Кирек мӗнле йывӑрлӑхра та Иеговӑна шанса тӑрӑр
«Турӑ сирӗншӗн тӑрӑшать, ҫавӑнпа кирек мӗнле йывӑрлӑхра та Ӑна [Иеговӑна] шанса тӑрӑр» (1 ПЕТР 5:7).
ЮРӐСЕМ: 38, 7
1, 2. а) Мӗншӗн эпир хушӑран хытӑ пӑшӑрханма пултаратпӑр? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухатпӑр?
ЭПИР ҫӑмӑл мар вӑхӑтра пурӑнатпӑр. Тарӑхса кайнӑскер, Сатана Шуйттан «ахӑрса ҫӳрекен арӑслан пек, кама та пулин ҫӑтасшӑн ҫӳрет» (1 Петр 5:8; Ӳлӗм. 12:17). Ҫавӑнпа Туррӑн ӗҫлекенӗсем те хушӑран хытӑ пӑшӑрханса ӳкме пултараҫҫӗ. Ӗлӗк-авал Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнӑ ҫынсем те, тӗслӗхрен, Давид патша, хӑш-пӗр чухне хытӑ асапланнӑ (Пс. 12:3). Павел апостол «пур пухусемшӗн те ялан пӑшӑрханатӑп» тесе ҫырнӑ (2 Кор. 11:28, ҪТ). Пире те мӗн те пулин канӑҫ памасть пулсан мӗн тумалла?
2 Пирӗн юратакан Ҫӳлти Аттемӗр авалхи вӑхӑтра хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пулӑшнӑ, паян та вӑл пире ытлашши пӑшӑрханасран пулӑшма пултарать. Библире: «Турӑ сирӗншӗн тӑрӑшать, ҫавӑнпа кирек мӗнле йывӑрлӑхра та Ӑна шанса тӑрӑр»,— тесе ҫырнӑ (1 Петр 5:7). Анчах та Турӑ ҫине шанас тесен мӗн тумалла? Айтӑр тӑватӑ утӑма пӑхса тухар: хӗрӳллӗн кӗлтумаллине, Турӑ Сӑмахне вуласа мӗн вулани ҫинчен шухӑшламаллине, Иеговӑран святой сывлӑш ыйтмаллине тата шанчӑклӑ ҫынпа чуна уҫса калаҫмаллине. Ҫак тӑватӑ утӑм ҫинчен вуланӑ май хӑвӑрӑн мӗн тумаллине курма тӑрӑшӑр.
«ИНКЕК-СИНКЕК ҪИТСЕССӖН ҪӲЛХУҪАНА ШАН»
3. «Инкек-синкек ҫитсессӗн» Иегова ҫине шанма мӗн пулӑшать?
3 Пӗрремӗш утӑма пӑхса тухар — Иеговӑна хӗрӳллӗн кӗлтумаллине. Сире мӗн те пулин канӑҫ памасть е пӑшӑрхантарать пулсан, е мӗнрен те пулин хӑратӑр пулсан, ҫавӑн ҫинчен хӑвӑрӑн Ҫӳлти Аҫӑра каласа парӑр. Псалом юрлакан Давид Иеговӑран ҫапла йӑлӑнса ыйтнӑ: «Эй Турӑҫӑм, манӑн кӗллӗме илтсем». Ҫав псаломрах вӑл каланӑ: «Инкек-синкек ҫитсессӗн Ҫӳлхуҫана шан, Вӑл сана пулӑшӗ» (Пс. 54:2, 23). Йывӑрлӑха татса парас тесе мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех турӑр пулсан, ҫакна асра тытӑр: хӗрӳллӗн кӗлтуни пӑшӑрханнинчен чылай нумайрах усӑ пама пултарать. Анчах та кӗлтуни канӑҫсӑр шухӑшсене ҫӗнтерме тата чуна лӑплантарма мӗнле пулӑшма пултарать? (Пс. 93:18, 19.)
4. Хытӑ пӑшӑрханса ӳксен мӗншӗн кӗлтумалла?
4 Филиппӑ 4:6, 7 вуласа пар. Чун-чӗререн йӑлӑнса кӗлтусан Иегова пире пулӑшу парӗ. Мӗнле майпа? Канӑҫлӑх парса вӑл пире йывӑр шухӑшсемпе туйӑмсене ҫӗнтерме пулӑшӗ. Нумайӑшӗ ҫакна хӑйсем ҫинче туйса курнӑ. Хытӑ пӑшӑрханса ӳксен Иегова вӗсене унччен нихҫан туйса курман канӑҫлӑха панӑ. Сире те вӑл чун канӑҫлӑхне пама пултарать, вара эсир кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтереетӗр. Иегова ҫапла шантарса калать: «Ан хӑра: санпала — Эпӗ, ан шиклен... Эпӗ сана тӗреклӗх кӳрӗп, сана пулӑшӑп» (Ис. 41:10). Иегова хӑй сӑмахне тытасси пирки пӗртте ан иккӗленӗр.
ТУРӐ СӐМАХӖ ЧУН КАНӐҪЛӐХНЕ ТУПМА ПУЛӐШАТЬ
5. Турӑ Сӑмахӗ чун канӑҫлӑхне тупма мӗнле пулӑшать?
5 Чун канӑҫлӑхне тупма пулӑшакан иккӗмӗш утӑм — Библи вулани тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлани. Мӗншӗн ҫакӑ питӗ кирлӗ? Библире нумай усӑллӑ канаш пур, вӗсем пире тӳрех пӑшӑрханса ӳкесрен, ытлашши хумханасран хӳтӗлеҫҫӗ тата канӑҫсӑр шухӑшсене ҫӗнтерме пулӑшаҫҫӗ. Турӑ Сӑмахӗ тӗреклетме тата йӑпатма пултарассине ан манӑр, мӗншӗн тесен унта Пурнӑҫ Параканӑн ӑслӑ сӑмахӗсене ҫырса хунӑ. Вӗсем ҫинчен кирек хӑш вӑхӑтра та — ирхине-и, каҫхине-и — шухӑшлани тата Библири канашпа мӗнле усӑ курмаллине ӑнланма тӑрӑшни пире вӑй парӗ. Иегова Иисус Навина «ҫирӗп те хастар пул» тата «ан хӑра, ан сехӗрлен» тенӗ чухне Хӑйӗн Сӑмахне вуламалла тесе палӑртса каланӑ (Иис. Н. 1:7—9).
6. Иисусӑн сӑмахӗсем пире мӗнле усӑ пама пултараҫҫӗ?
6 Библире Иисус ҫынсемпе мӗнле калаҫни ҫинчен вулама пулать. Унӑн сӑмахӗсем тата вӑл мӗне вӗрентни ҫынсен чунне уҫӑлтарнӑ. Иисус хуйха ӳкнисене, пусӑрӑнчӑк кӑмӑллисене тата халран кайнисене йӑпатнӑ, ҫавӑнпа ҫынсем ӑна итлеме юратнӑ. (Матфей 11:28—30 вуласа пар.) Вӑл яланах ыттисене лайӑх пултӑр тесе тӑрӑшнӑ (Марк 6:30—32). Иисус хӑйпе пӗрле ҫӳрекен апостолсене пулӑшнӑ пекех пире те пулӑшӗ. Паллах ӗнтӗ, халӗ Иисус пирӗнпе юнашар мар, анчах та пӗлӗтри Патша пулнӑ май вӑл ҫынсене унчченхи пекех хӗрхенет. Йывӑр шухӑшсем канӑҫ памаҫҫӗ пулсан, «кирлӗ вӑхӑтра Вӑл пире хӗрхенсе... пулӑшӗ». Иисусӑн сӑмахӗсем хумхантаракан шухӑшсене ҫӗнтерме, хӑюллӑ пулма тата чӗрере шанчӑка упраса хӑварма пулӑшӗҫ (Евр. 2:17, 18; 4:16).
СВЯТОЙ СЫВЛӐШ ЛАЙӐХ ЕНСЕНЕ АТАЛАНТАРМА ПУЛӐШАТЬ
7. Кӗлӗре святой сывлӑш ыйтни мӗнле усӑ парать?
7 Ҫӳлти Атте хӑйӗнчен ыйтакансене святой сывлӑш яланах парать тенӗ Иисус (Лука 11:10—13). Святой сывлӑш ыйтни — канӑҫсӑр шухӑшсене ҫӗнтермелли виҫҫӗмӗш утӑм. Туррӑн святой сывлӑшӗ, е ӗҫ тӑвакан вӑйӗ, сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсене аталантарма пулӑшать. Ҫак лайӑх енсене Ҫут тӗнчене Тытса Тӑракан Турӑ хӑй кӑтартать. (Галати 5:22, 23 вуласа пар; Кол. 3:10.) Эсир ҫак лайӑх енсене аталантаратӑр пулсан, ыттисемпе хӑвӑр хушӑри хутшӑнусем лайӑхлансах пырӗҫ, пӑшӑрханмалли лару-тӑрусем вара, тен, пулмӗҫ те. Святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсем пире мӗнле пулӑшнине айтӑр пӑхса тухар.
8—12. Святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсем пире мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?
8 «Юратни, савӑнни, канӑҫлӑх». Ыттисене хисеплеме тӑрӑшатӑр пулсан, сирӗн пӑшӑрханмалли сахалтарах пулӗ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Ыттисене тӑванла, чунтан юратсан тата чыс тусан эсир канӑҫа пӗтерекен лару-тӑрусенчен пӑрӑнатӑр (Рим 12:10).
9 «Тӳсӗмлӗх, ырӑ кӑмӑл, хӗрхенни». Пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма ҫак канаш пулӑшӗ: «Пӗр-пӗриншӗн ырӑ пулӑр, пӗр-пӗрне хӗрхенӗр... пӗр-пӗрне каҫарӑр» (Эф. 4:32). Ҫапла тусан сирӗн хуйхӑ курмалла пулмӗ тата эсир ҫитменлӗхлӗ пулнӑран сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсене ӑнӑҫлӑн татса пама пултаратӑр.
10 «Шанчӑк [ӗненӳ, ҪТ]». Пирӗн пӑшӑрханусем час-часах укҫапа е пурлӑхпа ҫыхӑннӑ (Ытар. 18:11). Иегова пулӑшасса ҫирӗп шанни канӑҫсӑрлатакан шухӑшсене ҫӗнтерме пулӑшать. Мӗнле майпа? Павел апостол Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ ҫак канаша тытса тӑрсан: «Мӗн пуррипе ҫырлахӑр». Малалла вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Турӑ Хӑйех каланӑ: „Сана нихӑҫан та манмӑп, сана пӑрахмӑп“ тенӗ. Ҫавӑнпа эпир хӑюллӑнах: „Ҫӳлхуҫа мана пулӑшать — эпӗ хӑрамӑп, этем мана мӗн тӑвайӗ?“ тетпӗр» (Евр. 13:5, 6).
11 «Йӑвашлӑх, чаруллӑ пулни». Ҫак лайӑх енсене кӑтартни мӗн тери усӑллӑ пулни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Эсир йӑваш та чаруллӑ пулма тӑрӑшатӑр пулсан хӑвӑра канӑҫсӑр тӑратса хӑваракан ӗҫсене тумастӑр тата сирӗн пурнӑҫра «тӗрлӗрен кӳренесси, хаярланасси, ҫилленесси, кӑшкӑрашасси, хӑртасси» те пулмӗ (Эф. 4:31).
12 Паллах, пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла, мӗншӗн тесен Библи пире «йӑвашланса Туррӑн хӑватлӑ аллинче тӑрӑр» тата «кирек мӗнле йывӑрлӑхра та Ӑна шанса тӑрӑр» тет (1 Петр 5:6, 7). Хӑвӑра кӗҫӗне хума вӗреннӗ май эсир Турӑ сире пулӑшнине тата ырланине туйса илетӗр (Мих. 6:8). Ҫак лайӑх ен сире хӑвӑр мӗн тума пултарнипе пултарайманнине ӑнланса илме пулӑшӗ, вара эсир ытлашши пӑшӑрханмастӑр тата хӑвӑр ҫине мар, Турӑ ҫине шанма вӗренетӗр.
«ЫРАНХИ КУНШӐН АН ТӐРӐШӐР»
13. «Ыранхи куншӑн ан тӑрӑшӑр» тенипе Иисус мӗн каласшӑн пулнӑ?
13 Матфей 6:34-мӗшӗнче (вуласа пар) Иисус Христосӑн ӑслӑ канашне ҫырнӑ: «Ыранхи куншӑн ан тӑрӑшӑр». Анчах та ҫак канаша тытса тӑма ҫӑмӑл мар пек туйӑнма пултарать. Ҫак сӑмахсемпе Иисус мӗн каласшӑн пулнӑ-ши? Паллах, вӑл Туррӑн ӗҫлекенӗсен йывӑрлӑхсем пачах пулмӗҫ тесе каласшӑн пулман. Давидпа Павел ҫав тӗлӗшрен мӗн каланине эпир куртӑмӑр ӗнтӗ. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫакна ӑнланса илччӗр тенӗ: ытлашши пӑшӑрханнипе йывӑрлӑхсене ҫӗнтереймӗн. Ҫӗнӗ кун ҫӗнӗ йывӑрлӑхсем илсе килет, ҫавӑнпа христиансен паянхи куншӑн пӑшӑрханнисӗр пуҫне пулни-иртнишӗн тата мӗн пулассишӗн пӑшӑрханмалла мар. Халран яракан пӑшӑрханусене пӗтерес тесе Иисусӑн канашӗпе эсир мӗнле усӑ курма пултаратӑр?
14. Унччен тунӑ йӑнӑшсемшӗн пӑшӑрханма пӑрахас тесен мӗн тумалла?
14 Хӑш-пӗрисем унччен тунӑ йӑнӑшсемшӗн е ҫылӑхсемшӗн канӑҫа ҫухатаҫҫӗ. Нумай ҫул иртнӗ пулсан та вӗсем хӑйсене айӑплама пӑрахаймаҫҫӗ. Давид патшан та ҫакнашкал туйӑмсем пулнӑ, вӑл: «Ҫылӑхлӑ ӗҫӗмсем пуҫ тӳпинчен те иртсе кайрӗҫ»,— тесе ҫырнӑ. Тата вӑл: «Чӗрем тӗлкӗшнипе кӑшкӑрса макӑратӑп»,— тенӗ (Пс. 37:4, 5, 9, 19). Ҫав лару-тӑрура Давид мӗн тусан лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ-ши? Вӑл мӗн тунӑ? Давид Иегова ӑна хӗрхенессе тата каҫарасса ҫирӗп шаннӑ. Ҫавӑнпа ҫапла каланӑ: «Ҫылӑхне Ҫӳлхуҫа шута кӗртмен... ҫын телейлӗ». (Псалом 31:1—3, 5 вуласа пар.)
15. а) Давидран эпир тата мӗне вӗренетпӗр? ӑ) Сахалтарах пӑшӑрханма мӗн пулӑшма пултарать? («Ытлашши пӑшӑрханас мар тесен мӗн тума пулать?» схемӑна пӑхӑр.)
15 Хушӑран эпир хальхи лару-тӑрусемшӗн пӑшӑрханма пултаратпӑр. Тӗслӗхрен, Давид 54-мӗш псалом ҫырнӑ чухне пурнӑҫне ҫухатасран хӑранӑ (Пс. 54:2—6). Пӑшӑрханмалли нумай пулнӑ пулсан та вӑл Иегова ҫине шанма пӑрахман. Давид хӑйӗн йывӑрлӑхӗсем ҫинчен Иеговӑна хӗрӳллӗн кӗлтуса каласа панӑ. Ҫавӑн пекех вӑл йывӑр лару-тӑрӑва татса памашкӑн хӑй мӗн тума пултарнине пурне те тумаллине ӑнланнӑ (2 Патш. 15:30—34). Давидран тӗслӗх илӗр. Канӑҫсӑр шухӑшсене хӑвӑра ярса илме ан парӑр. Мӗн тума пултарнине пурне те тӑвӑр, унтан вара Иегова сирӗншӗн тӑрӑшасса ҫирӗп шанӑр.
16. Туррӑн ячӗ мӗне пӗлтерни ҫинчен шухӑшлани пирӗн ӗненӗве мӗнле ҫирӗплетме пултарать?
16 Хӑш-пӗр чухне христианин мӗн пулса иртме пултарасси ҫинчен шутласа ним ҫукранах хытӑ кулянма пултарать. Анчах та пирӗн унашкал пулмалла мар. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен час-часах ӗҫсем эпир шутланӑ пекех япӑх пулмасан та пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, Турӑ улӑштарма пултарайман лару-тӑру ҫук, ҫавӑнпа эпир кирек мӗнле йывӑрлӑхра та ун ҫине шанма пултаратпӑр. Унӑн ячӗ те «Вӑл пулса тӑма парать» тенине пӗлтерет (Тух. 3:14, ҪТ). Туррӑн ячӗ мӗне пӗлтернине асра тытатпӑр пулсан, Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем пирки мӗн шухӑшласа хунине пурнӑҫласси пирки иккӗленмӗпӗр. Турӑ хӑйне шанчӑклисене пиллетех, вӑл вӗсене пулни-иртнишӗн, хальхи лару-тӑрусемшӗн е пуласлӑхшӑн пӑшӑрханма пӑрахма пулӑшӗ.
ЧУНА УҪСА КАЛАҪНИ
17, 18. Чуна уҫса калаҫни пӑшӑрханусене ҫӗнтерме мӗнле пулӑшать?
17 Пӑшӑрханусене ҫӗнтерме пулӑшакан тӑваттӑмӗш Ытар. 12:25). Чуна уҫса калаҫни хӑвӑра мӗн пӑшӑрхантарнине лайӑхрах ӑнланма тата канӑҫсӑр шухӑшсене ҫӗнтерме пулӑшӗ. «Канаш ҫукки тытӑннӑ ӗҫе пӑсса ярать, канашҫӑсем йышлӑ чухне ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулать»,— тенӗ Библире (Ытар. 15:22).
утӑм — шанчӑклӑ ҫынпа чуна уҫса калаҫни. Эсир мӑшӑра, ҫывӑх туса е старейшинӑна хӑвӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен каласа пама пултаратӑр. Ҫакӑ йывӑрлӑх ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшӗ. Библире каланӑ: «Чӗри тӗлкӗшни этеме хавшатать, ырӑ сӑмах вара — савӑнтарать» (18 Кашни эрнере иртекен тӗлпулусем те пире сахалтарах пӑшӑрханма пулӑшаҫҫӗ. Унта эпир пирӗншӗн чун-чӗререн тӑрӑшакан тата пире хавхалантаракан тӑвансемпе яланах калаҫма пултаратпӑр (Евр. 10:24, 25). Ҫапла майпа пӗр-пӗрне хавхалантарни пире тӗреклетӗ тата канӑҫсӑр шухӑшсене пӗтерме пулӑшӗ (Рим 1:12).
ПУРИНЧЕН ЫТЛА ТУРӐПА ХАМӐР ХУШӐРИ ХУТШӐНУСЕМ ВӐЙ ПАРСА ТӐРАҪҪӖ
19. Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусем пире вӑй парса тӑрасси пирки мӗншӗн иккӗленмелле мар?
19 Канадӑра пурӑнакан пӗр старейшинӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл пӑшӑрханнӑ вӑхӑтра Иегова ҫине шанни мӗн тери кирлине ӑнланнӑ. Унӑн ӗҫӗ питӗ йывӑр — вӑл шкулта вӗрентекен. Унсӑр пуҫне, психика чирӗпе чирленине пула ӑна час-часах канӑҫсӑр шухӑшсем ярса илеҫҫӗ. Ҫав тӑвана мӗн пулӑшать? Вӑл каласа парать: «Эпӗ ҫакна ӑнланса илтӗм: йывӑр шухӑшсемпе кӗрешнӗ чухне мана пуринчен ытла хампа Иегова хушшинчи хутшӑнусем вӑй парса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа эпӗ ҫак хутшӑнусене пӗтӗм вӑйран ҫирӗплетме тӑрӑшатӑп. Хама питӗ япӑх туйнӑ чухне шанчӑклӑ туссем тата пухури тӑвансем мана питӗ пулӑшаҫҫӗ. Эпӗ арӑмпа чуна уҫса калаҫатӑп. Ытти старейшинӑсем тата район надзирателӗ мана хамӑн лару-тӑру ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма вӗренме пулӑшрӗҫ. Ҫавӑн пекех эпӗ хамӑн чирпе мӗнле кӗрешмеллине ӑнланас тесе тухтӑр патне кайрӑм, кун йӗркине улӑштартӑм, ҫителӗклӗ канма тата физкультура тума вӑхӑт уйӑрма пуҫларӑм. Майӗпен эпӗ хамӑн туйӑмсене алра тытма вӗрентӗм. Лару-тӑрӑва улӑштарма май ҫуккине курсассӑн эпӗ веҫех Иеговӑн аллине шанса паратӑп».
20. а) Кирек хӑш йывӑрлӑхра та Иегова ҫине шанма мӗн пулӑшать? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухатпӑр?
20 Ку статьяран эпир ҫакна куртӑмӑр: Турӑ ҫине шанма пире хӗрӳллӗн кӗлтуни, Библи вулани тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлани пулӑшать. Ҫавӑн пекех пирӗн святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсене аталантармалла, шанчӑклӑ ҫынсемпе чуна уҫса калаҫмалла тата тӑвансемпе хутшӑнса вӑй илмелле. Тепӗр статьяра эпир Иегова паракан шанчӑк пире мӗнле пулӑшса тӑнине пӑхса тухатпӑр (Евр. 11:6).