшинӑн сӑмахӗсем манӑн пурнӑҫа тӗпренех улӑштарчӗҫ» (Матф. 10:31).

3. а) Пӗр-пӗрне хавхалантармалли пирки Павел апостол мӗн ҫырнӑ? ӑ) Ҫак статьяра мӗн сӳтсе явӑпӑр?

3 Ахальтен мар ӗнтӗ Библире яланах пӗр-пӗрне хавхалантарса тӑмалла тенӗ. Павел апостол еврей христианӗсем патне ҫапла ҫырнӑ: «Эй тӑванӑмсем, астӑвӑр, сирӗн кам та пулин ултавлӑ та ӗненмен чӗреллӗ ан пултӑр, апла эсир чӗрӗ Турӑран уйӑрӑлса каятӑр. ...Куллен пӗрне-пӗри ӳкӗтлӗр [хавхалантарӑр, ҪТ]: сирӗнтен нихӑшӗ те ҫылӑхпа улталанса хаярланса ан кайтӑр» (Евр. 3:12, 13). Пӗр-пӗрне хавхалантарсах тӑмалла тени мӗн тери лайӑх канаш пулнине эсир хӑвӑр та пӗлетӗр паллах. Аса илӗр-ха, сире кам та пулин ӑшӑ сӑмах каланӑ хыҫҫӑн эсир хӑвӑра мӗн тери лайӑх туйнӑ пулӗ. Айтӑр ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхар: мӗншӗн пирӗн пӗр-пӗрне хавхалантармалла? Иеговӑн, Иисусӑн тата Павелӑн тӗслӗхӗсем ыттисене хавхалантарма мӗнле вӗрентеҫҫӗ? Ыттисене хавхалантарма мӗнле майсем пур?

ПИРЕ ПУРНЕ ТЕ ХАВХАЛАНТАРНИ КИРЛӖ

4. Хавхалантарни кама питӗ кирлӗ тата мӗншӗн хальхи вӑхӑтра мухтаса каланине илтме ҫук?

4 Пирӗн пурин те хавхалантаракан сӑмахсене илтес килет. Ачасене вара ырӑ сӑмахсем тата кирлӗрех. «Ачашӑн... мухтаса калани ӳсентӑрана шӑварнипе танах,— ӑнлантарса парать Тимоти Эванз вӗрентекен.— Мухтанине илтсен ача ыттисем хӑйне юратнине, хакланине туять». Паян нумайӑшӗ харпӑр хӑйшӗн ҫеҫ тӑрӑшать, ҫынсен тӑванлӑх туйӑмӗ пӗтсе ларнӑ. Пӗр-пӗрне ырланине те сайра-хутра ҫеҫ илтме пулать (2 Тим. 3:1—5). Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ ача чух хӑйсене ырланине никамран та илтмен пирки хӑйсен ачисене те ырласа каламаҫҫӗ. Ҫынсем нумайӑшӗ пӗрле ӗҫлекенсенчен мухтаса каланине илтеймӗн теҫҫӗ.

5. Хавхалантарни шутне мӗн кӗрет?

5 Хавхалантарни шутне мухтани ҫеҫ кӗмест. Эпир ыттисен лайӑх енӗсем ҫинчен палӑртса калама, ҫавӑн пекех «хуйха ӳкнисене лӑплантар[ма]» пултаратпӑр (1 Фес. 5:14). Грек чӗлхинчен «хавхалантарни» тесе куҫарнӑ сӑмах, сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «юнашар пулма ыйтнине» пӗлтерет. Тӑвансемпе пӗрле ырӑ хыпар сарнӑ чухне вӗсене хавхалантарма пирӗн нумай май пур. (Екклесиаст 4:9, 10 вуласа пар.) Эпир ыттисене вӗсене юратни тата хаклани ҫинчен калатпӑр-и, ҫакна тума кашни майпа усӑ куратпӑр-и? Ытарӑшсем 15:23-мӗшӗнчи сӑмахсене асра тытар: «Вӑхӑтра каланӑ сӑмах мӗн тери лайӑх!»

6. Шуйттан пире мӗншӗн хуйха ӳкересшӗн? Тӗслӗх илсе парӑр.

6 Сатана пире хуйха ӳкересшӗн, мӗншӗн тесен вӑл ҫав самантра Иеговӑпа пирӗн хушӑри ҫывӑх хутшӑнусене ҫӑмӑллӑнах аркатма пултарнине пӗлет. Ытарӑшсем 24:10-мӗшӗнче каланӑ: «Хӗн-асап кунӗнче хавшак пултӑн пулсассӑн, вӑй-халу сахал ӗнтӗ санӑн». Тӳрӗ кӑмӑллӑ Иова алла устарас тесе Сатана ун ҫине инкек хыҫҫӑн инкек янӑ тата ун ҫинчен элеклесе каланӑ. Анчах та Шуйттанӑн каварлӑ шухӑшӗ ӑнӑҫлӑ пулман (Иов 2:3; 22:3; 27:5). Сатана пирӗн ҫывӑх ҫынсене те, пухури тӑвансене те хуйха ӳкересшӗн, анчах та эпир тӑвансене хавхалантарсах тӑратпӑр пулсан, Сатанан усал ӗҫӗ ӑнӑҫсӑр пулать. Ҫапла вара пирӗн кил-ҫурт та, Патшалӑх залӗ те лӑпкӑ та хӳтӗ вырӑн пулӗ.

ЫТТИСЕНЕ ХАВХАЛАНТАРМА КАМРАН ВӖРЕНМЕ ПУЛАТЬ

7, 8. а) Иегова ҫынсене мӗнле хавхалантарнӑ? ӑ) Ашшӗ-амӑшӗсем Иеговӑран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

7 Иегова. Псалом юрлакан ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа хурлӑхлӑ чӗреллисене ҫывӑх тӑрать, Вӑл йӑваш кӑмӑллисене ҫӑлать» (Пс. 33:19). Хӑраса ӳкнипе алла уснӑ Иеремийӑна, хӑйӗн шанчӑклӑ пророкне, Иегова тӗреклетнӗ (Иер. 1:6—10). Ватӑ Даниил пророка тӗреклетме вара Иегова хӑйӗн ангелне ярса ӑна «хаклӑ ҫыннӑм» тенӗ, ҫакӑ пророкӑн кӑмӑлне мӗн тери ҫӗклентернӗ пулӗ! (Дан. 10:8, 11, 18, 19, ҪТ). Иеговӑран тӗслӗх илсе эсир те пусӑрӑнчӑк кӑмӑллӑ хыпарҫӑсене, ҫав шутрах пионерсене тата ватӑ тӑвансене, хавхалантарма пултаратӑр-и?

8 Иеговӑпа Иисус нумай ӗмӗр хушши пӗрле ӗҫлесе тӑнӑ. Апла пулин те Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне Иегова ывӑлне мухтани тата хавхалантарни кирлех мар тесе шутламан. Иисуса Ашшӗ икӗ хут — ҫӗр ҫине килсенех тата ҫӗр ҫинчен кайичченхи юлашки ҫулӗнче — пӗлӗтрен каланӑ: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Ун ҫинче» (Матф. 3:17; 17:5). Ашшӗ мухтаса тата ырласа каланине илтсен Иисус хавхаланнӑ паллах. Каярахпа вара, вилес умӗнхи каҫ Иисусӑн чунӗ питӗ асапланнӑ чухне, Иегова хӑйӗн ангелне ярса ӑна тӗреклетнӗ (Лука 22:43). Сирӗн ачасем пур пулсан, Иеговӑран тӗслӗх илсе вӗсене хавхалантарсах тӑрӑр, лайӑх ӗҫсемшӗн мухтӑр. Ачасен ӗненӗвӗ шкулта кунран-кун тӗрӗсленет пулсан, эпир тӗрек парса тӑни вӗсене тата ытларах кирлӗ.

9. Иисус хӑйне апостолсемпе мӗнле тытнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

9 Иисус. Каҫхи апат уявне пуҫарса ярас умӗн Иисус хӑйӗн апостолӗсен япӑх ен — мӑнкӑмӑллӑх пуррине асӑрханӑ. Вӑл хӑйне кӗҫӗне хурса вӗренекенӗсен урисене ҫуса янӑ хыҫҫӑн та вӗсем хӑйсенчен хӑшӗ аслӑрах тесе тавлашнӑ, Петр вара хӑй ҫине ытлашши шаннине кӑтартнӑ (Лука 22:24, 33, 34). Апла пулин те Иисус хӑйӗн шанчӑклӑ апостолӗсене йывӑр вӑхӑтра хӑйне пӑрахса кайманнишӗн мухтанӑ. Вӑл эсир манран та пысӑкрах ӗҫсем тӑватӑр тенӗ тата вӗсене Турӑ хаклани ҫинчен шантарса каланӑ (Лука 22:28; Иоанн 14:12; 16:27). Хамӑртан ҫапла ыйтма пултаратпӑр: «Ыттисен ҫитменлӗхӗсем ҫине тимлеттерес вырӑнне Иисусран тӗслӗх илсе эпӗ хамӑн ачасене те, ытти ҫынсене те мухтама тӑрӑшатӑп-и?»

10, 11. Павел тӑвансене мӗнле хавхалантарнӑ тата вӑл мӗн тума хатӗр пулнӑ?

10 Павел апостол. Павел тӑвансене хӑйӗн ҫырӑвӗсенче час-часах ырӑпа асӑннӑ. Хӑшӗ-пӗрисемпе вӑл темиҫе ҫул хушши ҫул ҫӳренӗ. Паллах ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра вӑл вӗсен ҫитменлӗхӗсене лайӑх пӗлсе ҫитнӗ. Ҫапах та ҫав тӑвансем ҫинчен яланах лайӑххине ҫеҫ каланӑ. Тӗслӗхрен, Тимофей пирки: «Хамӑн савнӑ ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫана парӑннӑскер»,— тенӗ. Унсӑр пуҫне, Павел Тимофей пухури тӑвансемшӗн чунтан-вартан тӑрӑшнӑ тесе ҫырнӑ. (1 Кор. 4:17; Флп. 2:19, 20). Коринфри пуху патне ҫыру ҫырса янӑ чухне вара вӑл Тит пирки «манӑн юлташӑм, манпа пӗрле сирӗншӗн тӑрӑшать» тенӗ (2 Кор. 8:23). Хӑйсем ҫинчен Павел мӗн шутланине пӗлсен Тимофейпа Тит мӗн тери савӑннӑ пулӗ!

11 Павелпа Варнава вилме пултарасса пӗлнӗ пулсан та, тӑвансене тӗреклетес тесе хӑйсене хаяррӑн хӑваланӑ ҫӗре таврӑннӑ. Тӗслӗхрен, Листрӑра хӑйсене унччен хӗсӗрленине пӑхмасӑрах вӗсем ҫӗнӗ вӗренекенсене ӗненӳре ҫирӗп тӑма хавхалантарас тесе каллех унта кайнӑ (Ап. ӗҫ. 14:19—22). Эфесра та Павела хӗсӗрленӗ. Апостолсен ӗҫӗсем 20:1, 2-мӗшӗсенче каланӑ: «Пӑлхав чарӑнсан Павел вӗренекенсене чӗнсе илсе, вӗсене хавхалантарса, ӑс парса хӑварса сывпуллашнӑ та Македоние тухса кайнӑ. Унти ҫӗрсене ҫӳресе тухнӑ чухне вӑл ӗненекенсемпе питӗ нумай калаҫнӑ, вӗсене ӑс панӑ, унтан Элладӑна ҫитнӗ». Куратпӑр ӗнтӗ, Павел ыттисене хавхалантарни питӗ кирлӗ тесе шутланӑ.

ПӖР-ПӖРНЕ ХАВХАЛАНТАРӐР

12. Ыттисене хавхалантарас тесен тата хамӑрӑн та хавхалану илес тесен мӗншӗн пухусене ҫӳремелле?

12 Ҫӳлти Аттемӗр пире лайӑх пултӑр тет, ҫавӑнпа та вӑл пухӑва пӗр сиктермесӗр ҫӳреме хушать. Пухура эпир хамӑр та хавхаланатпӑр, ыттисене та хавхалантарма пултаратпӑр. (1 Кор. 14:31; Еврейсем 10:24, 25 вуласа пар.) Статья пуҫламӑшӗнче асӑннӑ Кристина калать: «Эпӗ пухусене питӗ хаклатӑп, мӗншӗн тесен унта мана юратаҫҫӗ тата хавхалантараҫҫӗ. Хӑш чухне эпӗ Патшалӑх залне пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа килетӗп. Анчах та мана хӗрарӑм тӑвансем пырса ыталаҫҫӗ, эсӗ паян питӗ хитре теҫҫӗ. Эпир сана юрататпӑр, эсӗ чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тунишӗн савӑнатпӑр тесе хавхалантараҫҫӗ. Ҫакна пула эпӗ хама лайӑхрах туятӑп». Чӑнах та, пӗр-пӗрне хавхалантарма пултарнишӗн эпир питӗ савӑнатпӑр (Рим 1:11, 12).

13. Мӗншӗн опытлӑ христиансене те хавхалантармалла?

13 Опытлӑ христиансене те хавхалантарни кирлӗ. Иисус Навин тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл нумай ҫул хушши Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнӑ. Апла пулин те Иегова Моисее ӑна хавхалантарма хушнӑ: «Иисуса вӗрентсе хӑвар, ӑна вӑй илме, ҫирӗп тӑма пар; ӗнтӗ вӑл халӑх умӗнчен пырӗ, вӑлах эсӗ хӑвӑн куҫупа ху курас пӗтӗм ҫӗре халӑха пайӑн-пайӑн валеҫсе парӗ» (Сак. аст. 3:27, 28). Иисус Навинӑн питӗ йывӑр ӗҫе пуҫӑнмалла пулнӑ — израильтянсене ертсе пырса Пама пулнӑ ҫӗре ҫӗнтерсе илмелле пулнӑ. Унӑн нумай ҫапӑҫура ҫапӑҫма тивнӗ, тӑшмансем вӗсене ҫӗнтерни те пулкаланӑ (Иис. Н. 7:1—9). Иисус Навина хавхалантарни тата тӗреклетни питӗ кирлӗ пулнӑ! Айтӑр «хамӑр хушӑра тӑрӑшса ӗҫлекенсене» — старейшинӑсене, ҫав шутрах район надзирателӗсене те — хавхалантарар. (1 Фессалоника 5:12, 13 вуласа пар.) Пӗр район надзирателӗ акӑ мӗн каланӑ: «Хӑш чухне пухури тӑвансем эсир пире питӗ хавхалантартӑр тесе тав туса пирӗн пата ҫыру ҫырса яраҫҫӗ. Кӑмӑл пусӑрӑннӑ чухне эпир ҫав ҫырусене туртса кӑларатпӑр та тепӗр хут вулатпӑр. Ҫакӑ пире чӑннипех те хавхалантарать».

Чӗререн мухтасан пирӗн ачасем ҫунатлансах каяҫҫӗ (14-мӗш абзаца пӑхӑр.)

14. Канаш панӑ чухне мухтани тата хавхалантарни мӗншӗн питӗ кирлӗ?

14 Старейшинӑсемпе ашшӗ-амӑшӗсем ҫакна пӗлеҫҫӗ: Библи тӑрӑх панӑ канаш усӑ патӑр тесен ырӑ сӑмахсем калани тата мухтани питӗ кирлӗ. Павел Коринфри христиансене унӑн канашне йышӑннӑшӑн мухтаса илсен, лешӗсем тӗрӗс ҫулпа пыма хавхаланса кайнӑ пулӗ (2 Кор. 7:8—11). Икӗ ача ашшӗ Андреас каласа парать: «Мухтаса калани ачасене Иеговӑпа ҫывӑхланма тата ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫын пулса тӑма пулӑшать. Ачана мухтамасан канаш унӑн чӗрине пырса тивес ҫук. Пирӗн ачасем мӗн тӗрӗс, мӗн тӗрӗс маррине пӗлеҫҫӗ, анчах та тӗрӗссине туса пыччӑр тесен вӗсене пӗрмаях ырламалла тата хавхалантарса тӑмалла».

ЫТТИСЕНЕ ХАВХАЛАНТАРМАЛЛИ МАЙСЕМ

15. Ыттисене хавхалантармалли майсенчен пӗри хӑшӗ?

15 Тӑвансене вӗсем вӑй хунӑшӑн тата лайӑх енсене кӑтартнӑшӑн мухтӑр (2 Ҫулс. 16:9; Иов 1:8). Хамӑр лару-тӑрура Турӑ Патшалӑхӗшӗн мӗн тӑвас тенине веҫех тӑваймастпӑр пулсан та, Иеговӑпа Иисус эпир пӗтӗм вӑйран тӑрӑшнине питӗ хаклаҫҫӗ. (Лука 21:1—4; 2 Коринф 8:12 вуласа пар.) Тӗслӗхрен, пирӗн хаклӑ ватӑ тӑвансем тӑтӑшах ырӑ хыпар сарас тесе тата пухӑва ҫӳрес тесе сахал мар вӑй хураҫҫӗ. Мӗншӗн-ха вӗсене ҫавӑншӑн мухтас мар?

16. Хавхалантаракан сӑмахсем калама май килсен, мӗншӗн ҫакна тумалла?

16 Пӗр-пӗрне хавхалантарас тесе майсем шырӑр. Кам та пулин мухтанине тивӗҫлӗ пулнине асӑрхасан, мӗншӗн-ха ӑна мухтаса илес мар? Писидири Антиохинче Павелпа тата Варнавӑпа мӗн пулса иртнине пӑхар. Синагога пуҫлӑхӗсем вӗсене каланӑ: «Сирӗн халӑха вӗрентсе [хавхалантарса, ҪТ] каламалли сӑмахӑр пулсан — калӑр». Вара Павел унта пуҫтарӑннӑ ҫынсене хавхалантарас тесе сӑмах каланӑ (Ап. ӗҫ. 13:13—16, 42—44). Хавхалантаракан сӑмахсем калама май килсен, мӗншӗн калас мар-ха? Эсир ыттисене мӗн чухлӗ ытларах хавхалантаратӑр, ҫавӑн чул ытларах хӑвӑр та вӗсенчен хавхалану илетӗр (Лука 6:38).

17. Ыттисене мухтамалли мӗнле чи лайӑх май пур?

17 Ыттисене чун-чӗререн мухтӑр тата мӗншӗн ырланине уҫҫӑн калӑр. Ҫынна маттур тесе каланипе те хавхалантарма пулать, анчах та Иисус Фиатирӑри христиансене мухтанӑ чухне вӗсене мӗншӗн мухтанине те уҫҫӑн каланӑ. (Ӳлӗмхине 2:18, 19 вуласа пар.) Сӑмахран, ашшӗ-амӑшӗсем ачисене чӑнлӑх ҫулӗ ҫинче пӗр-пӗр утӑм тунӑшӑн мухтама пултараҫҫӗ. Хӗрарӑм тӑвана вара йывӑр пулнине пӑхмасӑрах ачисене пӗр-пӗччен вӗрентсе ӳстернӗшӗн ырӑ сӑмахсем каласа хавхалантарма пулать. Ҫавнашкал мухтаса илни ҫынна вӑй парать!

18, 19. Иеговӑпа ҫывӑх туссем пулма эпир пӗр-пӗрне мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?

18 Ӗлӗк Иегова Моисее Иисус Навина мухтаса хавхалантарма хушнӑ пулин те, халӗ вӑл ҫав-ҫав ҫынна кайса хавхалантар-ха тесе никама та калас ҫук. Ҫапах та эпир пӗрле ӗненекенсене тата ытти ҫынсене хавхалантарнине курсан Иегова питӗ савӑнать (Ытар. 19:17; Евр. 12:12). Сӑмахран, эпир доклад тухса калакан арҫын тӑвана эпӗ хама кирлӗ питӗ лайӑх канаша илтрӗм е пӗр-пӗр сӑвӑ йӗркине лайӑхрах ӑнлантӑм тесе калама пултаратпӑр. Пӗр хӗрарӑм тӑван хӑйсен пухӑвӗнче доклад туса панӑ тӑвана ҫапла ҫырса янӑ: «Эпир темиҫе минут ҫеҫ калаҫрӑмӑр пулсан та, эсӗ манӑн канӑҫ ҫуккине асӑрхарӑн. Эсӗ мана тӗреклетрӗн тата ман чуна лӑплантартӑн. Ҫакна та калас килет: сцена ҫинчен эсӗ мӗн калани тата манпа калаҫнӑ чухнехи ырӑ сӑмахусем Иегова панӑ парне пулчӗҫ».

19 «Ҫавӑнпа эсир пӗр-пӗрне пулӑшса тӑрӑр, пӗр-пӗрне ӑс парӑр, эсир ӗнтӗ халӗ те ҫапла тӑватӑр-ха»,— тенӗ Павел (1 Фес. 5:11). Ҫак канашпа усӑ курсан эпир ыттисене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшма пултарӑпӑр. Кашни кун пӗр-пӗрне хавхалантарсан эпир Иеговӑн чӗрине савӑнтарӑпӑр.

^ 1 1-мӗш абзац. Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.