Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Турӑ Сӑмахӗ пурӑнать»

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Еврейсем 4:12-мӗшӗнче «Турӑ Сӑмахӗ пурӑнать, калать те — тӑвать» тесе ҫырнӑ. Кунта мӗнле «Сӑмах» ҫинчен каланӑ-ши?

Контекста пӑхсан, Павел апостол Турӑ мӗн тума шухӑшласа хуни ҫинчен, ҫав шутрах унччен Библире ҫырса хунисем ҫинчен, каланӑ.

Час-часах пирӗн публикацисенче Еврейсем 4:12-мӗш сӑвӑ йӗркипе усӑ курса Библи ҫынсен пурнӑҫне тӗппипех улӑштарма пултарнине кӑтартаҫҫӗ. Паллах, ку тӗрӗс. Анчах та айтӑр контекста пӑхар. Павел еврей христианӗсене Туррӑн тӗллевне шута илсе пурӑнма чӗнсе каланӑ. Иегова мӗн тума шухӑшласа хунисене нумайӑшне вара сӑваплӑ ҫырусенче ҫырнӑ пулнӑ. Павел Египет чуралӑхӗнчен ирӗке тухнӑ израильтянсем ҫинчен аса илтернӗ. Вӗсем Турӑ пама пулнӑ ҫӗре, «сӗтпе пыл юхса выртакан» ҫӗре, кӗме тата унта чӑн-чӑн канӑҫлӑх тупма ӗмӗтленнӗ (Тух. 3:8; Сак. аст. 12:9, 10).

Ҫакӑ Туррӑн тӗллевӗ пулнӑ. Анчах та каярахпа израильтянсем хытӑ чӗреллӗ пулса кайнӑ та Турра ӗненме пӑрахнӑ, вара нумайӑшӗ Туррӑн канӑҫлӑхне кӗреймен (Йыша шутл. 14:30; Иис. Н. 14:6—10). Апла пулин те, Павел каланӑ тӑрӑх, хӑйӗн канӑҫлӑхне илсе кӗртме сӑмах панине Турӑ пӑрахӑҫа кӑларман (Евр. 3:16—19; 4:1). Паллах, ҫак сӑмах панине пурнӑҫа кӗртесси Туррӑн тӗллевӗсенчен пӗри. Еврей христианӗсем пекех эпир те Турӑ мӗн тума шухӑшласа хуни ҫинчен пӗлме тата ҫакӑнпа килӗшӳллӗн пурӑнма пултаратпӑр. Турӑ хӑйӗн канӑҫлӑхне илсе кӗртме сӑмах пани Ҫырусем ҫинче никӗсленнине кӑтартас тесе Павел Пултарни 2:2-мӗшӗнчи тата Псалом 94:11-мӗшӗнчи сӑмахсене илсе панӑ.

Туррӑн «канӑҫлӑхне кӗме май пурришӗн» эпир мӗн тери савӑнатпӑр! Библи ҫак канӑҫлӑха кӗме шанчӑк пани чӑнах та пурнӑҫланасса эпир ҫирӗп шанатпӑр, ҫав тӗлӗшрен эпир кирлӗ утӑмсем тунӑ та ӗнтӗ. Кунта Моисей саккунне тытса тӑрасси ҫинчен е мӗнле те пулин ӗҫсемпе Турӑ ырланине тивӗҫлӗ пуласси ҫинчен сӑмах пымасть. Турӑ мӗн тума шухӑшласа хунипе килӗшӳллӗн пурӑнма пире ӗненӳ хавхалантарать. Пӗтӗм тӗнчипе пиншер ҫын Библи вӗренме тата Турӑ мӗн тума шухӑшласа хунине пӗлме пуҫланӑ. Вара вӗсенчен нумайӑшӗ хӑйсен пурнӑҫне улӑштарнӑ, ӗненнине ӗҫпе кӑтартма пуҫланӑ тата шыва кӗнӗ. Ҫакӑ пурте «Турӑ Сӑмахӗ пурӑнать, калать те — тӑвать» тенине ҫирӗплетсе парать. Турӑ мӗн тума шухӑшласа хуни ҫинчен Библирен пӗлни пирӗн пурнӑҫ ҫине витӗм кӳнӗ ӗнтӗ, малашне те витӗм кӳрсе тӑрӗ.