Ашшӗ-амӑшӗсем, хӑвӑр ачасене ҫирӗп ӗненӳ аталантарма пулӑшӑр
«Каччӑсемпе хӗрсем... пурте Ҫӳлхуҫа ятне мухтаччӑр» (ПС. 148:12, 13).
1, 2. а) Ашшӗ-амӑшӗсен мӗнле йывӑр ӗҫ тумалла тата вӗсене мӗн пулӑшма пултарать? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухатпӑр?
ФРАНЦИРЕ пурӑнакан пӗр мӑшӑр ҫапла калать: «Эпир Иеговӑна ӗненни пирӗн ачасем те ӑна ӗненнине пӗлтермест. Ӗненӗве еткерлӗх илнӗ пек илеймӗн. Ачасем ӑна майӗпен аталантараҫҫӗ». Австралири арҫын тӑван ҫапла ҫырса янӑ: «Ача чӗринче ӗненӳ ӳстересси — чи йывӑр ӗҫ пулас, ҫавӑнпа ҫакна тума пур майпа та усӑ курмалла. Ҫакӑн пекки те пулкалать: ачан ыйтӑвӗ ҫине хуравласан, вӑл пурне те ӑнланнӑ пек курӑнать, анчах та вӑхӑт иртсен вӑл каллех ҫав ыйтӑвах пама пултарать. Сирӗн хурав паян ӑна ҫырлахтарать, ыран вара унӑн ытларах пӗлес килӗ. Хӑш-пӗр темӑсем патне пӗрре кӑна мар таврӑнма тивӗ».
2 Ачасене вӗрентме тата вӗсен ӗненӗвне аталантарма хӑш-пӗр чухне вӑй ҫитереес ҫук пек туйӑнмасть-и сире? Чӑнах та, ҫак ӗҫе хамӑр вӑйпах тӑваяймӑн (Иер. 10:23). Анчах та Турӑран канаш ыйтсан, эпир ӑнӑҫлӑ пулма пултаратпӑр. Ачана хӑйӗн ӗненӗвне ӳстерме мӗнле пулӑшмаллине пӑхса тухар. Ҫакна тӑвас тесен 1) ачана лайӑх пӗлмелле, 2) ӑна юратса вӗрентмелле, 3) тӗслӗхсемпе пӗлсе усӑ курмалла, 4) чӑтӑмлӑ пулмалла тата Турӑран пулӑшу ыйтмалла.
ХӐВӐР АЧАНА ЛАЙӐХ ПӖЛМЕ ТӐРӐШӐР
3. Ачасене вӗрентнӗ май ашшӗ-амӑшӗсем Иисусран мӗнле тӗслӗх илме пултараҫҫӗ?
3 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсенчен вӗсем мӗне ӗненнине час-часах ыйтса пӗлнӗ (Матф. 16:13—15). Унран тӗслӗх илӗр: хӑвӑр ачасене хӑйсен шухӑш-туйӑмӗсем ҫинчен каласа пама хавхалантарӑр. Ачасем хӑйсене ирӗклӗ тытма пултарччӑр тесе лӑпкӑ лару-тӑру туса парӑр. Ӑна мӗн те пулин иккӗлентерет пулсан, ҫакӑн пирки унпа калаҫса пӑхма пулать. Австралире пурӑнакан 15 ҫулхи ҫамрӑк тӑван акӑ мӗн ҫырса янӑ: «Атте манран эпӗ мӗне ӗненни ҫинчен час-часах ыйтса пӗлет, мана пӗр-пӗр темӑпа тарӑн шухӑшлаттарма тӑрӑшать. Тӗслӗхрен, вӑл ҫапла ыйтать: “Ҫакӑн ҫинчен Библире мӗн каланӑ? Эсӗ ҫакна ӗненетӗн-и? Мӗншӗн ӗненетӗн?“ Атте манран хамӑн шухӑшсене каласса кӗтет, хӑй е анне каланӑ сӑмахсенех тепӗр хут каласса мар. Ӳссе пынӑҫемӗн вӑл манран тата тӗплӗнрех хуравласса кӗтет».
4. Ачан ыйтӑвӗсем ҫине мӗншӗн ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмалла мар? Тӗслӗх илсе парӑр.
4 Ачан пӗр-пӗр вӗрентӳ пирки иккӗленӳ ҫуралчӗ пулсан, ҫилленме ан васкӑр, хӑвӑра лӑпкӑ тытӑр тата тӳрех чӑнлӑха хӳтӗлеме ан пуҫлӑр. Чӑтӑмлӑ пулса ӑна шухӑшлама пулӑшӑр. Пӗр ашшӗ ҫапла калать: «Ача ыйту парсан тимлӗ пулӑр, тем кирли ҫинченех ыйтмасть-ха ку тесе хуравламасӑр ан тӑрӑр. Пӗр-пӗр темӑпа калаҫма аванмарланатӑр пулсан та, ҫав темӑна сӳтсе явма тӑрӑшӑр». Ҫак лару-тӑру ҫине тепӗр енчен пӑхсан лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: ача чун-чӗререн интересленсе ыйту панинчен вӑл пурне те ӑнланас тесе тӑрӑшни курӑнать. Иисус вуникӗ ҫулта чухнех кӑткӑс ыйтусем панӑ. (Лука 2:46 вуласа пар.) Данире пурӑнакан 15 ҫулхи пӗр ҫамрӑк аса илет: «Эпӗ пирӗн тӗн чӑн тӗн пулни пирки иккӗленетӗп тесе каласан, аттепе анне, маншӑн пӑшӑрханнӑ пулин те, ҫилленсе каймарӗҫ. Вӗсем манӑн пур ыйту ҫине те Библипе усӑ курса хуравларӗҫ».
5. Ачасем Иеговӑна ӗненнӗ пек туйӑнать пулсан та, ашшӗ-амӑшӗсен мӗн тумалла?
5 Сирӗн хӑвӑр ачасене лайӑх пӗлмелле — вӗсен шухӑшӗсене, туйӑмӗсене тата вӗсене мӗн пӑшӑрхантарнине те. Ачасем хӑвӑрпа пӗрле пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене тата ырӑ хыпар сарма ҫӳренӗрен ҫеҫ вӗсем Турра ӗненеҫҫӗ тесе шутламалла мар. Вӗсемпе Иегова ҫинчен тата Библи ҫинчен калаҫма тӑрӑшӑр. Ачасемшӗн вӗсемпе пӗрле те, хӑвӑр тӗллӗн те кӗлтӑвӑр. Ҫавӑн пекех Иеговӑна шанчӑклӑ пулма вӗсене мӗн чӑрмантарма пултарни ҫинчен пӗлме тӑрӑшӑр та ҫав йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшӑр.
ХӐВӐР АЧАНА ЮРАТСА ВӖРЕНТӖР
6. Библири чӑнлӑх ашшӗ-амӑшӗсен чӗринче пулни ачасене вӗрентме мӗнле пулӑшӗ?
6 Иисус вӗрентнӗ чухне ҫынсен чӗрисене тивертме пултарнӑ, мӗншӗн тесен вӑл Иеговӑна та, унӑн Сӑмахне те, ҫынсене те юратнӑ (Лука 24:32; Иоанн 7:46). Ашшӗ-амӑшӗсем те хӑйсен ачисене юратса вӗрентсессӗн вӗсен сӑмахӗсем ачисен чӗрисене кӗрсе юлма пултараҫҫӗ. (Саккуна астутарни 6:5—8; Лука 6:45 вуласа пар.) Ҫавӑнпа та сирӗн, ашшӗ-амӑшӗсен, Библие тата ӑна ӑнланма пулӑшакан публикацисене тӑрӑшса тӗпчемелле. Турӑ пултарнӑ япаласем ҫинчен ытларах пӗлме тӑрӑшӑр, вӗсем ҫинчен пирӗн брошюрӑсенче вулӑр (Матф. 6:26, 28). Ҫапла эсир Иегова ҫинчен ытларах пӗлсе пырса ӑна пархатарлӑрах пулма вӗренетӗр, ачасене те лайӑхрах вӗрентме пултаратӑр (Лука 6:40).
7, 8. Библири чӑнлӑх ашшӗ-амӑшӗсен чӗрине пырса тивнӗ пулсан, ҫакӑ вӗсене мӗн тума хавхалантарса тарӗ? Тӗслӗх илсе парӑр.
7 Библири чӑнлӑх хӑвӑрӑн чӗрене пырса тивнӗ пулсан, сирӗн Иегова ҫинчен хӑвӑр ҫемьепе калаҫас килсех тӑрӗ. Ҫакна ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне е пухусене хатӗрленнӗ чухне кӑна тумалла мар. Анчах та ачасене Турӑ
ҫинчен вӑйпах калаҫтарни те тӗрӗс мар. Ҫакӑн пек калаҫӑвӑн хӑйне хӑех сыпӑнса пымалла тата ачасем хӑйсен шухӑшӗсене пӗр хӑрамасӑр калама пултарччӑр тесе тӑрӑшмалла. Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан пӗр мӑшӑр ачасемпе пӗрле ҫутҫанталӑк илемӗпе киленсе ларнӑ чухне е тутлӑ апат ҫинӗ чухне Иегова ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсем каласа параҫҫӗ: «Эпир ачасене Иеговӑн пысӑк юратӑвӗ ҫинчен тата вӑл пирӗншӗн тӑрӑшса тем тӗрлӗ парне парса тӑни ҫинчен аса илтеретпӗр». Кӑнтӑр Африка Республикинче пурӑнакан пӗр ашшӗпе амӑшӗ вара акӑ мӗн тӑваҫҫӗ. Икӗ хӗрӗпе пӗрле пахчара ӗҫленӗ чухне вӗсем Турӑ тунӑ тӗлӗнмелле япаласем ҫине тимлеттереҫҫӗ, тӗслӗхрен, ӳсентӑран вӑррисем шӑтса тухса мӗнле ӳснине кӑтартаҫҫӗ. «Эпир хамӑр хӗрачасене чӗрчунсемпе ӳсентӑрансене мӗн тери тӗлӗнмелле тунине курса савӑнма тата пурнӑҫа хисеплеме вӗрентетпӗр»,— теҫҫӗ вӗсем.8 Австралире пурӑнакан пӗр арҫын тӑван пӗррехинче вунӑ ҫулхи ывӑлӗн ӗненӗвне ҫирӗплетес тесе ӑна музее илсе кайнӑ. Вӑл каласа парать: «Унти экспонатсем хушшинче тинӗсри авалхи чӗрчунсем — аммонитсем тата трилобитсем пулнӑ. Вилсе пӗтнӗ чӗрчунсем хальхи чӗрчунсем пекех илемлӗ пулни тата вӗсен тытӑмӗ кӑткӑс та пӗр кӑлтӑксӑр пулни пире питӗ тӗлӗнтерчӗ. Питӗ ансат организмсенчен кӑткӑс организмсем пулса тӑнӑ пулсан, мӗншӗн-ши вара авалхи чӗрчунсен кӗлетке тытӑмӗ ҫав тери кӑткӑс пулнӑ? Ҫакӑ мана питӗ тӗлӗнтерчӗ, вара эпӗ ҫавӑн ҫинчен ывӑла каласа патӑм».
ТӖСЛӖХСЕМПЕ ПӖЛСЕ УСӐ КУРӐР
9. Тӗслӗхсем мӗншӗн питӗ усӑллӑ тата пӗр хӗрарӑм тӑван мӗнле тӗслӗх илсе панӑ?
9 Иисус час-часах тӗслӗхсемпе усӑ курнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫынсен чӗри варрине кӗрсе юлнӑ, шухӑшлама тата мӗн илтнине астуса юлма пулӑшнӑ (Матф. 13:34, 35). Ачасем кӗске вӑхӑтрах тем те куҫ умне кӑларса тӑратма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа тӗслӗхсемпе май килнӗ таран ытларах усӑ курма тӑрӑшӑр. Японире пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӑван шӑп ҫапла тӑвать те. Вӑл хӑйӗн икӗ ывӑлне, пӗри саккӑрта, тепри вуннӑра чухне, Иегова пирӗншӗн тӑрӑшса ҫӗр атмосферине мӗнле туни ҫинчен каласа пама шутланӑ. Вӑл вӗсене сӗт, сахӑр тата кофе тыттарнӑ та хӑйне валли кофе вӗретсе пама ыйтнӑ. Хӗрарӑм тӑван каласа парать: «Хушнӑ ӗҫе вӗсем тӑрӑшса турӗҫ. Мӗншӗн ҫав тери тӑрӑшса ӗҫлерӗр тесе ыйтсан, вӗсем кофене сана килӗшнӗ пек тӑвасшӑнччӗ терӗҫ. Вара эпӗ Турӑ атмосферӑра тӗрлӗ газсене пӗрле хутӑштарнӑ чухне пире лайӑх пултӑр тесе тӑрӑшни ҫинчен ӑнлантарса патӑм». Арҫын ачасене ҫак тӗслӗх ӑнланмалла пулнӑ тата Турӑ атмосферӑна мӗн тери тӑрӑшса тунине куҫ умне кӑларса тӑратма пулӑшнӑ. Сӑмахпа ҫеҫ ӑнлантарса пани вӗсен чӗрине пырса тивмесен те пултарнӑ. Ҫак тӗслӗхе вӗсем нумайлӑха астуса юлнӑ паллах.
10, 11. а) Ачан ӗненӗвне ҫирӗплетес тесе мӗнле тӗслӗхпе усӑ курма пулать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Сирӗн шутпа, мӗнле тӗслӗхсем витӗмлӗ?
10 Хӑвӑрӑн ачасен ӗненӗвне ҫирӗплетес тесе
эсир пӗр-пӗр апат пӗҫермелли рецептпа усӑ курма пултаратӑр. Мӗнле майпа? Торт е печени пӗҫерӗр те ҫавна мӗншӗн рецепт тӑрӑх тумаллине ӑнлантарса парӑр. Унтан панулми е мӗнле те пулин урӑх ҫимӗҫе ачана парӑр та ҫапла ыйтӑр: «Панулмие те „рецепт“ тӑрӑх тунине эсӗ пӗлетӗн-и?» Ҫакӑн хыҫҫӑн панулмие ҫурмалла касӑр та вӑррине илсе ачана кӑтартӑр. Панулмин рецептне унӑн вӑрринче ҫырса хунӑ тесе тата ҫав рецепта кулинари кӗнекинчи чӗлхерен кӑткӑсрах чӗлхепе ҫырнӑ тесе ӑнлантарӑр. Кайран ачаран ыйтӑр: «Тортӑн рецептне камӑн та пулин шухӑшласа кӑлармалла пулнӑ пулсан, панулмин кӑткӑс рецептне вара кам шухӑшласа кӑларнӑ-ши?» Ача аслӑрах пулсан, панулмин рецептне — тӗрӗссипе, панулмие ҫитӗнтерекен пӗтӗм йывӑҫӑн рецептне, е информацине — ДНК-ра ҫырнӑ теме пулать. Унсӑр пуҫне, эсир «У истоков жизни. Пять вопросов, которые требуют ответа» брошюрӑри 10—20-мӗш страницӑсенчи тӗслӗхсемпе ӳкерчӗксене пӗрле сӳтсе явма пултаратӑр.11 Ашшӗ-амӑшӗсене нумайӑшне ачисемпе пӗрле «Случайность или замысел» ятлӑ статьясене сӳтсе явма килӗшет. Ачасем питӗ пӗчӗк пулсан, ашшӗ-амӑшӗсем унти информацие ӑнланма ҫӑмӑл сӑмахсемпе каласа параҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Данире пурӑнакан упӑшкипе арӑмӗ самолетсене кайӑксемпе танлаштарса кӑтартнӑ. Вӗсем хӑйсен ачисене ҫапла шухӑшлаттарнӑ: «Самолетсем кайӑксем евӗрлех, анчах та вӗсем ҫӑмарта туса пӗчӗк самолетсем кӑларма лармаҫҫӗ. Кайӑксене вӗҫсе хӑпарса кайма ятарлӑ вырӑн кирлӗ-и? Тата самолет кӗрленине кайӑк юрланипе танлаштарма пулать-ши? Вара кам ӑслӑрах: самолет тӑваканни-и е кайӑк тӑваканни?» Ҫапла майпа ӑнлантарса каланипе тата ыйтусем панипе ачана шухӑшлама вӗренме тата Турра хытӑ ӗненме пулӑшма пулать (Ытар. 2:10—12).
12. Тӗслӗхсем илсе пани Библие ытларах шанма мӗнле пулӑшать?
12 Лайӑх тӗслӗхсем ачана Библие те ытларах шанма пулӑшаҫҫӗ. Тӗслӗхшӗн Иов 26:7 пӑхса тухар (вуласа пар). Ҫак сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсене Турӑ хавхалантарнипе ҫырнине мӗнле кӑтартма пулать? Паллах ӗнтӗ, фактсене кӑна каласа парсан та юрать. Анчах та мӗншӗн-ха ачана ҫав ӳкерчӗке куҫ умне кӑларса тӑратма пулӑшас мар? Иов пурӑннӑ вӑхӑтра телескопсем те, космоса вӗҫекен карапсем те пулманнине ӑнлантарӑр. Ача ҫав тери пысӑк ҫӗр чӑмӑрӗ ним ҫинче те тытӑнса тӑманнине ӗненме йывӑррине кӑтарттӑр. Ӑна мечӗк е чул катӑкне парӑр та кирек мӗнле япала та хӑйӗн йывӑрӑшӗпе сывлӑшра ҫакӑнса тӑрас ҫуккине кӑтартма ыйтӑр. Ҫапла майпа сирӗн ача, Библи авалхи кӗнеке пулин те, унти информаци Иегова каласа ҫыртарнӑран тӗп-тӗрӗс пулнине курма пултарӗ (Неем. 9:6).
БИБЛИРИ ПРИНЦИПСЕМ МӖНЛЕ УСӐ ПАНИНЕ КӐТАРТӐР
13, 14. Библири принципсем усӑллине ачисене кӑтартас тесе ашшӗ-амӑшӗсем мӗн тума пултараҫҫӗ?
13 Библири принципсем мӗнле усӑ панине ачасене кӑтартни питӗ кирлӗ. (Псалом 1:1—3 вуласа пар). Ҫакна тӗрлӗ майпа тума пулать. Тӗслӗхрен, ачана ҫапла каласа шухӑшлаттарма пулать: «Калӑпӑр, санӑн инҫе утрав ҫине куҫса каймалла тата санӑн унта кампа пурӑнмаллине суйласа илмелле. Сан шутпа, туслӑн пурӑнас тесен, ҫав ҫынсен мӗнле лайӑх енсем пулмалла?» Тата эсир Галати 5:19—23-мӗшӗсенчи сӑмахсем ҫинчен пӗрле шухӑшлама пултаратӑр.
14 Ачана ҫапла майпа шухӑшлаттарни питӗ кирлӗ икӗ япалана ӑнланма пулӑшӗ. Пӗрремӗшӗнчен, Туррӑн нормисем пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшаҫҫӗ. Иккӗмӗшӗнчен, хальхи вӑхӑтра вӗрентсе тӑнипе Иегова пире ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнма хатӗрленме пулӑшать (Ис. 54:13; Иоанн 17:3). Ача ҫакна лайӑхрах ӑнлантӑр тесе пирӗн брошюрӑсенчи хӑш-пӗр биографисене унпа пӗрле пӑхса тухӑр. Вӗсене «Библи пурнӑҫа улӑштарать» статьясен ярӑмӗнче тупма пулать. Е, тен, хӑвӑрӑн пухурах Иеговӑна савӑнтарас тесе хӑйсен пурнӑҫне тӗпрен улӑштарнӑ тӑвансем пур. Вӗсене хӑнана чӗнӗр те хӑйсем ҫинчен каласа пама ыйтӑр. Ҫак тӑвансен тӗслӗхӗсем ачасене Библири принципсем пурнӑҫра мӗнле усӑ панине курма пулӑшӗҫ (Евр. 4:12).
15. Ачасене вӗрентсе пынӑ май мӗн асра тытмалла?
15 Ачасене вӗренме интереслӗ те савӑнӑҫлӑ пултӑр тесе тӗрлӗ майсем шыраса тупма тӑрӑшӑр. Вӗсем миҫе ҫула ҫитнине шута илсе вӗсене шухӑшлама пулӑшӑр. Ҫапла вара вӗсем Иегова ҫинчен ытларах пӗлсе унпа ҫывӑхрах пулма пултарӗҫ. Пӗр ашшӗ акӑ мӗнле канаш панӑ: «Пӗлнӗ япаласенех ҫӗнӗ майсемпе усӑ курса ӑнлантарма ан ӳркенӗр».
ИЕГОВӐНА ШАНӐР, ЧӐТӐМЛӐ ПУЛӐР ТАТА КӖЛӖРЕ ПУЛӐШУ ЫЙТӐР
16. Ачасене вӗрентнӗ май мӗншӗн тӳсӗмлӗ пулмалла? Тӗслӗх илсе парӑр.
16 Ӗненӗве ҫирӗплетме Туррӑн сывлӑшӗ кирлӗ (Гал. 5:22, 23). Ӗненӳ, ҫимӗҫ пекех, майӗпен ӳсет. Ҫавӑнпа ачасене вӗрентме сирӗн чӑтӑмлӑ пулмалла тата яланах вӑй хумалла. Японире пурӑнакан икӗ ачаллӑ тӑван калать: «Ачасене вӗрентме эпир арӑмпа нумай вӑхӑт уйӑраттӑмӑр. Вӗсем питӗ пӗчӗк чухне эпӗ вӗсемпе кашни кун 15-шер минут Библи вӗренеттӗм. Пухӑва кайнӑ кунсенче кӑна вӗренместӗмӗр. 15 минут вӗренни пирӗншӗн те, вӗсемшӗн те йывӑр марччӗ». Пӗр район надзирателӗ акӑ мӗн ҫырнӑ: «Ҫамрӑк ача пулнӑ чухне манӑн ыйтусем те, иккӗленмелли те нумай пулнӑ, анчах та эпӗ ҫавӑн ҫинчен никама та каламан. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ыйтусен хуравӗсене ытларахӑшне эпӗ пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче, ҫавӑн пекех Библие ҫемьепе пӗрле тата хам тӗллӗн вӗреннӗ чухне тупаттӑмччӗ. Акӑ мӗншӗн ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачисене вӗрентме пӑрахмалла мар».
17. Мӗншӗн ашшӗ-амӑшӗсен лайӑх тӗслӗх кӑтартмалла? Пӗр мӑшӑр хӑйсен ачисене мӗнле майпа лайӑх тӗслӗх кӑтартать?
17 Паллах, ачасен эсир хӑвӑр та Турра хытӑ ӗненнине курса тӑмалла. Сирӗн тӗслӗх вӗсем ҫине лайӑх витӗм кӳрсе тӑрӗ. Ҫавӑнпа малалла та хӑвӑрӑн ӗненӗве ҫирӗплетӗр. Хӑвӑр ачасем Иегова сирӗншӗн чӗрӗ Турӑ пулнине курса тӑччӑр. Бермуда утравӗсем ҫинче пурӑнакан пӗр мӑшӑр, йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан, ачисемпе пӗрле Иеговӑна кӗлтуса ӑслӑлӑх ыйтать, ачисене хӑйсем тӗллӗн те ҫавӑн ҫинчен кӗлтума хавхалантарать. «Ҫавӑн пекех эпир хамӑрӑн аслӑ хӗре ҫапла калатпӑр: „Яланах Иегова ҫине шан, Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне туса тӑр тата нимшӗн те ытлашши ан пӑшӑрхан“. Ӗҫсем ӑнса пынине курсан Иегова пире пулӑшса тӑни уншӑн куҫкӗретех. Ҫакӑ ӑна Турра хытӑ ӗненме те, Библие шанма та питӗ пулӑшать!»
18. Ашшӗ-амӑшӗсен мӗн ӑнланмалла?
18 Ҫакна та манмалла мар: ачасен хӑйсен ӗненӗвне хӑйсенех ҫирӗплетмелле. Ашшӗпе амӑшӗ лартаҫҫӗ, шӑвараҫҫӗ, ӳстерессе вара Турӑ ӳстерет (1 Кор. 3:6). Ҫавӑнпа Иеговӑран святой сывлӑш ыйтӑр, малалла та ачасене вӗрентме вӑй хурӑр, вара Иегова сире нумай пиллӗх парӗ (Эф. 6:4).