Ырӑ хыпара саккунпа усӑ курса хӳтӗлени
«ВӐЛ — МАНӐН суйласа илнӗ савӑтӑм; Эпӗ ӑна Хамӑн ятӑм ҫинчен халӑхсем, патшасем... умӗнче каласа пӗлтерме суйласа илтӗм» (Ап. ӗҫ. 9:15). Иисус Христос ҫак сӑмахсене христианин пулса тӑнӑ пӗр иудей ҫинчен каланӑ. Вӑл Павел апостол пулнӑ.
Иисус асӑннӑ патшасем шутӗнче Рим императорӗ Нерон пулнӑ. Сирӗн хӑвӑр ӗненӗве ҫакӑн пек хӑватлӑ пуҫлӑх умӗнче хӳтӗлемелле пулнӑ пулсан, эсир хӑвӑра мӗнле туйнӑ пулӑттӑрччӗ? Кирек мӗнле туйӑмсем пулсан та, христианин пулнӑ май сирӗн Павелтан тӗслӗх илмелле (1 Кор. 11:1). Вӑл Рим саккунӗсемпе мӗнле усӑ курнине пӑхса тухар.
Израиль ҫӗрӗнче халӑх Моисей саккунӗ тӑрӑх пурӑннӑ тата ҫав саккунра ҫырса панӑ нормӑсене Турра хисеплекен иудейсем кирек ӑҫта та пурӑннӑ пулсан та тытса тӑнӑ. 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗ хыҫҫӑн вара Моисей саккунӗ пӑрахӑҫа тухнӑ, ҫавӑнпа Турра чӑнлӑхра пуҫҫапакансен ӑна урӑх тытса тӑмалла пулман (Ап. ӗҫ. 15:28, 29; Гал. 4:9—11). Ҫав-ҫавах Павелпа ытти христиансем Саккун пирки нихӑҫан та хисепсӗр калаҫман, ҫавӑнпа та вӗсем иудейсем пурӑннӑ вырӑнсенче пӗр чӑрмавсӑрах ырӑ хыпар пӗлтерме пултарнӑ (1 Кор. 9:20). Ҫапла вара Павел час-часах синагогӑсенче Авраам Туррине пуҫҫапакан, Еврей Ҫырӑвӗсенче мӗн ҫырни ҫинчен шухӑшлакан ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтернӗ (Ап. ӗҫ. 9:19, 20; 13:5, 14—16; 14:1; 17:1, 2).
Ырӑ хыпар сарас ӗҫе апостолсем Иерусалимран ертсе пыма йышӑну тунӑ. Вӗсем кунран-кун храмра вӗрентнӗ (Ап. ӗҫ. 1:4; 2:46; 5:20). Павел темиҫе хут та Иерусалима килнӗ, пӗррехинче вара ӑна арестленӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн ӗҫне судра пӑхса тухма пуҫланӑ, ҫавӑнпа ӑна Рима кайма та тивнӗ.
ПАВЕЛ РИМ САККУНӖСЕМПЕ МӖНЛЕ УСӐ КУРНӐ
Павел мӗне ӗненни пирки Рим пуҫлӑхӗсем мӗн шутланӑ? Чи малтанах, римсем тӗн ҫине пӗтӗмӗшле мӗнле пӑхнине палӑртмалла. Вӗсем хӑйсен империйӗн территорийӗнче пурӑнакан халӑхсене кашнине хӑйсен тӗнне тытса тӑма ирӗк панӑ. Анчах та ҫакӑн пек услови пулнӑ: ҫакӑ патшалӑха
сиен кӳмелле мар тата Рим халӑхӗн пурнӑҫӗнчи нормӑсене пӑсмалла мар.Рим пуҫлӑхӗсем иудейсене нумай право панӑ. Христиансен тӗнӗ мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен ҫырнӑ пӗр кӗнекере ҫапла каланӑ: «Рим империйӗнче иудаизма уйрӑмах нумай ирӗклӗх панӑ... Иудейсене хӑйсен тӗнне тытса тӑма чарман тата римсен туррисене пуҫҫапма хистемен. Иудейсем хӑйсен саккунӗ тӑрӑх пурӑннӑ» (Backgrounds of Early Christianity). Унсӑр пуҫне, вӗсен Рим ҫарне каймалла пулман *. Павел хӑй мӗне ӗненнине влаҫсем умӗнче хӳтӗленӗ чухне иудаизма хӳтӗлекен Рим саккунӗпе усӑ курнӑ.
Павелӑн тӑшманӗсем ахаль халӑха та, влаҫра ларакан ҫынсене те ӑна хирӗҫ тӑратас тесе тем тума та хӑтланнӑ (Ап. ӗҫ. 13:50; 14:2, 19; 18:12, 13). Акӑ пӗр тӗслӗх. Иерусалимри христиансен старейшинисем иудейсем хушшинче Павел пирки «Моисейрен пӑрӑнма вӗрентет» текен сӑмах ҫӳренине илтнӗ. Ҫавна пула еврей халӑхӗнчен тухнӑ ҫӗнӗ христиансем Турӑ хунӑ йӗркене Павел хисеплемест тесе шутлама пултарнӑ. Унсӑр пуҫне, Синедрион христиансене иудей тӗнне хирӗҫ пыраҫҫӗ тесе айӑплама пултарнӑ. Христиан тӗнне йышӑнакан иудейсене е вӗсене пулӑшакансене хаса пама та пултарнӑ, вара вӗсенчен пурте ютшӑнса ҫӳренӗ пулӗччӗҫ тата вӗсен иудейсен храмӗпе синагогисенче ырӑ хыпар пӗлтерме май пулман пулӗччӗ. Ҫав сас-хурана сирсе яма Павела пулӑшас тесе пухури старейшинӑсем ӑна храма кайса пӗр ӗҫе тума ыйтнӑ. Ҫавӑ Турӑ хушнӑ ӗҫ пулман пулин те, Павел ӑна тума килӗшнӗ, мӗншӗн тесен ҫавна туни ҫылӑх та пулман (Ап. ӗҫ. 21:18—28).
Павел ҫав ӗҫе тума килӗшни ырӑ хыпара саккунпа хӳтӗлеме май панӑ (Флп. 1:7). Храмра пулнӑ иудейсем тарӑхса кайса шӑв-шав ҫӗкленӗ те Павела вӗлерме шут тытнӑ. Вара Рим ҫарӗн пуҫлӑхӗ ӑна арестленӗ. Павела ҫаптарма хушсан, вӑл эпӗ Рим гражданинӗ тенӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Павела Кесарие илсе кайнӑ, унта Иудейӑра власть тытса тӑракан Рим пуҫлӑхӗсем ларнӑ пулнӑ. Ҫапла майпа Павелӑн влаҫра ларакан ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерме май килнӗ. Вара христиан тӗнӗ ҫинчен сахал пӗлнӗ ҫынсем ытларах пӗлме пултарнӑ.
Апостолсен ӗҫӗсем кӗнекери 24-мӗш сыпӑкра Павел Иудейӑра власть тытса тӑракан Рим пуҫлӑхӗ умӗнче судра тӑни ҫинчен ҫырса панӑ. Ҫав пуҫлӑх Феликс ятлӑ пулнӑ, вӑл христиансен вӗрентӗвӗсем ҫинчен кӑшт пӗлнӗ. Иудейсем Павела Рим саккунӗсене пӑснӑ тесе айӑпланӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл, пӗрремӗшӗнчен, Рим империйӗнче пурӑнакан иудейсене пӑлхав ҫӗклеме хӗтӗртнӗ, иккӗмӗшӗнчен, хӑрушӑ секта пуҫлӑхӗ пулнӑ тата, виҫҫӗмӗшӗнчен, Рим саккунӗ хӳтӗлекен храма ирсӗрлетме хӑтланнӑ (Ап. ӗҫ. 24:5, 6). Ҫапла айӑпласа каланине пула Павела вӗлерме те пултарнӑ.
Хальхи вӑхӑтри христиансемшӗн Павел судра хӑйне мӗнле тытнине пӑхса тухни питӗ усӑллӑ. Вӑл хӑйне лӑпкӑ тытнӑ тата хисеплӗн калаҫнӑ. Вӑл Саккунра тата Пророксен кӗнекисенче ҫырнӑ сӑмахсемпе усӑ курнӑ тата «аттемӗрсенӗн Турришӗн» ӗҫлеме правӑна хӳтӗленӗ. Рим саккунӗ тӑрӑх, ҫак право иудейсен пурин те пулнӑ (Ап. ӗҫ. 24:14). Каярахпа Павел хӑй мӗне ӗненнине Феликс вырӑнне ларнӑ Порций Фест умӗнче тата Ирод Агриппа патша умӗнче хӳтӗлеме пултарнӑ.
Юлашкинчен вара, тӗрӗс суд туччӑр тесе Павел вӑл вӑхӑтри чи хӑватлӑ патша умне тӑратма ыйтса: «Мана кесарь сучӗ пултӑр»,— тенӗ (Ап. ӗҫ. 25:11).
ПАВЕЛА КЕСАРЬ УМӖНЧЕ
«Санӑн кесарь умне тӑмалла»,— тенӗ ангел Павела (Ап. ӗҫ. 27:24). Рим императорӗ Нерон патшана ларсанах суд ӗҫӗсене пурне те хам пӑхса тухмастӑп тенӗ. Малтанхи сакӑр ҫул хушшинче вӑл ҫав ӗҫсене тума ялан тенӗ пекех ыттисене хушнӑ. «Святой Павел апостолӑн пурнӑҫӗ тата ҫырӑвӗсем» кӗнекере каланӑ тӑрӑх, Нерон суд ӗҫне хӑй пӑхса тухнӑ чухне суд унӑн керменӗнче иртнӗ, унта ӑна опытлӑ та ятлӑ-сумлӑ канашҫӑсем пулӑшнӑ (The Life and Epistles of Saint Paul).
Рим 13:1—7; Тит 3:1, 2). Павел влаҫра ларакан ҫынсем умӗнче ырӑ хыпара хӳтӗленӗ — суд ӑна ирӗке кӑларма йышӑну тунӑ (Флп. 2:24; Флм. 22).
Библире Павела кам суд туни ҫинчен ҫырман, ҫавӑнпа Нерон хӑй-и е вӑл шанса панӑ ҫын суд тунӑ-и, паллӑ мар. Кирек мӗнле пулсан та, Павел иудейсен Туррине пуҫҫапатӑп, ҫынсене пурне те пуҫлӑхсене хисеплеме вӗрентетӗп тесе ӑнлантарнӑ пулас (ПИРЕ ЫРӐ ХЫПАРА ХӲТӖЛЕМЕ ХУШНӐ
Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Сире Ман пирки аслӑ пуҫлӑхсемпе патшасем патне илсе кайӗҫ, ҫавсем умӗнче тата суя тӗнлӗ ҫынсем умӗнче Ман ҫинчен кӳнтелеме хушӗҫ» (Матф. 10:18). Иисусӑн представителӗ ҫапла майпа пуласси пирӗншӗн пысӑк чыс. Ырӑ хыпара судсенче хӳтӗленӗ чухне эпир ҫӗнтерме пултаратпӑр. Анчах та ҫитменлӗхлӗ судьясем кирек мӗнле йышӑну тусан та, эпир ырӑ хыпар пӗлтерме чарӑнмастпӑр, мӗншӗн тесен ҫакна тума пире Иегова право панӑ. Тата эпир ҫакна та асра тытатпӑр: ҫынсене пусмӑрлӑхпа тӗрӗсмарлӑхран Турӑ Патшалӑхӗ кӑна хӑтарма пултарать (Еккл. 8:9; Иер. 10:23).
Паян та христиансем хӑйсем мӗне ӗненнине хӳтӗленипе Иеговӑн ятне мухтава кӑларма пултараҫҫӗ. Павел пекех пирӗн хамӑра лӑпкӑн тытмалла, чӗререн тата ӗнентерӳллӗн калаҫмалла. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене «хӑвӑра хӳтӗлесе мӗн калассине малтанах шухӑшласа ан хурӑр» тенӗ, мӗншӗн тесен вӑл вӗсене «ӑслӑлӑх та парӑп; сире хирӗҫ тӑракансем пӗри те ҫакна хирӗҫ калама та, ҫакна хирӗҫ тӑма та пултараймӗҫ» тесе сӑмах панӑ (Лука 21:14, 15; 2 Тим. 3:12; 1 Петр 3:15).
Хӑйсен ӗненӗвне пуҫлӑхсемпе чиновниксем умӗнче хӳтӗленӗ чухне христиансем ахаль чух тӗл пулса калаҫма ҫук ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерме пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне судсем ӗҫсене пирӗн майлӑ татса панине пула патшалӑх саккунӗсене те лайӑхлатнӑ тата ҫынсене мӗнле тӗне тытса тӑмаллине суйласа илме те, хӑйсем мӗне ӗненни ҫинчен каласа пама та ирӗк панӑ. Судсем кирек мӗнле йышӑну тусан та, хӑйӗн ӗҫлекенӗсем унта хӑюллӑн тухса калаҫни Турра савӑнтарать.
^ 8 абз. Джеймс Паркс ҫыравҫӑ ҫакна палӑртать: «Иудейсен... хӑйсен йӑли-йӗрки тӑрӑх пурӑнма ирӗк пулнӑ. Ҫакӑнта ним тӗлӗнмелли те ҫук, мӗншӗн тесен римсен хӑйсен империйӗнче пурӑнакан халӑхсене харпӑр хӑй саккунӗсем тӑрӑх пурӑнма ирӗк парасси йӑлара пулнӑ».