Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Турӑ Сӑмахне эсир хаклатӑр-и?

Турӑ Сӑмахне эсир хаклатӑр-и?

«Пирӗнтен илтнӗ Турӑ Сӑмахне эсир этем сӑмахӗ вырӑнне хурса йышӑнмарӑр, ӑна чӑнах Турӑ Сӑмахӗ тесе хапӑл турӑр» (1 ФЕС. 2:13).

ЮРӐСЕМ: 96, 94

1—3. Еводияпа Синтихия хушшинчи харкашу мӗншӗн сиксе тухма пултарнӑ тата ҫакнашкал йывӑрлӑхсенчен эпир мӗнле пӑрӑнма пултаратпӑр? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

ИЕГОВӐН ӗҫлекенӗсем Библие хаклаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ӑна Турӑ панӑ. Унта ҫырса панӑ канашсем пире йывӑрлӑхсенчен пӑрӑнма тата йӑнӑш тусан хамӑра тӳрлетме пулӑшма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пире канаш парсан эпир мӗн тӑвӑпӑр? Тӗслӗхрен, пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ Еводияпа Синтихия хушшинче мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. Ҫак христианкӑсем, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑскерсем, хирӗҫсе кайнӑ пулнӑ. Мӗншӗн? Библире ун пирки нимӗн те ҫырман. Айтӑр ҫапла мӗнле пулса тухма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхар.

2 Еводия тутлӑ апат пӗҫерсе хатӗрленӗ те тӑвансене хӑнана чӗннӗ тейӗпӗр, Синтихияна вара чӗнмен. Акӑ Синтихия вӗсем вӑхӑта ҫав тери лайӑх ирттерни ҫинчен пӗлет. Вӑл, тен, ҫапла шутлать: «Еводия ҫакӑн пек тума пултарнине ӗненес те килмест! Эпӗ ӑна хамӑн ҫывӑх тус тесе шутланӑччӗ». Синтихияна хӑйне тусӗ сутнӑ пек туйӑнать, ӑна вӑл шанма та пӑрахать. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл та хӑнасене чӗнме шут тытать, ҫав тӑвансенех чӗнет, Еводияна вара чӗнмесӗрех хӑварать. Еводияпа Синтихия хушшинче сиксе тухнӑ харкашу пухури пӗрлӗхе аркатма пултарать. Вӗсем хушшинче мӗн пулса иртни мӗн патне илсе ҫитерни пирки Библире нимӗн те каламан, анчах та ҫак хӗрарӑм тӑвансем Павел апостол юратса панӑ канаша йышӑннӑ пулмалла (Флп. 4:2, 3).

3 Ҫакнашкал лару-тӑру паян та пухура йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратма пултарать. Анчах та Библири канашсемпе усӑ курсан йывӑрлӑхсене татса пама пулать е вӗсем пачах та сиксе тухмӗҫ. Иегова панӑ кӗнекене хаклатпӑр пулсан эпир унта мӗн каланипе килӗшӳллӗн пурӑнма тӑрӑшӑпӑр (Пс. 26:11).

ТУРӐ СӐМАХӖ ТУЙӐМСЕНЕ АЛРА ТЫТМА ВӖРЕНМЕ ПУЛӐШАТЬ

4, 5. Турӑ Сӑмахӗнчи канашсем хамӑр туйӑмсене тытса чарма мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

4 Паллах, ыттисем пире ниме тӑман ҫын вырӑнне хунӑ пек туйӑнать пулсан тата сӑлтавсӑрах хурлаҫҫӗ пулсан хамӑра алра тытма ҫӑмӑл мар. Урӑх халӑхран пулнине, ӳт тӗсне е мӗнле те пулин ытти уйрӑмлӑхсене кура ыттисем хӑйсене пирӗнпе тӳрккессӗн тытни пире питӗ хытӑ кулянтарма пултарать. Пухури тӑвансем пирӗн тӗлӗшрен ҫапла тӑваҫҫӗ пулсан вара, ҫакӑ чӗрене тата хытӑрах ыраттарать. Ҫылӑхлӑ ҫынсем хӑйсене пӗр-пӗринпе ҫавнашкал япӑх тытнӑ чухне Турӑ Сӑмахӗнчи канашсем пире мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

5 Иегова ҫынсене пултарнӑранпах вӗсем пӗр-пӗринпе мӗнле хутшӑннине сӑнаса тӑрать. Вӑл эпир мӗн туйнине тата хамӑра мӗнле тытнине курса тӑрать. Тарӑхнӑ е кӑмӑл пусӑрӑннӑ вӑхӑтра мӗн те пулин япӑххине каласа хунӑшӑн е тунӑшӑн каярахпа эпир питӗ кулянма пултаратпӑр. Ҫавӑнпа Библири канашсене тытса тӑни ӑслӑ пулать: хамӑра алра тытмалла тата ҫилленме васкамалла мар. (Ытарӑшсем 16:32; Екклесиаст 7:9 вуласа пар.) Паллах, ҫилле чарма тата чун-чӗререн каҫарма вӗренес тесе пирӗн пурин те вӑй хумалла. Иеговӑпа Иисус Христос эпир ыттисене каҫарнипе каҫарманнине тимлӗ сӑнаҫҫӗ (Матф. 6:14, 15). Хамӑра тӗрӗслесе пӑхма пулать: пирӗн ыттисене чун-чӗререн каҫарма тата ҫилле тытса чарма ытларах вӑй хумалла мар-и?

6. Мӗншӗн хамӑр чӗрере курайманлӑха йӑва ҫавӑрма памалла мар?

6 Туйӑмсене алра тытма пӗлмесен ҫын хаяр чӗреллӗ пулса кайма пултарать. Вара ыттисем унран пӑрӑнса ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ, унсӑр пуҫне, вӑл пухури тӑвансем ҫине япӑх витӗм кӳме пултарать. Хӑш-пӗр чухне ҫакӑн пек ҫынсем ҫилле е курайманлӑха пытарма хӑтланаҫҫӗ, анчах та вӑхӑт иртсен вӗсен «хаярлӑхӗ халӑх ҫинче уҫӑлса каять» (Ытар. 26:24—26). Тен, старейшинӑсем вӗсене Турӑ Сӑмахӗнче тӳррӗн мӗн каланине ӑнланма пулӑшма пултарӗҫ: хаярлӑх, курайманлӑх тата ҫилленсе ҫӳрени Турӑ халӑхӗ хушшинче пулмалла мар (Лев. 19:17, 18; Рим 3:11—18). Эсир ҫакӑнпа килӗшетӗр-и?

ИЕГОВА ПИРЕ МӖНЛЕ ЕРТСЕ ПЫРАТЬ

7, 8. а) Иегова хӑйӗн организацийӗн ҫӗр ҫинчи пайне мӗнле ертсе пырать? ӑ) Турӑ Сӑмахӗнче мӗнле хушусем пур тата мӗншӗн вӗсене тытса тӑмалла?

7 Иегова хӑйӗн организацийӗн ҫӗр ҫинчи пайӗнче ӗҫлесе тӑракансене Иисус урлӑ ертсе пырать тата вӗрентсе тӑрать. Мӗнле майпа? Вӑл Христоса пур ӗненекенсенӗн Пуҫӗ пулма лартнӑ, Христос вара «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» урлӑ Туррӑн халӑхне вӗрентсе тӑрать (Матф. 24:45—47; Эф. 5:23). Пӗрремӗш ӗмӗрти ертсе пыракан совет пекех ҫак чура та Библие хаклать, мӗншӗн тесен вӑл Турӑ Сӑмахӗ. (1 Фессалоника 2:13 вуласа пар.) Айтӑр пире валли Библире ҫырса панӑ хӑш-пӗр хушусене пӑхса тухар.

8 Библире пухусене пирӗн тӑтӑшах ҫӳремелле тенӗ (Евр. 10:24, 25). Тата Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑха йышӑнса пӗр шухӑшлӑ пулмалла тесе ҫырнӑ (1 Кор. 1:10). Сӑваплӑ Ҫыру пире Турӑ Патшалӑхне мала хума хавхалантарать (Матф. 6:33). Унсӑр пуҫне, Библи ырӑ хыпара килтен киле, халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче тата ҫын пур кирек хӑш вырӑнта та пӗлтермеллине кӑтартса парать (Матф. 28:19, 20; Ап. ӗҫ. 5:42; 17:17; 20:20). Турӑ Сӑмахӗ старейшинӑсене пухури тасалӑха упрама вӗрентет (1 Кор. 5:1—5, 13; 1 Тим. 5:19—21). Паллах, Иегова пирӗнтен кашнинчен эпир ӳт-пӳ тата нравственность тӗлӗшӗнчен тасалӑха упрасса кӗтет (2 Кор. 7:1).

9. Турӑ Сӑмахне ӑнланма пулӑшас тесе Иисус кампа усӑ курать?

9 Хӑш-пӗр ҫынсем Библие хамӑр та ӑнлантарса пама пултаратпӑр теҫҫӗ. Анчах та Иисус «шанчӑклӑ... чурана» лартнӑ, ҫав чура 1919 ҫултан пуҫласа ҫынсене Библири чӑнлӑха ӑнланма тата унти хушусене тытса тӑма пулӑшса тӑрать. Библи мӗн каланине итлесен эпир пухури тасалӑха, мире тата пӗрлӗхе упраса хӑварӑпӑр. Пирӗн пурсӑмӑрӑн та хамӑртан ыйтмалла: эпӗ Иисуса шанчӑклӑ-и тата чура мӗн хушнине тытса тӑратӑп-и?

ИЕГОВӐН КУСТӐРМИ ПӖР ВЫРӐНТА ТӐМАСТЬ

10. Иезекииль кӗнекинче Иеговӑн организацийӗн пӗлӗтри пайне мӗнле сӑнласа панӑ?

10 Турӑ Сӑмахӗ пире Иеговӑн организацийӗн пӗлӗтри пайӗпе паллаштарать. Сӑмахран, Иезекииль пророка ҫак куҫа курӑнман пай курӑнура кустӑрма пек курӑннӑ (Иез. 1:4—28). Ҫав кустӑрмана Иегова ӑҫталла ярас тет, вӑл ҫавӑнталла каять. Организацин пӗлӗтри пайӗ вара ҫӗр ҫинчи пайӗ ҫине витӗм кӳрет. Ҫапла, Иеговӑн кустӑрми нихӑҫан та пӗр вырӑнта тӑмасть! Юлашки вунӑ ҫул хушшинче пирӗн организацинче нумай улшӑну пулса иртрӗ. Вӗсене Иегова тунине ан манӑр. Туррӑн кустӑрми калама ҫук пысӑк хӑвӑртлӑхпа малалла пырать. Кӗҫех Христос тата сӑваплӑ ангелсем ҫак йӗркесӗр тӗнчене пӗтерӗҫ. Тек никам та Иеговӑн Ҫут тӗнчене Тытса Тӑраканӗ пулма законлӑ право пуррине иккӗлентермӗ тата унӑн сӑваплӑ ятне чыссӑрлатмӗ!

Турра пуҫҫапмалли ҫуртсене тунӑ ҫӗрте ӗҫлекенсене эпир питӗ пархатарлӑ (11-мӗш абзаца пӑхӑр.)

11, 12. Иеговӑн организацийӗ паян мӗнле ӗҫсем тӑвать?

11 Иеговӑн организацийӗ ҫак юлашки кунсенче мӗнле ӗҫсем туни ҫинчен шутласа пӑхӑр-ха. Турра пуҫҫапмалли ҫуртсем тӑвасси. Ҫӗршер доброволец Уорвикри (Нью-Йорк штачӗ, АПШ) Иегова Свидетелӗсен тӗп управленийӗн ҫӗнӗ ҫурчӗсене тума пулӑшать. Пӗтӗм тӗнчери строительство отделӗ ертсе пынипе пиншер доброволец Патшалӑх залӗсене тунӑ ҫӗрте тата филиалсене сарнӑ ҫӗрте ӗҫлет. Эпир вӗсем тунӑ ӗҫшӗн питӗ пархатарлӑ! Ҫакна та асра тытӑр: строительство проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме укҫа-тенкӗ парса пулӑшнӑшӑн Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пиллет (Лука 21:1—4).

12 Вӗрентни. Иеговӑна хӑйӗн ӗҫлекенӗсене вӗрентме килӗшет (Ис. 2:2, 3). Вӑл пире валли мӗн тӗрлӗ кӑна шкул хатӗрлемен пуль: Пионерсен шкулӗ, Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗ, Галаад шкулӗ, Ҫӗнӗ вефилецсем валли йӗркеленӗ шкул, Район надзирателӗсемпе вӗсен арӑмӗсем валли йӗркеленӗ шкул, Пухури старейшинӑсем валли йӗркеленӗ шкул, Сӑваплӑ ӗҫӗн шкулӗ, Филиал комитечӗн членӗсемпе вӗсен арӑмӗсем валли йӗркеленӗ шкул. Унсӑр пуҫне, Библие лайӑхрах ӑнланма пирӗн сайт пулӑшать. Унта ачасем тата ҫемьесем валли ҫӗршер чӗлхепе куҫарнӑ публикацисене тата хыпарсене вулама пулать. Эсир пирӗн сайтпа ырӑ хыпар сарнӑ чухне тата ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне усӑ куратӑр-и?

ИЕГОВӐНА ШАНЧӐКЛӐ ПУЛӐР ТАТА УНӐН ОРГАНИЗАЦИНЕ ПУЛӐШСА ТӐРӐР

13. Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен мӗнле яваплӑх пур?

13 Иеговӑн организацийӗнче пулма пирӗншӗн мӗн тери пысӑк чыс! Туррӑн нормисене тата вӑл пирӗнтен мӗн кӗтнине пӗлни пирӗн ҫине яваплӑх хурать — хамӑра тӗрӗс тытмалла тата Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑмалла. Ҫак тӗнче усал ӑшне путнӑ, пирӗн вара Иегова пекех усала курайми пулмалла (Пс. 96:10). Эпир «усала ырӑ, ыррине усал теекенсем» хыҫҫӑн каймастпӑр (Ис. 5:20). Иеговӑна савӑнтарас тесе ӳт-пӳ, нравственность енчен тата Турра пуҫҫапас тӗлӗшрен тасалӑха упратпӑр (1 Кор. 6:9—11). Вӑл Библире мӗн калани пурте пирӗншӗн усӑллӑ. Эпир Иеговӑна юрататпӑр тата ӑна шанчӑклӑ пулма, Библири нормӑсем тӑрӑх пурӑнма тӑрӑшатпӑр. Ҫавӑнпа кирек ӑҫта пулсан та — килте-и, пухура-и, ӗҫре-и, шкулта-и — ҫав нормӑсене пӑсас мар тесе пӗтӗм вӑя хуратпӑр (Ытар. 15:3). Иеговӑна шанчӑклӑ пулнине тата мӗнле кӑтартма пулать?

14. Ашшӗ-амӑшӗсем Турра шанчӑклӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ?

14 Ачасене вӗрентсе ӳстересси. Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене Турӑ Сӑмахӗнче мӗн ҫырнипе килӗшӳллӗн вӗрентнипе Иеговӑна шанчӑклӑ пулнине кӑтартаҫҫӗ. Вӗсем ҫак тӗнчере анлӑ сарӑлнӑ шухӑш-кӑмӑл хыҫҫӑн каяс мар тесе тӑрӑшаҫҫӗ (Эф. 2:2). Сӑмахран, хӑш-пӗр ҫӗршывсенче ашшӗсем ачасене пӑхса ӳстересси хӗрарӑмӑн ӗҫӗ тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та Библире тӳррӗн каланӑ: «Эсир те, ашшӗсем, ачӑрсене... Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӳкӗтлесе, вӗрентсе пӑхса ӳстерӗр» (Эф. 6:4). Турра шанчӑклӑ ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисем Самуил пек пулччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ, Иегова уншӑн ачаранпах ҫывӑх тус пулнӑ (1 Патш. 3:19).

15. Пысӑк йышӑну тунӑ чухне Иеговӑна чун-чӗререн парӑннине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

15 Йышӑнусем тӑвасси. Иеговӑна шанчӑклӑ пулас тесе пысӑк йышӑнусем тӑвас умӗн эпир унӑн шухӑшӗсене пӗлме тӑрӑшатпӑр. Ҫакна тума пире Библи тата унӑн организацийӗ пулӑшма пултарать. Тӗслӗхшӗн пӗр кӑткӑс лару-тӑрӑва пӑхса тухар. Урӑх ҫӗршыва куҫса кайнӑ хӑш-пӗр ҫынсем малалла та укҫа ӗҫлесе илме май пултӑр тесе анчах ҫуралнӑ ачисене тӑван-хурӑнташӗсем патне кайса яраҫҫӗ. Паллах, кашни хӑй йышӑну тӑвать, анчах та хамӑр тунӑ йышӑнусемшӗн эпир Иегова умӗнче яваплӑ пулнине манмалла мар. (Рим 14:12 вуласа пар.) Ҫемьепе е ӗҫпе ҫыхӑннӑ йышӑнусем тунӑ чухне Библире канаш шырани ӑслӑ-тӑнлӑ пулӗччӗ. Пире Иегова пулӑшни кирлӗ, мӗншӗн тесен «урине ӑҫталла ярса пусасси утаканран хӑйӗнчен килменнине» эпир пӗлетпӗр (Иер. 10:23).

16. Пӗр ҫамрӑк хӗрарӑмӑн мӗнле йышӑну тумалла пулнӑ тата тӗрӗс йышӑну тума ӑна мӗн пулӑшнӑ?

16 Урӑх ҫӗршыва куҫса кайнӑ пӗр хӗрарӑмӑн ывӑл ҫуралнӑ пулнӑ, вара вӑл ӑна хӑйӗн тӑван ҫӗршывне аслашшӗпе асламӑшне кайса пама шутланӑ. Ҫав вӑхӑталла вӑл Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме пуҫланӑ. Вӑл чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тунӑ тата ачана Иеговӑн ӗҫлекенӗ пулма вӗрентсе ӳстересси хӑйӗн яваплӑхӗ пулнине ӑнланса илнӗ (Пс. 126:3; Ытар. 22:6). Библире каланипе килӗшӳллӗн ҫав ҫамрӑк хӗрарӑм хӗрӳллӗн Иеговӑна кӗлтума пуҫланӑ (Пс. 61:8, 9). Вӑл хӑйӗн лару-тӑрӑвӗ ҫинчен хӑйпе Библи вӗренекен хӗрарӑм тӑванпа тата ытти Свидетельсемпе калаҫнӑ. Хурӑнташӗсемпе юлташӗсем ачана киле ямалла тенӗ пулсан та, вӑл ҫакӑ тӗрӗс мар пуласса ӑнланнӑ. Упӑшкине арӑмӗпе унӑн ачине пухури тӑвансем пулӑшни питӗ тӗлӗнтернӗ, вара вӑл та Библи вӗренме тата ҫемьепе пӗрле пухӑва ҫӳреме пуҫланӑ. Паллах, ҫак хӗрарӑм Иегова унӑн кӗлли ҫине хуравланине курнӑ.

17. Библи вӗренӗвӗсене ирттермелли пирки эпир мӗнле канашсем илетпӗр?

17 Организаци мӗн тума каланине итлени. Иеговӑна чун-чӗререн парӑннине эпир унӑн организацийӗ мӗн тума хушнине итленипе те кӑтартатпӑр. Библи вӗренӗвӗсене мӗнле ирттермелли пирки панӑ канашсене пӑхса тухар. Пире ҫакӑн пек канаш панӑччӗ: ҫынпа Библи вӗренме пуҫланӑ пулсан кашни вӗренӳ хыҫҫӑн ӑна хамӑрӑн организаципе паллаштарма темиҫе минут уйӑрмалла. Эпир «Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче мӗн тӑваҫҫӗ?» роликпа тата «Иеговӑн ирӗкне паян кам туса тӑрать?» брошюрӑпа усӑ курма пултаратпӑр. Ҫын чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тӑвать пулсан, пӗр пособипе вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн «Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр» кӗнекепе малалла вӗренмелле. Ҫын шыва кӗнӗ пулсан та ҫакна тумалла. Иеговӑн организацийӗ ҫакӑн пек хушусене ҫӗнӗ вӗренекенсен ӗненӗвӗ ҫирӗплентӗр тесе парать (Кол. 2:7). Эсир ҫак канашсене тытса тӑратӑр-и?

18, 19. Иеговӑна пархатарлӑ пулма пирӗн мӗнле сӑлтавсем пур?

18 Иеговӑна пархатарлӑ пулма пирӗн сӑлтавсем питӗ нумай! Чи пӗрремӗшӗ вӑл — «эпир Ун майӗпе пурӑнатпӑр, ҫӳретпӗр, тӑратпӑр» (Ап. ӗҫ. 17:27, 28). Унсӑр пуҫне, вӑл пире питӗ хаклӑ парне панӑ — хӑйӗн Сӑмахне, Библие. Фессалоникӑра пурӑннӑ христиансем пекех эпир те Турӑ пӗлтернӗ хыпара хаклатпӑр (1 Фес. 2:13).

19 Турӑ Сӑмахӗ пире Иегова патне ҫывхарма пулӑшрӗ, Вӑл та пирӗн пата ҫывхарчӗ (Иак. 4:8). Пирӗн Ҫӳлти атте пире пысӑк чыс кӑтартнӑ — эпир унӑн организацийӗн пайӗ пулса тӑтӑмӑр. Ҫак пиллӗхсемшӗн пирӗн чӗресем пархатарлӑхпа тулчӗҫ! Эпир псалом юрлакан пекех калама пултаратпӑр: «Ҫӳлхуҫана аслӑлӑр: Вӑл — ырӑ, Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе» (Пс. 135:1). 135-мӗш псаломра «Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе» тени 26 хут тӗл пулать. Иеговӑна тата унӑн организацине чунтан парӑннине кӑтартсан ҫак сӑмахсем чӑн пулнине курӑпӑр — эпир ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӑпӑр!