Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ҫамрӑксем, хӑвӑр ӗненӗве ҫирӗплетӗр

Ҫамрӑксем, хӑвӑр ӗненӗве ҫирӗплетӗр

«Ӗненни вӑл... курӑнманнине курӑнаканни пек шанса тӑни» (ЕВР. 11:1).

ЮРӐСЕМ: 41, 11

1, 2. Ҫамрӑк христиансем нумайӑшӗ мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулать?

«ЭСӖ ӐСЛӐ ҫын вӗт, мӗнле-ха Турра ӗненме пултаратӑн?» — тенӗ Великобританире пурӑнакан ҫамрӑк христианкӑна хӑйпе пӗрле вӗренекен ача. Германире пурӑнакан ҫамрӑк ача вара акӑ мӗн ҫырса янӑ: «Пурнӑҫ мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен Библире мӗн ҫырни шкулти вӗрентекенсемшӗн юмах-халап ҫеҫ. Вӗренекенсен эволюцие ӗненмелле тесе шутлаҫҫӗ вӗсем». Францире пурӑнакан ҫамрӑк хӗр вара ҫапла калать: «Кам та пулин Библие ӗненни ҫинчен илтсен шкулти вӗрентекенсем питӗ тӗлӗнеҫҫӗ».

2 Иеговӑн ҫамрӑк ӗҫлекенӗсенчен тата Библи вӗренекенсенчен нумайӑшне ытти ҫынсем Турра ӗненме пӑрахтарасшӑн тата ҫак тӗнчери ҫынсем шухӑшланӑ пек шухӑшлаттарасшӑн, тӗслӗхрен, эволюцие ӗнентересшӗн. Сана та ҫапла тума хистеҫҫӗ-и? Ҫапла пулсан, хӑвӑн ӗненӗве ҫирӗплетме тата хӳтӗлеме сана мӗн пулӑшма пултарать? Библи пире мӗн илтни тата мӗн вулани ҫинчен тӗплӗн шухӑшлама хавхалантарать. «Сана ыррипе усаллине уйӑрма пӗлни хӳтӗлӗ, сана ӑс-хакӑлу сыхӑ усрӗ»,— тенӗ унта. Ҫапла, тӗплӗн шухӑшлани сана суя вӗрентӳсене уйӑрса илме тата хӑвӑн ӗненӗве хӳтӗлеме пулӑшӗ. (Ытарӑшсем 2:10—12 вуласа пар.)

3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Турӑ ҫинчен тӗп-тӗрӗс пӗлӳ илсе пынӑҫемӗн ҫыннӑн чӑн-чӑн ӗненӳ аталанма пуҫлать (1 Тим. 2:4). Ҫавӑнпа Турӑ Сӑмахне тата ун ҫинче никӗсленнӗ публикацисене вуланӑ май, ҫиелтен кӑна ан вула. Мӗн вуланине ӑнланса илмешкӗн тӗплӗн шухӑшла (Матф. 13:23). Ҫапла вара эсӗ пурнӑҫа Турӑ пуҫарса янине тата Библие шанма юранине кӑтартакан нумай ҫирӗплетӳ тупӑн (Евр. 11:1).

ЭСӖ ХӐВӐН ӖНЕНӖВЕ МӖНЛЕ ҪИРӖПЛЕТМЕ ПУЛТАРАТӐН?

4. Мӗншӗн пурне те Турӑ тунӑ текенсене те, эволюци майлӑ тӑракансене те ӗненӳ кирлӗ? Пирӗн пурин те мӗн тумалла?

4 Нумайӑшӗ ҫапла калать: «Эпир эволюцие ӗненетпӗр, мӗншӗн тесен ҫакна наука ҫирӗплетсе парать, Турӑ пуррине вара ӗненмелли ҫеҫ юлать». Анчах ҫакна асра тытмалла: пурнӑҫ мӗнле пуҫланса кайни пирки ҫын кирек мӗн шутласан та, ҫав-ҫавах ӗненӳ кирлӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Турра та, пурнӑҫ мӗнле пуҫланса кайнине те никам та курман (Иоанн 1:18). Нимӗнле ҫын та, нимӗнле ученӑй та пурнӑҫӑн пӗр форминчен тепӗр форми пулса кайнине курман, тӗслӗхрен, упӑтерен ҫын пулса кайнине (Иов 38:1, 4). Ҫавӑнпа пирӗн пурин те фактсене тӗпчесе тухса, тӗплӗн шухӑшласа тӗрӗс пӗтӗмлетӳ тумалла. Павел апостол ҫавӑн ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Унӑн курӑнми тӑракан ӗмӗрхи хӑвачӗпе Турӑлӑхӗ вара Хӑй пултарнӑ япаласенчен тӗнчене пултарнӑранпах курӑнса тӑрать, ҫапла ҫав ҫынсенӗн хирӗҫ тавӑрса каламалли ҫук» (Рим 1:20).

Хӑв мӗне ӗненнине ыттисене ӑнлантарса пама хатӗрленнӗ чухне тӑван чӗлхепе кӑларнӑ хатӗрсемпе усӑ кур (5-мӗш абзаца пӑхӑр.)

5. Тарӑн шухӑшлама пире Туррӑн организацийӗ мӗнле пулӑшать?

5 Турӑ тунӑ япаласем ҫине пӑхса вӗсем ҫинчен тарӑн шухӑшласан вӗсене мӗн тери тӗлӗнмелле пултарнине курма пулать. Ҫапла вара, Пултаракана куҫпа курма ҫук пулсан та эпир ӑна ӗненӳ куҫӗпе куратпӑр, вӑл мӗн тери ырӑ тата питӗ ӑслӑ пулнине ӑнланатпӑр (Евр. 11:3, 27). Ученӑйсем ҫутҫанталӑка тӗпченине пула эпир Турӑ тунӑ япаласем ҫинчен ытларах пӗлме пултаратпӑр. Хӑш-пӗр информацие Иеговӑн организацийӗ панӑ хатӗрсемпе усӑ курса тупма пулать. Сӑмахран, пирӗн «Чудеса творения прославляют Бога» фильм, «Существует ли заботливый Творец?» кӗнеке тата «У истоков жизни. Пять вопросов, которые требуют ответа» брошюра пур. Ытти брошюрӑсенче те шухӑшлаттаракан информаци нумай. Унта ученӑйсем тата ытти ҫынсем мӗншӗн Турра ӗненме пуҫлани ҫинчен вулама пулать. «Случайность или замысел?» статьясен ярӑмӗнче тӗнчере мӗн пуррине пурне те тӗплӗн шухӑшласа тунине кӑтартакан тӗслӗхсем илсе панӑ. Ученӑйсене ҫутҫанталӑка сӑнани-тӗпчени час-часах тӗрлӗ япаласене шутласа кӑларма пулӑшать.

6. Библи тӗпчемелли хатӗрсем мӗнле усӑ параҫҫӗ тата вӗсем сана мӗнле пулӑшнӑ?

6 Пултарни ҫинчен ҫырнӑ брошюрӑсем пирки Пӗрлешӳллӗ штатсенче пурӑнакан 19 ҫулхи арҫын тӑван акӑ мӗн ҫырса янӑ: «Мана вӗсем питӗ килӗшеҫҫӗ! Вӗсене темиҫе хут та вуласа тухрӑм ӗнтӗ». Францири хӗрарӑм тӑван вара ҫапла ҫырнӑ: «„Случайность или замысел?“ статьясен ярӑмӗ питӗ чаплӑ! Питӗ ӑслӑ ҫынсем ҫутҫанталӑкри япаласене тӗпчесе кӑткӑс япаласем тӑваҫҫӗ пулин те, шӑп ҫавӑн пеккине нихӑҫан та тӑвайманнине ҫав статьясенчен курма пулать». Кӑнтӑр Африкӑра пурӑнакан 15 ҫулхи ҫамрӑк хӗрачан ашшӗпе амӑшӗ: «Пирӗн хӗрача брошюрӑсене илсен чи малтанах интервьюсене вулать»,— тенӗ. Сан пирки вара мӗн калама пулать? Эсӗ Библи тӗпчеме пулӑшакан пур хатӗрсемпе те усӑ куратӑн-и? Вӗсем сана хӑвӑн ӗненӗвне тарӑн тымар янӑ ҫирӗп йывӑҫ пек тума пулӑшӗҫ. Ҫакӑн пек ӗненӳ суя вӗрентӳсен ҫилӗпе авӑнса хуҫӑлмӗ (Иер. 17:5—8).

БИБЛИРЕ МӖН ҪЫРНИНЕ ШАН

7. Мӗншӗн Турӑ пире хамӑра шухӑшлаттарасшӑн?

7 Библире мӗн ҫырнине мӗншӗн ӗненмелле тесе ыйтни япӑх-ши? Ҫук, паллах! Иегова пире ҫакнашкал ыйтусен хуравӗсене «ӑспа ӗҫлесе», урӑхла каласан, тӗплӗн шухӑшласа хамӑрах туптарасшӑн. Вӑл пире ыттисем ӗненнине кура эсир те ӗненӗр тесшӗн мар. Ҫавӑнпа та чӑн-чӑн ӗненӗве аталантарас тесен тӗплӗн шухӑшласа тӗрӗс пӗлӳ илмелле. (Рим 12:1, 2; 1 Тимофей 2:4 вуласа пар.) Ҫакӑн пек пӗлӳсене пухмалли майсенчен пӗри вӑл — Библие темӑсем тӑрӑх тӗпчени.

8, 9. а) Хӑш-пӗрисене мӗнле темӑсене тӗпчеме килӗшет? ӑ) Библие вӗреннӗ чухне шухӑшлани хӑш-пӗрисене мӗнле усӑ панӑ?

8 Хӑшӗ-пӗрисем пророкла каланисене е Библи историпе, археологипе тата наукӑпа килӗшсе тӑнипе тӑманнине тӗпчеҫҫӗ. Пӗр тӗлӗнмелле пророкла каланине Пултарни 3:15-мӗшӗнче ҫырса хунӑ. Ҫак сӑвӑ йӗркинче Библири тӗп тема ҫинчен — Иегова Чи Аслӑ Патша пулма тивӗҫли ҫинчен тата Турӑ Патшалӑхӗ урлӑ унӑн ятне мухтава кӑларасси ҫинчен — пӗрремӗш хут каланӑ. Эдемра пӑлхав ҫӗкленӗренпе ҫынсен тӳсме тивекен йывӑрлӑхсене Иегова мӗнле татса парасси ҫинчен пӗр сӑвӑ йӗркинчех сӑнарлӑ чӗлхепе ҫырса кӑтартнӑ. Пултарни 3:15-мӗш сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсене мӗнле тӗпчемелле-ши? Тӗслӗхрен, вӑхӑт шкалине ӳкерме пулать. Унта пророкла каланисем мӗнле пурнӑҫланассине кӑтартакан тӗп сӑвӑ йӗркисене палӑртма пулать. Ҫак сӑвӑ йӗркисем пророкла калани мӗнле пурнӑҫланассине ӑнланса илме пулӑшӗҫ. Вара эсӗ пророксем ҫине те, Библи ҫыракансем ҫине те святой сывлӑш витӗм кӳнине курӑн (2 Петр 1:21).

9 Германири пӗр арҫын тӑван ҫапла ҫырнӑ: «Библие тӗрлӗ вӑхӑтра пурӑннӑ 40-е яхӑн ҫын ҫырнӑ пулсан та тата вӗсенчен нумайӑшӗ пӗр-пӗрне пӗлмен пулин те, унта пуҫламӑшӗнчен вӗҫне ҫити пӗр тема пырать — Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен». Австралире пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӑвана вара 2013 ҫулхи «Хурал башнинчи» вӗренмелли статья килӗшнӗ, унта Пасха уявӗн пӗлтерӗшне ӑнлантарса панӑ пулнӑ. Ҫав ятарлӑ уяв Пултарни 3:15-мӗшӗнчи пророкла каланипе тата Мессия килессипе ҫыхӑнса тӑрать. Ҫав хӗрарӑм тӑван ҫапла ҫырса янӑ: «Ҫак статьяна вӗренсен эпӗ Иегова тӗлӗнмелле ӑслӑ Турӑ пулнине куртӑм. Иисуспа мӗн пулса иртмеллине вӑл израильтянсене Пасха уявне тума хушнипе сӑнарласа пани питӗ тӗлӗнтерчӗ мана. Ҫав статьяна вуланӑ май эпӗ чарӑнаттӑм та Пасха уявӗн пророкла пӗлтерӗшӗ ҫинчен шухӑшлаттӑм». Мӗншӗн ҫав хӗрарӑм тӑванӑн ҫакӑн пек туйӑмсем пулнӑ? Вӑл тӗплӗн шухӑшласа мӗн вуланине лайӑхрах ӑнланма тӑрӑшнӑ. Ҫакӑ унӑн ӗненӗвне ҫирӗплетнӗ тата Иегова патне ҫывхарма пулӑшнӑ (Матф. 13:23).

10. Библи ҫыракансем тӳрӗ кӑмӑллӑ пулни Библие ӗненме мӗнле пулӑшать?

10 Библи ҫыракансем хӑюллӑ тата тӳрӗ кӑмӑллӑ пулни ҫинчен шухӑшлани те ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшӗ. Авалхи вӑхӑтра нумайӑшӗ хӑйсен патшисен ӗҫӗсем ҫинчен ӳстерсе ҫырнӑ тата хӑйсен халӑхӗпе мухтаннӑ. Вӗсемпе танлаштарсан, Иеговӑн пророкӗсем нихӑҫан та суйман. Вӗсем хӑйсен ентешӗсен йӑнӑшӗсем ҫинчен, ҫав шутрах патшасем тунӑ йӑнӑшсем ҫинчен те, ним пытармасӑр ҫырса панӑ (2 Ҫулс. 16:9, 10; 24:18—22). Унсӑр пуҫне, вӗсем хӑйсен те, Туррӑн ытти ӗҫлекенӗсен те йӑнӑшӗсене пытарман (2 Патш. 12:1—14; Марк 14:50). «Ҫакнашкал суймасӑр тӗп-тӗрӗс ҫырса пани сайра хутра тӗл пулать,— тет Великобританире пурӑнакан ҫамрӑк хӗр.— Ҫакӑ Библи чӑннипех Иегова хавхалантарнипе ҫырнӑ кӗнеке пулнине хытӑрах ӗненме пулӑшать».

11. Библири принципсем усӑллине ҫамрӑксем мӗнле курма пултараҫҫӗ?

11 Библири принципсемпе усӑ курма пуҫласан нумайӑшӗ вӑл чӑнах та Турӑ панӑ кӗнеке пулнине уҫҫӑн курнӑ. (Псалом 18:8—12 вуласа пар.) Японире пурӑнакан ҫамрӑк христианка ҫапла каласа парать: «Библи вӗрентнӗ пек пурӑнма тытӑнсан пирӗн ҫемье чӑннипех телейлӗ пулса тӑчӗ! Эпир пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма, пӗр-пӗрне хытӑрах юратма пуҫларӑмӑр». Библири принципсем пире Турра тӗрӗс пуҫҫапма пулӑшаҫҫӗ тата нумай ҫынна тыткӑнра тытса тӑракан суя вӗрентӳсенчен хӳтӗлеҫҫӗ (Пс. 113:11—16). Турӑ ҫук текен вӗрентӳсем ҫынсен пурнӑҫӗ ҫине мӗнле витӗм кӳреҫҫӗ? Эволюци теорийӗ пурне те ҫутҫанталӑк тунӑ тесе вӗрентет. Ҫакӑ вара, тӗрӗссипе каласан, ҫутҫанталӑка Турӑпа тан тӑвать. Турӑ ҫук тесе калакан ҫынсем пирӗн пуласлӑх хамӑртан килет теҫҫӗ. Анчах та вӗсем тӗнчери йывӑрлӑхсене ҫӗнтереймеҫҫӗ, ҫынсене чӑн-чӑн шанчӑк та параймаҫҫӗ (Пс. 145:3, 4).

ЫТТИСЕНЕ ШУХӐШЛАМА ПУЛӐШӐР

12, 13. Пурнӑҫ мӗнле пуҫланса кайни тата Библи ҫинчен шкулта пӗрле вӗренекенсемпе, вӗрентекенсемпе тата ытти ҫынсемпе мӗнле калаҫмалла?

12 Пурнӑҫ мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен е Библи ҫинчен ыттисемпе калаҫӑва мӗнлерех пуҫласан лайӑх пулать-ши? Чи малтанах, ыттисем мӗне ӗненнине пӗлетӗп тесе ан шутла. Хӑш-пӗр чухне эволюцие ӗненекен ҫын Турӑ пуррине те ӗненет. Ҫак ҫынсем каланӑ тӑрӑх, пурнӑҫӑн тӗрлӗ формисене тунӑ чухне Турӑ эволюципе усӑ курнӑ теҫҫӗ. Теприсем эволюци фактсем ҫинче тытӑнса тӑман пулсан, ӑна шкулта вӗрентмен пулӗччӗҫ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисем вара тӗнсене шанма пӑрахнӑ пирки Турра та ӗненме пӑрахнӑ. Ҫавӑнпа кампа та пулин пурнӑҫ мӗнле пулса кайни ҫинчен калаҫма пуҫласан, малтанах вӑл мӗн шутланине, мӗне ӗненнине ыйтса пӗлме тӑрӑш. Эсӗ хӑвна ӑслӑ-тӑнлӑ тытсан тата ҫынна тимлӗ итлесен вӑл та, тен, сана итлеме хирӗҫ пулмӗ (Тит 3:2).

13 Хӑвпа калаҫакан ҫын эсӗ мӗне ӗненни тӗрӗс мар тесе калать пулсан, мӗншӗн вӑл ҫапла шутлани ҫинчен хисеплӗн ыйтма пултаратӑн. Тӗслӗхрен, пурнӑҫ мӗнле майпа хӑйне хӑй пуҫланса кайма пултарнине ӑнлантарса пама ыйтма пулать. Пурнӑҫӑн пирвайхи форми упранса юлтӑр тесен, унӑн ӗрчеме пултармалла пулнӑ. Пӗр профессор каланӑ тӑрӑх, ҫакӑ сахалтан та тӑватӑ япаларан килет: 1) хӳтӗлекен мембрана пулмалла, 2) энерги илме тата ӑна туса кӑларма пултармалла, 3) ДНК пулмалла тата 4) ДНК-ри информацие копи тума пултармалла. Тата вӑл хушса калать: «Пурнӑҫӑн чи ансат форми те тӗлӗнмелле кӑткӑс».

14. Пурнӑҫ мӗнле пуҫланса кайни е эволюци ҫинчен сана калаҫма йывӑр пулсан, мӗн тума пулать?

14 Пурнӑҫ мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен сана калаҫма йывӑр пулсан, Павел каланӑ тӗслӗхе илсе пама пулать: «Кирек хӑш ҫурт та хӑй тӗллӗн пулса лармасть, ӑна кам та пулин тӑвать, пурне те тӑваканни вара — Турӑ» (Евр. 3:4). Ҫакна хирӗҫ ним те калаймӑн, кашни ҫуртӑн тӑваканӗ пур вӗт. Ҫавӑн пекех вырӑнлӑ кӗнекепе е брошюрӑпа усӑ курма пулать. Пӗр хӗрарӑм тӑван ҫамрӑк арҫынна, Турра мар, эволюцие ӗненетӗп текенскерне, пурнӑҫ мӗнле пулса кайни ҫинчен ҫырнӑ икӗ брошюрӑна панӑ. Эрнене яхӑн иртсен ҫав ҫамрӑк каланӑ: «Эпӗ Турра ӗненме пуҫларӑм». Вӑл Библи вӗренме тытӑннӑ, халӗ вӑл пирӗн тӑван.

15, 16. Библи ҫинчен тӗрлӗ ҫынсемпе мӗнле калаҫма пулать тата пирӗн мӗнле тӗллев пулмалла?

15 Ҫапла майпах Библире мӗн ҫырни тӗрӗс пулни пирки иккӗленекенсемпе те калаҫма пулать. Малтан ҫын мӗне ӗненни ҫинчен тата ӑна мӗн интереслентерни ҫинчен ыйтса пӗл (Ытар. 18:13). Ҫынна наука интереслентерет пулсан, Библи наукӑпа килӗшсе тӑнине кӑтартакан тӗслӗхсем илсе пар. Ыттисене, тен, Библи истори тӗлӗшӗнчен тӗп-тӗрӗс пулни ҫинчен тата унта вак-тӗвек таранах пурнӑҫланнӑ пророкла каланисем пурри ҫинчен пӗлме интереслӗ пулӗ. Теприсене Библири принципсем ҫинчен, тӗслӗхрен, Иисус ту ҫинче вӗрентнӗ чухне каланӑ принципсем ҫинчен, каласа пама пулать.

16 Асра тыт: санӑн тӗллев — тавлашура ҫӗнтересси мар, ҫыннӑн чӗрине хускатасси. Ҫавӑнпа ҫынна тимлӗ итле. Вырӑнлӑ ыйтусем пар, хисеплӗн калаҫ, уйрӑмах аслисемпе. Вара, тен, ҫынсен сана итлеме кӑмӑлӗ ҫаврӑнӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем, эсӗ ҫамрӑк пулин те, хӑв мӗне ӗненнине тӗплӗн шухӑшласа тӗрӗсленине курса тӗлӗнӗҫ. Унсӑр пуҫне, ҫакна та ан ман: тавлашас е эсӗ мӗне ӗненнинчен тӑрӑхлас текенсемпе калаҫмасан та пултаратӑн (Ытар. 26:4).

ХӐВӐН ӖНЕНӖВЕ ҪИРӖПЛЕТ

17, 18. а) Эсӗ мӗне ӗненни чӑнлӑх пулнине мӗнле тӗрӗслеме пулать? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

17 Ҫирӗп ӗненӳ Библири тӗп вӗрентӳсене пӗлнинчен ҫеҫ килмест. Ҫавӑнпа Турӑ Сӑмахне тарӑн тӗпчеме тӑрӑш, мул шыракансем пекех пӗтӗм вӑя хур (Ытар. 2:3—6). Хӑвӑн чӗлхепе кӑларнӑ Библи вӗренмелли мӗнпур хатӗрсемпе те усӑ кур, тӗслӗхрен, диск ҫинчи электронлӑ библиотекӑпа, «Индекс публикаций Сторожевой Башни» е «Путеводитель по публикациям Свидетелей Иеговы» хатӗрсемпе. Ҫавӑн пекех Библие пӗтӗмпех вуласа тухма тӗллев лартсан лайӑх. Ӑна ҫулталӑк хушшинче вуласа тухма тӑрӑш. Турӑ Сӑмахне вулани ӗненӗве ҫирӗплетмелли чи лайӑх май. Пӗр район надзирателӗ хӑйӗн ҫамрӑк чухнехи вӑхӑта аса илсе каланӑ: «Библи Турӑ Сӑмахӗ пулнине ҫирӗп ӗненме мана ӑна пӗтӗмпех вуласа тухни те пулӑшрӗ. Ача чухне Библире мӗн вуланине тинех ӑнланса ҫитрӗм. Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума пуҫларӑм».

18 Ашшӗ-амӑшӗсем, эсир хӑвӑр ачӑрсене Иегова ҫинчен пӗлме никамран та лайӑхрах пулӑшма пултаратӑр. Вӗсен ӗненӗвне мӗнле ҫирӗплетме пулать? Ҫакӑн ҫинчен тепӗр статьяра сӑмах пырӗ.