Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иеговӑна итлени пиллӗхсем парать

Иеговӑна итлени пиллӗхсем парать

ВӐЛ ТӖРӖС ЙЫШӐНУ ТУНӐ

ПОЛЬШӐРА пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӑван каласа парать: «Эпӗ 15 ҫулта шыва кӗтӗм, ҫур ҫул иртсен вара пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӑм. Тата тепӗр ҫултан пионер пулса ӗҫлеме заявлени ҫыртӑм. Вӑтам шкул пӗтерсен эпӗ арҫын тӑвансене хыпарҫӑсем ҫитсех кайман ҫӗре куҫса каяс килет тесе каларӑм. Манӑн хамӑн тӑван хуларан тата Иеговӑна ӗненмен асанне патӗнчен тухса каяс килетчӗ. Район надзирателӗ мана хӑв ҫуралса ӳснӗ хуларах юлатӑн тесе каласассӑн, эпӗ ҫав тери кулянтӑм. Паллах, эпӗ ҫавна кӑтартмарӑм, пуҫа чиксе уттартӑм ҫеҫ. Манӑн ун сӑмахӗсем ҫинчен тӗплӗн шухӑшламаллаччӗ. Хампа пӗрле ырӑ хыпар сарса ҫӳрекен тӑвана ҫапла каларӑм: „Эпӗ хама Иона пекех тытатӑп. Анчах та вӑл ҫав-ҫавах Ниневие таврӑннӑ-ҫке. Ҫавӑнпа эпӗ те мана ӑҫта хушнӑ, ҫавӑнта ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрӗп“.

Эпӗ тӑватӑ ҫул ӗнтӗ хамӑн тӑван хуларах пионер пулса ӗҫлетӗп. Канаша итлесе мӗн тери ӑслӑ тунине халӗ эпӗ ӑнланатӑп. Мана чӑрмав кӳрсе тӑраканни хамӑн начар шухӑш-кӑмӑл пулнӑ. Халӗ вара эпӗ ҫав тери телейлӗ! Пӗррехинче эпӗ пӗр уйӑхра 24 ҫынпа Библи вӗренӗвӗ ирттертӗм. Иегова пулӑшнипе унччен хирӗҫ тӑнӑ асаннепе те Библи вӗренме пуҫларӑм».

ПИЛЛӖХСЕМ КӲРЕКЕН ЙЫШӐНУ

Фиджире пурӑнакан пӗр хӗрарӑмӑн, Библи вӗренекенскерӗн, йышӑну тумалла пулнӑ: Иегова Свидетелӗсен конгресне каймалла-и е упӑшкипе пӗрле унӑн хурӑнташӗн ҫуралнӑ кунне уявлама каймалла? Упӑшки арӑмне конгреса кайма чарман. Ҫак хӗрарӑм упӑшкине конгресс хыҫҫӑн пыратӑп тенӗ. Анчах та конгресран таврӑнсан вӑл Иеговӑран пӑрса яма пултаракан япаласенчен аяккарах тӑмаллине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑнпа вӑл ҫуралнӑ куна уявлама кайман.

Ҫав вӑхӑтрах упӑшки хурӑнташӗсене арӑм «Свидетельсен пухӑвӗ» хыҫҫӑн кунта килет тенӗ. Лешӗсем вара: «Вӑл килмест. Иегова Свидетелӗсем ҫуралнӑ кун тумаҫҫӗ»,— тенӗ *.

Ҫав арҫын унӑн арӑмӗ хӑйӗн совеҫне хирӗҫ кайманшӑн тата хӑй мӗне ӗненнине ҫирӗп тытса тӑнӑшӑн хӑй ӑшӗнче арӑмӗпе мухтаннӑ. Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнине пула ҫав хӗрарӑм хӑйӗн упӑшкине те, ытти ҫынсене те хӑй мӗне ӗненни ҫинчен каласа пама пултарнӑ. Ҫакӑ мӗнле пиллӗхсем кӳнӗ? Унӑн упӑшки Библи вӗренме пуҫланӑ тата унпа пӗрле пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме тытӑннӑ.

^ 7 абз. 2001 ҫулхи декабрӗн 15-мӗшӗнчи «Хурал башнинчи» «Вулакансен ыйтӑвӗсем» статьяна пӑхӑр.