«Санӑн аллу ан вӑйсӑрлантӑр!»
«Санӑн аллу ан вӑйсӑрлантӑр!» (СОФ. 3:16).
1, 2. а) Хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулать? ӑ) Исаия 41:10, 13-мӗшӗсенчи сӑмахсем пире мӗн пирки шантарса калаҫҫӗ?
ПӖР ТӐВАН, старейшинӑн арӑмӗ тата пионер пулса ӗҫлекенскер, хӑй ҫинчен ҫапла каласа парать: «Хам тӗллӗн Библи вӗренесси, пухусене ҫӳресси тата ырӑ хыпар сарасси манӑн йӑлара пулсан та, эпӗ нумай ҫул хушши ӑшра канӑҫ ҫуккипе асапланатӑп. Ҫавна пула лайӑх ҫывӑраймастӑп, сывлӑх та япӑхлансах пырать, ыттисемпе хутшӑнма та йывӑр. Хӑш-пӗр чухне манӑн ним те тӑвас килмест, ӑҫта та пулин ҫеҫ тарса пытанас килет».
2 Ҫакнашкал туйӑмсем сирӗн пулнӑ-и? Шел пулин те, Сатанан ҫак усал тӗнчинче пирӗн ҫине пысӑк йывӑрлӑхсем йӑтӑнса анаҫҫӗ, ҫавӑ пире халран яма тата хуйха ӳкерме пултарать. Ҫак туйӑмсене кимме малалла ишме чарса тӑракан якорьпе танлаштарма пулать (Ытар. 12:25). Мӗнле сӑлтавсене пула пирӗн ал усӑнма пултарать? Тен, эсир ҫывӑх ҫын вилнӗ хыҫҫӑн хуйха пусараймастӑр, е йывӑр чирпе кӗрешетӗр, е сире хӗсӗрлеҫҫӗ, е экономикӑри кризиса пула ҫемьене мӗн кирлипе тивӗҫтерме сире ҫӑмӑл мар. Йывӑр туйӑмсем пусса хунипе пӗр вӑй та юлман пек, таврара ним лайӑххи те, ним савӑнмалли те ҫук пек туйӑнма пултарать. Анчах та ан иккӗленӗр: Турӑ сире пулӑшма аллине тӑсма хатӗр. (Исаия 41:10, 13 вуласа пар.)
3, 4. а) Библире «алӑ» сӑмахпа мӗнле усӑ курнӑ? ӑ) Мӗне пула эпир алла усма пултаратпӑр?
1 Патш. 23:16). Ҫакӑ пуласлӑх ҫине шанӑҫпа тата савӑнӑҫпа пӑхнине пӗлтерме те пултарать.
3 Камӑн та пулин ӗҫӗсем е уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен ҫырса кӑтартмашкӑн Библире час-часах ӳт-пӳ пайӗсен ячӗсемпе усӑ курнӑ. Тӗслӗхрен, «алӑ» сӑмах Сӑваплӑ Ҫырура ҫӗршер хут тӗл пулать. Камӑн та пулин аллине тӗреклетни ӑна вӑй-хал кӳнине пӗлтерет (4 Ҫын ним тума аптранине, унӑн кӑмӑлӗ пусӑрӑннине е вӑл шанчӑка ҫухатнине кӑтартмашкӑн хӑш-пӗр чухне Библире «алла уснӑ» сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе усӑ курнӑ (2 Ҫулс. 15:7; Евр. 12:12). Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан йывӑр туйӑмсем пусса лартма пултараҫҫӗ, вара халран кайнипе е Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри хутшӑнусене япӑхланнӑ пек туйнипе эсир алла усма пултаратӑр. Ҫавӑн пек чухне пурне те чӑтса ирттерме тата савӑнӑҫа ҫухатас мар тесе эсир вӑй ӑҫта тупма пултаратӑр?
«ҪӐЛАС ТЕСЕССӖН, ҪӲЛХУҪА АЛЛИ КӖСКЕЛМЕН»
5. а) Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан эпир хамӑра мӗнле туйма пултаратпӑр, анчах та пирӗн мӗн ҫинчен манмалла мар? ӑ) Эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
5 Софония 3:16, 17 вуласа пар. Хӑрас мар тата хуйха ӳкес мар тесен, урӑхла каласан, алла усас мар тесен, пирӗн юратакан Аттемӗре шанмалла, мӗншӗн тесен Иегова пире «кирек мӗнле йывӑрлӑхра та... [мана] шанса тӑрӑр» тет (1 Петр 5:7). Турӑ тыткӑнра пурӑнакан израильтянсене ҫапла каланӑ: «Ҫӑлас тесессӗн, Ҫӳлхуҫа алли кӗскелмен» (Ис. 59:1). Эпир ҫак сӑмахсене хамӑр чӗрере тытса пурӑнма пултаратпӑр. Йывӑр килнӗ вӑхӑтра Иеговӑн хӑйӗн ӗҫлекенӗсене тӗреклетес килет кӑна мар, тӗреклетме унӑн вӑй та пур. Вара Турӑ пулӑшнипе вӗсем унӑн ирӗкне малалла та туса тӑма пултараҫҫӗ. Ҫакна кӑтартакан виҫӗ чаплӑ тӗслӗхе пӑхса тухар. Вӗсем сире мӗнле ҫирӗплетме пултарнине курма тӑрӑшӑр.
6, 7. Изрильтянсем амаликсене мӗнле ҫӗнтернинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
6 Турӑ израильтянсене тӗлӗнмелле майпа Египет чуралӑхӗнчен хӑтарнӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен вӗсем ҫине амаликсем тапӑннӑ. Моисей хушнипе Иисус Навин израильтянсен ҫарне вӑрҫа ертсе кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтра вара Моисей, Аарон тата Ор ҫывӑхри сӑрт ҫине, ҫапӑҫу хирӗ лайӑх курӑнса выртнӑ ҫӗре, хӑпарнӑ. Ҫак виҫӗ арҫын унта хӑранипе тарнӑ-ши? Ҫук, паллах!
7 Моисей мӗн туни тӑшмансене ҫӗнтерме пулӑшнӑ. Вӑл Турӑ туйине тытса хӑйӗн аллисене ҫӳлелле ҫӗкленӗ. Моисей аллисене ҫӗклесе тӑнӑ чухне Иегова израильтянсен аллисене тӗреклетнӗ, вара вӗсем амаликсене ҫӗнтерсе пынӑ. Анчах та Моисей аллисене аялалла ярсассӑн, тӑшмансем ҫӗнтерме пуҫланӑ. Ҫавӑнпа Ааронпа Ор хӑвӑртрах «чул илнӗ те ӑна Моисей айне хунӑ, вӑл чул ҫине ларнӑ. Ааронпа Op унӑн аллисене пӗри пӗр енчен, тепӗри тепӗр енчен тытса тӑнӑ. Ҫапла унӑн аллисене хӗвел аничченех ҫӳлелле ҫӗклесе тӑнӑ». Ҫапла вара, Турӑ хӑйӗн хӑватлӑ аллипе израильтянсене ҫӗнтерме пулӑшнӑ (Тух. 17:8—13).
8. а) Эфиопсем Иуда ҫине тапӑнсан Аса мӗн тунӑ? ӑ) Аса тӗслӗхӗ пире Турӑ ҫине шанма вӗренме мӗнле пулӑшать?
8 Аса патша вӑхӑтӗнче те Иегова хӑйӗн хӑватлӑ аллипе пулӑшма хатӗр пулнине кӑтартнӑ. Библире нумай ҫапӑҫу ҫинчен ҫырса панӑ. Чи пысӑк ҫар Зарай эфиопӑн пулнӑ. Унӑн ҫарӗнче ҫапӑҫура пиҫӗхнӗ миллион ҫын таранах пулнӑ. Эфиопсен ҫарӗ Аса ҫарӗнчен икӗ хута яхӑн пысӑкрах пулнӑ. Шутласа пӑхсан, Аса тӳрех хӑраса ӳксе алла Матф. 19:26). Иегова хӑйӗн хӑвачӗпе «эфиопсене Аса умӗнче... ҫапса хуҫнӑ», мӗншӗн тесен «Аса мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫана чӗререн парӑнса пурӑннӑ» (2 Ҫулс. 14:8—13; 3 Патш. 15:14).
усма пултарнӑ, анчах та вӑл пӗр тӑхтаса тӑмасӑр Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ. Ҫын куҫӗпе пӑхас пулсан, эфиопсене ҫӗнтерме май пулман, анчах та «Турӑ пурне те пултарать» (9. а) Мӗнле чӑрмавсене пӑхмасӑрах Неемия Иерусалим хӳмине ҫӗнӗрен хӑпартма пултарнӑ? ӑ) Турӑ Неемия кӗлтунине илтсе мӗнле хуравланӑ?
9 Иерусалима килсен Неемия мӗн туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Хула тавра хӳтӗлекен хӳме пулман, ҫавӑнпа иудейсем хуйха ӳкнӗ. Тӑшмансем юнаса-хӑратса тӑнине пула вӗсен аллисем усӑннӑ, вара вӗсем Иерусалим хӳмине хӑпартма чарӑннӑ. Ҫак лару-тӑрӑва пула Неемийӑн алли усӑннӑ-и? Ҫук! Моисей, Аса тата Иеговӑн ытти шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем пекех, Неемия Иегова ҫине шанма хӑнӑхса ҫитнӗ ҫын пулнӑ. Ҫак лару-тӑрура та вӑл Турӑ ҫине шаннӑ. Иудейсене пӗр шанчӑк та юлман пек туйӑннӑ вӑхӑтра Иегова Неемия чун-чӗререн кӗлтунине илтсе хуравланӑ. Вӑл хӑйӗн «аслӑ хӑвачӗпе», хӑйӗн «вӑйлӑ аллипе» иудейсен вӑйсӑрланнӑ аллисене тӗреклетнӗ. (Неемия 1:10; 2:17—20; 6:9 вуласа пар.) Иегова пирӗн вӑхӑтра та хӑйӗн «аслӑ хӑвачӗпе» тата «вӑйлӑ аллипе» хӑйӗн ӗҫлекенӗсене тӗреклетме пултарнине ӗненетӗр-и эсир?
ИЕГОВА СИРӖН АЛЛА ТӖРЕКЛЕТӖ
10, 11. а) Сатана пире алла устарас тесе мӗн тӑвать? ӑ) Иегова пире мӗнле майпа тӗреклетет? б) Иегова вӗрентсе тӑни хӑвӑра мӗнле усӑ парать?
10 Туррӑн ӗҫне тума Шуйттан пире чӑрмантарма пӑрахмӗ. Вӑл нихӑҫан та ал усса лармӗ. Ҫавӑн пирки иккӗленмелли те ҫук. Вӑл влаҫра ларакан ҫынсемпе, тӗн пуҫлӑхӗсемпе тата чӑнлӑхран пӑрӑннӑ ҫынсемпе усӑ курса пире хӑратса ӳкерме тӑрӑшать тата пирӗн ҫинчен суя сӑмах сарать. Шуйттанӑн тӗллевӗ — пирӗн алла вӑйсӑрлатса ырӑ хыпар сарма пӑрахтарасси. Иегова вара пире хӑйӗн святой сывлӑшӗпе тӗреклетесшӗн (1 Ҫулс. 29:12). Сатанапа унӑн усал тӗнчине пула сиксе тухакан кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерес тесен пирӗн святой сывлӑш ыйтмалла (Пс. 17:40; 1 Кор. 10:13). Унсӑр пуҫне, эпир святой сывлӑш пӗлтернипе ҫырнӑ Туррӑн Сӑмахӗ пурришӗн пархатарлӑ. Тата Библи ҫинче никӗсленнӗ публикацисем пирки те манмалла мар. Захария 8:9, 13-мӗшӗсенчи (вуласа пар) сӑмахсене Иерусалимри храма ҫӗнӗрен туса лартнӑ чухне каланӑ пулин те, вӗсем пирӗншӗн те пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
11 Ҫавӑн пекех эпир пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче, конгрессенче тата пирӗн организаци йӗркеленӗ шкулсенче вӗренсе тӗреклӗх илетпӗр. Ҫапла вӗренни пире ырӑ шухӑш-кӑмӑллӑ пулма, тӗллевсем лартма тата христиансене шанса панӑ ӗҫсене тума пулӑшать (Пс. 118:32). Иегова вӗрентсе тӑни тӗреклӗх патӑр тесе эсир пӗтӗм вӑя хуратӑр-и?
12. Алла усасран пире мӗн пулӑшать?
12 Иегова пулӑшнипе израильтянсем амаликсене тата эфиопсене ҫӗнтернӗ, ҫавӑн пекех вӑл Неемийӑпа ытти израильтянсене те хула хӳмине ҫӗнӗрен хӑпартма вӑй панӑ. Турӑ пире те тӗреклетӗ, вара эпир ҫынсем хирӗҫ тӑрсан та, пире итлесшӗн пулмасан та е пӑшӑрханмалли нумай пулсан та, малалла та тӳсӗмлӗ пулма тата ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳреме пултарӑпӑр (1 Петр 5:10). Анчах та пирӗн Иегова тӗлӗнмелле майпа пулӑшасса кӗтмелле мар. Ун вырӑнне хамӑр мӗн тума пултарнине тумалла: кашни кун Туррӑн Сӑмахне вуламалла, пӗр сиктермесӗр пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳремелле тата унта хатӗрленсе каймалла, Библие хамӑр тӗллӗн те, ҫемьепе пӗрле те вӗренмелле тата Иегова ҫине шанса ӑна яланах кӗлтумалла. Иегова пире вӑй кӗртес тата хавхалантарас тесе мӗн-мӗн парать, ҫавсемпе пуринпе те усӑ курма хамӑра ниме те чӑрмантарма парар мар. Хӑвӑрӑн алӑ усӑннине туйсан е пӗр-пӗр енчен улшӑнмаллине курсан, Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр. Вара эсир унӑн сывлӑшӗ «сирӗн ӑшӑра... ырӑ шухӑш» кӗртсе «ӑна пурнӑҫлама вӑй» панине куратӑр (Флп. 2:13). Ыттисен аллине вара эсир мӗнле майпа тӗреклетме пултаратӑр?
УСӐННӐ АЛСЕНЕ ТӖРЕКЛЕТӖР
13, 14. а) Пӗр арҫын тӑвана хӑйӗн арӑмӗ вилсен мӗн тӗреклетнӗ? ӑ) Ыттисене тӗреклетме пирӗн мӗнле майсем пур?
13 Иегова пире юратакан тӑванлӑха парнеленӗ, вӑл пирӗншӗн уҫӑлтаракан ҫӑлкуҫ пекех. Павел апостол мӗн ҫырнине аса илӗр-ха: «Ҫавӑнпа ӗнтӗ лапсӑрах кайнӑ аллӑрсене ҫӗклӗр, вӑйсӑрланнӑ чӗркуҫҫийӗрсене тӗреклӗлетӗр, тӳрӗ ҫулпа ҫӳрӗр» (Евр. 12:12, 13). Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансене нумайӑшне пухури тӑвансем тӗреклетнӗ. Паян та ҫапла пулса пырать. Пӗр арҫын тӑван хӑйӗн арӑмӗ вилсен тата ытти инкексене тӳссе ирттерсен каланӑ: «Хӑҫан, мӗнле тата мӗн чухлӗ йывӑрлӑх йӑтӑнса анасси пачах пирӗнтен килменнине ӑнлантӑм эпӗ. Кӗлтуни тата хам тӗллӗн Библи вӗренни маншӑн шыв ҫинче тытӑнса тӑма пулӑшакан жилет пекех пулчӗ. Тата мана пухури тӑвансем пулӑшма, лӑплантарма тӑрӑшрӗҫ. Эпӗ ҫакна та ӑнланса илтӗм: Иеговӑпа хамӑр хушӑри ҫывӑх хутшӑнусене инкек пулса тухичченех аталантармалла».
14 Ааронпа Хур ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче Моисейӑн аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе тӑнӑ. Эпир те ыттисене тӗреклетме тата ӗҫпе пулӑшма майсем шырама пултаратпӑр. Тӗслӗхрен, кам ватлӑха е чирленине пула сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсемпе асапланать, кама ҫемьерисем хирӗҫ тӑраҫҫӗ, кам пӗчченлӗх туйӑмӗпе кӗрешет е ҫывӑх ҫын вилнишӗн хуйхӑрать, ҫавсене пулӑшма пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне, ҫамрӑк христиансене те тӗреклетмелле, мӗншӗн тесен ҫак тӗнче вӗсене ҫылӑхлӑ ӗҫсене туса пурӑнса, аслӑ пӗлӳ илсе, пуянлӑхшӑн ҫунса е карьера туса «ӑнӑҫлӑ ҫын» пулса тӑма хистет (1 Фес. 3:1—3; 5:11, 14). Ыттисемпе Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче, ырӑ хыпар сарма кайсан, пӗрле апат ҫинӗ чухне е телефонпа калаҫнӑ чухне вӗсене мӗнле тӗреклетмелли ҫинчен шухӑшлӑр.
15. Хавхалантаракан сӑмахсем ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултараҫҫӗ?
15 Аса чаплӑ ҫӗнтерӳ тунӑ хыҫҫӑн Азария пророк ӑна та, пӗтӗм халӑха та ҫак сӑмахсемпе хавхалантарнӑ: «Анчах эсир аптӑраса ан ӳкӗр, аллӑрсем ан усӑнччӑр, мӗншӗн тесессӗн сире хӑвӑрӑн ырӑ ӗҫӗрсемшӗн тивӗҫлипе тавӑрса парӗҫ» (2 Ҫулс. 15:7). Ҫак сӑмахсем Асӑна ҫӗре суя турӑсенчен тасатма татӑклӑ утӑмсем тума хавхалантарнӑ. Сирӗн хавхалантаракан сӑмахсем те ыттисен чӗрисене пырса тивсе вӗсене Иеговӑшӑн тата ытларах ӗҫлеме пулӑшма пултараҫҫӗ (Ытар. 15:23). Пухура комментарисем парса эсир ыттисене тӗреклетме пултарни ҫинчен нихӑҫан та ан манӑр.
16. Старейшинӑсем Неемия пекех тӑвансен аллине мӗнле тӗреклетеҫҫӗ? Пухури пӗр-пӗр тӑван хӑвӑра мӗнле пулӑшни ҫинчен каласа парӑр.
16 Иегова Неемийӑн аллине те, ӑна пулӑшакансен аллине те тӗреклетнӗ, ҫавӑнпа вӗсем Иерусалим хӳмине 52 кун хушшинчех туса лартнӑ! (Неем. 2:18; 6:15, 16.) Неемия ҫав ӗҫе ертсе пынӑ кӑна мар, хӑй те ӗҫленӗ (Неем. 5:16). Хальхи вӑхӑтра та старейшинӑсем Неемийӑран тӗслӗх илсе Турра пуҫҫапмалли вырӑнсене туса лартас ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ тата Патшалӑх залӗсене юсавлӑ тытма пулӑшаҫҫӗ. Ҫак арҫын тӑвансем хыпарҫӑсемпе ырӑ хыпар сарма ҫӳреҫҫӗ, ҫавӑн пекех кулянакансен е хуйха ӳкнӗ тӑвансен аллине тӗреклетме вӗсемпе тӗл пулса калаҫаҫҫӗ. (Исаия 35:3, 4 вуласа пар.)
«САНӐН АЛЛУ АН ВӐЙСӐРЛАНТӐР!»
17, 18. Йывӑрлӑхсемпе пӑшӑрханусем пусса лартсан пирӗн мӗн пирки иккӗленмелле мар?
17 Пухури тӑвансемпе ҫума-ҫумӑн ӗҫлесе тӑнӑ май эпир вӗсемпе хамӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплететпӗр. Унсӑр пуҫне, эпир шанчӑклӑ туссене тупатпӑр тата Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ вӑхӑтра пире тӗлӗнмелле пиллӗхсем пуласса хытӑрах та хытӑрах ӗненетпӗр. Ыттисен аллине тӗреклетсе эпир вӗсене йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме тата пуласлӑх ҫине шанчӑкпа, савӑнӑҫпа пӑхма пулӑшатпӑр. Ыттисене пулӑшнӑ чухне эпир хамӑрӑн алла та тӗреклететпӗр тата ҫӗнӗ тӗнчери пулас пиллӗхсене куҫ умне кӑларса тӑратма пултаратпӑр.
18 Авалхи вӑхӑтра Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене тӗрлӗ лару-тӑрура мӗнле пулӑшни ҫинчен шухӑшлани пире ун ҫине хытӑрах шанма тата хамӑрӑн ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшать. Ҫавӑнпа та, йывӑрлӑха кӗрсе ӳксен, сирӗн алӑ «ан вӑйсӑрлантӑр»! Яланах Иеговӑна кӗлтӑвӑр. Вӑл сире вӑйлӑ аллипе тӗреклеттӗр тата хӑйӗн Патшалӑхӗ илсе килекен пиллӗхсене курма патӑр (Пс. 72:23, 24).