Иеговӑн пиллӗхӗсемшӗн кӗрешме ан пӑрахӑр
«Эсӗ Турӑпа кӗрешрӗн, эсӗ ҫынсене те ҫӗнтерсе пурӑнӑн» (ПУЛТ. 32:28).
1, 2. Иеговӑн ӗҫлекенӗсен мӗнле йывӑрлӑхсемпе кӗрешме тивет?
ИЕГОВӐН шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ пӗрремӗш ҫын Авель пурӑннӑ вӑхӑтранпах кӗрешме тивет. Еврей христианӗсем Иеговӑна юрӑхлӑ пулса пиллӗхсем илес тесе «хӑрушӑ асапа тӳссе паттӑрлӑх кӑтартнӑ» тесе ҫырнӑ Павел апостол (Евр. 10:32—34, ҪХ). Павел ҫак кӗрешӗве ӑмӑртса чупакан, тытӑҫса кӗрешекен е чышкӑпа ҫапӑҫакан спортсменсем вӑй хунипе танлаштарнӑ (Евр. 12:1, 2, 4). Паянхи вӑхӑтра эпир ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесе чупатпӑр, тӑшмансем вара пире чӑрмантарасшӑн, улталасшӑн, ураран ӳкересшӗн, савӑнӑҫсӑр тата пулас парнесӗр тӑратса хӑварасшӑн.
2 Пӗрремӗшӗнчен, пирӗн кашни кун Сатанапа тата унӑн усал тӗнчипе кӗрешме тивет (Эф. 6:12). Библире каланӑ пек, пирӗн ҫак тӗнчен «тӗрекӗсене» хирӗҫ тӑмалла, тӗслӗхрен, унӑн вӗрентӗвӗсемпе философине. Ҫавӑн пекех йӗркесӗр ӗҫсенчен — аскӑнлӑхран, чӗлӗм туртассинчен, ӗҫкӗпе тата наркотиксемпе иртӗхессинчен — пӑрӑнмалла. Унсӑр пуҫне, пирӗн хамӑрӑн ҫылӑхлӑ ӳт-пӳпе кӗрешмелле тата савӑнӑҫа упраса хӑварас тесе вӑй хумалла (2 Кор. 10:3—6; Кол. 3:5—9).
3. Иегова пире хамӑрӑн тӑшмансемпе кӗрешме мӗнле вӗрентет?
3 Ҫак хӑватлӑ тӑшмансене ҫӗнтерме пулать-и? Паллах, пулать, анчах ҫакна тума ҫӑмӑл мар. Чышкӑпа ҫапӑҫакан спортсменпа хӑйне танлаштарса Павел ҫырнӑ: «Ҫиле ҫеҫ тивертесшӗн ҫапмастӑп» (1 Кор. 9:26). Ҫав спортсменсем пекех, пирӗн те хамӑра «чышкӑпа» лектересрен хӳтӗленмелле. Иегова пире ҫакна тума вӗрентет тата кӗрешме пулӑшать. Хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ вӑл пире пурнӑҫа ҫӑлма пултаракан канашсене парать. Ҫавӑн пекех Библие ӑнлантарса паракан публикацисем, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем тата конгрессем урлӑ вӗрентсе тӑрать. Иегова мӗн панипе пуринпе те эсир усӑ куратӑр-и? Ҫук пулсан, эсир «ҫиле ҫеҫ» тивертетӗр тата тӑшмана хирӗҫ тӑма пӗтӗм вӑя хумастӑр.
4. Пире усал ан парӑнтартӑр тесен мӗн тумалла?
4 Тӑшмансем пирӗн ҫине кӗтмен ҫӗртен е эпир вӑйсӑр чухне тапӑнма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа пирӗн яланах сыхӑ тӑмалла. Библи пире асӑрхаттарса ҫапла калать: «Сана усал ан парӑнтартӑр, эсӗ ху усала ырӑпа парӑнтарса тӑр» (Рим 12:21). «Усал ан парӑнтартӑр» тени эпир усала ҫӗнтерме пултарнине кӑтартать. Ҫавӑнпа пирӗн парӑнмасӑр малалла кӗрешмелле. Енчен те эпир сыхӑ тӑма тата кӗрешме пӑрахсан, Сатанапа унӑн усал тӗнчи тата хамӑрӑн ҫылӑхлӑ ӳт-пӳ пире ҫӗнтерӗҫ. Сатанана хӑвӑра хӑратса ӳкерме ан парӑр, нихӑҫан та ан парӑнӑр (1 Петр 5:9).
5. а) Пиллӗхсем илмешкӗн малалла та кӗрешме пире мӗн пулӑшать? ӑ) Библири мӗнле тӗслӗхсене эпир пӑхса тухӑпӑр?
5 Ҫӗнтерес тесессӗн, хамӑр мӗншӗн кӗрешнине асра тытмалла. Эпир Турра юрӑхлӑ пуласшӑн пулсан тата пиллӗхсем илесшӗн пулсан, пирӗн Еврей 11:6-мӗшӗнчи шантарса каланӑ сӑмахсене манмалла мар: «Турӑ патне пыраканӑн Турӑ пуррине, Хӑйне шыракансене Вӑл ырӑлӑх кӑтартса тавӑрнине ӗненсе тӑмалла». «Шыракансем» тесе куҫарнӑ авалхи грек сӑмахӗ пӗр-пӗр ӗҫе вӑй хурса, ҫине тӑрса тунине пӗлтерет (Ап. ӗҫ. 15:16). Библире Иеговӑран пиллӗхсем илме пӗтӗм вӑя хуракан арҫынсемпе хӗрарӑмсем ҫинчен каласа панӑ. Иаков, Рахиль, Иосиф тата Павел халран яракан йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ. Анчах та йывӑрлӑхсене тӳсӗмлӗн чӑтса ирттернине пула вӗсем нумай пиллӗх илнӗ. Вӗсен лайӑх тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?
ТӲСӖМЛӖХ ПИЛЛӖХСЕМ КӲРЕТ
6. Иакова тӳсӗмлӗ пулма мӗн пулӑшнӑ тата ҫавӑншӑн вӑл мӗнле пиллӗх илнӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
6 Иаков патриарх тӳсӗмлӗн кӗрешнӗ, мӗншӗн тесен Иеговӑна юратнӑ тата хӑйпе Турӑ хушшинчи туслӑха хакланӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл Турӑ санӑн ӑрӑва пиллетӗп тесе сӑмах пани пурнӑҫланасса хытӑ ӗненнӗ (Пулт. 28:3, 4). Акӑ мӗншӗн ҫӗр ҫула ҫитнӗ Иаков Турӑран пиллӗх илес тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшнӑ, ангелпа та кӗрешнӗ. (Пултарни 32:24—28 вуласа пар.) Ҫав тери вӑйлӑ пулнӑран-ши Иаков хӑватлӑ ангелпа кӗрешме пултарнӑ? Ҫук, паллах! Анчах та вӑл малалла та кӗрешме ҫирӗп шут тытнӑ тата темле йывӑр пулсан та парӑнас ҫуккине кӑтартнӑ. Вара вӑл тӳсӗмлӗ пулнӑшӑн пиллӗх илнӗ. Тивӗҫлипе ӑна Израиль ята панӑ. (Ҫак ят «Турӑпа кӗрешекен [Турӑран мӗн те пулин илессишӗн ҫине тӑракан]» е «Турӑ кӗрешет» тенине пӗлтерет.) Иаков хаклӑ парне илнӗ — Иегова ӑна ырланӑ тата пилленӗ. Ҫав парненех эпир те илесшӗн.
7. а) Рахилӗн мӗнле йывӑр лару-тӑру пулнӑ? ӑ) Парӑнмасӑр кӗрешме Рахиле мӗн пулӑшнӑ тата вӑл мӗнле пиллӗх илнӗ?
Пулт. 30:8, 20—24).
7 Иаковӑн юратнӑ арӑмӗ, Рахиль, Иегова хӑй сӑмах панине пурнӑҫласса хӑйӗн упӑшкинчен кая мар кӗтнӗ. Анчах та Рахилӗн татса пама ҫук пек туйӑнакан йывӑрлӑх пулнӑ — вӑл ача ҫуратайман. Ҫав вӑхӑтра ку пысӑк хуйхӑ шутланнӑ. Хӑйӗнчен килмен йывӑр лару-тӑрура тӳсӗмлӗ пулма Рахиль вӑй-хал ӑҫтан илсе тӑнӑ-ши? Вӑл шанчӑка ҫухатман, тата хытӑрах кӗл туса малалла та пиллӗхсемшӗн кӗрешнӗ. Иегова Рахиль чӗререн кӗл тунине илтнӗ те ӑна пилленӗ, вара унӑн ачасем ҫуралнӑ. Акӑ мӗншӗн Рахиль пӗррехинче: «Эпӗ... вӑйлӑ тавлашу кӑларса тавлашрӑм... ҫӗнтертӗм»,— тенӗ (8. Иосифӑн нумай ҫул хушши мӗнле йывӑрлӑха тӳссе ирттерме тивнӗ тата эпир унран мӗне вӗренме пултаратпӑр?
8 Иаковпа Рахиль тӳсӗмлӗ пулнипе хӑйсен ывӑлне, Иосифа, лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Ҫавӑнпа вӑл та йывӑрлӑхсене тӳсӗмлӗн чӑтса ирттерме пултарнӑ. Иосиф 17-ре чухне унӑн пурнӑҫӗ тӗпрен улшӑннӑ. Кӗвӗҫнипе пиччӗшӗсем ӑна чуралӑха сутса янӑ. Каярахпа вӑл Египетра ним айӑпсӑрах темиҫе ҫул тӗрмере ларнӑ (Пулт. 37:23—28; 39:7—9, 20, 21). Иосиф хуйха ӳкмен тата хӑй ӑшӗнче тарӑхса ҫӳресе пиччӗшӗсене тавӑрма май шыраман. Ҫапла тӑвас вырӑнне Иеговӑпа хӑй хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетесси ҫинчен ытларах шухӑшланӑ (Лев. 19:18; Рим 12:17—21). Пирӗн Иосиф пек пулма тӑрӑшмалла. Тӗслӗхрен, пирӗн ачалӑх ҫӑмӑлах пулман пулсан е халӗ пурнӑҫра ним лайӑххине те кӗтмелли ҫук пек туйӑнать пулсан, пиллӗхсем илессишӗн малалла та тӳсӗмлӗ пулса кӗрешмелле. Ҫапла тусан, Иегова пире пиллессе ҫирӗп шанма пултаратпӑр. (Пултарни 39:21—23 вуласа пар.)
9. Иеговӑран пиллӗх илессишӗн кӗрешнӗ май Иаковран, Рахильтен тата Иосифран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
9 Паян эпир те йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкме пултаратпӑр. Сирӗн, тен, тӗрӗсмарлӑха, ыттисем пӗр сӑлтавсӑрах сирӗн пирки япӑх шутланине е хӑвӑртан кулни-мӑшкӑлланине тӳсме тивет. Е, тен, кӗвӗҫнипе кам та пулин сирӗн пирки суя сӑмах каласа сире айӑпа кӗртесшӗн. Анчах ан парӑнӑр! Иакова, Рахиле тата Иосифа Иеговӑшӑн малалла та савӑнӑҫпа ӗҫлеме мӗн тӗреклетни ҫинчен аса илсех тӑрӑр. Турӑ вӗсене вӑй панӑ тата пилленӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Иеговӑпа хӑйсен хушшинчи хутшӑнусене питӗ хакланӑ. Вӗсем хӑйсем кӗлӗре мӗн ыйтнипе килӗшӳллӗн пурӑннӑ, пиллӗхсем илессишӗн кӗрешме пӑрахман. Эпир ҫак усал тӗнчен юлашки кунӗсенче пурӑнатпӑр. Ҫавӑнпа пулас пиллӗхсене илессе ҫирӗп шанса пурӑнма пирӗн витӗмлӗ сӑлтавсем пур. Иегова пиллӗхсем патӑр тесе эсир пӗтӗм вӑя хума, урӑхла каласан, кӗрешме хатӗр-и?
ПИЛЛӖХСЕМ ИЛЕССИШӖН КӖРЕШМЕ ХАТӖР ПУЛӐР
10, 11. а) Мӗншӗн пирӗн хӑш-пӗр чухне пиллӗхсем илессишӗн кӗрешме тивет? ӑ) Тӗрӗс йышӑнусем тума, савӑнӑҫа упрама тата Турӑшӑн пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлеме мӗн пулӑшать?
10 Мӗнле лару-тӑрура пирӗн пиллӗхсем илессишӗн кӗрешме тивет? Пӗрисен ҫылӑхлӑ туртӑмпа кӗрешмелле. Теприсен ырӑ хыпар сарас ӗҫре савӑнӑҫ ҫухатас мар тесе вӑй хумалла. Хӑшӗ-пӗрисен вара сывлӑхӗ начар е пӗчченлӗх туйӑмӗпе кӗрешме тивет. Вӗсене те тӳсӗмлӗх кирлӗ. Хӑйсене кӳрентернине манса кайма пултарайман тӑвансем те пур. Эпир Иеговӑшӑн, шанчӑклисене
пиллӗх паракан Турӑшӑн, кирек мӗн чухлӗ вӑхӑт хушши ӗҫлесен те, пирӗн пурин те унӑн ирӗкне пурнӑҫлама ниме те чӑрмантарма парас мар тесе кӗрешмелле.11 Паллах ӗнтӗ, тӗрӗс йышӑнусем тума тата христиансен ҫулӗпе пыма питӗ йывӑр пулма пултарать. Ултавлӑ чӗре пире тӗрӗс мар ҫул ҫине тӗртсе тӑнӑ чухне вара ҫавна тума тата йывӑртарах (Иер. 17:9). Хӑвӑрӑн чӗре япӑх енне кӑшт та пулин сулӑннине асӑрхасанах Турӑран святой сывлӑш ыйтӑр. Кӗлтуни тата святой сывлӑш сире Иегова ырлакан ҫулпа пыма вӑй парӗ. Кӗлӗсенче мӗн ыйтнипе килӗшӳллӗн пурӑнӑр. Кашни кун Библи вулӑр, Туррӑн Сӑмахне хӑвӑр тӗллӗн тата ҫемьепе пӗрле вӗренме вӑхӑт уйӑрӑр. (Псалом 118:32 вуласа пар.)
12, 13. Икӗ христианина ҫылӑхлӑ туртӑмсемпе кӗрешме мӗн пулӑшнӑ?
12 Турӑ Сӑмахӗ, святой сывлӑш тата Библи ҫинче никӗсленнӗ публикацисем нумай христианина хӑйсен ҫылӑхлӑ туртӑмӗсене ҫӗнтерме пулӑшнӑ. Пӗр ҫамрӑк тӑвана 2003 ҫулхи декабрӗн 8-мӗшӗнче тухнӑ «Вӑранӑр!» журналти «Как бороться с грешными желаниями?» статья пулӑшнӑ. Хӑш енчен? Вӑл калать: «Эпӗ таса мар шухӑшсемпе кӗрешетӗп. Ҫак статьяра „нумайӑшне Турра юрӑхсӑр шухӑшсемпе кӗрешме питӗ йывӑр“ тесе ҫырнине вуласан, хам пӗччен маррине туйса илтӗм». Ҫав тӑвана 2003 ҫулхи октябрӗн 8-мӗшӗнче тухнӑ «Вӑранӑр!» журналти «Одобряет ли Бог нетрадиционный образ жизни?» статья та пулӑшнӑ. Ҫав статьяра хӑш-пӗрисемшӗн ҫак кӗрешӳ ӳт ӑшне тӑрӑннӑ «сӑнӑ» пекех тесе ҫырнӑ пулнӑ (2 Кор. 12:7). Вӗсене тӗрӗс тӑвассишӗн пӗтӗм вӑйран кӗрешме тивет пулин те, вӗсем пуласлӑх ҫине шанӑҫпа пӑхма пултараҫҫӗ. «Ҫак шухӑш мана кунсерен Турра шанчӑклӑ пулма пулӑшать,— тет ҫав тӑван. — Иегова хӑйӗн организацийӗ урлӑ пире ҫак йӗркесӗр тӗнчере кашни кун йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пулӑшнӑшӑн эпӗ питӗ пархатарлӑ».
13 Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан хӗрарӑм тӑван вара ҫапла ҫырса янӑ: «Апата яланах вӑхӑтра парса тӑнӑшӑн тав тӑвас килет сире. Час-часах статьясене шӑп ман валли ҫырнӑ пек туйӑнать. Эпӗ нумай ҫул хушши Иегова курайман ӗҫсене тӑвас мар тесе кӗрешетӗп. Хӑш-пӗр чухне парӑнас патнех ҫитетӗп. Иегова хӗрхенекен кӑмӑллӑ тата каҫарма хатӗр пулнине эпӗ пӗлетӗп, анчах та ку таранччен те ҫылӑхлӑ туртӑма ҫӗнтерменшӗн тата ҫав туртӑма пӗтӗм чӗрепе курайми пулманшӑн эпӗ Иегова пулӑшнине тивӗҫлӗ мар тесе шутлатӑп. Кунран-кун кӗрешни ман пурнӑҫа йывӑрлатса ячӗ. [...] 2013 ҫулхи мартӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ „Хурал башнинче“ „Иеговӑна пӗлме пултаракан чӗре сирӗн пур-и?“ статьяна вуласан Иегова мана чӑнах та пулӑшасшӑн пулнине ӑнлантӑм».
14. а) Павел хӑйпе хӑй кӗрешни ҫинчен мӗн ҫырнӑ? ӑ) Ҫылӑхлӑ туртӑмсене ҫӗнтерме пирӗн мӗн тумалла?
14 Рим 7:21—25 вуласа пар. Ҫылӑхлӑ ӳт хыҫҫӑн каяс мар тесе кӗрешме питӗ йывӑррине Павел хӑй ҫинче туйнӑ. Анчах та вӑл Иеговӑран пулӑшу ыйтсан тата Иисус Христос тӳлесе илме панӑ парнене ӗненсен ҫак кӗрешӳре ҫӗнтерме вӑй ҫитересси пирки иккӗленмен. Пирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Эпир те ҫылӑхлӑ туртӑмсене ҫӗнтерме пултаратпӑр. Ҫакна тума мӗн кирлӗ? Павел пекех, хамӑрӑн вӑй ҫине мар, пӗтӗм чӗрепе Иегова ҫине шанмалла тата пире тӳлесе илме панӑ парнене ӗненмелле.
15. Кӗлтуни Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма тата тӳсӗмлӗн кӗрешме мӗнле пулӑшать?
15 Хушӑран Иегова пире пӗр-пӗр йывӑрлӑх мӗн тери пӑшӑрхантарнине кӑтартма май парать. Калӑпӑр, эпир (е ҫемьерисенчен хӑшӗ те пулин) йывӑр чирлесе ӳкнӗ е тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ. Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма, унпа хамӑр хушӑри ҫывӑх хутшӑнусене ҫирӗп упраса хӑварма тата савӑнӑҫа упрама кӗлӗре яланах вӑй ыйтатпӑр пулсан, Иегова ҫине чун-чӗререн шаннине кӑтартатпӑр (Флп. 4:13). Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен тӗслӗхӗсем, Павел вӑхӑтӗнчисем те, хальхи вӑхӑтрисем те, ҫакна кӑтартса параҫҫӗ: кӗлтуни пире вӑй илме тата хӑюллӑ пулма пулӑшӗ. Ҫапла вара, эпир малалла та тӳсӗмлӗн кӗрешме пултарӑпӑр.
ПИЛЛӖХСЕМ ИЛЕССИШӖН КӖРЕШМЕ АН ПӐРАХӐР
16, 17. Эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ?
16 Шуйттанӑн эсир парӑнса кӗрешме пӑрахнине питӗ курас килет. Ҫавӑнпа «ыррине» тытса тӑма ҫирӗп шут тытӑр (1 Фес. 5:21). Ан иккӗленӗр: Сатанана, унӑн усал тӗнчине тата хамӑрӑн ҫылӑхлӑ ӳте ҫӗнтерме пулать. Ҫак кӗрешӳре пулӑшмашкӑн Туррӑн вӑй пуррине пирӗн ҫирӗп ӗненмелле (2 Кор. 4:7—9; Гал. 6:9).
17 Темле йывӑр пулсан та, ан парӑнӑр. Кӗрешме ан пӑрахӑр. Алла ан усӑр. Иегова «сирӗн ҫине иксӗлми пиллӗх» ярасси пирки пӗртте ан иккӗленӗр (Мал. 3:10).